Пaрaссемпе тунa мачча кашти
Пĕр хутлă йывăç çурт тунă чухне мачча каштине бетонланă кашта-юпаран туни кирлех те мар-тĕр. Йывăç кашта хурсан аванрах та, меллĕрех те. Кашталăх пăрăс /брус/ пирки пĕр-икĕ сăмах.
Пăрăс пахалăхĕнчен, ăна çурт калăпăшĕпе мĕнле çыхăнтарнинчен, тĕрĕс йĕркеленинчен пулас çуртăн çирĕплĕхĕ те, ĕмĕрĕ те нумай килет. Çуртри йывăрăш, унăн конструкцийĕ урай каштипе мачча кашти çине тиенет-çке.
Пăрăссен тăршшĕ стенасен хушшинчен 50-60 см вăрăмрах пулмалла. Мĕншĕн тесен каштасем стенасене икĕ енчен те 25 сантиметртан кая мар кĕрсе тăмалла. Çурта кирпĕчрен купаласассăн кашта валли ятарласа хушăксем хăвармалла. Йывăç çурт хăпартсассăн кашта валли пĕренене касса майлаштармалла. Пăрăссене шыв яман материал - рубероид - çине хумалла.
Пăрăс суйланă чухне чи çирĕпписем 2-4 метрлисем пулнине шута илĕр. Пăрăс аякĕ /çÿллĕшĕ/ анлăшĕнчен 1,4-1,5 хут пысăкрах пулсан аван. Строительсем пăрăссем хушшине мĕн чухлĕ хăварассине ятарлă таблицăпа виçеççĕ. Вăл мачча кашти валли, урай кашти валли тĕрлĕрен. Пурăнмалли çуртăн урайĕ валли, тĕслĕхрен, йывăрăш виçи пĕр тăваткал метра 400 кг пулмалла.
Пăрăссен пахалăхне сăнăр. Вĕсем лайăх типĕтсе хатĕрленĕ йывăçран пулмалла. Антисептикпа, хăвăрт тивсе каясран ятарлă шĕвекпе сĕрсе хатĕрленĕскерсем пулччăр. Ĕçе кĕртиччен пăрăс вĕçĕсене тепĕр хут антисептикпа пĕрĕхĕр. Лиственницăран, чăрăшран ытти лăсăллă йывăçран тунă материал çирĕпрех.
Пăрăс çинче турат куçĕсем пур-и. Турат куçĕ нумай тăк ку каштана юрăхлах мар. Яка сыпăксене суйлама тăрăшăр. Пăрăс тăватă метртан вăрăмрах тăк хушма тĕрев кирлĕ. Кашталăх çирĕп тата пĕр пĕтĕмĕшле конструкци пултăр тесен пăрăссене тимĕр шпилькăсемпе тыттармалла.
Комментари хушас