Чăваш хĕрарăмĕ 47 (1377) № 05.12.2024

5 Раштав, 2024

Хунямăшĕ туй туса панă

«Ĕнер çеç çемье çавăрнă пек туйăнать. 55 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Тем те пулнă пурнăçра: вĕткеленÿ, кÿренÿ, хуйхă-суйхă та. Халĕ шухăшлатпăр та — хăçан йăлтах иртсе кайма ĕлкĕрчĕши?» — калаçăва пуçарчĕç çур ĕмĕр ытла пĕр сукмакпа утакан Виталипе Римма Порицкисем.

«Кам хĕрачи ку?»

Çемье пуçĕн ачаранах хура-шурне ытлашшипех чăтса ирттерме тивнĕ. Амăшĕ фашистсен концлагерĕнче пулнă. «Эпĕ 1944 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Ротенбург-обдер-Таубер ятлă хулара кун çути курнă. 1941 çулта вăрçă пуçлансан аннене тăван тăрăхран вăйпах Германие илсе кайнă. Çăмăл килмен ăна, хуçа хушнă ĕçсене пурнăçлама тивнĕ. Унтах вăл вырăс каччипе паллашнă. Çыру çÿретнĕ. Пĕррехинче вăл аннене хăнана чĕннĕ… 1945 çулта анне манпа, пĕчĕкскерпе, çур çул пересылка пунктĕнче пурăннă — тăван тăрăха каясшăн ăнтăлнă. Йывăр пулнă, паллах, çитменнине — сивĕ, выçă. Çăкăр туянмалли вăрăм черетсемпе апат-çимĕç карточкисем халĕ те куç умĕнчех… Йывăрлăхсене пăхмасăр мана никама та паманшăн тата пăрахса хăварманшăн аннене тав тăватăп. Эпĕ çирĕп каччă пулса çитĕнтĕм», — аса илчĕ ачалăхне Виталий Алексеевич. Каярахпа çемьере икĕ хĕрача çуралнă. Мал ĕмĕтлĕ Виталий шкултан вĕренсе тухнă, хĕсметре служба тухнă, электрик профессине алла илнĕ. Телее, амăшĕн пурнăçĕ вăрăм пулнă, 88 çулччен пурăннă вăл. Виталий Алексеевичăн мăшăрĕ Римма Алексеевна вара Шупашкар районĕнчи Анатри Макаç ялĕнчен. Вăл яланах çирĕп тĕллевсемпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Унăн ашшĕ Алексей Ильин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Танкист пулнăскер пĕррехинче вăйлах аманнă, тăшман снарячĕ ÿпкине лекнĕ. Алексее васкаса госпитале ăсатнă, ăна кăткăс операци тунă. 1945 çулта вăл тăван яла таврăннă. Пурнăç тăршшĕпех ÿсĕрсен юн тухнипе нушаланнă. Çапах та 82 çулччен пурăнма пултарнă ветеран. «Кам хĕрачи ку?» — тĕлĕнсе ыйтрĕ атте мана курсан. Эпĕ вара анне патне пытăм та çак салтак хăçан пирĕн патран каяссипе кăсăклантăм, — иртнине куç умне кăларчĕ Римма Алексеевна ашшĕпе тĕл пулнине аса илнĕ май. — Анне 19 çултах трактористкăра ĕçленĕ. Лутраскер, имшерккескер тырă миххисем йăтнă. Ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшрĕ вăл, яланах хăйне шанатчĕ». Кинора паллашнă Шкул саккинчен уйрăлсан Римма Алексеевна Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникин техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Дипломлă пулсанах пике хăма çуртармалли цехра мастерта ĕçленĕ. Çакăнпа çеç лăпланса ларман Римма, икĕ çултан хĕр тусĕпе Ленинградри Ял хуçалăх техникумне документсем панă, экзаменсене ăнăçлă тытса студент ятне илтнĕ-илтнех. Экономист профессине алла илнĕскере Украинăри Винница облаçĕнчи совхоза вăй хума янă. Шăпах унта пулас мăшăрне тĕл пулнă та хĕр. «Шăматкунччĕ. Кантурпа юнашар клуб вырнаçнăччĕ. Эпир унта çар разведчикĕсем пирки фильм пăхрăмăр. Аппаратура кивĕ пулнăран экран çинче ÿкерчĕксем çеç мĕлтлететчĕç, сасси çукчĕ. Виталий, çумра лараканскер, геройсен сăмахĕсене каласа ларчĕ. Киносеанс вĕçленсен вăл мана ăсатма ирĕк ыйтрĕ. Аллейăра уçăлса çÿрерĕмĕр, сăмах вакларăмăр», — калаçăва малалла тăсрĕ кил ăшшин управçи. Пĕр-пĕрне савакан çамрăксем 1969 çулта пĕрлешнĕ. Римма Алексеевна туй епле иртнине те аса илчĕ: «Уяв кăсăклă пулчĕ. Ăна хуняма йĕркелерĕ. Картишре тент картăмăр, беседка турăмăр, сĕтелсем вырнаçтартăмăр. Вĕсен урисем апат-çимĕçрен авăнчĕç. Хăнасене йăлтах килĕшрĕ, пурте кăмăллă юлчĕç. Ывăл Алексей çуралсан мана Луганск облаçĕнчи хуçалăха ячĕç. Унтах хĕрĕмĕр Наталья кун çути курчĕ». Ют ен ютах çав. Римма Алексеевна тăван тăрăхшăн тунсăхланă, унăн çывăх çыннисемпе юнашар пулас килнĕ. Унта куçасси пирки сăмах тапратсан мăшăрĕ хирĕçлемен. 1974 çулхи ака уйăхĕнче çамрăк çемье Сĕнтĕрвăрри районне куçса килнĕ. Вĕсем валли маларах çурт та хăпартнă. Порицкисем специальноçĕсемпе вăй хунă, харпăр хуçалăх та тытнă. Шăпах вĕсем Чăваш Енре пуçласа индокăвакал усрама-ĕрчетме пуçланă. «Çак кайăк-кĕшĕк пирки пĕр журналта вуласа пĕлтĕм. Мускус кăвакалĕсен хуçипе пăртак çырăннă хыççăн çула тухрăм. Мускавран 5 чĕпĕ илсе килтĕм. Кĕркунне тĕлне вара картишре 70 кăвакалччĕ. Пĕр ама 20 чĕпĕ пусса кăларма пултарать. Пирĕн кайăксем пĕр урам чупатчĕç», — каласа кăтартрĕ алă усса ларма хăнăхман хĕрарăм. Кунсăр пуçне çемье цесарка, кроликсем, ĕне, сысна, «королек» ăратĕнчи чăхсем… усранă. Ĕçри тивĕçсене те кирлĕ пек пурнăçлама ĕлкĕрнĕ мăшăр. Виталий Алексеевич — электрикра, Римма Алексеевна финансистра, ревизорта, бухгалтерта тăрăшнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн иккĕшне те Хисеп грамотипе чысланă. «Яваплă должноçсенче ĕçлеме тиврĕ. Астăватăп-ха: пăта заводне вырнаçсан кĕске вăхăтрах çулталăк отчетне хатĕрлерĕм. Аса илмелли чылай. Мăшăр та тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ, пуçлăхсем ăна хаклатчĕç», — сăмахне тăсрĕ Римма Алексеевна. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Тÿсме çуккине те чăтнă

Павел Никитинăн пурнăçĕ икке пайланнă: унччен телейлĕ мăшăр тата ашшĕ пулнăскер паян — асамлă майпа сывă юлма пултарнă кÿмепе çÿрекен çамрăк. Унăн пурăнас, ĕçлес, çынсене пулăшас туртăмĕ тĕлĕнмелле вăйлă. Хăй тĕллĕн хускалайманни те çамрăк арçыншăн тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн чăрмав мар. Павел тусĕсемпе регионти «Ирĕклĕх» общество пĕрлешĕвне йĕркеленĕ, ăна ăнăçлă ертсе пырать.

Пурнăç сÿннĕн туйăннă

Тÿсме çуккине те чăтса ирттерме тивнĕ унăн. 2009 çулхи утă уйăхĕнчи хĕвеллĕ пĕр кун Павелшăн самантрах тĕксĕмленнĕ. Кÿлле ăнăçсăр сикнĕскер вăл мăйне хуçнă, кĕлеткине туйми пулнă. Хускалайманскер путма пуçланă вăхăтра епле çăлăнасси пирки мар, ура çине тăмашкăн мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пуласси çинчен шухăшланă. Пулăшу кĕтмен çĕртен çитнĕ: мăшăрĕн тăванĕн 10-ри хĕрĕ шыва васканă, Павелăн пуçне çĕклесе сывлама май панă. Каччă унăн хăюлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнет. Мĕнле шикленмен хĕр пĕрчи шыва кĕме? «Вăл пулăшнипе кăна çыран хĕррине тухрăм. Эпĕ ним тăвайманнине кура Даша ĕсĕклеме тытăнчĕ. Юрать, тăна çухатманччĕ, ăна лăпланса кĕсьерен телефона илсе шăнкăравлама хушрăм... Алă, ура пур-и, çук-и — пачах сисĕнмерĕ. Шикленÿ, хăрушлăх ăс-тăнпа чун-чĕрене çавăрса илчĕç. Çынсем пухăннă чухне эпĕ тăна çухатнипе пĕрехчĕ», — синкерлĕ куна аса илме çăмăл пулмарĕ ăна. Реанимацие илсе çитернĕскере çурăм шăммине операци тунă. Кун пек йывăр аманнисем сайра хутра çеç сывалнине пĕлсе тухтăрсем нимех те татса каламан. Павелшăн пурнăç сÿннĕн туйăннă, шикленÿпе куляну, тарăхупа кÿренÿ хуçаланнă чунĕнче. Икĕ уйăх çурăран Шупашкарта пурăнакан амăшĕ патне тăван килне çитнĕ вăл. «Ун чухне чунра мĕн пулса иртнине сăмахпа каласа кăтартма çук. Анне мĕнле чăтрĕ-ши? Эпир унпа иккĕнех юлтăмăр. Тус-юлташ кашни кун çумра лараймасть вĕт. Мана вара пăхакан кирлĕ, хам тĕллĕн кравать çинче тăрса та лараймастăп-çке. Инкек пуличчен уйрăм çуртра мăшăрпа тата хĕрĕмпе пурăнаттăм. Уйрăлтăмăр. Мăшăра ÿпкелеместĕп, ăна ăнланма пулатех. Кун йышши йывăр лару-тăрура хама мĕнле тытнă пулăттăм-ха? Калама хĕн. Пытармастăп: малтанхи вăхăтра вилес килетчĕ. «Мĕншĕн сывă юлтăм-ши?» — текен шухăш пĕрмай явăнатчĕ. Пĕтĕм кĕлетке чăтма çук ырататчĕ, чĕрĕллех ÿте сÿнĕ евĕр пĕçертетчĕ. Уйрăмах алă, ура, пилĕк, çурăм суратчĕ. Ыратнине ирттерекен эмел пулăшмастчĕ...» — калаçрĕ Павел. Кунранкун ыратăва çĕнме хăнăхнăскер ăна урăхла йышăнма, сирме вĕреннĕ. Анчах лару-тăрăва тепĕр инкек япăхлатнă: Павела пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнă чухне ăнсăртран ÿкернĕ. Купарча шăммисем куçса кайнă. Кун хыççăн лармашкăн та вăй-хал кирлĕ, кунсеренех кĕрешÿре иртет. Анчах çамрăк алă усмасть, ыратни ăна аталанма, хускалма, малалла талпăнма хистет. «Талăкра 24 сехет кравать çинче выртасси тамăк евĕрех мар-и? Май пур таран ĕçлесчĕ-ха», — терĕ «Ирĕклĕх» ертÿçи. Кремльте чысланă Хăйĕнни пек лару-тăрăва лекнĕ сусăрпа паллашсан çеç Пашăна чун кĕнĕ. Хайхискер кÿмепе çÿренине, çынсемпе çăмăллăнах хутшăннине курсан Павелăн шухăшĕсем улшăннă. Вăхăт иртсен хăйне кăштах вăй кĕнине, хавхалану пуррине туйнăскер унчченхи пурнăçран текех тытăнман. Аса илÿпе пурăнма пăрахнă. Хĕрĕ Маша та пĕр май килсе çÿрени вăй кÿнĕ. «Хайхи хевтесĕрскерпе курнăçнă хыççăн хама çеç шанмаллине ăнлантăм. Хам алă уссан камах маншăн тăрăшĕ? Аннене çĕре çити пуç таятăп, мĕн чухлĕ тÿсме тивет унăн. Мана пĕчĕк ача пекех пăхмалла вĕт. Тус-юлташ пăрахмарĕ, вĕсене чĕререн тав тăватăп. Тĕппипех хуçăлма памарĕç», — чунне уçрĕ яш. Обществăна усă кÿрес шухăш-тĕллев тĕвĕленнĕ вăхăтра Павел Шупашкарта экологи акцийĕ йĕркелекенсемпе паллашнă. «Пĕрле пурнăçлатпăр» акци Пĕтĕм Раççейĕпех пынă. Йĕкĕте те тус-юлташĕпе субботник йĕркелесе пăхма сĕннĕ. Хăйĕнчен нумай кĕтменнине ăнланнăха Павел, çапах пĕр шухăшлă çынсене пухса акцие хутшăнас кăмăллине пĕлтернĕ. Хирĕçлекенсем тупăнманни ăна тĕлĕнтернĕ: ара, хăй ирĕкĕпе кам урамсене çÿп-çапран тасатма хатĕр? Ушкăн хула администрацийĕпе çыхăнса мероприятие кирлĕ пек йĕркелеме пултарнă. Акцие пуçаракансен тĕп центрĕнче те вĕсене асăрханă, Мускава йыхравланă. Акă Паша Кремльти сцена çинче, РФ Экологи министерстви ăна Хисеп грамотипе чыслать... Чăнах-ши ку е тĕлĕк? Унтанпа чылай çул иртнине ĕненмест арçын. Ку ĕнер çеç пулса иртнĕ пекех туйăнать ăна. «Выртакан чул айне шыв юхмасть» каларăша тĕпе хурса Павел Чăваш Енри сусăрсемпе паллашнă. Хастар çамрăксен тата пĕрлешÿсен тĕслĕхне шута илсе хăй те йывăр лару-тăрурисене пĕрлештерме тĕллевленĕ. Общество организацине мĕнле ят парасси тавра юлташĕсемпе чылай шухăшланă. Ирĕклĕх! Ăна тĕрлĕ енлĕн, кашнийĕ хăйне кирлĕ пек ăнланать. 2014 çулта «Ирĕклĕх» карап ишевне пуçланă, официаллă майпа хăйĕн ĕçне пуçăннă. «Пысăк тĕллевсем çукчĕ. Пĕр шухăшлă çынсене пĕр тĕвве пухасси, паллашасси, хутшăнасси, туслашасси çеçчĕ. Хевтесĕррисемшĕн, килтен сайра хутра кăна тухса çÿрекенсемшĕн, ку шăрăх кунра шыв ĕçсе уçăлнипе танах. Тĕлпулу хыççăн ăсталăх класĕ, унтан пĕчĕк мероприятисем... Ку кăна сахал. Пысăк ĕçсем пирки шухăшлама пуçларăмăр», — пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Павел Никитин. Малтанах хулари кафере, суту-илÿ центрĕсенче, урамра тĕл пулнă. Халĕ «Кăнтăр» культура çуртĕнче пухăнаççĕ. «Ирĕклĕх» ирттерекен мероприятисенчен тăваттăшĕ — йăлана кĕнисем. Икĕ концерт, унта сусăррисемпе пĕрле сывă çынсем те хутшăнаççĕ, пĕри — Хевтесĕррисен кунне халалланăскер, тепри Пĕтĕм тĕнчери телей кунĕнче иртет. Çулсеренех çулла пулă тытакансен фестивалĕ йĕркелеççĕ, унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать. Ку мероприятие ахальтен пуçарман-мĕн, хăйĕн историйĕ пур. Культура çуртĕнче черетлĕ концерт кĕрленĕ ун чухне. «Çав çын пирĕн пултарулăхпа паллашма клуба килни пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ун пирки уйрăммăн калас килет. Вăл — Николай Угаслов, пирĕн пĕрлешĕве пулăшакан пĕрремĕш çын, «Ирĕклĕхе» пурнăç çулĕ парнеленĕскер. Концерта та вăл пушă алăпа килменччĕ, пулă тытмалли хатĕрсен лавккине каймашкăн сертификат парнелерĕ. «Пирĕншĕн ку пулă тытмалли хушу евĕрех», — темешкĕн такам чĕлхерен туртрĕ пуль. Çакăнтан пуçланчĕ те фестивале йĕркелесси», — калаçăва малалла тăсрĕ пултаруллă çамрăк. «Инкеке пĕччен ан ирттерччĕр» «Ирĕклĕх» пирки çынсем пĕлĕшĕсенчен, интернетра вуласа пĕлеççĕ. Пĕр шухăшлисене тĕл пулас, хавхалану тупас, сусăрсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе унăн алăкне шаккаççĕ. Павел палăртнă тăрăх, малтанхи вăхăтпа танлаштарсан паянхи кун «Ирĕклĕх» çыннисем хăйсене çирĕпрех тытаççĕ. Тен, кунта хÿтлĕх тупаканни те пур? Эппин, ăна йĕркеленсем тĕрĕс çулпа утаççĕ. Пĕрлешÿ кирек кама та хăйĕн ытамне илме хатĕр, алăк яланах уçă. Мероприятисене те пурте хутшăнма, курма килме пултараççĕ, вĕсем тÿлевсĕр. Пĕччен кăна пысăк тĕллевсене пурнăçлайăн-и? Йышпа, паллах, çăмăлрах. «Ирĕклĕх» Шупашкарти çамрăксен пуçарулăхĕсен центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Волонтерсемпе ырă кăмăллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç мероприятисем йĕркелеме пулăшаççĕ. Пĕрле ыр кăмăллăхçăсен шкулне хута янă. Паша Студентсен отрячĕсен хастарĕсем уйрăмах пысăк пулăшу кÿнине палăртрĕ. «Тĕрĕссипе, пире пулăшма хатĕр çынсем яланах кирлĕ. Хевтесĕррисене те ытларах явăçтарас килет. Инкекпе пĕччен ан юлччăр. Хамăр тĕслĕхпе нумайăшне хавхалантарасса питĕ шанатăп. Ура утайманнипе, куç курманнипе пурнăç вĕçленменнине ăнланччăр. Манăнни пек йывăр лару-тăрура ĕçлеме пачах та çăмăл мар. Кунсерен çынна йăлăнатăп, пĕри — леçет, тепри килсе илет, виççĕмĕшĕ — йăтса куçарать. Урăхла май çук», — аталанасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине тепĕр хут палăртрĕ Павел. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Пуç хунă туссем хăть манăн хайлавсенче сывă пулччăр…»

«Ăс-тăнпа, чунпа эпĕ халĕ те Афганистанран таврăнман. Кĕнекесене те çавăнпах çыратăп. Вăрçăра чухнех алла ручка тытнăччĕ. Пĕррехинче каçхине ту çинче засадăра выртаттăмăр. Çу уйăхĕ, чечексен шăрши сарăлнă, тÿпере тулли уйăх çуталать. Пĕр юлташ хырăмĕ выçса кайнăран кăвайт чĕртрĕ. Тепĕртакранах пысăк калибрлă пулеметран шатăртаттарчĕç. Пуçа йăтрăм та — тĕттĕм тÿпере пирĕн еннелле пилĕк-ултă çăлтăр выляса вĕçет. Пурне те пытанма команда патăм. «Çак шăтăкран сывă тухма пÿрсен ятарласа Шупашкара кайса вĕренме кĕрĕп, хам мĕн курнине, чăтса ирттернине çырма Турă пулăштăр тесе кĕлтурăм», — пуçларĕ калаçăва Афган вăрçинче пулнă Анатолий Хмыт (Ефимов) çыравçă.

Ялĕпех пиллесе ăсатнă

18 çулти Анатолий Ефимов салтака каяс умĕнхи кун Тутарстанри Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче асар-писер çил-тăман алхаснă. Яш-кĕрĕм вара урам тăрăх салтак юрри янраттарса утнă. Çынсем тĕлĕннĕ: мĕн анраççĕ-ха кусем? Йĕкĕт çара кайнине малтан ĕненмен. Кайран укăлча хапхи умне ялĕпех пуçтарăннă, пулас салтака пил сăмахĕ каласа ăсатнă. «Ĕненмелле те мар пек: ял çыннисем кĕсье тулли укçа чикрĕç. Уйрăлнă чухне кăмăл-туйăм пăтранчĕ, йĕрес килчĕ. Çавăнпа кĕсьери укçана Хусанти çар комиссариатне çитсен кăна асăрхарăм. Эпир, 7-8 чăваш ачи, паллашса пĕр ушкăна чăмăртантăмăр. Ăсатнă чухне панă укçа распределени умĕнхи тапхăрта питĕ кирлĕ пулчĕ: унпа апат-çимĕç туянтăмăр. Казармăра путмарсем /нары/ темиçе яруслăччĕ. Нумайăшĕ çÿлелле хăпарма ăнтăлчĕ. Эпир вара аялти вырăнсене йышăнтăмăр. Çÿлтисене пĕрмай «хĕстеретчĕç», укçи-тенкине туртса илетчĕç, патак та çитеретчĕç. Пире тĕкĕнмерĕç. Хамăра кÿрентерме паман эпир. Паллах, пире кайран уйăрса ячĕç. Куççульпе уйрăлтăмăр темелле. Маларах каласа хурам: пурте Афганистана лекрĕмĕр», — малалла сăмах çăмхине сÿтрĕ офицер. Тепĕр 5 кунран вĕсене Афганистанпа чикĕллĕ Туркменистана янă. Икĕ уйăх автоматран, пулеметран пеме, граната ывăтма вĕрентнĕ. Хĕç-пăшалтан çĕрле те уйрăлман. ГТО нормативĕсене те пурнăçланă. Вĕсем вунă килограмм йывăрăш кутамкка йăтса пуш хир тăрăх та чупнă. Присяга тытнă хыççăн сержантсем çамрăк салтаксене Афганистана ярасси пирки пĕлтернĕ. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче чăваш каччи аякри çĕр çине ура ярса пуснă. Салтаксене икшер конверт панă. Икĕ çырăвне те çывăх çыннисем патне яма хушнă. Анчах Анатолий Дмитриевич пĕрне — амăшĕ, теприне савнийĕ патне шăрçаланă. Тăван килне янă çыру çитеймен, хĕр патне вĕçтерни вара çĕтмен. Паллах, салтак çывăх çыннисене йăлтах пĕлтермен, хăй чĕрĕ-сывă пулнине кăна хыпарланă. «Хама 13-мĕш ĕмĕре лекнĕ пекех туятăп. Пахчасене вăкăрпа сухалаççĕ, дыня-арпус çиетпĕр», — çапла шÿтлекелесе çыру шăрçаланă вăл. Пиччĕшĕ патне кăна тĕрĕссине çырнă. Малтан вăл Кундузри 201-мĕш дивизие лекнĕ. Хыççăн Пули-Хумри хулинчи 395- мĕш полкăн 1-мĕш батальонри 2-мĕш ротăра службăра тăнă. Учебкăра пулеметчика вĕреннĕрен Ефима /салтаксем Анатолий Дмитриевича çапла чĕннĕ/ пулемет шаннă. Вĕсем тĕрлĕ заданипе операцие хутшăннă. «Пĕр вăхăт заданисене снайпер винтовкипе çÿрерĕм. Анчах вăл БТРта çунса кайрĕ. Çакăн хыççăн алла автомат тытрăм. Вăл çумра пулсан киле таврăнас шанчăк ытларах, мĕншĕн тесен çапăçура чи малтан офицерсене, пулеметчиксемпе гранатометчиксене, снайперсене тĕп тăваççĕ. Пĕрремĕш çапăçăва эпир, ĕнерхи шкул ачисем, вăйă пек йышăнтăмăр темелле-ши? Хăшĕ-пĕри автоматран пенĕ чухне те «вăрçăлла» вылянă чухнехилле сасă кăларчĕ. Анчах аманнисене, вилнисене пĕрремĕш хутчен курсан йăлтах улшăнтăмăр. Суранланнисем тискеррĕн кăшкăрни, юн… Кун пек самантра айккинелле пăрăнакансем те пурччĕ. Манăн шиклĕх туйăмĕ таçта çухалчĕ, нумайăшĕн суранне çыхрăм. Малтанхи вăхăтра пирĕн медбрат çукчĕ, ыратнине чакаракан эмелпе те тивĕçтерменччĕ. Кайран хамăр çине тăнипе пачĕç. Пĕрремĕш çапăçура тус Володя Здоровых пурнăçран уйрăлчĕ. Душмансен пульли мăйне шăтарса витĕр тухрĕ. Ыратнăран шок пулчĕ унăн. Вăхăтлă укол тунă пулсан, тен, сывă юлĕччĕ-и? 6 сехет патнелле нушаланчĕ. Пирĕн ротăри виçĕ медбрат та чире пула госпитале лекрĕ. Вăхăт иртсен тепĕр медбрат килчĕ. Анчах унăн служби ытла та хăвăрт вĕçленчĕ… 1984 çулхи кăрлач уйăхĕнче Иш-Камыш операцийĕ пуçланчĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче ту çине хăпартăмăр. Пирĕн медбрат Керимхан Нагдалиев çав çапăçуран виçĕ аманнă салтака кăларса ĕлкĕрнĕ, анчах хăйне вилмеллех амантнă. Эпир каллех медиксăр юлтăмăр», — юлташĕсене çухатнине лăпкăн аса илеймерĕ Анатолий Дмитриевич. Çав çапăçуран пурĕ 6 салтак тухайман. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.