Ырă ырăпа таврăнать
Чăваш меценачĕ нумай ачаллă çемьене çурт парнелерĕ
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Тус" строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов меценат пулнине унчченех илтнĕ-ха. Ку енĕпе вăл тăван кĕтесĕнче - Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Хулаçырми ялĕнче - уйрăмах палăрнă. Чи малтанах хăй вăйĕпе чиркÿ тунине асăннă пулăттăм, унтан - ялта виçĕ кĕпер хывнине, урамсене сакăр çухрăм вак çул сартарнине... Чи пахи акă мĕн: Николай Федорович пурнăçланă ĕçсем ырă йĕр хăварнă - яла çамрăксем таврăнма пуçланă. Халĕ Хулаçырми пикисем кирек мĕнле ăмăр çанталăкра та йăлтăр-ялтăр туфлипе çÿреççĕ.
Николай Угаслов пулăшнипе тунă ĕçсем тата та чылай, анчах эпĕ унăн хальтерехри пуçарăвĕ пирки чарăнса тăрасшăн. Сăмахăм нумай ачаллă çемьене пурăнмалли çурт парнелени çинчен. Иртнĕ эрнекун Николай Федоровичпа, унăн çывăх тăванĕсемпе пĕрле Етĕрне районĕнчи Анат Ачак ялне çитсе килме тÿр килчĕ. Илемлĕ çак хутлăх пирки республикăра илтмен çын çук та пулĕ. Аркадий Айдак пуçарăвĕпе хуçалăх çĕнĕрен вăй илсе аталанчĕ. Çирĕм çул каялла вара Угасловсене те питĕ илĕртнĕ кунти çутçанталăк, Анат Ачак халăхĕ. Кивĕ çурт туянса ун вырăнне кирпĕчрен икĕ хутлă кермен çĕкленĕ. Паллах, юмахри пек хăвăрт ÿссе ларман вăл. Çывăх тăванĕсем самай пулăшнă, кÿршĕ-аршăпа туслă пурăннă. Çурт уççине кÿршĕри Николай Барышева парса хăварнă. Шаннăран ĕнтĕ. Николай Федоровичпа мăшăрĕ Ирина Евсеевна çак çуртра тивĕçлĕ канăва тухсан пурăнма ĕмĕтленнĕ. Килсе çÿреме вара ĕçлĕ çыннăн вăхăт çукпа пĕрех. Пĕр вăхăт кунта Иринăн тăванĕ те пурăннă, каярах, ултă çул, - Николай Федоровичăн аппăшĕ Мария Федоровна.
- Аппа та 75 çул тултарчĕ. Ялта пĕччен пурăнма йывăр тесе ăна Шупашкара илсе кайрăмăр. Пушă çурт, хăвăрах пĕлетĕр, юхăнать. Çавăнпа пĕррехинче юлташăма, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Малова, лайăх çемье тĕл пулсан çурта ăна парнелеме хатĕрри пирки пĕлтертĕм. Николай Владимирович ман шухăша Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Кузьмина пĕлтернĕ. Çапла паллашрăмăр та Бобровсен çемйипе. Вĕсен пилĕк ача, улттăмĕшĕ паян-ыран çуралмалла, район администрацийĕнче черетре тăнă.
Марина Юрьевнăпа Анатолий Геннадьевич Бобровсем Кумаккасси ялĕнче амăшĕн килĕнче пурăннă. Марина - повар, Анатолий Етĕрнери сĕт заводĕнче ĕçлет. Ачисенчен асли - Коля, вăл Етĕрнери автомеханика техникумĕнче вĕренет. Настя 10-мĕш класра, Ваня - 5-мĕшĕнче, Ирина - 2-мĕшĕнче. Кирилл садике çÿрет. Вĕсене çĕнĕ çурт питĕ килĕшет. Вĕри, сивĕ шыв пÿртрех. Çывăрмалли пÿлĕмсем виççĕ. Туалет пĕрремĕш хутра çеç мар, иккĕмĕшĕнче те пур. Унсăр пуçне мунча, сад пахчи...
Бобровсене çурт докуменчĕсене парнеленĕ çĕре ЧР Патшалăх Канашĕн Депутачĕ, Комитет председателĕ Николай Малов, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алиса Иванова, Мăн Шĕмĕртен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альбина Иванова хутшăнчĕç.
Бобровсен çемйин çĕнĕ адресĕ çапла: Анат Ачакри Çамрăксен урамĕ, 7-мĕш çурт. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 120 тăваткал метр, унсăр пуçне çĕр лаптăкĕсем те пур: пĕри - çуртпа юнашарри - 35 сотка тата хирте 15 сотка.
Çак кун Николай Федорович тата тепĕр çемьене те пулăшрĕ - Еккĕмушкăньри Валентина Ивановнăпа Анатолий Дмитриевич Кузьминсене. Кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче çĕрле вĕсем пĕр-ик сехет хушшинче нимсĕр тăрса юлнă: пушара пула пĕтĕм хуçалăхĕ çунса кайнă. Тăванĕсем, ял-йыш, район администрацийĕ пултарнă таран пулăшнă-ха, çавна пула çемье кĕске вăхăтрах çĕнĕ пÿрт лартса пурăнма кĕме пултарнă. Акă Николай Федорович вĕсене сарай тата ытти хуралтă тума 6 пин штук кирпĕч тата 650 штук бетон блок туянма сертификат парнелерĕ. Валентина Ивановна ăна куççулĕ витĕр чĕререн тав турĕ.
Манăн Бобровсен, вĕсен çĕнĕ кÿршисен, Угасловсен çемйин шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ.
Николай Угаслов:
- Пĕтĕм пуянлăха, укçана ĕçлесе илейместĕн. Тата вăл пурри те эсĕ яланах телейлине пĕлтермест. Май çитнĕ таран çынсене пулăшас, тăван халăха телейлĕрех тăвас килет.
Ирина Угаслова:
- Çак çурта юлакансемшĕн савăнатăп çеç. Ачисем сывă ÿсчĕр, ашшĕ-амăшĕ телей куртăр вĕсемпе. Эпĕ хам та йышлă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, анне 12 ача çуратнă, 9-ăн çитĕнтĕмĕр.
Мария Михайлова, Н.Угасловăн аппăшĕ:
- Анатолипе Маринăна пĕрре курсанах килĕштертĕм. Сăпайлă çынсем, ачисем те хăйсем пекех. Кунти кÿршĕсем питĕ лайăх, пĕр-пĕрин патне кайса çÿреттĕмĕр. Бобровсене те çавнах сунатăп.
Николай Барышев:
- Николай Федоровича 40 çул пĕлетĕп. Пирĕн кÿршĕре çурт лартсан тата çывăхлантăмăр. Ял çыннисене нумай пулăшрĕ. Аслă Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă тĕле вăрçă тата тыл ветеранĕсене костюм çĕлеттерсе пачĕ, парк уçма пулăшрĕ. Пĕрле хăй çеç мар, ачисем те ĕçлерĕç.
Халĕ кунта çамрăк çемье пурăнма пуçланишĕн питĕ савăнтăмăр. Урамра ача-пăча сасси çĕнĕрен илтĕнме пуçларĕ. Чунра аван пулса кайрĕ.
Марина Боброва:
- Николай Федоровичпа Ирина Евсеевнăна чун-чĕререн тав тăватпăр. Пуçри шухăша, чĕрери савăнăçа палăртса калама сăмахсем çитмеççĕ. Вĕсен ĕçĕсем яланах ăнса пыччăр. Пире кÿнĕ ырлăхшăн турă вĕсене тата ытларах патăр. Ырă ырăпа таврăнтăр.
Надежда СМИРНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас