- Чăвашла верси
- Русская версия
“Пире интерната ан парăр”
Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Надежда Мурзина мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Шел те, каярахпа тĕрлĕ сăлтава пула Надежда Егоровна упăшкинчен уйрăлнă. Анастасийăпа Екатерина ăшă çунат айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ: пĕри - 25-ре, тепри 23 çулта. Иккĕшĕ те Мускавра вĕренеççĕ.
2004 çулта Мурзинсен алăкĕнчен инкек шакканă. Надежда Егоровнăн пиччĕшĕ Валентин, йывăр чирленĕскер, икĕ операци тÿссе ирттернĕ хыççăн çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Любăпа Сергей амăшĕпе юлнă. Анчах упăшкинчен тăлăха юлнă хĕрарăм ачисене ура çине тăратас вырăнне хуйхине эрехпе пусарнă. «Арçын эрех ĕçнине чăтма пулать, хĕрарăм черкке тытсан вара кил вучахĕ саланать», - теççĕ халăхра. Амăшĕ ачисене вĕри апат çитермесен, ăшă тумлантармасан çак ĕçе кам тутăр? Любăпа Сергей пур-çук пурнăçа курса ÿснĕ.
- Люба пĕрмай çĕрулми нимĕрĕ пĕçерсе çинине каласа кăтартатчĕ. Вĕсен ĕне пулнă. Ăна Люба хăех сукаласа пурăннă. Сĕчĕпе нимĕр пĕçернĕ те ĕнтĕ. Темĕн те курнă вĕсем. Килĕнче яланах - ĕçкĕ, ÿсĕр арçынсем... Амăшĕн правинчен хăтариччен хушша-хуппа кĕрес килместчĕ. Тепĕр тесен, пиччен арăмĕ хăйсем патне пынине юратмастчĕ. Ачасене шкулта курсан яланах калаçаттăмăр, - иртнине аса илчĕ Надежда Егоровна. Малалла вулас...
Комментари хушас