Чăваш тумĕпе – суйлава

15 Авăн, 2025

«Суйлав пирĕншĕн — яланах уяв», — çапла каланине илтме тӳр килчĕ авăнăн 12, 13, 14-мĕшĕсенче сасăлава хутшăннисенчен. Кăçал çак уяв виçĕ куна тăсăлчĕ те унăн калăпăшĕ тата анлăрах пулчĕ.

Эрнекун ĕçе каймалли кун пулнăран чылайăшĕ дистанци мелĕпе сасăларĕ. Эпир те, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, çак майпа усă куртăмăр. Çăмăл та, хăвăрт та. Пĕр-икĕ минутран ытла кирлĕ мар. Чи кăсăклă самантсем вара суйлав участокĕсенче пулса иртнĕ. Красноармейски округĕнчи 918-мĕш участока, сăмахран, чи малтан кушак çури çитнĕ. «Пĕчĕкскере апат çитертĕмĕр. Питĕ ачашскер», — пĕлтернĕ Лариса Осипова сăнавçă. Тăвай округĕнче пурăнакан Андрей Федоров тата Вероника Николаева тивĕçлĕ кандидатшăн сасă пама йыттисемпе çитнĕ. Улатăрта вара суйлав участокне лаша утланса пыракансем пулнă. «Нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Кулленхи пулăм тейĕн», — палăртнă социаллă сетьсенче. Суйлавăн виççĕмĕш кунĕнче Трак ен тăрăхĕнче участока калта васкаса кĕнине асăрханă — вăл та республика малашлăхне витĕм кӳресшĕн пулнă ĕнтĕ. Шупашкар округĕнчи пĕр участока вара качака çитсе тăнă…

Сасăлама чăваш тумĕпе çӳресси пирĕн республикăра, çамрăксен чĕлхипе каласан, çĕнĕ тренд пулса тăчĕ темелле. Çакăн пек сăн ӳкерчĕксене социаллă сетьсенче сахал мар асăрхама пулчĕ. Вырăнти фольклор ушкăнĕнче юрлакансем наци тумĕпе пынинчен тĕлĕнмелли çук-ха. Ыттисемшĕн те çакă ырă йăлана кĕрсе пыни уйрăмах савăнтарать. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Турханкассинче пурăнакан Дарья Яичникова кăçал пĕрремĕш хут суйлава хутшăннă. 1113-мĕш участока вăл чăваш тумĕпе çитнĕ. «Çак утăмăн яваплăхне ăнланатăп. Малтанах кандидатсен суйлав умĕнхи программине тишкертĕм», - палăртнă Шупашкарти медицина колледжĕн 2-мĕш курсĕнче ăс пухаканскер. Кĕçĕн Ăстакассинчи Роман Ефремов та 1119-мĕш участока чăваш тумĕпе пынă. «Пĕрремĕш хут сасăланăран пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне куçнăнах туйăнчĕ. Ку маншăн яваплă утăм», - тенĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕнче технолога вĕренекен каччă.

Пĕрисем пуçласа алăра бюллетень тытса курчĕç пулсан теприсем ĕмĕр тăршшĕпе пĕр суйлавран та юлманнине палăртнă. Елчĕкре пурăнакан 97 çулти Роберт Бобылев комисси членĕсем киле пырасса кĕтсе ларман, хăех участока пырса кĕнĕ. Палăртнă тĕллевсене мала хурса ĕмĕрĕпе çирĕп шанчăкпа, чыс-сумпа пурăнса ирттерекен çын Елчĕкре пысăк хисепре. Тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ вăл, çут тĕнчене 1928 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи Элпуç ялĕнче килнĕ. «Эпĕ суйлава килни çĕршыв пуласлăхĕ маншăн ют марри пирки калать. Суйлав вăхăтĕнче çынсем хастар пулни вĕсен чăн-чăн позици пуррине, çĕршыв малашлăхĕпе кăсăкланнине кăтартать», — тенĕ Роберт Иванович. Çак округри Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Зинаида Семенова та, тăхăр теçетке хыçа хăварнăскер, 2423-мĕш суйлав участокне хăех пынă. Çакăншăн участок председателĕн çумĕ Татьяна Сусметова ăна парнепе хавхалантарнă. Шупашкар округĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакан 87-ри Геннадий Иванов та çынран юлас темен – сасăлава участокра хутшăннă. Геннадий Иванович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, яланах хастар пулнă. Паянхи кун та общество ĕçĕсемпе кăсăклансах тăрать. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăнакан 99 çулти Анна Патьянова çамрăксене тĕслĕх кăтартса суйлава хăй тĕллĕн пынă. Елчĕк округĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан 101 çулти Анисия Евдокимова пурнăç хусканура пулнине ăнланать, çавăнпа хăй тĕллĕнех çӳреет. Участока пыма та ӳркенмен вăл. «Суйлава хутшăнмасăр тăма пултараймастăп. Пĕр сасăлава та сиктермен халиччен. Алла бюллетень илсе Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн сассăма патăм», - палăртнă вăл. Анисия аппа вăрçă вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвас ĕçе хутшăннă, Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕ çывăхĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи кĕркунне вăл çĕршыв ыйтнипе Владимир облаçне торф кăларма кайнă, унта ултă çул ĕçленĕ.

Пĕр ĕмĕртен каçнисем те республикăн малашлăхĕ çинчен шухăшлама пăрахман-ха. Вĕсем патне суйлав участокĕсен комисси членĕсем киле пырса сасăлаттарнă. Шупашкар округĕнчи Пархикасси ялĕнче пурăнакан 103-ри Мария Шуркина, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикассинче кун кунлакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ 102-ри Клавдия Ижетникова тата ыттисем те. Етĕрне округĕн Хисеплĕ çынни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ вара уйрăмах тĕлĕнтерет. 106 çула çитнĕ пулин те çамрăк чухнехи хаваслăха халĕ те çухатман вăл — суйлав комиссийĕн членĕсем киле пырсан вĕсене савăнсах кĕтсе илнĕ, тивĕçлĕ кандидатшăн сасăланă. Палăртмалла: Иван Ермолаев 1919 çулта çуралнă. 1939 çулта унăн çара кайма ят тухнă. Полк шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл службăна Гродно хулинчи 167-мĕш артиллери полкĕнче тăснă, 1-мĕш дивизионăн 2-мĕш батарейин старшини пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл шăпах Гродно хулинче кĕтсе илнĕ. Иван Васильевич Чехословакие ирĕке кăларма хутшăннă, Хемниц нимĕç хули таран çитнĕ.

Суйлав вăхăтĕнчех саламсем йышăнакансем те пулнă. Сăмахран, Етĕрне хулинчи 2301-мĕш участокра 90 тултарнă Елизавета Никифорова сасăланă. 2303-мĕш участокра вара Виталий Кириллова 75 çула çитнĕ ятпа саламланă. Çавăн пекех комисси членĕсем те çуралнă кунĕсене суйлавра ирттернĕ тĕслĕх сахал мар.

Çак кунсенче юрă-кĕвĕ сасăлакансен кăмăлне çĕкленĕ. Акă, Красноармейски округĕнчи 918-мĕш участока килекенсене чăваш эстрада юрăçи Сергей Петров савăнтарнă. «Эпир çамрăк чухнехи пекех паянхи суйлав кунĕ. Ун чухне кашни суйлаврах концерт кăтартатчĕç. Чи хаваслă уявсенчен пĕри пулнă вăл», — тенĕ Уписем.

Елчĕк округĕнчи Кивĕ Эйпеçри 2423-мĕш участокра 85-е çитсе пыракан Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов сасăланă. Николай Иванович мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ. 1981 çулта ăна 10-мĕш Пилĕк çуллăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне тунă çитĕнӳсемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕн ятне, Ленин ордене тата «Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль панă. Унсăр пуçне Николай Иванович Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденне те, Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне те тивĕçнĕ. «Эпĕ пĕр суйлавран та юлман. Яланах тивĕçлĕ çынсемшĕн сасăланă», — палăртнă Николай Иванович. Сăмах май, суйлав участокне ял клубĕнче йĕркеленĕ. Ăна çĕклемешкĕн вара хăй вăхăтĕнче Николай Панкратов питĕ тăрăшнă.

Шупашкар округĕнчи Анатри Макаç тата Тури Макаç ялĕсенче иртнĕ мобильлĕ сасăлав чылайлăха асра юлĕ. Суйлав комиссийĕн членĕсене унта уйрăмах тарават кĕтсе илнĕ-мĕн: пуян сĕтелпе, юрă-ташăпа, чăваш йăли-йĕркипе… Чăн-чăн уяв! Мобильлĕ сасăлав мелне ытти участокра та хута янă. Унпа усă курнисем тăван ялтан тухмасăрах тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасă пама май килнишĕн савăннă.

Çак кунсенче çанталăк уяр тăчĕ. Ял çынни вара ун пек чухне пахчари ĕçсене туса ĕлкĕрме тăрăшать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансен те уйра хĕрӳ ĕç тапхăрĕ пырать. Çавăнпа Йĕпреç тăрăхĕнче суйлав комиссийĕн членĕсем вĕсем патне çитме те май тупнă. Республикăн малашлăхне палăртнă чухне ял хуçалăх ĕçченĕн шухăшĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çав.

Суйлава çар çыннисем те хастар хутшăннă. Ятарлă çар операцийĕн салтакĕ — Патăрьел тăрăхĕнчи Шăхач ялĕнчи Александр Узюкин — участока пĕччен мар, икĕ хĕрĕпе пынă. Комсомольски округĕнчи Хирти Мăрат ялĕнче пурăнакан Александр Григорьев та хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланă, ешерекен Чăваш Еншĕн сасăланă. Афган вăрçин ветеранĕ пулнă май вăл çар тумĕпе пынă. Сăмах май, суйлавăн тĕп кунĕнче çĕршывра Танкист кунне уявларĕç. Çавна май Элĕк тăрăхĕнчи Виталий Филиппов Питĕшкассинчи 213-мĕш участока танкист шлемĕпе çитнĕ. Красноармейски округĕнчи 905-мĕш участокăн комисси членĕ Павел Иванов танк чаçĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçланине пĕлсех ĕçтешĕсем ăна çак кун танк тетте парнеленĕ.

Суйлав — пуриншĕн те. Унран никам та юлман тенĕ пекех ĕнтĕ: больницăсенче сипленекен пациентсем те, саккун умĕнче айăпланакансем те, ытти региона тухса кайнисем те, ыттисем те. Комисси членĕсем те хăйне евĕрлĕхпе тĕлĕнтерме ӳркенмен: участоксене килекенсене чăвашла тумланса кĕтсе илнĕ, илемлĕ фотозонăсем йĕркеленĕ, наци тумĕпе килсерен çӳренĕ. Тĕлĕнтермĕш сахал мар пулчĕ ку суйлав вăхăтĕнче. Пурин пирки те «Хыпар – Вести Чувашии» телеграм-каналта хыпарласах тăтăмăр.

www.hypar.ru

Теги: 

Комментари хушас