Коррупци тутиллĕ катлетсемпе бифштекссем
Республика прокурорĕ Владимир Метелин палăртнă тăрăх - «патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли тĕрлĕ тавар туянасси, пулăшу ĕçĕсемпе усă курасси - коррупци уйрăмах вăй илме пултаракан сфера». Çавна май ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва тĕпе хурса тишкерни пĕртте ăнсăртран пулмарĕ.
Прокурор ку сферăра надзор тытăмĕ саккуна пăснă хыççăн мар, маларах çине тăрса ĕçлени пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Шел те, çурт-йĕр, çулсен строительствинче, ытти отрасльте бюджет укçипе тирпейсĕр усă курнă, тепĕр чухне укçана вăрланă тĕслĕх сахал мар. Унашкаллисен шутĕнче Владимир Георгиевич Патăрьел районĕнчи тĕслĕхе аса илчĕ. Подрядчик документсенче пăхнинчен йÿнĕрех электростанципе тивĕçтернĕ. Райадминистраци вара ăна йышăннă. Сиен виçи - 300 пин тенкĕ патнелле. Ку тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Хысна укçине куç хывакансем тепĕр чухне пĕр кунлăх фирмăсем йĕркелесе улталаççĕ. Калăпăр, çавнашкал фирма, «Транслюкс» ятлăскер, Оборона министерствине оргтехникăпа тивĕçтерме килĕшÿ тунă. Хăй вара суя банк гарантийĕпе усă курнă. Прокурор каланă тăрăх - ку тĕслĕхре хайхи пĕр кунлăх фирма укçана уйрăмах пысăк виçепе вăрлассине сирсе яма май килнĕ.
Монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Котеев бюджетпа бизнесăн укçа-тенкĕпе çыхăннă хутшăнăвĕсенче саккуна пăснин анлă сарăлнă мелĕсене пайăррăн асăнчĕ: чиновниксем саккассене пурнăçлама паракан заявкăсене сăлтавсăрах йышăнмаççĕ, саккассен чи пысăк хакĕсене малтанах палăртмаççĕ, «çывăххисене» çул парас тĕллевпе «юттисем» тĕлĕшпе ытлашши требованисем кăларса тăратаççĕ тата ыт.те.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара тĕрлĕ конкурс-аукционра çĕнтерекенсемех контрактсене пурнăçламалли вăхăта тăсса янипе кăмăлсăр: «Аукционра хаксене пĕчĕклетсе çĕнтереççĕ - ĕçе вăхăтра пурнăçлаймаççĕ. Хăйсен вара устав капиталĕ те 10 пин тенкĕ кăна, активсене маларахах айккине илсе тухаççĕ. Вĕсен - пĕтĕмпех саккунлă пек, çав вăхăтрах контракт пурнăçланман - шыраса илмелли те нимĕн те çук».
Росфиннадзорăн территори управленийĕн ертÿçин Нина Константиновăн сăмахĕсем кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕç. Вăл автомагистральсен управленийĕ, суд департаменчĕ, Сывлăх сыхлавĕн министерстви, темиçе район администрацийĕ тĕлĕшпе ыйтусем пуррине палăртрĕ.
Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăй ертсе пыракан тытăма та сăмах тивнине кура «отпускра пултăм - пăхса тухăпăр» теме пăхрĕ те - ку М.Игнатьева тивĕçтермерĕ: «Отпуск тÿрре кăлармасть. Эпĕ те кантăм, анчах лару-тăрăва куçран вĕçертмен».
Мĕн пирки сăмах пырать-ха? Нина Андреевна уçăмлатрĕ: «Смета докуменчĕсене илтĕмĕр, анчах вырăна тухса тĕрĕсленĕ май унта кăтартнă ĕçсене пурнăçланине курмарăмăр...» ЧР Пуçлăхĕн сăмахĕсем хивре илтĕнчĕç: «Хăшĕсем документсенче пурнăçламан ĕçсене тунă пек кăтартасшăн... Право хуралĕн органĕсен ертÿçисем, эсир шута илтĕр-и? Уголовлă ĕç кам тĕлĕшпе пулĕ? Ку процесс халĕ хăвăрт пулса иртет - çавăнпа та хăвăра упрăр...»
Контрактсене вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçламан подрядчиксенчен претензи тăратса çухатăва шыраса илес енĕпе çителĕксĕр ĕçлени çинчен финанс министрĕ Светлана Енилина каларĕ. Калăпăр, шыраса илмелли пĕтĕмĕшле виçе - 7 млн тенкĕ ытла, саплаштарни вара - 600 пин тенкĕ патнелле кăна. «Шыраса илме пултараймастăр тăк - çаплах çырăр: «Эпир çав-çав фирмăна çавăн чухлĕ укçа парнелерĕмĕр...» - çав-çавах лăпланмарĕ Михаил Васильевич. Вăл «тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксен» списокĕ пĕчĕккипе те кăмăлсăр. Унта пĕтĕмпе те 18 организаци кăна. «Мĕн, вĕсемпе каварлашрăр-им?» - ыйтрĕ экономика аталанăвĕн министрĕнчен Владимир Аврелькинран.
Ăнах апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслемелли лабораторие ĕçлеттерсе ямалли пирки асăрхаттарчĕ: «Бюджет учрежденийĕсене апат-çимĕçпе тивĕçтерес ĕçре миллиардсем çаврăнаççĕ. Пĕчĕк хак кăтартса саккассене выляса илеççĕ те - кайран пахалăхсăр апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ. Çапла, Роспотребнадзор пур, анчах унăн ĕçченĕсем кашни катлетпа бифштексра чакаланмĕç, çавăнпа хамăрăн лайăх лаборатори кирлĕ».
Япăххи пирки пуçарнă калаçу кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха. ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина хăй ертсе пыракан тытăм йĕркеленĕ йышлă тĕрĕслевсен çурри саккуна пăснине тăрă шыв çине кăларнипе вĕçленни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. Тупса палăртнă сиен виçи - 12,7 млн тенкĕлĕх. Прокуратура, ШĔМ ĕçлеме тивĕç тĕслĕхсем те çук мар.
Унашкаллисен шутĕнче Татьяна Дмитриевна Муркаш районĕнчи бюджетран уйăрнă трансфертпа çыхăннă кăмăлсăр ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Республика бюджетĕнчен нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтерме 1,4 млн уйăрнă. Çемьене хваттер панă - ăна йĕркеллĕ туса пĕтермесĕрех. Çийĕнчен «Строитель» ООО хваттер лаптăкне те документсенче пăхнинчен пĕчĕкрех тунă - 5,5 тăваткал метр çитмест. Ку тĕслĕхпе те уголовлă ĕç пуçарнă. «Тăлăхсем тĕлĕшпе çакнашкал киревсĕрлĕх нумай пулнăччĕ. Халь вара нумай ачаллă çемьесемпе те çапла хăтланма пуçларăмăр иккен, - тарăхăвне пытармарĕ М.Игнатьев. - Капла юрамасть! Кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн пурте, çав шутра чи малтанах эпĕ яваплă!»
Çакăн пек хивре калаçу хыççăн тивĕçлĕ мерăсем те пулаççех-тĕр. Лару координаци канашĕн çитес çулхи ĕç планне çирĕплетнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас