- Чăвашла верси
- Русская версия
“Пурнăçра кирлине вĕрентме тăрăшрăмăр”
Хĕрарăм - кил вучахĕн управçи, арçын - çемьене тăрантараканĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн çывăхран та çывăх çын, кил-çурт вара çĕр çинчи чи-чи хăтлă кĕтес пулса тăмалла. Çутçанталăк хушнă йăлапа çапла йĕркеленмелле пек пурнăç... Анчах темшĕн тÿнтерле ÿкерчĕк те сахал мар: кун-çул панă çыннисем тĕпренчĕкĕсене пăхманнинчен хăрушăраххи çук та пулĕ. Шел, атте-аннене суйламаççĕ.
Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкассинчи Романовсем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман: виçĕ пепкене кун çути кăтартнă, выльăх-чĕрлĕх усранă, кил-çурт çĕкленĕ... Тĕрĕс-тĕкел пурăннă çĕртенех йăнăш çул çине тăрассинчен хăтăлма пÿрмен-ши вĕсене? Мĕн пулса иртнĕ çемьере? Çакна хăйсемсĕр пуçне никам та калаймĕ. Пĕр самантрах арканнă вăл. Паянхи кун ашшĕ Çурçĕрте ĕçлет, амăшĕ... тĕрмене çакланнă. Ачисем вара? Пĕр-икĕ çул вĕсем, шкула çÿрекенскерсем, хăйсем тĕллĕнех пурăннă. Ырă çынсем вĕсене киле-киле пăхкаланă. Малалла вулас...
Комментари хушас