Паллашăр: Китай культурин кунĕсем

10 Чÿк, 2014

Ноябрĕн 18-19-мĕшĕсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Китай культурин кунĕсем иртĕç. Мероприятире Китай чĕлхипе культурин центрне уçĕç.

Асăннă центрăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Енри студентсене, шкул ачисене китай чĕлхине вĕрентесси пулĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çавăн пекех Китай историйĕпе те паллаштарĕç.

Мероприяти планĕпе килĕшÿллĕн китай чĕлхипе тата каллиграфийĕпе, гимнастикипе ăсталăх сехечĕсем, конкурссем, куравсем, лекцисем, калаçусем пулĕç. Чăваш наци библиотекинче вара Китай историне пĕлес енĕпе лицей-гимназисенче, колледж-техникумсенче вĕренекенсен хушшинче конкурссем иртĕç. Мероприятие педуниверситет студенчĕсемпе преподавателĕсемсĕр пуçне Хусантан тата Китайран килнĕ хăнасем хутшăнасса кĕтеççĕ.

С.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: