Бюджета каллех «тÿрлетмелле»
Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енĕн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккунне алă пусни пирки хыпар пулчĕ, çав вăхăтрах çулталăк вĕçленсе пынине пăхмасăр умĕнхи бюджетпа та ĕçлеме тивет. Ирĕксĕртен тăвакан утăм теме те юрать-тĕр - пĕтĕмĕшле лару-тăру хистевне пăхăнма тивет. Çавна май ытларикун ЧР Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2014 çулхи, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессине тишкерсе ырларĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - тĕнче политикипе çыхăннă кăткăслăх Раççейри финанспа экономика лару-тăрăвне витĕм кÿрет, çакă, паллах, республика бюджетне пурнăçлассинче те палăрать. Калăпăр, организацисен усламĕнчен, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксен калăпăшĕ прогнозпа пăхнинчен пĕчĕкрех пулса тухнă. Налук мар тупăшсем 145 млн тенкĕ хушăннă-ха, ку - патшалăх пурлăхĕпе тата çутçанталăк ресурсĕсемпе тухăçлă усă курнин кăтартăвĕ, анчах çакă пурпĕр пĕтĕм çухатăва саплаштараймасть.
Ытти шайри бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар килекен укçа калăпăшĕ 1 млрд тенкĕ ытларах хушăнать. Пĕтĕмĕшле илсен вара ку виçе çулталăк пуçламăшĕнче палăртнинчен 4,8 млрд тенкĕ чухлех ÿсет, пĕтĕмпе 16,1 млрд тенкĕпе танлашать - 2013 çулхинчен 5,5% пысăкрах. «Çакă, - терĕ Михаил Васильевич, - эпир Мускавпа лайăх çыхăну тытса ĕçленине çирĕплетет. Эпĕ Путин Президент, Медведев премьер ячĕпе ыйтусемпе тухни тивĕçлĕ кăтартусем кÿрет. Раççей Финанс министерствипе те хутшăнусем лайăх. Унта пирĕн общество финансĕсене тытса пырассипе çыхăннă ĕçе пысăка хурса хаклаççĕ».
Вăл кирек мĕнле пулсан та Правительство хăйĕн граждансен умĕнчи социаллă тивĕçĕсене пурнăçлассине çирĕплетрĕ. Çав вăхăтрах экономика çине те алă сулман. Сăмахран, ял хуçалăхне пулăшасси ÿсет. Ялсен территорийĕсене аталантарассипе пĕрле шутласан бюджетра ял хуçалăхĕ валли тата 299 млн тенке яхăн уйăрма палăртнă. Отрасле кÿрекен тĕрев пĕтĕмпе 2,4 млрд тенкĕ урлă каçать - пĕлтĕрхи шайран кая мар. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, спорт объекчĕсене тĕпрен юсама та хушма 42,5 млн тенкĕ пулать.
Финанс министрĕ Светлана Енилина улшăнусемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 486 млн тенке яхăн ÿсет. Çав вăхăтрах бюджетăн хамăрăн тупăшсенчен пухăнакан пайĕ 523 млн тенкĕ пĕчĕкленет. Республика тулашĕнчи пысăк компанисен, филиалĕсене кунта ĕçлеттерекенскерсен, налук тÿпи пĕчĕкленни куç кĕрет палăрать - 17,7% чухлех чакнă. Унашкаллисен шутĕнче министр Перекет банкне, РусГидрона асăнчĕ. Çийĕнчен çынсене «нологовый вычет» текен тÿлевсене нумай тавăрса памалла - çакă та енчĕке çÿхетет. Культура валли вара укçа кăшт сахалрах пулать. Çакна Светлана Александровна Мускав çак статьяпа уйăракан укçа виçи пĕчĕкленнипе сăлтавларĕ.
Тăкаксене илес тĕк - вĕсем 403,2 млн тенкĕ чухлĕ пысăкланаççĕ. Çĕнелекен бюджетăн пĕтĕмĕшле параметрĕсем вара çапларах: тупăшсем тĕлĕшпе - 37064,6 млн /малтан палăртнă кăтартуран 14,4% пысăкрах/, тăкаксем тĕлĕшпе - 41216,8 млн /15,9% пысăкрах/, дефицит - 4152,2 млн тенкĕ.
- Мĕнпур ыйтăва тивĕçтерме май çук, - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев. - Çапла тăвас тени - лайăх кăмăл, анчах пирĕн тĕп ыйтусем пур. Ку темăпа политика тĕллевĕсемпе ан усă курччăр, çавăнпа та «эпир чылай ытларах ыйтнăччĕ, анчах Финмин памарĕ» йышши калаçусем ан пулччăр.
Иван Моторин премьер та «ĕнер каçхине те чылай ыйтăва сÿтсе яврăмăр» тенĕ май хăш-пĕр енĕпе çивĕчлĕх çав-çавах сыхланса юлассине палăртрĕ, улшăнусене «мĕн пуррипе усă курса» сĕнни çинчен каларĕ. Паллах, резервсем пур-тăр - çакна Михаил Васильевич та пытармарĕ: «Хăш-пĕр территори, коммерци организацийĕсем тĕлĕшпе укçа çухататпăр - вăрттăн схемăсемпе усă кураççĕ. Эпир çакна пĕлетпĕр. Алкоголь рынокĕнче ăнланмалла мар ĕçсем пулса иртеççĕ. Ютран кÿрекен продукцие пула /вăл пахалăхлă-и çук-и - сăмах кун пирки мар/ акцизсем чакаççĕ. Эпир çакăн пирки уççăн калатпăр, потребительсем пулнă май пирĕн кун пирки тивĕçлĕ сигналсем пама ирĕк пур. Кам вăрттăн схемăсемпе усă курать - вĕсемшĕн конкурентлă кĕрешÿре çĕнтерме çăмăлрах, çавăнпа та унашкаллисене явап тыттармашкăн мĕнпур меслетпе усă курăпăр».
Саккун проектне Патшалăх Канашне тишкермешкĕн пама йышăнчĕç. Çĕнĕ çулччен те вăхăт нумай юлмарĕ те - вăраха ямасăр пăхса тухмалла ĕнтĕ. Çапах - самантрах тумалли ĕç мар. Малтан парламент комитечĕсенче тишкермелле-ха. ПК планĕпе килĕшÿллĕн 26-мĕш сесси декабрĕн 19-мĕшĕнче уçăлмалла. Чăн та, Юрий Попов спикер Правительство бюджета хăвăртрах тишкерме ыйтать пулсан сессие кăшт маларах ирттерме те хирĕç маррине палăртрĕ.
Николай КОНОВАЛОВ