Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр!

10 Раштав, 2024

Вунă çул каялла Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратнă.

Кăçал Шупашкарта кăна 10 уйăхра ГТО енĕпе 129 тематика мероприятийĕ ирттернĕ. Вĕсене 30 пин ытла çын хутшăннă, 6 пин ытла çын ятарлă паллăсем илнĕ. Вĕсен «ылтăн», кĕмĕл», «пăхăр» паллăсем пур ĕнтĕ.

Иртнĕ шăматкун, раштавăн 7-мĕшĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт залĕнче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тата Шупашкар хулин администрацийĕн Мускав районĕн управин ĕçченĕсем нормативсене панă. Старт умĕн пурте тухтăр ирĕк панине çирĕплетекен хут илнĕ.

Спорт мероприятине хутшăнакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев тата хулан Мускав район админстрацийĕн управин ертÿçи Елена Романова саламланă, нормативсене ăнăçлă пама вăй-хăват суннă. Спорт ачасене те пĕрлештернĕ. Вĕсем зарядка тунă, тĕрлĕ дистанцие чупнă, турник çинче туртăннă, инçĕшне сикнĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас