Вулаканпа куçа-куçăн

4 Раштав, 2014

«Хыпар» хаçат кунĕсем халиччен те пулнă-ха. Пысăк йышпа тĕрлĕ района çитсе килнĕ, вуншар, çĕршер вулаканпа чуна уçса калаçнă. Çапах та вунултă кăларăма пĕр «çыхăра» тытакан «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсен пĕрлештернĕ команди хăйне евĕрлĕ çулçÿреве пуçласа тухрĕ темелле. Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай ертсе пыракан пысăк ушкăн декабрĕн 2-мĕшĕнче Муркаш районне çитсе килчĕ.

Муркаша суйласа илни ахальтен мар: тĕлĕнмелле çак хутлăх «Хыпар» никĕслевçине Николай Никольские çуратса ÿстернĕ. Хаçат ĕçченĕсем Николай Васильевичăн тăван кĕтесне - Купăрля ялне - унăн çавра юбилейĕсенче çеç мар, çулленех - май уйăхĕн 19-мĕшĕнче - пырса çÿресси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Тĕлпулăва районти культура çуртĕнче ирттерме палăртнă. Унччен вăхăт самаях-ха. Курав залĕнче Юрий Жуков композитор ертсе пыракан ветерансен халăх хорĕн репетицийĕ иртет. Самай çулланнă çак çынсене ахаль чухне урамра асăрхаман та пулăттăмăр. Кунта вара вĕсем халăхра палăрнă юрăсене мăнаçланса, чăн-чăн артист пек темиçе сасăпа шăрантараççĕ. Курасчĕ сирĕн вĕсене çак самантра - чунĕпе çап-çамрăк ветерансем, куçĕсем еплерех çунаççĕ тата!

Палăртнă вăхăта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев килсе çитрĕ. Вăл Муркаш çĕрĕ çинче журналистсене курма кăмăллă пулнине палăртрĕ. Паллах, çак хутшăнусене çирĕплетсе пыма Николай Никольский паян та пулăшать.

Ростислав Николаевич Хыпарçăсене мухтанисĕр пуçне сĕнÿсем те пачĕ: хаçат чĕлхине çăмăллатма сĕнчĕ. «Тепĕр чухне хăшпĕр сăмаха словарьсăр та ăнланма çук»,- терĕ. Паллах, кашни асăрхаттару пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Валери Туркай ку енĕпе малашне пăтăрмахсем пулмасса, хаçата халăха çывăх чĕлхепе çырасса шантарчĕ, орфографи тĕлĕшĕнчен тунă йăнăшсене тÿрлетнине палăртрĕ.

«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов шухăшĕпе - хаçат чĕлхи хăш-пĕриншĕн «ăнланмалла марри» - журналистсен айăпĕ çеç мар, вулакансен хăйсен инкекĕ те. Халĕ авă хула çеç мар, тап-таса чăваш ялĕ те вырăсланса пырать. Тăван чĕлхене ют чĕлхери сăмахсемпе вараламасăр калаçнине, шел те, сахал илтме пулать.

Ку енĕпе вулакансене журналсем те ырă тĕслĕх параççĕ. «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсен шеф-редакторĕсем Арсений Тарасов, Николай Петров-Ишентей хăйсен кăларăмĕсемпе паллаштарчĕç. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ, Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов «Хресчен сасси» пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Сăмах май, асăннă кăларăм çитес çул 25 тултарать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата ялти пикесемпе кинемейсем çеç мар, вăйпитти арсем те алла илсе вулани пирки илтнĕ-ха. Илĕртмелли пурах-мĕн унта. Хаçатăн сăнне унăн корреспонденчĕ Елена Атаманова уçса пачĕ. Журналистсемпе пĕрле пынă Алина Михайлова, Валерий Дмитриев юрăçсем илемлĕ сассисемпе икĕ енлĕ хутшăнăва çывăхлатма пулăшрĕç. Ку енĕпе Валери Туркая та палăртса хăвармалла: унăн сăввисем те янăрарĕç тĕлпулура. Унăн Муркаша халалланă сăвă та пур: «Муркашра тахçанах эп пулман...» Пĕрле илсе килнĕ хаçат-журнал, илемлĕ литература уйрăм çынсенне çеç мар, вулавăшсен сентрисене те пуянлатĕç.

Журналистсем çула тухнин сăлтавĕсем сахал мар. Пĕрремĕшĕнчен, халăхпа курнăçса калаçни, унăн шухăш-кăмăлне пĕлни темрен паха. Иккĕмĕшĕнчен, çырăнтару ĕçĕпе кăсăкланни, халăха хаçат-журналсен хакĕ ÿссе кайни мĕнпе çыхăннине уçса пани те пĕлтерĕшлĕ. Тем тесен те вулаканпа куçа-куçăн тĕл пулни пирĕншĕн, журналистсемшĕн те, питĕ кирлĕ.

 

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.