Сусăрсене меллĕ-и?

3 Раштав, 2014

Çак кунсенче Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕнче регионсен хушшинчи «Реабилитаци. Интеграци. Пĕрешкел майсем» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Асăннă мероприятие Чăваш Республикин «Граждансене 2012-2020 çулсенче социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси» патшалăх программин «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Ĕçлĕ тĕлпулăва инвалидсене реабилитацилес, хевтесĕрсене тата куçса çÿреме кансĕр граждансене кулленхи пурнăçра юрăхлă хутлăхпа тивĕçтерес тытăмра тăрăшакан 200 яхăн специалист пухăннă. Чăваш Енри ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма, хăйсен çитĕнĕвĕсем пирки пĕлтерме Мари Эл Республикин, Чулхула облаçĕн представителĕсем килнĕ.

Конференцие хутшăннисем валли реабилитаци оборудованийĕ, техника хатĕрĕ кăларакан предприятисен продукцийĕн куравĕ ĕçлерĕ.

«Пирĕн граждан обществи инвалидлăх пур çынсен правине хÿтĕлес, вĕсем валли хăтлă та пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурас тĕллеве тивĕçлипе хаклатнине çирĕплетсех калама пултаратăп», - терĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Галина Германова конференцин пленарлă канашлăвне уçнă май.

Пухăннисене Мари Эл Республикин социаллă хÿтлĕх тата ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Карпенко, Медицинăпа социаллă экспертизăн Чăваш Республикинчи тĕп бюровĕн ертÿçи Людмила Викторова, Раççей патшалăх социаллă университечĕн Шупашкар хулинчи филиалĕн директорĕ Станислав Петровский саламларĕç.

Сусăрсем валли пурте усă курма пултаракан хутлăх туса хурас, вĕсене реабилитацилес, хевтесĕрсемпе ĕçлемешкĕн кадрсем хатĕрлес ыйтусемпе докладсене итленĕ хыççăн конференцин практика пайĕ 6 секцие пайланса малалла тăсăлчĕ: вĕсенче реабилитацин тĕрлĕ мелĕ - социаллă, медицина, професси, педагогика, спорт тата культура - пирки калаçрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, хăйсен специализацийĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Спорт реабилитацийĕн секцийĕнче, тĕслĕхрен, куç курман инвалидсем валли мастер-класс ирттерĕç.

Асăннă мероприятире хускатнă ыйтусен пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. «Инвалидсен Пĕтĕм Раççейри обществи» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи пĕрлĕхĕн председателĕ Маргарита Кузьминых çакна уйрăммăн палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе - ĕçлĕ хутшăнусене тăтăшах йĕркелемелле. Кун пек чухне пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма май килет. Маргарита Кузьминых хăй те инвалидсене хăтлă хутлăх туса парассипе пухнă опыта тишкерет. Ку енĕпе халĕ нумай ĕçлеççĕ. Çапах та чылай чухне сусăрсене мĕн кирлине шута илмеççĕ. Хваттерсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла, инвалидсене ку енĕпе те пулăшу памаллине асра тытмалла: пандус майлаштармалла, хăпарса анмалли вырăн тумалла, çÿллĕ бордюрсене илсе пăрахмалла: сусăр çын килĕнчен хăй тĕллĕн тухма тата кирлĕ çĕре çитме пултаратăр. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограмма пулăшмалла та.

Кунашкал конференци пирĕн республикăра пĕрремĕш хут иртрĕ, уссине кура ăна çулленех йĕркелеме шухăшлаççĕ.

Сăмах май, Чăваш Енре кăçалхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 88,1 пин инвалид /е халăхăн 7 проценчĕ/ пурăнать. 2013 çулта инвалида 6923 çынна, çав шутра 510 ачана кăларнă. Вĕсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли çул-йĕртен пĕри - реабилитаци тата обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшни. 2014 çулта сусăрсене реабилитацилемелли 27,9 пин уйрăм программăна ĕçе кĕртнĕ, çав шутра медицинăпа - 14,5 пин, социаллă тытăмпа - 12,8 пин, професси енĕпе - 0,6 пин.

Кăçалхи 10 уйăхра 853 çынна санаторипе курорт сиплевне янă, 5217 инвалида реабилитаци техникин хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Инвалидсене обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшас енĕпе палăртнă комплекслă мерăсенчен пĕри - ĕç вырăнĕсене квотăлани. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 100 çынран иртекен 278 организацире вĕсене валли - 1757, 35-10 çынлисем валли 1045 вырăн çирĕплетнĕ, паянхи кун тĕлне 1580 тата 725 -шне сусăрсене йышăннă.

Инвалидсене физкультурăпа спорт енĕпе реабилитацилес тĕллевпе 99 организаци ĕçлет.

Хальхи вăхăтра 124 сусăр спортри çитĕнÿсемшĕн хисеплĕ ятсене тата разрядсене тивĕçнĕ. 14-шне Раççейĕн пĕрлехи командине кĕртнĕ.

Республикăра сусăр ачасене социализацилес, реабилитацилес, психологипе медицина тата педагогика енĕпе пулăшмашкăн вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн организацийсен тата социаллă хÿтлĕхĕн тытăмĕсене туса хунă, реабилитаци, вăй-хала тĕреклетмелли центрсем уçнă. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче кăçал 2106 сусăр ача ăс пухать, çав шутра 407-шĕ - килте.

«Пурте усă курма пултаракан хутлăх» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн юлашки 3 çулта республикăри 66 шкула куçса çÿреме кансĕррисен ушкăнне кĕрекенсем валли майлаштарма 198 млн тенкĕ янă. Социаллă тытăмăн 27 объектĕнче асăннă программăна ĕçе кĕртеççĕ. Вĕсенче пандус, кÿмепе çÿрекен инвалидсене пулăшма - поручень, япăх куракансем валли - тактиль паллисем, начар илтекенсене хÿтĕлеме индукци çекĕлĕсем вырнаçтараççĕ. Инвалидсемпе тухса çÿреме кансĕррисен ыйтăвне тивĕçтерсе Çĕнĕ Шупашкарта - 4 троллейбус, Шупашкарта 3 автобус çÿретме контракт çирĕплетнĕ.

Инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх влаçĕн органĕсем мĕнле ĕçленине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи координаци канашĕ тĕрĕслесе тăрать.

 

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: