- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрă шăтаслăхне мĕнле тĕрĕслемелле?
17 Кăрлач, 2014
Çуркуннехи вăхăтра ĕçсем капланасран вăрăсен шăтаслăхне маларах тĕрĕслесен аван. Ăна тĕрлĕ меслетпе палăртма пулать,
- Шултра вăрăсене /кавăн, пăрçа, хăяр,фасоль тата ытти те/ таса пăчкă кĕрпин икĕ сийĕ хушшине хурса, ăшă вырăнта /25-27 градус/ тытмалла. Шăтаслăх виçи «акнă» вăрăран миçе штук сăмсаланнинчен палăрать. Калăпăр, 10 вăрăран 7-шĕ шăтнă тăк культура вăррисен шăтаслăхĕ 70 процента яхăн пулать.
- Вĕтĕ вăрăсене /купăста,кишĕр, укроп тата ытите/ нÿрĕ салфеткăсем хушшине хурса ăшă /23 градуса яхăн/ çĕрте тытмалла. Шăтаслăх виçине çÿлерех каланă пекех, миçе вăрă шăтнине шутласа, палăртаççĕ.
- Пĕр-пĕр ушкăнри вăрăсенчен хăшĕсем шăтассине палăртма хутаçри вăрăсене 5-15 минута шыва ямалла. Ишсе тухнисем – начар, пушă, пăсăлнă вăрăсем.Тĕпне ларса юлнисем – паха вăрăсем. Кунта çакна асра тытмалла, томат, купăста, рудис вăррисене тăвар шывне ямалла. Пĕр стакан шыв пуçне 10 г тăвар илмелле.
- Питĕ вĕтĕ вăрăсен шăташлăхне электричество туртаслăхĕпе пĕлме пулать, эбонит патака сăтăрса электризацилемелле, вăрăсен çийĕпе майĕпен шутармалла. Ун çумне чи вăйсăр, пушă вăрăсем çыпăçаççĕ.
Комментари хушас