“Хамăр çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килет”

14 Чÿк, 2014

Шупашкар районĕнчи Апаш тăрăхĕ ĕлĕкренпех археологи енĕпе палăрса тăрать. Унта тупнă савăт-сапа Чăваш наци музейĕнче упранать. Çак тăрăхра пултаруллă çын та нумай. Вĕсенчен пĕри - ЧР Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ Екатерина Ерилеева. Вăл Апашри информаципе культура центрĕнче кăна мар, вăтам шкулта та ĕçлет. «Апаш ен», «Шанчăк» ушкăнсене ертсе пырать. Халĕ декрет отпускĕнче 6 уйăхри ывăлне Феофана пăхать. Пултаруллă пикепе çывăхрах паллашма май килчĕ.

Екатерина çемьере виçĕ хĕртен чи кĕçĕнни пулнă май ача садне çÿремен, ăна кукамăшĕ Антонина Федорова пăхнă. Ĕмĕр тăршшĕпех учительте ĕçленĕскер мăнукне вулама, çырма, шутлама вĕрентнĕ, çавăнпа Катьăна тÿрех иккĕмĕш класа илнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.