Чăваш Ене Раççей Правительстви 165 миллион тенкĕ ытла парнелет
«Чăваш наци телевидени — Чǎваш Ен»
Раççей Правительстви Чăваш Ене 165 миллион та 59 пин тенкĕ премипе хавхалантарма йышăннă. Республикăри влаç органĕсем тухăçлă ĕçленине çапла майпа хакланă. Пĕтĕмĕшле çĕр-шыври регионсем валли 3 миллиард та 484 миллион тенкĕлĕх грант уйăрнă.