Музейра - лĕпĕшсем

13 Чÿк, 2014

Вăрнарти музейра чĕрĕ лĕпĕшсен куравĕ ĕçлет. Вăл куракансемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, питĕ кăсăклă. Çак кунсенче аваллăх управçин директорĕ Елена Шарипова илемлĕ лĕпĕшсемшĕн "анне" пулса тăнă. Вăл вĕсене çитерет, ĕçтерет, çĕнĕ "ăрăва" та йышăнать. Музейра çĕр чăмăрĕ çинчи чи пысăк лĕпĕш - павлиноглазка атлас - çут тĕнчене килни тĕлĕнтермĕш мар-и вара/

Çак лĕпĕш çунаттисене 25 сантиметр тăршшĕ сарать. Вара вăл çĕлен пуçне аса илтерет. Шел те, çак чиперккесем çут çанталăкра нумай пурăнмаççĕ. Вĕсен тăван çĕршывĕ - Инди, Индонези, Малайзи тата Китай. Амисем аçисенчен пысăкрах. Пысăк лĕпĕшсем çĕрле хастар. Çавăнпа вĕсем "Тĕттĕмлĕх кнеçĕ" ята тивĕçнĕ. Ами тата та сахалрах пурăнать-мĕн: вăрлăх сапнă хыççăнах вилет. Тайваньре павлиноглазкăсем çынна усă кÿреççĕ: хурт коконне (кипкине) вĕсем енчĕк вырăнне усă кураççĕ.

С.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.