Александр ЯКОВЛЕВ: «Халĕччен курман кайăксене ÿкерсе илтĕм»

29 Юпа, 2014

Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Александр Яковлев орнитолог иртнĕ çулла федерацин Зея патшалăх заповедникĕнче /Амур облаçĕнчи Зея хулинчен инçе мар/ пулнă, халĕччен курманнине нумай пĕлнĕ.

- Эсĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче 5 çул вăй хутăн, директор çумĕ пултăн. Унтан федерацин «Сăрçи» патшалăх заповедникĕн экологие саракан пайĕн сотрудникне куçрăн. Кăçалхи çулла Инçет хĕвел тухăçне çитсе килтĕн.

- Зея заповедникĕн ертÿçи ĕçлеме чĕнсе çыру ячĕ, - терĕ Александр Алексеевич. - Йыхрава хапăлласах йышăнтăм. Унти пуян çут çанталăка тишкерсе пĕлĕве ÿстерес килчĕ. Заповеднике никĕсленĕренпе 50 çула яхăн пулин те вĕçен кайăк-кĕшĕк тĕрлĕлĕхне тĕплĕн палăртман. Мана çак ĕçе пурнăçлама хушрĕç.

- Зея заповедникĕ çĕршывăн хăш кĕтесĕнче?

- Амур облаçĕн çурçĕр пайĕнче, сăртлă-туллă Тукурингрăн ту хырçинче /230 çухрăма тăсăлать/. Вăл çĕр пин гектар йышăнать. Унăн талккăшĕпех - вăрман, тинĕсрен 500-1400 метра çĕкленекен сăрт-ту, вĕсен хушшипе тăсăлакан каньон евĕр юхан шывсем.

- Тĕллевне пурнăçларăн-и?

- Паллах. Заповедникре чĕп кăларакан вĕçен кайăксен 110 тĕсне шута илтĕм. Вĕсемсĕр пуçне çуркунне-кĕркунне облаç урлă 140-170 тĕс иртет. Заповедникре чарăнса апатланать. Пĕтĕмпе 250-280 тĕс.

- Пирĕн республикăри пекех-иç.

- Çапла. 20-30-шĕ Чăваш Енре те йăх тăсать. Хĕвел тухăçĕнче пуличчен хам куçпа курманнине 30 яхăн палăртрăм.

- Пĕр-пĕринчен мĕнле уйăртăн, вăл е ку кайăк пулнине епле çирĕплетрĕн?

- Пĕр пайне - сассинчен, теприне - кÿлепинчен, тĕсĕнчен. Ĕçре фотоаппаратпа, бинокльпа усă куртăм. Хам пĕлменнисене справочникра тупрăм, орнитологсемпе тĕпчерĕмĕр. Унччен пĕрре пăхсах е юррине итлесе тÿрех палланисемпе чăрмав пулмарĕ.

- Хăвăра тĕлĕнтернисемпе паллаштармăн-и?

- Пирваях куç умне дикуша тухса тăчĕ. Вăл Чăваш Енре пурăнмасть. Амур облаçĕнче, Сахалинра çеç тĕл пулать. Тинĕсрен 1600 метр тата çакăнтан çÿллĕрех тусем çинчи чăрăш, лиçвак, шур чăрăш çитĕнекен вăрманта чĕп кăларать. Сăнĕпе хура пăчăра аса илтерет, ăсан ушкăнне кĕрет. 380-780 грамм таять. Çунатти - 17,5-20 сантиметр. Çынран пач хăрамасть. Чăтлăх-вĕтлĕхре çынна курсан вĕçсе пырса пуçĕ çине ларма хăтланать, алăсемпе сулкаласан турат çине вĕçсе ларать те çынна куçĕсемпе чарлаттарса сăнать. Хĕлле лиçвак, чăрăш турачĕн симĕс йĕпписемпе, çулла вĕт хурт-кăпшанкăпа, çырлапа тăранать. Дикуша Раççейре кăна пурăнать.

- Тата мĕн курса савăнтăн?

- Федерацин Амур облаçĕнчи Хинган патшалăх заповедникне те çитрĕм. Вольерсенче Япони тăрнисемпе хура тăрнасене ĕрчетеççĕ. Сотрудниксем чĕпсене çитĕнтерсе çуллен ирĕке яраççĕ. Эпĕ 6-7 чĕпĕ кăларса яма хатĕрленине куртăм. Ĕç федераци программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ăна пурнăçлама Раççей хыснинчен укçа уйăраççĕ.

- Республикăра чĕрлĕхе ĕрчетме унтан кĕмĕл куçараççĕ-ши?

- Пирĕн ун пек программа пуррине пĕлместĕп.

- Чăваш Енре пĕтес патне çитнĕ тĕссем çук-им?

- Пайтах. Республикăн Хĕрлĕ кĕнекине чĕр чун тĕнчин 290 объектне кĕртнĕ. Вĕсем çитес çулсенче Чăваш Ен хутлăхĕнче пачах çухалма пултараççĕ. Сăмахран, темиçе караппăл /беркут/ çемйи çеç чĕп кăларать. Республикăн Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 7 çÿлевĕçе çеç шута илнĕ. Темиçе çеç юлнисене йышлăлатас тĕлĕшпе чĕп-çăвăра читлĕхре çитĕнтерсе ирĕке ярас ĕçе йĕркелемелле. Çĕршывра вольерта ÿстерсе çут çанталăка тавăрнă тĕслĕх нумай. Эпĕ федерацин Бурят Республикинчи Баргузин патшалăх заповедникĕнче /ăна 1916 çулта йĕркеленĕ/ кăша /соболь/ хунама пулăшнине пĕлетĕп.

- Икĕ уйăха тăсăлнă çул çÿрев хăвна усă пачĕ-и?

- Паллах. Кун пирки пĕр самант та иккĕленместĕп. Инçетри заповедниксен ĕç-хĕлĕпе, ăслăлăхри опычĕпе, нумай çĕнĕлĕхпе, тĕпчевçĕсемпе, вăл шутра Хинган заповедникĕнче ĕçлесе пурăнакан икĕ чăвашпа паллашрăм.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.