- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 47 (6548) № 05.12.2024
Шупашкарта пĕрремĕш хут хĕл каçаççĕ
Дарья Берестова икĕ ывăлĕпе çул çÿреме юратать. Тепĕр чун киленĕçĕ — видеокамера. Лавккара та, транспортра та, канура та… пур çĕрте те пĕрле вăл. Халăхран нимĕн те пытармалли çук та — мĕн ÿкернине пĕтĕмпех медиауçлăха кăлараççĕ.
Мускавринчен те лайăхрах
Дарья Берестова çемйипе тĕрлĕ хулана, çĕршыва çитнĕ. Видеороликсене унăн ывăлĕсем Степăпа Лева хутшăнаççĕ. «Контактра», Тиктокра, Дзенра тата ытти çĕрте Дарья Берестовăн «Семейстово» каналĕ пур. Пурĕ 25 пин ытла çын пăхса тăрать вĕсене. Блогер ĕçĕ патне кăшт каярахпа таврăнăпăр. Халĕ вара уçă чунлă çемье Шупашкара епле майпа лекнине каласа кăтартар-ха. Дарья — Хакасири Саяногорскра çуралнă вырăс хĕрарăмĕ. Ашшĕамăшĕ ир вилнĕрен ăна кукамăшĕ Марфа Михайловна хăйĕн патне Алтай тăрăхне илсе кайнă. Хĕрача ун чухне çулталăк та тултарман пулнă. Çапла Даша Волчиха ялĕнче ÿснĕ, унти шкулта вĕреннĕ. 17 тултарсан Алтай крайĕн тĕп хулине Барнаула вĕренме кайнă. Аслă шкулсенче хĕр 7 çул куçăн майпа вĕреннĕ. Дарьйăн — икĕ аслă пĕлÿ. Вăл — маркетолог тата стратеги управленецĕ. Барнаулта вăл декрет отпускне кайиччен маркетологра ĕçленĕ. Студент чухнех пулас мăшăрĕпе Димăпа туслашнă, кайран вĕсем çемье çавăрнă. Паянхи кун Даша Шупашкарта Степăпа тата Левăпа пурăнать. Пĕлтĕр çулла упăшки Питĕре ĕçлеме кайнă та таврăнман. Кун хыççăн çемье арканнă. Çапах манăн вĕсем пĕрле пурăннă чухнехи ырă вăхăтсем çинчен çырса кăтартас килет, мĕншĕн тесен Чăваш Ене куçса килни Димăн ĕçĕпе çыхăннă. Дима — ИТ-специалист, Барнаулти пĕр фирмăра программистра ĕçленĕ, сайтсем тунă. Хăйĕн тивĕçĕсене килĕнченех дистанци мелĕпе пурнăçланă. Кайран ăна пысăкрах должноçа куçарнă та ĕç условийĕсем улшăннă — Димăн куллен офиса çÿреме тивнĕ. Вăл вара Шупашкарта пулнă. (Фирмăн филиалĕ кунта вырнаçнă). Дашăпа Дима çав самантрах ниепле те тухса килеймен — вĕсен иккĕмĕш пепки çут тĕнчене килнĕ. Кесарево мелĕпе çăмăлланнă Даша кăштах вăй илнĕ хыççăн çемье икĕ уйăхри тата икĕ çулти ывăлĕсемпе çула пуçтарăннă. Вĕсемпе пĕрле Дашăн кукамăшĕ те килнĕ. Çапла 5 çынран тăракан çемье 2019 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкара куçса килнĕ. Малтанах вĕсем «Волжский-3» микрорайонта хваттер тара илнĕ. Димăна ĕçе çурран çÿреме меллĕ пултăр тесе çак вырăна суйланă вĕсем. Кайран хăйсен вăйĕпе пурăнмалли кĕтес туяннă. Çавăн чухне çăмăл машинине сутнă. Çулталăк çурăран Дима ĕç улăш¬¬¬тарнă. Вăл Мускава, укçа ытларах тÿлекен вырăна, кайнă. Дистанци мелĕпе мар, офисра ĕçлемелли тивĕç пулнă ку. Арçын Мускавра çур çул пĕччен пурăннă. «Пĕтĕмпех лайăхчĕ, ĕçĕ килĕшетчĕ. Анчах çемьешĕн тунсăхлатчĕ. «Капла май çук, пирĕн пĕрле пулмалла», — тесе эпир ачасемпе ун патне куçрăмăр. Çур çул унта пурăнтăмăр. Эпĕ декрет отпускĕнчеччĕ. Турцие канма кайрăмăр, унтах хĕл каçсан Шупашкара таврăнтăмăр. Кунта — пирĕн кил. Мускавра пурăнма килĕшрĕ тееймĕп. Унта пире упăшкан ĕçĕ кăна тытса тăчĕ. Кунтипе танлаштарсан, хаксем урăхларах. Такси тытма, сăмахран, нумай тăкакланмалла. Манăн кĕске çÿçе сăрлама та 10 пин тенкĕ кирлĕ. Садик укçи тĕлĕшпе те уйрăмлăх сисĕмлĕ. Сывлăх сыхлавĕ пирки — сăмах та çук. Шупашкарта пирĕн пурнăç шайĕ, Мускаврипе танлаштарсан, чылай лайăхрах. Дима дистанци мелĕпе ĕçлеме калаçса татăлсанах Шупашкара килтĕмĕр. Мускавра пурăннă хушăра хамăрăн хваттере тара панăччĕ. Мĕн тери аван иккен килте! Степа та тунсăхланă, пурте питĕ савăнтăмăр», — каласа кăтартрĕ Даша. Блогер пулса тăнă Шупашкара пĕрремĕш хут киличчен Дарья хăйне блогер тесе шухăшламан, видеосене çемье валли кăна ÿкернĕ. Хваттер туяннă хыççăн юсав пуçланă та малтан мĕнле пулнине, танлаштармашкăн кайранхи улшăнусене ÿкернĕ. Унтан килти, çемьери самантсене сăнлама тытăннă. Ăнсăртран çакăн пек шухăш кĕнĕ: Шупашкар пирки, çĕнĕ çĕрте хăйсене мĕнле туйни çинчен каласа кăтартмалла. Лайăх тата япăх енĕсем пирки уйрăм видеосем ÿкернĕ вăл. Унăн каналне ытларах аслă ÿсĕмрисем пăхаççĕ. Шупашкар пирки кăтартма тытăнсан чăвашсем те çырăннă. Кунта çуралса ÿссе тухса кайнисем те нумаййăн. Вĕсем тăван тăрăха курма май туса панăшăн тав тăваççĕ. Мухтаса çырни подписчиксене питех кăсăклантармасть-мĕн. Начар енсем пирки каланине икĕ хут ытларах пăхнине палăртрĕ блогер. Пĕр кунхине Дашăпа Дима Чăваш наци телевиденийĕпе «Битва блогеров» кăларăм пăхнă. «Пире мĕншĕн чĕнмеççĕ-ши унта?» — шÿтлесе калаçса ларнă упăшкипе арăмĕ. Тепĕр кунхине «Контактра» социаллă сете кĕрсе пăхнă та — Дарья патне çав кăларăм ертÿçи Мария Шоклева йыхравласа çырнине курса тĕлĕннĕ. Çамрăк çемье телекурав валли ÿкерĕнме хаваспах килĕшнĕ. Кун хыççăн Дарья Берестова телеертÿçĕпе çывăх туслашнă. Маша Шоклева ăна хăйĕн «Куча мала!» ача-пăча медиастудине çÿрекенсене блогер ĕçне вĕрентме сĕннĕ. Даша хирĕçлемен. Ăна вăл ĕç пек те мар, чун киленĕçĕ евĕр йышăннă. Медиастудире эрнере 8 сехет ĕçленĕ. 4-5 ушкăн /кашнинче 15-шер ача/ ун патне блогер ăсталăхĕпе паллашма çÿренĕ. Блогер пулса тăни ăна пĕр шухăшлă çынсемпе çывăхлатнă. «Куча мала!» студире вăл Региона ертсе пыракан центр /ЦУР/ ĕçченĕпе Анжелика Ивановăпа туслашнă. Кĕçех Дарья Берестовăна министерствăсем ирттерекен пресс-турсене, форумсене чĕнме тытăннă. Çĕрпÿ округĕнчи вырмара, Канаш округĕнчи утарта, Етĕрнери сĕт-çу заводĕнче, Шупашкарти сăра кăларакан предприятире пресс-турта пулнă, туризм форумне хутшăннă. Хăйĕнпе пĕрле Степăна та илсе тухнă вăл. Ывăлĕ унпа пĕрле çÿресе комбайн кабининче те ларса курнă, Чăваш Республикин вице-премьерĕн — ял хуçалăх министрĕн Сергей Артамоновăн аллинчен çăкăрпа кăлпасси те çинĕ… Чăваш Енпе паллашмашкăн Дашăна хăйне те питĕ кăсăклă. Тĕслĕхрен, вырмана тухас умĕнхи йăла-йĕркене вăл кунта киличчен курман. Пĕлменни темĕн чухлех! Çавăнпа вырăс хĕрарăмĕ мероприятисене хаваспах çÿрет. Паллă хĕрарăм-блогерсен «Такой рассклад» интернет-шоуне те ертсе пырать. Çынсене илĕртмелле калаçакан блогера реклама тума ыйтакан та пур. Ĕç те сĕннĕ. Анчах çумра мăшăр пур чухне Даша укçа ĕçлесе илес шухăшпа пурăнман. Пĕрремĕш вырăнта уншăн çемье пулнă. Ывăлĕсене садике, шкула, шахмат, робототехника кружокĕсене илсе каймалла, пĕрне логопед патне леçмелле. Пĕрмаях ăçта та пулин каймалли тупăнать унăн. Канмалли кунсенче ачасемпе «Амазони» паркра савăнаççĕ. Хулара мĕн çĕнни пулса иртет — унта кайса курас, ÿкерес килет. Ачасем чирлесси, вĕсемпе килте лармалли те пулкалать… Блогер ĕçĕ те вăхăта нумай илет. Видеосем лартмалла, комментарисене те хуравламалла. Халь постсем сайрарах кăларать. Ытларах рекламăпа, кăсăклă проектсемпе çыхăннисене вырнаçтарать. Малтанхи вăхăтра блогер ĕçĕ чун киленĕçĕ пулнă, халĕ вара вăл тупăш пама тытăннă ĕнтĕ. Дарья предпринимательсене компанисен социаллă сетьри страницине тытса пыма вĕрентет. «Эпĕ укçана тумбочкăран илекен хĕрарăмсен йышĕнчен», — тенĕччĕ вăл уйрăличчен. Кăçал Даша ĕçе вырнаçнă. Халĕ вăл Шупашкарта инвестици компанийĕнче маркетологра ĕçлет. Ачасене пăхакан няня та пур унăн. Кăçал икĕ эрнелĕх отпуск илсе Алтай тăрăхне пĕрле кайнă вĕсем. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Тÿрĕ диалог питĕ пĕлтерĕшлĕ»
2 сехет те 16 минутра — 36 ыйту. Хальхинче, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, иртнĕ «тÿрĕ линире» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн чухлĕ ыйтăва хуравласа ĕлкĕрчĕ. Пĕтĕмпе 661 ыйту килнĕ. Вĕсем пурте пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа нихăшне те тимлĕхсĕр хăвармĕç. «Пурне те пăхса тухĕç. Хăшĕпĕрин тĕлĕшпе регионти ĕç тăвакан органсене тата муниципалитетсене хушу панă», — çапла çырнă каярахпа Олег Алексеевич хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Шкулсем
Улатăр округĕнче пурăнакан хĕрарăм Чуварлей ялĕнче шкул хăçан пулассипе кăсăкланчĕ. Пăр вырăнтан тапраннă. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хальхи вăхăтра подрядчике шыранине палăртрĕ. Аукциона Чăваш Енĕн Строительство министерствин «Заказчикăн пĕрлехи служби» йĕркелесе ирттерет. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш аукцион иртмен тесе йышăннă, мĕншĕн тесен заявкăсем пулман. Регионта çĕнĕ шкулсем çĕклес ыйтăва пăхса тухнă май Олег Алексеевич пĕтĕмпех планпа килĕшÿллĕн пулса пынине палăртрĕ. «Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул пусконаладка тапхăрĕ витĕр тухать. Çитес вăхăтра унта кĕçĕн классене вĕрентме пуçламашкăн палăртнă. Хальхи вăхăтра виçĕ шкул хута яраççĕ: Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тата Кÿкеçре. Вĕсем шкул ачисене çитес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче йышăнма пултарĕç», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Кунсăр пуçне Вăрмар округĕнче шкул пулмалла, Комсомольскинче строительство пырать ĕнтĕ. Çитес çул Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пĕлÿ çуртне тума тытăнĕç, унтан — «Акварель» микрорайонта. «Радужный» тата «Лента» микрорайонсенче пулĕ-и? Ку ыйтăва та айккинелле сирсе хăварман. «Чăваш Енре инфраструктурăна маларах проекта кĕртмесĕр, ку ыйтăва тĕплĕ пăхса тухмасăр стройка пуçармалла мар», — çапла палăртрĕ Олег Николаев.
Пулăшу
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. «Геройсен вăхăтне» мĕнле лекмелле? «Суйлав шăпах пырать. Проектăн пĕрремĕш юхăмне 80-а яхăн çын хутшăннă. Проект сайтĕнче харпăр кабинет уçса суйлав витĕр тухма пулать», — хуравларĕ Олег Николаев. СВОна хутшăнакансен тата вĕсен çемйисен мĕнле пулăшу илме май пур? Контракт çырса кайнă салтаксен ачисене мĕнле пособисем параççĕ? Çавăн пек ыйтусем килчĕç тÿрĕ эфира. Олег Алексеевич хальхи вăхăтра тĕрлĕ енлĕн пулăшнине палăртрĕ. Кун пирки «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондра тата Чăваш Енĕн Ĕçлев министерствин подразделенийĕсенче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Бомбăран хÿтĕленмелли вырăнсем пирки те ыйту пулчĕ тÿрĕ эфирта: хальхи вăхăтра вĕсем мĕнле лару-тăрура? «Ун пек объектсен шучĕ 100-тен ытларах, унччен самай нумайрах пулнă. Анчах вĕсем хут çинче шутланнă: реестра иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех тунă. Чăваш Енре вĕсене туллин тишкернĕ, инвентаризаци тунă. Халĕ нормативпа килĕшсе тăмалла тăваççĕ», — ăнлантарчĕ Олег Алексеевич.
Çурт-йĕр
Çурт-йĕр туяннă чухне мĕнле çăмăллăхсем пур? Кун пирки те ыйту пулчĕ. Хальхи вăхăтра ку чылай çемьешĕн çивĕч: ипотека ставкисем ÿснĕ. Олег Алексеевич уйрăм категорири çынсене пулăшакан программăсем пуррине аса илтерчĕ. Çав шутра — ипотекăпа çыхăннисем те. Пирĕн республика нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерет. Палăртмалла: кунашкалли пур регионта та çук. Халĕ, тĕслĕхрен, пилĕк е ытларах ачана воспитани паракан çемьесене пурăнмалли кĕтес параççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене те çуртйĕрпе тивĕçтереççĕ. 2029 çулччен республикăра ку ыйтăва тĕппипех татса пама палăртнă. Çавăн пекех çынсен ял ипотекипе усă курма май пур. Уйрăм категорири çынсемшĕн ставка 0% патнеллех çывхарма пултарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Правительство рынокри лару-тăрăва тимлĕ сăнанине палăртрĕ. «Федераци шайĕнчи пулăшу мерисене сăнамалла, вĕсемпе танлашма тăрăшмалла», — терĕ вăл. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Хамăн пурнăçра виçĕ ачана çăлтăм»
Шупашкар округĕнчи Иккасси ялĕнче пурăнакан Людмила Андреевăн çурчĕ умĕнчен çулла та, хĕлле те тĕлĕнмесĕр иртсе каяймăн. Гараж çинче ларакан аистпа икĕ чĕппи аякранах курăнаççĕ. Патнерех пырсан тĕрлĕ юмахри сăнарсем кĕтсе илеççĕ. Çавăнтах хурăнран ăсталанă лашапа урапа пур. Çулла ялти ачасем чуччупа ярăнаççĕ. Хĕлле вара — тăвайккинчен. Хĕл ларсан пÿрт умĕ юртан тунă кĕлеткесемпе пуянланать. Çĕнĕ çул çывхарнă май кил-çурт таврашĕ тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшма тытăнать. Ют çын иртсе пырас тăк кунта ÿнерçĕ пурăнать тесе шухăшлама пултарать. Çук, Людмила Ивановна ÿнерçĕ мар. Вăл — илеме юратакан çын.
Çăкăр илме çÿренĕ
«Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хватукасси ялĕнче 1955 çулта Иванпа Анна Журавлевсен çемйинче çуралнă. Çемьере чи асли пулнă. Манран кĕçĕнреххисем тăваттăн ÿснĕ. Аттепе анне колхозра ĕçлетчĕç. Ун чухне ялта кашни килте выльăх-чĕрлĕх питĕ нумай усратчĕç. Аттепе анне ял кĕтĕвне пăхатчĕç. Эпĕ те 6 çултанпа вĕсемпе пĕрле кĕтÿ кĕтме тытăннă. Пирĕн ялтан икĕ çухрăмран Горький облаçĕ /халĕ Чулхула/ пуçланатчĕ. Эпĕ çавăнти Курмăш ялне сысна кĕтĕвĕ кĕтме те çÿренĕ. Çемьере ача нумай, укçи-тенки кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсни паянхи кун та пулăшса пырать. Ачалăхăм çăмăлах пулнă теместĕп. Ялти лавккана çăкăр çителĕклĕ килместчĕ. Çемьене вара тăрантармалла. Эпĕ асли пулнăран хĕлĕн-çăвĕн çăкăр илме Курмăша çÿреттĕм. Миххе 10 буханка чиксе аран йăтса килеттĕм. Пĕр вăхăт пурăнаттăмăр вара. Пĕррехинче хĕлле, 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне, кÿршĕ хĕрарăмĕпе Курмăша çăкăр илме кайрăмăр. Юхан шыв урлă каçмаллаччĕ. Такам вак касса хунăччĕ. Унта вара пулăсем тулнăччĕ. Вĕсене тытас тесе пĕшкĕнтĕм кăна – ура шуса кайрĕ те вакка чăмрăм. Кÿршĕ хĕрарăмĕ ун чухне хырăмпаччĕ. Мана аран-аран туртса кăларчĕ. Каялла киле кайма та ăс çитереймен вĕт-ха. Йĕпе тумтирпех Курмăша çитрĕм. Каялла килнĕ çĕре манăн тумтир шăкăр-шакăр хытса ларчĕ. Çавăн хыççăн питĕ вăйлă чирлерĕм. Больницăрах выртма тиврĕ. Эпĕ ачаранах спортпа туслă пулнă. Пĕрремĕш класрах гимнастика кружокне çÿреме пуçларăм. Çакă пиçĕхме пулăшнă та мана. Пĕрре вилĕмрен хăтăлса юлнă эпĕ. Шкула кайичченех пулнă ку. Кÿршĕре пурăнакан упăшкипе арăмĕ çапăçса кайрĕç. Арçын мăшăрне хăратас тесе пăшалтан печĕ. Пульли манăн сулахай урана лекрĕ. Операци турĕç. Юрать, ураран кăна лекнĕ-ха. Кашни çыннăн ачалăхĕ хăйне евĕр интереслĕ. Пирĕн ял патĕнчен Сăр шывĕ юхса иртет. Вăрçă вăхăтĕнче ун хĕрринче окоп чавнă. Йĕрĕсем паянхи кун та пур. Халĕ унта асăну вырăнĕсем уçрĕç. Эпир ача чухне Сăр шывĕ тăрăх тăвар тиенĕ баржăсем çÿретчĕç. Пирĕн ял патĕнче те чарăнатчĕç. Тăвар илме тĕрлĕ çĕртен пыратчĕç. Ăна баржа çинчен пушатма пирĕн ял çыннисем те çÿретчĕç. Укçа кирлĕ вĕт. Эпир, ял ачисем, пĕчĕкренех çавăнта ĕçлеме çÿреттĕмĕр. Тăвар питĕ йывăр вĕт. Пире миххе 3 савук кĕреçе ярса йăттаратчĕç. Михĕ йăтса çав окопсем тăрăх мĕн чухлĕ утнă-ши? Ялти шкулта 4 класс вĕренсен кÿршĕ Мишеркасси ялне çÿреме тытăнтăм. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкара çул тытрăм. Ĕçе вырнаçрăм. «Волжанка» столовăйра тирпейлÿçĕре тăрăшма тытăнтăм та администратор ĕçĕпе вĕçлерĕм. Çав хушăрах мана буфетчицăна та вĕрентсе кăларчĕç. Унтан Горький хулинчи суту-илÿ техникумĕнче вĕренсе диплом илтĕм. Ĕçре сахал мар Хисеп хучĕ парса чыс тунă мана. Халăх заседательне 12 çул суйланă. Çав вăхăтрах мĕн кăна курман-ши эпĕ? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн çÿресе халăха хăрататчĕç. Эпĕ ĕçлекен ресторана та /вăл вăхăтра эпĕ хулари тĕп ресторанта ĕçлеттĕм/ пырса хирĕçсе каятчĕç. Мана курсан лăпланатчĕç тата. Ара, вĕсем суда пĕрре кăна мар лексе курнă-ха та. Эпĕ вара унта яланах пулнă. Мана питĕ лайăх паллатчĕç. Пĕр вăхăт Алькешри çуртсене тăвакансем апат çиме пирĕн ресторана килетчĕç. Пĕррехинче вĕсем хулари пĕр пуçтах ушкăнпа ресторантах хирĕçсе кайрĕç. Пĕр сĕтел-пукан, чашăк-тирĕк хăвармарĕç. Йăлт çĕмĕрсе хăварчĕç. Чăн-чăн «боевик» пулчĕ. Паллах, кайран тăкака хăйсемех саплаштарчĕç», — аса илчĕ Людмила Ивановна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Тăшманпа малти ретре çапăçать
Ятарлă çар операцийĕнче салтаксен çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупманни, ăша пĕр татăк çăкăр яманни çеç мар, пĕр сыпкăм шыв ĕçмен кун та пулать. Пирĕн çар çыннисем йывăрлăхсене чăтма хăнăхнă. Ниме пăхмасăр вĕсем Тăван çĕршывшăн, тĕрĕслĕхшĕн, халăхсен хушшинчи туслăхшăн, çывăх çыннисен лăпкăлăхĕшĕн малти ретре çапăçаççĕ. Вĕсенчен пĕри — хирĕç тăру ветеранĕ, Вăрмар округĕнчи Энĕшпуç салинчи Владимир Тян.
Спортпа туслă пулнă
Владимир Çĕнĕ Шупашкарта тăватă ачаллă çемьере çуралнă. Вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтра çемье Вăрмар тăрăхне, амăшĕ çуралса ÿснĕ Энĕшпуçа, пурăнма куçнă. Тян хушамат çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм. Владимир каланă тăрăх, хушаматăн тымарĕ Корейăран тухнă-мĕн. Хăй вăхăтĕнче аслашшĕпе асламăшĕ Казахстанра паллашса мăшăрланнă. Виçĕ сас паллирен тăракан хушамата вара чылайăшĕ йăнăш çырнинчен тĕлĕнет вăл: пĕри ăна улăштарса падежсем тăрăх вĕçлеме пăхать, тепри çырнă чухне çемçелĕх палли лартать… — Энĕшпуçа куçиччен те шкулта чăваш чĕлхи урокĕсенче ларнă эпĕ, яла куçсан вара лайăхрах ăнланакан пултăм, — чăвашлах хуравласа йăл кулчĕ арçын. — Тĕрĕссипе, мĕн пĕчĕкрен çулласерен кукаçипе кукамай патне яла кайса яратчĕç. Чăвашла калаçнине веçех ăнланаттăм. Кукаçипе кукамай вырăсла пĕлсех кайманран вĕсемпе чăвашлах калаçма тăрăшаттăм. Владимир çемьере — асли. Ун хыççăнхисем: икĕ шăллĕ тата йăмăкĕ. Ачалăхĕ хальхисенни пек пÿртре телефон-компьютер умĕнче мар, телейлĕ иртнĕ унăн. — Урамра ÿснĕ темелле. Футболла, лапталла выляттăмăр. Çуркунне кăвайт чĕртеттĕмĕр. Эпир урама тухманни аттеанне мĕншĕн те пулсан вăрçса айăпланипе çеç çыхăнма пултарнă. Айăпа кĕрсен урама тухаймастăн. Е чÿрече çĕмĕрнĕ-и, е хушнă ĕçе пурнăçламасăр урама тухса чупнă-и… Халĕ ачасене пушшех тепĕр май, урама аран-аран кăларатпăр. Шухă пулнă эпĕ. Аннене те пайтах тертлентернĕ. Шкулта вара ОБЖ, физкультура урокĕсене питĕ юрататтăм. Маларах геометрине те аванах ăса хываттăм. Кире пуканĕ йăтаттăм. Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă чухне бокс, каратэ секцийĕсене çÿренĕ. Анне ташă студине те янăччĕ. Çавăнпа ташласа та пăхрăм /йăл кулать. – Авт./. Ÿкерме килĕшетчĕ, çав кружокра та хама тĕрĕслерĕм. Пĕрре те ахаль ларман. Халĕ шухăшлатăп та — ытлашшипех çаврăнăçуллă пулнă вĕт. Анне лавккара заведующире ĕçлетчĕ, атте ялан командировкăраччĕ, строительччĕ вăл. Шăллăмсем те, йăмăк та спортпа туслă. Йывăр атлетикăна суйларĕç. Йăмăк та мас-рестлинга килĕштерчĕ. Ăмăртусене çÿреттĕм, малти вырăнсене час-часах йышăнаттăм, — кăмăллăн калаçрĕ арçын. Пĕр класран — виççĕн Паллах, вăл салтака кайма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакăн пек воспитани панă ăна. Унăн мăн кукашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, тăванĕсен йышĕнче Афганистан вăрçине, Чечняри хирĕç тăрăва хутшăннисем пур. Саккăрмĕш класран вĕренсе тухсан каччă Хусанти Суворов училищине те вĕренме кĕнĕ. Анчах килшĕн питĕ тунсăхланăран пăрахса шкула таврăннă. Унтан химипе механика техникумне çул тытнă. Диплом илсен çар ретне тăнă. — Салтак пурнăçĕ илĕртетчĕ те, анчах хăш-пĕр чухне йывăрлăхсем пирки те шухăшламан мар. Çавăнпа кирек мĕнле ларутăрăва та хатĕр пулнă эпĕ. Манран аслăраххисем, службăран таврăннисем, каласа кăтартнине те шута илнĕ. Тивĕçе Забайкалье крайĕнчи танк батальонĕнче вĕренÿрен пуçларăм. Ун хыççăн мана, танкиста, оператор-наводчика, Кăнтăр Осетири Цхинвала куçарчĕç. Çав вăхăтра, 2014 çулта, Украинăра кăткăс лару-тăру пуçланнăччĕ те ĕнтĕ, — иртнине аса илчĕ Владимир. — Пире унта илсе кайма хатĕрленĕччĕ, анчах киле ячĕç. Акă, сакăр çултан повестка пачĕç. Тулли мар мобилизаци пуçлансан тарса çÿреме шухăшламан, ăна тÿрех кайса илтĕм. Тĕрĕссипе, манăн кайма тивессине туйсах тăраттăм. Владимирпа пĕр класра вĕреннисем ятарлă çар операцине виççĕн хутшăнаççĕ. Пурте мобилизаци йĕркипе кайнă. Вăл та ытти чăваш арĕпе пĕрле малтан Ульяновскра хатĕрленÿ чаçĕнче пулнă. Унтан эшелона ларса çула тухнă. — Пĕлмен вырăна çитрĕмĕр. Унта вăрман сахал: раща е посадка çеç. Малтанах йывăрччĕ. Кăвайт чĕртме юрамасть. Сивве те, хырăм выççине те чăтма тиветчĕ. Паексем пурччĕ-ха, анчах вĕсемпе мĕн чухлĕ вăхăт пурăнма тивессине пĕлместĕн, çавăнпа перекетлеттĕмĕр. Икĕ эрне шывсăр аптăрарăмăр. Пĕр стакан чейе пиллĕкĕн пайлаттăмăр. Кашни пĕрер сыпкăм ĕçеттĕмĕр. Нумайрах, икĕ-виçĕ сыпкăм та ĕçес килнĕ-ха, анчах ыттисем çинчен шухăшланă, тăрук теприн валли çитмĕ? Пĕр паек пĕр салтак валли пĕр талăклăхаччĕ. Анчах эпир ăна виççĕн-тăваттăн пайлаттăмăр. Саппаслăх хăвармалла. Çывăрмалли михĕсенче çĕр каçнă, вăрансан сивĕ самаях чĕтрететчĕ. Çитнĕ-çитмен окоп чавма тытăнтăмăр. Малтанах кĕреçе те çитместчĕ. Ăçта тăшман, ăçта пирĕннисем — уйăрма та çăмăл пулман. Темиçе çухрăмра ял-сала вырнаçнă, анчах унта кайма юраман, — каласа кăтартрĕ салтак. Çавăн пек лару-тăрура, паллах, кашниех çывăх çыннисем, çемйи çинчен шухăшлать. Дронсем вара пĕрех вĕçеççĕ, мина-снаряд ÿксе çурăлать. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, тĕтреллĕ, çумăрлă, вăйлă çиллĕ çанталăк чухне пĕлĕт тасарах, мĕншĕн тесен дронсем ытлах курăнмаççĕ. <...>
Елена ЛУКИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас