- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 2 (6553) № 23.01.2025
«Йĕр хăварнă пасар ĕçне чунран кăкласа кăлартăм»
Золушкăсем юмахра çеç тĕл пулаççĕ тетĕр-и? Йăнăшатăр. Вĕсем пирĕн хушăра та пур. Золушкăран принцесса пулса тăраççĕ. Епле майпа? Оксана Иванова вăрттăнлăха уçма килĕшрĕ.
«Ĕмĕтсен çуначĕ усăннăччĕ…»
— Оксана, санпа çывăхрах паллашар-ха.
— Эпĕ Шупашкарта иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр 90-мĕш çулĕсенче çуралса ӳснĕ. Пасарта кайăк-кĕшĕк какайне 20 çул ытла сутрăм. 39 çул тултарсан пурнăçа тĕпрен улăштартăм. Халь эпĕ хам çине ĕçлетĕп. Юлашки çулсенче хама пысăк тимлĕх уйăрма пуçларăм, илем конкурсĕсене хутшăнма тытăнтăм.
— Конкурссем çинчен тĕплĕнрех каласа пар-ха апла.
— Манăн юмахри пек тĕлĕнмелле пурнăç ЮТВ телеканалтан пуçланчĕ. «Чăваш Ен илемĕ» конкурса йĕркелесе тата ертсе пыракан Данила Ленский унта хутшăнма чĕнчĕ. «Атмосфера» фирмăри фотомодельсен «Леди» шкулĕнче ăс пухрăм, «Мода сезонĕ» куравра 4 хутчен тĕрлĕ тум кăтартрăм, «Чăваш Енри чи ăнăçлă тата хитре хĕрсен TOП-100» конкурс лауреачĕ пулса тăтăм, пĕлтĕр «Çулталăкри персона» конкурсра «Çулталăкри модель» тата «Çулталăкри волонтер» номинацисенче çĕнтертĕм, «Просыпайся легко» телекăларăм хăни пулма тивĕçрĕм. Халь хам чылай конкурса ирттерме укçа-тенкĕ енчен пулăшатăп. Манăн паянхи тĕп принцип: хамăн тулашри илеме кăна мар, шалти тĕнчен, ырăлăхăн тата çирĕп характерăн пĕлтерĕшне те кăтартмалла. Кунсăр пуçне юрлама вĕренес тĕллевпе ятарлă музыка курсне çӳретĕп.
— Ача чухне санăн çутă та таса ĕмĕтсем пулнах…
— Манăн телеертӳçĕ пулас килетчĕ. Телевизорпа таса та илемлĕ калаçакан, юлашки модăна пăхăнса тумланакан, хăйсене тытма пĕлекен телеертӳçĕсене курсан чун хĕпĕртетчĕ. Ку ĕçе сăнпа чипер çынсене илеççĕ. Вĕсем пек пулас килетчĕ.
— Ĕмĕте пурнăçлас тесе мĕн те пулсан турăн-и?
— Шел, нимĕн те тумарăм çав. 90-мĕш çулсенче çăмăл марччĕ. Эпĕ çемьере виçĕ ачаран чи асли пулнă. Аттеаннене пулăшмаллине ăнлантăм. Килте укçа-тенкĕ çитсе пыманнине пула рабочи профессине суйлас терĕм. Шкулта çирĕп «тăваттă» паллăпа ăс пухрăм, 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти 23-мĕш училищĕне çĕвĕçе вĕренме кĕтĕм. Ара, ку ĕç пултарулăхпа та çыхăннă вĕт. Çав çулсенче лавккасенче япала тупса илме май çуккипе анне пире кĕпе-йĕме килтех çĕлесе паратчĕ. Пире хитре çӳретес килетчĕ унăн. Эпĕ вăл тăрăшса ĕçленине сăнама юрататтăм. Çĕвĕ машинки кăлтăр-кăлтăр тутарса юрлатчĕ.
— Ачасен ашшĕ-амăшĕ пек пулас килет паллах.
— Анне Агрегат заводĕнче лабораторире вăй хуратчĕ. Вăл Шупашкарта çуралнă. Кукаçипе кукамай вара — Шупашкар районĕнчи Хыркассинчен. Аннен тымарĕсем хула çывăхĕнчи ялта пулни питĕ аванччĕ. Хаваслă ачалăхăм унта иртрĕ. Çывăх çыннăмсем мана чăвашла калаçма вĕрентрĕç. Атте — Етĕрне районĕнчи Засурски ялĕнчен. Вăл 41-мĕш мостотрядра сварщикре вăй хунă. Шел те, инкеке пула 44 çултах çĕре кĕчĕ. Атте ĕçтешĕсемпе тунă кĕперсем тăрăх машинăпа каçнă чухне ăна аса илетĕп. Халăха кирлĕ пархатарлă ĕç тунă вăл. Унăн сăн ӳкерчĕкĕ кĕпер çумĕнчи стенд çинче çакăнса тăратчĕ. Унта пырса тăрсан унпа мăнаçланаттăм. Пилĕк çулта чухне эпĕ садике çӳремен, аттен мана хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе кайма тиветчĕ. Агрегат завочĕ çумĕнчи пысăк кĕпере тунă чухне эпĕ çăвĕпех унта пулнă. Çывăх çыннăмсем чăвашла аван пĕлеççĕ. Шел, пирĕнпе тăван чĕлхепе калаçман вĕсем.
— Çапах училищĕре санпа юнашар чăвашла калаçакан хĕрсем пулнă. Çав тапхăр мĕнпе асра юлчĕ?
— Ушкăнра 33 хĕр вĕрентĕмĕр. Питĕ килĕшетчĕ. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пытăм. Училищĕре вĕреннĕ туссемпе халĕ те çыхăнăва çухатман. Сăмах май, çывăх хĕр тусăма иккĕмĕш сыпăкри шăллăмпа паллаштартăм. Вĕсем çемье çавăрчĕç.
— Училищĕре диплом илсен малалла вĕренес килмерĕ-и?
— Анне мана университета ăс пухма ярасшăнччĕ. Ун чухне аттепе аннене çуршар çул ĕç укçи тӳлеместчĕç. Укçасăр пурăнма çăмăл мар вĕт. Аттен йăмăкĕ пасарта ĕçлетчĕ. Вăл мана хăйĕн патне ĕçе илчĕ.
— Çав вăхăта аса илнĕ май куçунта куççуль тумламĕсем йăлтăртатма пуçларĕç. Каçар, чунна ыраттарасшăн марччĕ.
— Чылай тар тăкма тиврĕ çав. Ир пуçласа каçчен пасарта ĕçлеттĕм. Павильонра вырăн çуккипе икĕ çула яхăн урамра тăма тиврĕ. Лавккасенче аш-какай çуккипе черет темиçе метра тăсăлатчĕ. Ун чухне хĕл хальхи пек марччĕ, питĕ сивĕччĕ, 40 градуса та çитетчĕ. Эпĕ — питĕ яваплă çын. Пĕр кун сиктермесĕр çӳренĕ. Шукăль тăхăнасси пирки шухăшламан. Вăтанма пăрахрăм. Килтен тӳрех хутлă-хутлă нускипе, çăматăпа, кĕрĕкпе, ăшă калпакпа тухаттăм. Ĕçленĕ те укçасăрах ларман. Кайран павильона куçрăмăр. Çапах хĕлле унта та сивĕччĕ. Çав çулсенче манăн ĕмĕтсен çуначĕ усăннăччĕ… <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Пиччĕшĕ виличчен тăван хĕрне шыраса тупма ыйтнă
«Иртнĕ çул пуçламăшĕнче хĕрĕм Алина ман валли кĕтмен парне тăвасси пирки каланăччĕ. Çакна ăша та хывман. Чăннипех те, çулталăк вĕçĕнче пысăк парне пулчĕ», — савăнăçне пĕлтерчĕ Канаш округĕнчи Ăвăспӳрт Кипечре пурăнакан Надежда Максимова.
Социаллă сетьре тупайман
Надежда Максимова пиччĕшĕн Анатолин хĕрне Светланăна темиçе çул шыранă. Хальхи вăхăтра интернетра такама та шыраса тупма пулать. Анчах хăш чухне адресри пĕр тĕрĕс мар сăмах та чăрмав кăларса тăратать. Максимовсен историне йĕркипе каласа парам-ха. Надеждăпа Анатолий Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуçри Марийăпа Филипп Ивановсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Çичĕ пĕртăван пулнă вĕсем: икĕ ывăл та пилĕк хĕр. Çемьере икĕ йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ. Анатолий, 1947 çулта çуралнăскер, чи асли. Надежда кĕçĕн йĕкĕреш хăраххи пулнă, вĕсем аппăшĕпе 1962 çулта çуралнă. Çемье пуçĕ Филипп Пантелеймонович салтака кайиччен Патăрьелти педучилищĕре вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă чухне салтакран тин çеç килнĕ, унтан тӳрех фронта кайнă. Вăрçă пĕтсен тепĕр çулхине çеç киле таврăннă вăл. Филипп Иванов ялта хисеплĕ çын пулнă. Учетчикре, кладовщикра, халăх тĕрĕслевĕнче, ревизи комиссийĕнче ĕçленĕ. Алли çав тери ăста пулнă. Ялти пĕр хĕр те вăл ăсталанă арчасăр качча тухман. Унăн сăмахĕ ачисемшĕн ӳссен те саккун пулнă. Ивановсен аслă ывăлĕ Анатолий вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре пĕлӳ илнĕ, унтан Казахстанра салтак тивĕçне пурнăçланă. Яла таврăнсан районти СМУна ĕçе вырнаçнă. Кĕçех авланнă, Еншик хĕрне качча илсен Патăрьел салинче пурăнма тытăннă. Ивановсен ытти ачи те пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă. Надежда шкул хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче зоотехник специальноçне илнĕ хыççăн Канаш районĕнчи Ăвăспӳрт Кипеч ялĕнчи совхоза ĕçе вырнаçнă. Ун чухне направленипе икĕ çуллăха ĕçлеме янă. Надежда 1989 çултанпа Канашри санэпидемистанцире вăй хурать. Çав вăхăта Надежда Филипповна акă мĕнле аса илчĕ: «Турă мана хĕрхенсе пурнăçра ытла та лайăх çынсемпе тĕл пултарчĕ. Пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçсан та ырă çынсем вĕрентсе пычĕç. Çак ялтах хамăн пулас мăшăрпа Валерий Максимовпа паллашрăм. Пиллĕкĕн ӳснĕ вĕсем. Ашшĕ ир вилнĕ. Манăн хуняма питĕ лайăх çынччĕ. Ăна тăван анне вырăнне йышăнса «анне» тесе чĕнеттĕм. Вăл та мана хĕрĕ вырăнне йышăнчĕ. Ун пек тивлетлĕ çын эпĕ урăх курман. 73 çулта чухне кĕçĕн ывăлĕн 3-ри ачине пăхма пуçларĕ, ăна ӳстерсе çын турĕ. 91 çула çитиччен пурăнчĕ, вилес умĕн пур ачине те хăйĕн умне лартса пил парса хăварчĕ. Мăшăрпа лайăх пурăннă эпир. Виçĕ хĕр çуратса ӳстертĕмĕр. Коронавирус алхаснă вăхăтра, 2022 çулта, чирлерĕ те больницăна леçрĕмĕр. Шел, хăтăлаймарĕ. Вăл вилнĕ хыççăн хам та ураланаймастăп пулĕ тенĕччĕ. Пысăк çухатусем çине-çинех пулни ытла та хавшатрĕ мана. Маларах хам та ковидпа чирленĕччĕ. Сывалаймастăп пулĕ тенĕччĕ. Йывăрлансах çитнĕччĕ. Алла хускатма та вăй çукчĕ. Килтен Турă Амăшĕн турăшне илсе килсе пачĕç. Пуç вĕçĕнчех тăчĕ вăл. Ялан Турра кĕлĕ тăваттăм. Чирпе нушаланса выртнă вăхăтра тĕлĕк куртăм. Мана пĕр пӳлĕме хупса хунă пек. Вилнĕ хуняма мана тархасласа калать: «Тух вилĕмрен, епле пулсан та сан кунтан тухмалла». Хам çамрăк чухне пурăннă хваттер хуçин ывăлĕ /вăл та вилнĕччĕ ĕнтĕ/ мана пĕчĕк чӳречерен кăларса ячĕ. Шап-шурă юр çине кĕрсе ӳкрĕм. Вăрансан ăнлантăм: мана ку тĕнчерен халех илсе каймаççĕ. Çавăн хыççăн пĕчĕккĕн самайланма тытăнтăм. Тăван анне 56 çултах çĕре кĕчĕ. Пире, ачисене, ун чухне пĕр-пĕринпе çывăх пулни çеç пысăк хуйха чăтса ирттерме пулăшрĕ. Ун хыççăн пирĕн çемьен нумай виле пытарма тиврĕ. Тете Виктор пурнăçран ир уйрăлчĕ. Унтан — аппан ывăлĕ. Кайран тете Анатолий чирлерĕ. Вĕсем инкепе районта пурăнатчĕç. Часах ачаллă пулаймарĕç. Ывăл усрава илчĕç. Тете питĕ пултаруллă строительччĕ, тĕрлĕ района тухса çӳретчĕ. Унтан чирлеме тытăнчĕ. 2002 çулта пулчĕ ку. Пĕрре тетесем патне кайсан вăл мана хăйĕн патне чĕнсе илчĕ. Ун чухне вăл вырăнпах выртма тытăннăччĕ. «Надя, эпĕ сана пĕр ĕç хушасшăн. Çак çут тĕнчере манăн тăван хĕр Светлана пурăнать. Манпа мĕн те пулин пулас тăк ăна ан пăрахăр. Шыраса тупăр, çыхăну тытма тăрăшăр. Адресне çырса юл», — терĕ. Унтан Светлана епле çурални çинчен каласа пачĕ. Тете хăй вăхăтĕнче аттене кун пирки каланă иккен. Ачан амăшĕпе пĕрле пулма пил те ыйтнă. Анчах атте, çирĕп кăмăллăскер, ирĕк паман. «Çемйӳ пур. Ют хĕрарăмсем патне çӳремелле мар», — тенĕ. Аттен сăмахне итлесе тете çемйине пăрахман. Анчах хĕрне Светланăна нихăçан та манман, пулăшма тăрăшнă. Ку маншăн, паллах, питĕ пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Çапах хутпа кăранташ тупса адресне çыртăм. Тетене Светланăна шыраса тупма сăмах патăм. Çав хута чӳрече ани çине хутăм. Аппан ывăлне пытарма тивнипе эпĕ ун çинчен мансах кайнă. Тете ун хыççăн нумай пурăнаймарĕ, тепĕр виçĕ уйăхран çĕре кĕчĕ. Кайран хут çинчен аса илтĕм. Хĕвел çинче выртнăран вăл тĕсне çухатнăччĕ. Çапах хĕрĕн ятне-шывне, амăшне епле чĕннине, хăш хулара пурăннине астуса юлнăччĕ. Урам ячĕ курăнмастчĕ. Темшĕн Гагарин урамĕ тени пуçра юлнă. Хĕрĕмсемпе пĕрле Светланăна социаллă сетьсенче шырама тытăнтăмăр. Аппан хĕрĕсем хутшăнчĕç. Ниепле те ĕç тухмарĕ. Çапах ĕмĕт сĕвĕрĕлмерĕ. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче Канашра пурăнакан хĕрĕм Алина «Жди меня» кăларăма çыру янă иккен. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Соцконтракт çырса ача-пăча центрĕ уçнă
Кăçалтан Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе «Çемье» наци проекчĕ пурнăçланма тытăннă. Проект тĕллевĕсенче 2030 çул тĕлне ача çуралассине тата нумай ачаллă çемьесен йышне ӳстерме, çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма палăртнă. «Çемьесене хӳтĕлекен программăсене аталантарассине те тĕпе хунă. Эпĕ 2019 çулта социаллă контрактпа усă куртăм. Хальхи проектра палăртнă тăрăх вара, çак пулăшăва илес текенсене укçа-тенкĕ ытларах парассине каланă», — терĕ Шупашкарти ача-пăча центрĕн ертӳçи Ольга Матвеева.
Ольга Матвеева çемйипе Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Ольга Юрьевна «Мандарин» ачапăча центрне ертсе пырать. Паллах, ăна уçиччен нумай тăрмашма тивнĕ унăн. Ольга Матвеева Вăрмар поселокĕнче çуралнă. 2003 çулта вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра аслă пĕлӳ илнĕ. Биологипе хими учительне вĕреннĕ. Кунсăр пуçне акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. Тĕрĕссипе, тепĕр аслă пĕлӳ те пур унăн: финанс институтне пĕтернĕ. Университет хыççăн хĕр малтан финансистра ĕçлесе пăхнă. Кайран, 3-4 çултан, учительте вăй хума пуçланă. Шупашкарти строительство техникумĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ чухне ку унăн тивĕçĕ пулнине ăнланнă. Çавăн чухне вăл çамрăк специалистсем валли социаллă контракт программи пуррине пĕлнĕ. Студентсемпе ĕçленĕ чухне вĕсенчен кашниех хăйне евĕр пултаруллă пулнине туйнă вăл. Паллах, çын кăмăлне тупма çул хывмалла. Çакна тума вара кашнинпе уйрăм ĕçлемелле тесе шухăшланă çамрăк педагог. Шăпах çав вăхăтра Ольга Юрьевна çемье çавăрса ача-пăчаллă пулнă. Малтан — хăйĕн ачисемпе, каярахпа тăван-пĕтенĕн, юлташĕсен шăпăрланĕсемпе ĕçлеме тытăннă вăл. Пурăна киле вăйă мелне, ачасене пултарулăх енĕпе аталантарассине тĕпе хума тытăннă. Ун патне шăпăрлансем ытларах çӳреме пуçласан Ольга пӳлĕм уçма шухăшланă. Çапла социаллă контракт программипе тĕплĕн паллашнă. 2019 çул çак программăпа усă курса патшалăхран укçа илнĕ те пӳлĕм уçнă. Паллах, сахал мар йывăрлăха парăнтарма тивнĕ. Ара, кун пек ĕçре унăн нимĕнле опыт та пулман-çке-ха. Укçа-тенкĕ çитменни те ура хунă. Ольга пуçăннă ĕçне темиçе хут та пăрахма шухăшланă. Анчах ачасен çиçекен куçĕсем, вĕсем вĕренме ăнтăлни унăн шухăшĕсене улăштарнă. Мăшăрĕ те хавхалантарнă. «Оля, çын тума пултарайман ĕç çук. Вăл сана килĕштĕр çеç», — тенĕ. Ольгăна вара ĕçĕ питĕ килĕшнĕ. Мăшăрĕпе Сергей Матвеевпа вăл 1-мĕш класран пĕрле вĕреннĕ. Вĕсем шкулта чухнех пĕр-пĕрне килĕштернĕ. Мăшăрĕн çирĕп тĕрекне вăл паянхи кун та аван туять. «Аттепе анне те, хуняма та, ачасем те мана пулăшса пыраççĕ. 2022 çулта «Мандарин» ача-пăча центрне вĕсен тĕрекне туйса уçрăм ĕнтĕ. Халĕ кунта 3-15 çулсенчи 100 ытла ача çӳрет. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантаратпăр, шкула кайма хатĕрлетпĕр, вулама-çырма, шутлама хăнăхтаратпăр. Логопед пулăшăвне те кунтах илме пулать. Ăсталăх класĕсем ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшаççĕ. Кашни каникулта лагерьсем /эпир ăна клуб тетпĕр/ ĕçлеççĕ. Çулла икшер эрнеллĕ темиçе смена йĕркелетпĕр. Кашни сменин тематика пур: спорт, актер пултарулăхне аталантарасси, тĕрлĕ специальноçпа паллаштарасси… Ытти каникулта 5 кунлăх клуб йĕркелетпĕр. Ашшĕсемпе амăшĕсем те пирĕн центр ĕçĕпе кăмăллă. Ачасемпе çамрăксем ĕçлеççĕ: аслă шкулта вĕренекен студентсем, тин çеç вĕренсе тухнисем. Çапах пысăк квалификациллĕ специалистсем пулсан тата лайăхрах паллах. Тĕрĕссипе, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн манăн е медицина, е педагогика енĕпе каяс шухăш пурччĕ. Шкула ылтăн медальпе пĕтертĕм, икĕ специальноçпа та вĕренме кĕнĕччĕ. Анчах ун чухнех ачасемпе ĕçлес килни çĕнтерчĕ. Паянхи кун та вĕсемпе хутшăнни мана вăйхал парса тăрать. Ачасем хăйсем те ман пата туртăнни курăнать. Йывăрлăха лексен ăна епле парăнтармаллине пĕрле сӳтсе яватпăр, унтан тухмалли çул-йĕре шыратпăр. Ачасем канаш ыйтма тӳрех ман пата пыраççĕ. Çакă савăнтарать. Апла ачасем мана шанаççĕ, хăйсен çывăх çынни вырăнне хураççĕ, пулăшу кĕтеççĕ. Эпĕ вара яланах алă пама тăрăшнă. Акă иртнĕ çул ман пата çӳрекен ачан çемйи нимсĕр юлчĕ, кил-çурчĕ тĕпĕйĕрĕпе çунса кайрĕ. Мĕнле пулăшмастăн-ха ăна? Ачасене те çавăн пек пулма вĕрентетпĕр», — тесе каласа кăтартрĕ Ольга Матвеева. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Вĕсене студотряд çывăхлатнă
Савни качча тухма ыйтасса кашни хĕр кĕтет. Виçĕ çул килĕштерсе çӳренĕ хыççăн Настя Кустова çак саманта кĕтсе илнĕ. Дима тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ. Пĕлтĕр чӳк уйăхĕн вĕçĕнче çамрăксем иккĕшĕ те Пĕтĕм Раççейри студентсен отрячĕсен слетне Чăваш Енри делегаци йышĕнче кайнă. Веçех çавăнта пулса иртнĕ…
Пĕлмĕш пулнă
Статистика палăртнă тăрăх, студентсен отрячĕсенче мăшăрсем йышлансах пыраççĕ. Раççейри студентсен отрячĕн 20 çулхи историйĕнче 2500 çамрăк çемье йĕркеленнĕ. Акă кĕçех тепĕр çемье те хушăнмалла. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри студентсен отрячĕсен 65-мĕш слетĕнче «БригаДа!» отряд хастарĕ Дмитрий Гурьянов хăйĕн савнине Анастасия Кустовăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студентсен отрячĕсен штаб командирне, пĕтĕм халăх умĕнче качча тухма ыйтнă! Йĕри-тавра уяв кăмăл-туйăмĕ хуçаланнă, яшсемпе хĕрсем хумханнă, савăннă. Дима чĕркуçленсе чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăва панă: «Настя, качча тухатăн-и мана?» Каччăпа пĕрле пурте хурава чăтăмсăр кĕтнĕ. Настя: «Тухатăп», — тесен алă çупса саламланă. Вĕсем 2019 çулта лагерьте пĕр отрядра паллашнă. Иккĕшĕ те пилĕк çул вожатăйра ĕçленĕ. Çакă вĕсене çывăхлатнă та. «Дима кĕтмен парне тума хатĕрленнине сисеттĕм-ха, анчах курмăш, пĕлмĕш пултăм. Çав кун çитсен чунра темĕн систерчĕ: паян çакă пулса иртетех тесе шухăшларăм. Чăнах та, эпĕ йăнăшмарăм. Çĕррине вăл çулталăк каяллах илсе хунă иккен», — уçăмлатрĕ хĕр. «Качча тухма мĕнле майпа ыйтасши тесе темĕн те шухăшлаттăм. Мускавра слет иртнине пĕлтерсен çак шанăçпа усă курас терĕм. Настьăпа студотрядра паллашнă-çке эпир. Апла хутшăнусен çĕнĕ тапхăрне унпа çыхăнтармалла. Вăл мана качча тухма килĕшнĕшĕн питĕ савăнтăм», — палăртрĕ каччă. Вĕсемпе çывăхрах паллашар-ха эппин. Настя та, Дима та Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Хĕр пирĕн пата редакцие çитрĕ, чăвашла аванах калаçать вăл. Дима вара — Сочиреччĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн «Имеются противопоказания» командинче выляканскер КВН командисен Пĕтĕм тĕнчери 36-мĕш фестивальне кайнă. Унпа каярах социаллă сетьре çыхăнтăмăр. «Каччăсемпе ĕçлеме çăмăлччĕ» «Студент чухне эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăт манăн пурнăçра чи лайăххи тесе шухăшлаттăм. Кайран шкулăн конкуренчĕ — университет — тупăнчĕ. Унта шкулти пек çирĕп ыйтмаççĕ, тӳлевсĕр паракан пĕлӳ сана кирлĕ пулсан — вĕренетĕн, çук тăк — никам та хистемест, хăвăнпа хăв хуçа. Хăшĕ-пĕри юлашки курсран пăрахса кайни те пулнă. Эпĕ шкултан вĕренсе тухиччен те мĕнле професси суйлассине пĕлмен. Пĕр кунхине шкулта хăй тытăмлăх кунĕ иртрĕ. Мана учитель ролĕ кăмăла кайрĕ. Вырăс чĕлхи урокĕсем килĕшетчĕç. Математикăпа танлаштарсан, пĕлӳ çăмăллăнах пуçа кĕретчĕ. Çавăнпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменне çине тăрса хатĕрленмесĕрех аван патăм. Хама килĕшнĕ çулпах каяс терĕм вара. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетне вĕренме кĕтĕм. 2019 çулта «Бригада» студентсен отрядне кĕтĕм. Унăн ертӳçи пирĕн шкулти учительччĕ, пĕлнĕ çынсемпе ĕçлеме кирек ăçта та лайăхрах. Çапла общество пурнăçне çăмăллăнах кĕрсе кайрăм. Пĕрремĕш курс хыççăн çуллахи каникул çитсен пире, студентсене, хула тулашĕнчи лагере «Бригантинăна» вожатăйра ĕçлеме ячĕç. 11-12 çулсенчи ачасемпе аванах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Манăн напарниксем иккĕшĕ те каччăччĕ, вĕсенчен пĕри Димăччĕ, ĕçлеме çăмăл пулчĕ. Эпир унпа вожатăя вĕреннĕ чухне паллашрăмăр. Ун чухне питех калаçса кайман. Кайран, пĕрле ĕçлеме тытăнсан, вăл питĕ интереслĕ те пултаруллă каччă пулнине асăрхарăм. Çав лагерьте 6 çул ĕçлерĕм. Пĕлтĕр аслă вожатăй пултăм. Кăçал та каяс килет, методиста чĕнчĕç ĕнтĕ. Университет, паллах, Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсене те ярать. Эпĕ те студентсен отрячĕпе унта, Камчаткăна «хĕрлĕ вăлча çиме» кайма та, проводник пулса пуйăспа тĕнче касса çӳреме те пултарнă. Анчах килтен аякра нумай вăхăт пурăнаймастăп. Маншăн килти хăтлăх питĕ пĕлтерĕшлĕ», — каласа пачĕ Анастасия. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Раççейре каçхине тӳпе çутă пулнинчен тĕлĕннĕ
Мохамад Елдосокей И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче 5-мĕш курсра вĕренет, хирург пулма хатĕрленет. Пĕлтĕр вăл «Çулталăкри чи лайăх ют çĕршыв студенчĕ» ята тивĕçнĕ. Мохамад — Египет каччи. Вăл араб, француз, акăлчан, вырăс чĕлхисене лайăх пĕлет.
— Мохамад, мĕншĕн шăпах Чăваш Енре аслă пĕлӳ илме шухăшларăн?
— Раççее киличчен эпĕ Чăваш Ен çинчен нимĕн те пĕлмен. Çывăх юлташ Чăваш патшалăх университетне килме йыхравларĕ. Вăл кунта медицина факультетĕнче стоматолога вĕренет. Египетран пĕчченех самолетпа вĕçсе килтĕм. Юлташ Мускавра кĕтсе илчĕ.
— Вырăс чĕлхине пĕлменни йывăрлăхсем кăларса тăратмарĕ-и? — Вĕренме килсенех хваттер тара илнĕ чухне йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Вырăсла лайăх пĕлместĕм. Хваттер хуçи пире темĕн ăнлантарать, эпир вара нимĕн те ăнкармастпăр. Каярахпа калаçу сыпăнма пуçларĕ. Документ нумай хатĕрлемеллеччĕ. Вĕсене вăхăтра памасан университетран кăларса яма пултаратчĕç. Юрать, çийĕнчех хатĕрлесе патăмăр. Тепĕр самант аса килчĕ. Эпĕ питĕ пицца çиме юрататăп. Вырăсла вулама пĕлместĕм. Сысна какайне çиместĕп. Кун пирки официанта пĕлтертĕм. Вăл мана сырлă пицца сĕнчĕ, анчах вăл мана килĕшмерĕ. Пĕрре лавккана кайрăмăр. Мĕн кирлине илнĕ хыççăн касса патне пытăм. «Укçапа е карттăпа тӳлетĕр? Пысăк е пĕчĕк хутаç кирлĕ?» — черет çитсен манран ыйтрĕ сутуçă. Çухалса кайрăм. Ман хыçра тăракан çынсем кăмăлсăррăн пăхрĕç. Эпĕ вара тĕрĕс мар хурав парасран хăраса тăтăм. Каярахпа кун пек лару-тăрура пăшăрханма пăрахрăм. Çынсемпе калаçма вăтанмалла маррине, пĕлмесен ыйтмаллине ăнлантăм.
— Вырăсла ирĕклĕн калаçма епле хăнăхрăн?
— Университетра хатĕрленӳ уйрăмĕ пур. Унта ют çĕршыври студентсене вырăсла калаçма вĕрентеççĕ. Анчах эпĕ унта çӳремерĕм. Университета киличчен икĕ уйăх маларах вырăс чĕлхинчи сас паллисене паллама вĕрентĕм. Вырăсла сывлăх сунма, хамăн ята, ăçта çуралнине калама хăнăхрăм. Пĕрремĕш çулхине куçарма пулăшакан программăпа усă курса калаçма вĕрентĕм. Вырăсла пуплекен çынсемпе ытларах хутшăнтăм. Малтанхипе танлаштарсан, халĕ вырăсла лайăхрах калаçатăп. Виççĕмĕш курсра чухне шкулта ют чĕлхесене вĕрентме пуçларăм.
— Арабла мĕн пĕчĕкрен калаçса ӳснĕ эсĕ. Акăлчан чĕлхине шкулта вĕреннĕ пулĕ-ха. Француз чĕлхине мĕнле ăса хыврăн вара?
— Шкулта тепĕр чĕлхе суйлама май пурччĕ. Эпĕ француз чĕлхине суйларăм. Французла сайра хутра кăна калаçатăп, анчах вĕрентме пултаратăп. Шкулта аслă классене акăлчан чĕлхине вĕрентетĕп.
— Университетра вĕренме килĕшет-и?
— Паллах. Кунта ют çĕршывран килнисем валли вĕренмешкĕн лайăх условисем йĕркеленĕ. Медицина факультечĕн преподавателĕсем лайăх пĕлӳ парас тесе тăрăшаççĕ. Ют çĕршыв студенчĕсем Раççейри конкурссене хутшăнма пултараççĕ. Кун пеккине ытти çĕршывра курма пулмасть. Пĕрремĕш курсранпа анатомипе пире Елена Драндрова вĕрентет. Вăл тăрăшнипе ют çĕршывран килнĕ студентсем те хирурги кружокĕнче ăс пухма пултараççĕ. Унта виççĕмĕш курсра çӳреме пуçларăм. Медицинăра кирлĕ паха опыт пухрăм. Операцисем тума вĕрентĕм. Студентсем валли йĕркелекен конкурссене хутшăннă май Раççейри тĕрлĕ хулара пулса куртăм. Мускавра, Хусанта питĕ килĕшрĕ.
— Хĕвеллĕ Египетран килсен Чăваш Енри хаяр сивĕсем хăратмарĕç-и?
— Манăн кĕлеткешĕн ку шок пулчĕ. Эпĕ кун пек сивве туйса курманччĕ. Египетра сайра хутра кăна 2-3 градус ăшă пулать. Чылай чухне сахалтан та 10 градус ăшă. Египетра темиçе çулта пĕрре кăна юр çума пултарать. Хамăн пурнăçра унта пĕр хутчен кăна юр ӳкнине куртăм. Раççее килсен каçхине тӳпе çутă пулни тĕлĕнтерчĕ. Пирĕн вара тĕттĕм, уйăх та курăнмасть.
— Чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллашса ĕлкĕртĕн-и? Наци апат-çимĕçне тутанса пăхрăн-и?
— Шупашкарти темиçе музейра пулса куртăм. Чăваш çи-пуçĕ питĕ килĕшрĕ. Вăл хăйне евĕрлĕ, илемлĕ. Египетра пекарньăра çăкăр кăна сутаççĕ, сирĕн кунта кукăльçăмахран пуçласа торт таранах туянма пулать. Шкулта вĕрентнĕ чухне эпĕ кунти апата тутанса пăхнăччĕ. Ирхине — пăтă тата бутерброд, кăнтăрла яшка çитереççĕ. Иккĕмĕш блюдăпа пĕрле катлет параççĕ. Манăн шухăшпа, чăвашсем усăллă апат çиеççĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Мăшăрăм сăмах чĕничченех вăл мĕн шухăшланине пĕлетĕп»
«Тăхăр хĕр çитĕнтĕмĕр. Атте Илья Семенов вăрçăран йывăр аманса таврăннă хыççăн çемье çавăрнă. Аннепе иккĕшĕ 9 ачана кун çути парнеленĕ. Эпĕ, 1946 çулта çуралнăскер, чи асли. Атте йывăр сурансене пула 50 çултах çĕре кĕчĕ. Чи кĕçĕн йăмăк 9 çулта юлчĕ. Анне (ялта ăна Матрюн аппа тесе чĕнетчĕç) пире пурне те ура çине тăратрĕ, вĕрентсе кăларчĕ. Эпĕ çеç тарăн пĕлӳ илеймерĕм. Ара, чи асли пулнăран аннене пулăшма тиврĕ», — Патăрьел округĕнчи Çĕньялта пурăнакан Мария Квасова иртнине аса илме пуçларĕ.
Салтакран кĕтсе илнĕ
Хăй вĕренейменшĕн пĕрре те кулянмасть вăл. «Ман вырăна 8 йăмăк тивĕçлĕ пĕлӳ илчĕ. Хамăн 5 ача, пурте вĕренсе çын пулчĕç», — тет вăл. Маюк аппа 8-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах фермăна ĕçе те çӳренĕ. Пăру та, чăх-чĕп те пăхнă вăл, ĕне те сунă. Фермăна 17 çул такăрлатнă. Вуншар ĕнене алăпа сунине аса илчĕ Мария Ильинична. Анчах çамрăксене ку хăратман. Чунра вăй-хал тапса тăнă, ӳт-пӳре юн вĕренĕ чухне ку йывăрлăхсем нимех те мар пек туйăннă. Маюк фермăра ĕçленĕ вăхăтра Николай Квасовпа туслă çӳреме тытăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне шкулта вĕреннĕ чухнех палланă. Çамрăксем каçсерен клуба ташă каçне çӳренĕ. Çавăнта пĕр-пĕрне куç хывнă та вĕсем. 1950-1960 çулсенче Казахстанра çерем уçма пуçланă Чăваш çыннисем те унта хутшăннă. Вĕсенчен пĕри — Николай Квасов. Николай та Çĕньял ялĕнче çуралнă. 8-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн каччă ялти 22 çынпа пĕрле Казахстана çерем уçма кайнă. Тин шкул пĕтернĕскерĕн нимĕнле специальноç та пулман. Унта çитсен вĕсене тракториста вĕрентнĕ. Николай икĕ çул тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕре хутшăннă. 1965 çулта яла таврăннă. Çамрăкăн салтака кайма вăхăчĕ çитнĕ. Шăп çав вăхăтра вăл пĕрле шкула чупнă Маюк хĕр пĕвне кĕнине асăрханă. Пĕр ташă каçĕ хыççăн икĕ çамрăк çывăхрах туслашнă. Николая çар комиссариачĕ шоферсен курсне вĕренме янă. Салтака водитель правипе кайнă, Инçет Хĕвел тухăçне лекнĕ вăл. Салтак пăттине виçĕ çула яхăн çинĕ каччă яла аслă сержант званийĕпе таврăннă. Маюк ăна кĕтнĕ, ун патне çырусем вĕçтернĕ. Николай салтакран таврăнсан «Знамя» колхоза шофера вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, 40 çул ытла, водительте ĕçленĕ. Икĕ çамрăк 1970 çулхи кăрлач уйăхĕнче пĕрлешнĕ. «Ун чухне çатăр сивĕ çанталăк тăчĕ. Туй-çăнăхта тума питĕ кансĕрччĕ. Çапах тăван-пĕтен хĕл сиввине пăхмасăр пире саламлама килчĕ. Çавăнпа пирĕн пурнăç та çирĕп пулчĕ пулинех. 55 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. Туйра мăшăр ылтăн çĕрĕ тăхăнтартаймарĕ. Укçи-тенки питех пулман. «Ылтăн туйра ылтăн çĕрĕ тăхăнтартатăпах», — тесе сăмах пачĕ. Чăнах та, ылтăн туйччен пурăнтăмăр. Ун чухне мăшăр ылтăн çĕрĕ парнелерĕ. Çемье çирĕп пултăр тесен упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне ăнланмалла. Мăшăрăм сăмах чĕничченех вăл мĕн шухăшланине, мĕн калас тенине пĕлетĕп. Паллах, кил-çуртра чашăк-тирĕк шăкăртатасси пулать. Анчах чĕрре кĕрсе тавлашсан çемьере килĕшӳ пĕтет. Пĕри çилленнĕ вăхăтра тепри чĕнмесен çилĕ час сĕврĕлет. Арçыннăн — арçын вырăнĕнче, хĕрарăмăн хĕрарăм вырăнĕнче пулмалла», — калаçăва малалла сыпăнтарчĕ Мария Ильинична. Маюк аппа ачаранах юрра-кĕвве ăста пулнă. Çĕньялта халăх хорне йĕркелесен нумай çул унта çӳренĕ. Концерт лартнисĕр пуçне сцена çине спектакльсем те кăларнă. Ачисене ырă тĕслĕх кăтартасси ытти енчен те палăрнă унăн. Маюк çав тери тĕрлеме юратнă. Каçсерен ĕçсенчен пушансан тĕрлеме ларни кун каçа ĕçлесе ывăннă çан- çурăма çăмăллатма пулăшнă ăна. Хĕрĕсем ӳссен амăшĕ вĕсене те çак ĕçе явăçтарнă. Халĕ ĕлĕк тĕрленĕ япаласемпе кил-çуртра усă курмаççĕ пулсан та Маюк аппа вĕсене типтерлĕн упрать. Маюк аппапа Коля тете нумай çул юн панă, «Хисеплĕ донор» ята илнĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Мария Ильинична салтаксем валли ăшă нуски çыхма пуçланă. Шофер ĕçĕ те çăмăл мар. Хĕле кĕрсен Коля тете вăрмантан вутă, кил-çурта хутса ăшăтма кăмрăк, торф турттарнă. Вăрман çулĕ хĕлле хăрушă. Машина çĕмĕрĕлсен никам та пулăшма пыраймасть. Çавăнпа рейсран сĕм çĕрле таврăннисем те сахал мар пулнă. Хăйĕн тивĕçне лайăх пурнăçланăран Николай Алексеевича районта «Чи лайăх водитель» ята та панă. Хисеп, тав хучĕсен шучĕ те çук. Маюк аппа фермăра 17 çул ĕçленĕ хыççăн колхоза куçнă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралса пынă. Аслисем — йĕкĕреш. Ашшĕ иртен пуçласа каçчен рейсра пулнă. Маюк та колхоз ĕçĕнчен юлман. Юрать, унăн кĕçĕн йăмăкĕсем пулнă, аппăшĕн ачисене пăхма нумай пулăшнă. Вĕсем ӳссе пынăçемĕн çурт тăвăрланса пынă. 1991 çулта Квасовсем кирпĕчрен купаланă пысăк çурта пурăнма кĕнĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас