- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕр ĕмĕтпе çунатланакансем
Этем пин-пин çул каяллах уçă тÿпе айĕнчен хÿтлĕхе куçнă, хăйне тата çемйине валли пурăнмалли вырăн тума пуçланă. Тахçан çынсем чул хăвăлĕсенче е çĕр пÿртсенче, çавăн пекех йывăç çинчи «пÿртсенче» пурăннă. Хальхи çуртсем мĕнлерех чаплă вĕт-ха. Строитель алли асамлă тейĕн.
Çак ачасене пĕр шухăш çывăхлатать - вĕсем пурте строитель пулма ĕмĕтленеççĕ. Кашниех ашшĕнчен тĕслĕх илсе унăн çулĕпе утасшăн, халăхшăн пархатарлă ĕç тăвасшăн.
Маттурсенчен пĕри Данил Чернов пиллĕкмĕш класра çеç вĕренет-ха. Çапах вăл пÿрт те тунă, йывăç та лартнă... Хальлĕхе ку макет кăна-ха, çур парта йышăнаканскер. Çапах тăрăшса вĕренсен, ĕмĕте çывхартма вăй-хала шеллемесен пĕчĕк «пÿрт» пысăккине çаврăнĕ. Çакна питĕ ĕненет арçын ача, çавăнпа ăсталăхне кунран-кун аталантарма тăрăшать.
- Манăн атте - строитель. Эпĕ вăл ĕçленине тимлĕ сăнатăп, хăшне-пĕрне ас туса юлатăп. Çак «пÿрте» тунă чухне те унран вĕренни пулăшрĕ çав, - каласа парать Данил.
Пÿртне çеç мар, картишне те тунă-ха вăл. Акă чăххисем курăк чĕпĕтсе çÿреççĕ. Вĕсене çамрăк маçтăр йĕкелтен ăсталанă. Йывăçĕсем те епле илĕртÿллĕн курăнаççĕ.
Унсăр пуçне Данил ытти япаласене те ăсталама юратать. Нумаях пулмасть хăмаран çапкаласа пĕчĕк прицеп тунă, ăна халĕ пĕрремĕш класра вĕренекен шăллĕ Ваня алăран вĕçертмест.
Ашшĕ пекех йĕлтĕрпе чупма юратать Данил. Çывăх çынсенчен ырă тĕслĕх илни пурнăçра самаях усă кÿрĕ.
Данилăн тантăшĕ Вася Белов та юлташĕпе пĕр шухăшлă пулнине палăртрĕ. Унăн та пысăк çуртсем туса çынсене савăнтарас килет. Шухăш вĕçевне ирĕке ярса темĕн тĕрлĕ кермен те ăсталама пулать-çке.
Вася строитель пулма шантарчĕ пулсан кун пирки иккĕленмелли çук. Мĕншĕн тесен вăл панă сăмаха яланах тытать. Акă пĕррехинче лупашка умне çитсе тухсан юлташĕсемпе тавлашу пуçарса янă. Арçын ача каланине курах лешĕсем ăна сикеймест тенĕ. Вася вара хăраса тăман, лупашкана шампăлт! тунă. Çапла вăл тавлашура çĕнтернĕ.
- Ай-ай, кун пек эсĕ тарăн çăла çеç ан сик-ха, - терĕм арçын ачана тĕлĕннине пытараймасăр.
- Çу-ук, малтан эпĕ апла туни мĕн патне илсе çитерме пултарни çинчен шухăшлатăп, - пуçне сулкаларĕ Вася. - Лупашка вара пысăк хăрушлăх кăларса тăратмасть. Эпĕ: «Сикеетĕп», - терĕм те хам пустуй калаçманнине кăтартса патăм.
Питĕ харсăр-çке вăл. Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнмасть. Пĕр ĕçрен те хăрамасть. Аппăшĕнчен Катьăран пĕчĕк кукăльсем, пицца, шарлотка пĕçерме тата салат тума вĕреннĕ. Килтисене тутлă çимĕçпе савăнтарма яланах хавас.
«Пурнăçра саншăн чи хакли мĕн/» - тесе ыйтсан: «Пурнăç», - тесе хуравларĕ вăл. Эппин, Вася пурнăçăн чăн-чăн пахалăхне ăнланать.
«Çĕр нихăçан та ан пĕттĕрччĕ!»
Çиччĕмĕш класри Женя Васильевшăн та строитель ĕçĕ пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Этемлĕхе кирлĕ професси-çке ку. Çынна ырă тăвасси вара Женьăшăн пĕрремĕш вырăнта. Çакна хĕллехи сивĕре пулса иртнĕ пĕр пулăм та çирĕплетет.
Женя юлташĕсемпе пĕве хĕрне кайнă. Ăнсăртран тусĕсенчен пĕри Вася шыва кĕрсе ÿкнĕ те пулăшу ыйтса кăшкăрнă, Женьăна чĕннĕ. Арçын ача шартах сикнĕ, выляса ларнă çĕртен юлташне пулăшма чупнă. Акă Вася пăрлă шыва ансах кайнă. Женьăпа Ваня кун пек чухне мĕн тумаллине вăхăтра ăнкарса илнĕ, ăна пур пĕрех туртса кăларнă, килне ăсатнă. Питĕ хăранăран çак пулăм çинчен никама та каламан вĕсем.
Çĕр çинче тăнăçлăх пултăр тесен мĕн тумалла-ши/ Çак ыйту Женьăна та канăç памасть. Унăн шухăшĕпе, кашни ачан ашшĕ-амăшне итлемелле, арçын ачасен вара çара кайса командирсен вĕрентĕвĕсене ăса хывмалла. Ун пек чухне тĕнчере йĕрке хуçаланĕ.
- Çак илемлĕ Çĕр нихăçан та ан пĕттĕрччĕ. Çавăнпа та чĕр чунсене, ÿсен-тăрана хÿтĕлесчĕ, - тет маттур арçын ача.
Лариса ПЕТРОВА.
Муркаш районĕ,
Шетмĕпуç шкулĕ.
Комментари хушас