«Хыпар» хаçат - хăрушлăхра!
1990 çулсен пуçламăшĕ. Мускав. Сокольники. Библиотека. Чăваш поэзийĕн каçĕ. Мускавра пурăнакан йăхташăмăрсем, Тăван Чĕлхемĕршĕн ялан тунсăхлаканскерсем, хăйсен уявне Шупашкартан ятарласа Светлана Асамата тата çак йĕркесен авторне чĕнсе илнĕ.
Чи малтан, аслă Çеçпĕлĕмĕрĕн "Чăваш ачине" сăввинчи вилĕмсĕр йĕркесене /"Килсем, килсем, эс пур, çук мар!.."/ хавхаланса каланă хыççăн, Виссарион Пряников ăсчах мана сăмах пачĕ. Эп халăх умне тухрăм /залра кам кăна çук! - генералĕ те, полковникĕ те, профессорĕ те, аспиранчĕ те!../, пĕр хушă чĕнмерĕм... унтан, татăклăн, "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!" терĕм.
Пурте, "паллах! паллах" урăхла пулма та пултараймасть!" тенĕн хĕрÿллĕн алă çупрĕç, йăл-йăл кулчĕç. Анчах та эп темиçе самантран малтанхи пекех татăклăн "Пулмасан та пултаратпăр!" терĕм.
Алă çупакан пулмарĕ. Пурин те куçĕсенче - пĕр ыйту, пĕр туйăм: "Мĕскер? Мĕскер?.. Мĕнле апла - эпир пулмасан та пултаратпăр-и?! Çук, çук, мĕскер Эсир, çамрăк çын, кун пекки пулма пултараймасть!!!"
"Пулма пултарать! - терĕм эпĕ малтанхи пекех татăклăн. - Енчен те эпир хамăра хамăр хисеплемесен, енчен те эпир хамăрăн пуласлăхăмăршăн тăрăшмасан, ачамăрсене чăвашла вĕрентмесен, тăван литературăпа культурăна çине тăрса аталантармасан!.."
...Ахальтен аса илмерĕм эп паян тахçан, иртнĕ ĕмĕрĕн шавлă та пăлхануллă 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Мускавра пулса иртнине. Мана паян та çав ыйтусемех пăшăрхантараççĕ: пулатпăр-и эпир? Еплерех пулĕç тепĕр 40-50 çултан чăваш чĕлхипе чăваш сăмахлăхĕ, чăваш литературипе культури?.. Çакăнпа пĕрле мана, паллах, "Хыпар" хаçат пуласлăхĕ пăшăрхантарать.
Тăванăмсем!
"Хыпар" хаçата - "чăваш халăхĕн хаçатне" - юлашки çулсенче 2000 çын çырăнса тăнă. 2000 çын çеç! Чăваш Ен тулашĕнче - 28 çын! 28 çын çеç!..
Хăрушă-и? Хăрушă!..
Пĕрисем калама пултараççĕ: тăхтăр-ха, эсир хăвăрăн хаçатăрта "Хыпар" кунсерен 7384 экземпляр пичетленет тесе çирĕплететĕр-иç! Çапла, ку тĕрĕс. "Хыпар" паянхи кун чăнах та 7384 экземпляр пичетленет. Анчах та ку шутран 2000 экземплярне çеç пирĕн вулаканăмăрсем çырăнса илеççĕ...
...Лару-тăру çав тери çивĕч, çав тери кăткăс /кун пирки тÿррĕн те уçăмлăн каламасан, вăл пушшех çивĕчленĕ, пушшех кăткăсланĕ/.
Кам айăплă?
Тираж ыйтăвĕ çакăн пекех çивĕчленсе çитнĕшĕн, халăхăмăр хăйĕн "тĕп хаçатĕнчен" писнĕшĕн пуринчен те ытларах айăпли, паллах, "Хыпар" хаçат хăй. Çакăн сăлтавĕсем пĕрре çеç мар, иккĕ çеç те мар. Эпир вĕсене пĕлетпĕр.
Кирек хăш хаçатăн, журналăн, кĕнекен, спектаклĕн, кинофильмăн шăпипе пуласлăхне пĕр япала, пĕр пулăм татса парать: кăсăклă-и çак хаçат, журнал т.ыт.те, е кăсăклă мар-и? Мĕн те пулин парать-и вăл вулаканпа куракана, е памасть-и?..
Шел, шăпах çак тĕлĕшпе хăйĕн вулаканĕшĕн пыракан çивĕч кĕрешÿре "Хыпар" хаçат выляса ячĕ, пысăк çухату тÿсрĕ.
Нумаях пулмасть, паллă ĕнтĕ, эпир, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн шаннă çыннисем тата Халăх фрончĕн хастарĕсем, Мускавра пуçтарăнтăмăр, тĕрлĕ çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр, хамăрăн Ертÿçĕмĕрпе тĕл пултăмăр. В.В.Путинăн шаннă çыннисен йышĕнче /вĕсем - пĕринчен тепри сумлăрах та хисеплĕрех/ Кабарда-Балкар Республикинчи Тырнауз /чăвашла - "тăрна çăварĕ"/ хулинчи 3-мĕш вăтам шкул директорĕ Любовь Хутуева та пур. Пĕррехинче эп çак питĕ ăслă та пултаруллă хĕрарăмран балкарсен тĕп "Заман" /Самана/ ятлă хаçачĕ пирки ыйтса пĕлме шутларăм.
"Пирĕн халăх питĕ юратать "Заман" хаçата, - терĕ Любовь Шарафиевна, - вăл пĕтĕм халăха хумхантаракан çивĕч те кăткăс ыйтусене хускатать, тĕрлĕ шухăш-туйăмлă çынсене сăмах парать. "Заман" хаçат пире, балкар халăхĕн ывăлĕсемпе хĕрĕсене, пĕр пысăк та вăйлă йыша пĕрлештерет, пирĕн халăха Халăх пулма пулăшать".
Паянхи "Хыпар" пирки эпир, чăваш-тăванăмсем, çакăн пек калаятпăр-и? Ман шутпа, хальлĕхе - çук. Шел пулин те, çук.
Тахçан вара шăпах "Хыпар", Н.В.Никольский никĕсленĕскер, Иван Яковлевич Яковлевăн Халалне асра тытса, Вĕрентекенĕмĕрĕн Ĕçне малалла тăсса, чăваш халăхĕшĕн, Чăваш Тĕнчишĕн калама çук пысăк ĕç тунă. Вăл çĕршывăмăрăн чи йывăр, чи кăткăс тапхăрĕсенче те чăваш ывăлĕсемпе хĕрĕсене пĕр пысăк та хăватлă йыша пĕрлештернĕ, чăваш халăхне Халăх пулма пулăшнă, чăваш халăхне малалла ăнтăлма йыхăракан Ялав пулнă.
...Ялав тенĕрен. Пĕлекенсем пĕлеççĕ: пур çар чаçĕн те хăйĕн ялавĕ пур. Ялавсăр çар чаçĕ çар чаçĕ мар. Ялавне çухатнă чаçе ан тив, темле тискер те хаяр çапăçура пулса иртнĕ пултăр çакă, - салатса яраççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн тĕп пуянлăхне - ЯЛАВНЕ - çухатнă.
Паянхи чăваш халăхне питĕ пысăк чаçпе танлаштарсан /мĕншĕн танлаштарас мар? Пурнăç, мĕн кĕрешÿ мар-им, вăрçă мар-им?/, унăн хăйĕн Ялавĕ пур. Çав Ялав вăл - "Хыпар" хаçат. "Хыпар" хаçата çухатсан, эпир пĕтĕмпех çухататпăр. Чысăмăра та, мăнаçлăхăмăра та, пĕрлĕхĕмĕре те, пуласлăхăмăра та.
"Хыпар" хаçат - хăрушлăхра, Вулаканăмăр!
"Хыпар" хаçат санран пулăшу кĕтет.
Çырăнмаллах "Хыпара", çырăнмаллах!
Валери ТУРКАЙ.