Виçĕ-тăватă сăмахпах çырлахнă...

18 Юпа, 2014

Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче инçетри Австралире, Мельбурн хулинче, çуллахи XVI Олимп вăййисем уçăлнă. Унта 72 çĕр-шывран 3314 /çав шутра - 376 хĕрарăм/ спортсмен хутшăннă, спортăн 17 тĕсĕпе ăмăртнă. Кени, Либери, Малайзи, Германин пĕрлештернĕ команди, Тайвань, Уганда, Фиджи, Эфиопи спортсменĕсем Олимпиадăна пĕрремĕш хут хутшăннă.

Мельбурнри вăйăсем чÿк-раштав уйăхĕсенче /чÿк, 22 - раштав, 8/ иртнĕрен Европа спортсменĕсемшĕн чăрмавлă пулнă. Транспорт тăкакĕсем пысăкран чылай çĕр-шывăн командăсен йышне пĕчĕклетме тивнĕ. Çавăнпа Мельбурна, 1948 тата 1952 çулсенчи Вăйăсемпе танлаштарсан, сахалрах спортсмен пынă.

Апла пулин те Олимп вăййисем пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Совет Союзĕн спортсменĕсемшĕн - пушшех те. Тĕслĕхрен, ăмăртусен пĕр кунĕнче Совет Союзĕн гимнĕ 11 хутчен янăранă. "Гимна пĕр сехет хушши итлесе пăхмасăр юрлама вĕренсе çитрĕмĕр", - тесе шÿтлекен те тупăннă.

Пысăк çитĕнÿ тунă совет спортсменĕсен йышĕнче пирĕн ентеш Ардалион Игнатьев та пулнă. Вăл 400 метра чупса бронза медаль илнĕ. Чăваш Енри спортсменсенчен Олимп вăййисене пĕрремĕш хутшăннă çын пирки "Коммунизм ялавĕнче" мĕн çырнă-ха? Нимĕн те. Икĕ предложенипех çырлахнă.

Олимп вăййисемпе паллаштаракан пĕрремĕш статья 255-мĕш номерте /ноябрĕн 30-мĕшĕ/ пичетленнĕ. Ют çĕр-шыв спортсменĕсем, вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă унта. Вăйăсене чăваш спортсменĕ те хутшăнни пирки вара пĕр сăмах та çук.

258 /, декабрь 4. "XVI-мĕш Олимп вăййисем" /орфографипе пунктуацие сыхласа хăварнă/.

"...Арçынсем 400 метра финалта ăмăртса чупнă. Америка спортсменĕ Ч.Дженкинс, дистанцие 46,7 секундра тухса, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Германи представителĕ К.Ф.Хаас, 400 метра 46,8 секундра тухса - иккĕмĕш, А.Игнатьев /СССР/, 47,0 секундра тухса, виççĕмĕш вырăна тухнă. А.Игнатьева бронза медаль панă".

Ардалион Игнатьев - СССР спортсменĕ. Çав çулсенче вырăс, тутар, чăваш... спортсменĕ тесе пайламан. Пĕр çĕр-шыв - Совет Союзĕ - пулнă. Çавăнпах, ахăртнех, "Коммунизм ялавĕн" корреспонденчĕсем А.Игнатьев чăваш çĕрĕнче /Елчĕк районĕнче/ çуралса ÿснине "маннă". Тен, çав çулсенче çакна пусарса палăртма та юраман? Хаçатăн каярахри номерĕсенче Олимп вăййисем пирки ТАСС ярса панă темиçе статья кун çути курнă. Анчах вĕсенче ентеш ятне урăх асăнман.

262 /, декабрь 9.

"МЕЛЬБУРН, декабрĕн 7-мĕшĕ /ТАСС/. Ыран Олимпиадăра юлашки ăмăртусем пулаççĕ. Олимп вăййисен программине пĕтĕмпе тенĕ пекех вĕçленĕ ĕнтĕ. ССР Союзĕпе Югослави футбол командисем финалта тĕл пулса вылянă хыççăн XVI-мĕш Олимп вăййисем вĕçленнĕ ятпа савăнăçлă церемони ирттереççĕ.

...Олимп вăййисен программи пĕтĕмпех вĕçленмен пулин те, СССР спортсменĕсем пĕрремĕш вырăна тухасси халех паллă ĕнтĕ. СССР команди пурĕ 97 медаль /36 ылтăн медаль, 29 кĕмĕл медаль, 32 бронза медаль/ çĕнсе илнĕ. США команди 74 медаль /32 ылтăн медаль, 25 кĕмĕл медаль тата 17 бронза медаль/ çĕнсе илнĕ.

...Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, командăсем енĕпе илсен, Совет Союзĕн спортсменĕсем, США командинчен чылай мала иртсе, 615 очко пухнă. США команди 497 очко пухнă".

263 /, декабрь 11.

"МЕЛЬБУРН, декабрĕн 8-мĕшĕ. /ТАСС/

...Олимп вăййисене хутшăннă çĕршывсен командисен представителĕсем вырăнти вăхăтпа 16 сехет те 20 минутра тĕп стадиона ялавсемпе пырса кĕнĕ. Тахçанах йăлана кĕнĕ йĕрке тăрăх чи малтан Греци командинчи спортсмен ялав тытса пынă. СССР государство ялавне стадиона В.Куц çĕклесе кĕнĕ. ...Вĕсем пурте пĕрле утса пыни Олимп вăййисен тĕп тĕллевне - тĕрлĕ çĕршывсенчи çамрăксен туслăхне кăтартса панă.

...Австрали хаçачĕсем Олимп вăййисен результачĕ пирки нумай çыраççĕ. Хаçатсем Совет Союзĕн спортсменĕсем пысăк ÿсĕм тунине, вĕсем ăмăртура пухнă очкосем енĕпе илсен те, Олимп вăййисен медалĕсен шучĕпе те США командинчен чылай мала иртнине паллă тăваççĕ".

Совет спортсменĕсем Мельбурнран киле питĕ чаплă таврăннă. Делегацин пысăк пайĕ "Грузи" теплоход çине ларса Владивостока çул тытнă. Уйăха яхăн ишнĕ. Унтан тухăçран анăçалла "Олимпийский" ятлă ятарлă икĕ пуйăспа кайнă. Кашни станцире, чарăнура пин-пин çын çĕнтерÿçĕ командăна чечексемпе, кедр е хыр лăссисемпе, кукăльсемпе, саламлă лозунгсемпе, сăвăсемпе кĕтсе илнĕ.

Чăваш Ен хăйĕн паттăрне епле кĕтсе илнĕ-ши? Хаçат вуласа çакна пĕлеймерĕм. Ахăртнех, А.Игнатьев республикăна Олимп вăййисем хыççăнах килмен. Çав çулсенче Ленинградра физкультура институтĕнче вĕреннĕскер, тен, тÿрех унта кайнă.

Хаçата В.БАГАДЕРОВА вуланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.