Çамрăксем чăваш аваллăхĕпе кăсăкланаççĕ

11 Чÿк, 2014

Канашри ача-пăча пултарулăх çуртĕнче «Подросток» клуба çÿрекенсем валли «Манăн хула» воспитанипе ăс-хакăл мероприятийĕ иртнĕ. Ăна хулари тавра пĕлÿ музейĕн администрацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Малтанах çамрăксене аваллăх управçипе тĕплĕн паллаштарнă, чăваш халăх культури, йăли-йĕрки, Канаш хулин историйĕ пирки каласа панă. Унтан «Манăн хула» викторина пулнă. Тăван хулан историне 11-мĕш шкулта вĕренекен Роман Ибрагимов пуринчен лайăх пĕлнипе палăрнă. 3,8-мĕш шкулсенче пĕлÿ илекен Дмитрий Бурлаковпа Максим Антонов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Çавăн пекех музейра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа кĕвентепе шыв йăтма, ал арманĕпе авăртса кĕрпе тума хăнăхнă, чăваш наци çи-пуçне тăхăнса пăхнă. Мероприяти Канашри алăстаçăсен пултарулăхĕпе паллашнипе вĕçленнĕ. «Паян кашнинех тăван çĕршывăн, тăван тăрăхăн, хулан е ялăн историпе культурине, хамăр халăх йăли-йĕркине пĕлмеллех»,- тесе пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен çамрăк ăру.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.