Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерчĕ

19 Юпа, 2014

Паян ирхине, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен правительство Комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта аварисене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен службăсен ертÿçисемпе представителĕсем хутшăнчĕç.

Аса илтеретпĕр: юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунине пула электроэнерги пырса тăракан проводсем пăрланса ларнă. Çавна май Чăваш Енри хăш-пĕр районти ялсем çутăсăр тăрса юлнă.

Канашлура республика Пуçлăхĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен органсемпе службăсем валли республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерчĕ.

Çут çанталăк кăларса тăратнă инкеке пĕтерме пĕтĕм службăсене явăçтарнă: 119 бригада, вĕсенчи 487 çын, 137 техника тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Электролинисене юсас ĕç çичĕ районта - Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче пырать.

Палăртса хăваратпăр: çут çанталăк синкерне пĕтерес ĕç-хĕл кал-кал пынăран лару-тăру пур çĕрте те лăпкă, тăнăçлă. Хуçăлнă йывăçсене пуçтарса тирпейлес тĕлĕшпе ĕçлекен службăсене ял-хула çыннисем те çине тăрса пулăшаççĕ.

 Пресс-служба администрации Главы Чувашской Республики