Хресчен сасси 46 (3036) № 27.11.2024

27 Чÿк, 2024

«Проектсен тухăçлăхне курас килет»

Çамрăксем яла юлччăр тесен мĕн тумалла? Чăваш Енре автоклубсен йышĕ ӳснĕ-и? «Земство культура ĕçченĕ» программăран мĕн кĕтмелле? «Культурăллă юнкун» проект тухăçлă-и? Çак тата ытти ыйтусене Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова «Хыпар» Издательство çуртĕнче журналистсемпе иртнĕ тĕлпулура хуравларĕ.

«Культурăллă юнкун» проект тухăçлă ĕçлет. Паянхи кун çынсен инçе çула тухмасăрах тĕрлĕ курава, спектакле, концерта çитсе курма май пур. «Культурăллă юнкун» ял çыннисемшĕн кирлĕ проектсенчен пĕри. Республикăра 2021 çултанпа культура учрежденийĕсене пĕрлештерекен 6 проект ĕçлет. «Пушкин карттипе» 14-22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççĕ. Ялти çамрăксен карттăпа туллин усă курма майсем çукрах çав. Вĕсем кашни уйăхра Шупашкара килме, кашнинчех каçхи вăхăтра спектакле юлма пултараймаççĕ. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене округсене çитме, çак ĕçе çамрăксене явăçтарма сĕннĕ. «Культурăллă юнкун» кăçалхи октябрь уйăхĕнчен ĕçлесе кайнă. Çĕмĕрле тăрăхне пуçласа Çĕнĕ Шупашкарти экспериментлă театр çула тухнă. Хальхи вăхăтра çак проект Чăваш Енри 12 культура учрежденине пĕрлештерет. Ку шутра — театрсем, концерт организацийĕсем тата музейсем. Икĕ уйăхра 83 мероприяти ирттернĕ, 62 спектакль кăтартнă, 21 курав йĕркеленĕ, проекта 16 пин ытла çын хутшăннă. Пушкин карттипе билетсен 90% сутăннă. Вĕсен хакĕ — 300-500 тенкĕ. Ялсенче çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ырăпа çеç асăнаççĕ. Декабрьтен пуçласа проекта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене явăçтарасшăн. Культура учрежденийĕсемшĕн çул çӳреве тухмалли пушăрах куна суйласа илнĕрен ятне «Культурăллă юнкун» панă. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсем валли культура учрежденийĕсенче тетелсем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ. Республикăра 650 клуб ĕçлет, 330-шĕнче çак ĕçе йĕркеленĕ. «Ыр кăмăллăх проектне ытти культура учрежденийĕ те хастар хутшăнасса шанса тăратпăр. Пуласлăхра ытти проект та пулĕ. Вĕсене хута яриччен малтанах çынсемпе сӳтсе явмалла», — палăртрĕ министр. Автоклубсем кашни муниципалитета çитмелле. Вĕсем малтанах Канаш тата Патăрьел округĕсенче ĕçлесе кайнă. 2023 çулта федераци бюджетĕнчен пулăшу килнĕ укçапа 3 автоклуб туяннă. Вĕсем Элĕк, Çĕмĕрле тата Çĕрпӳ тăрăхĕсем валли. Республика бюджетĕнчен ытти округ валли те укçа-тенкĕ пăхса хăварнă, йышĕ хутшăннă. Автоклуб туянни çеç çителĕксĕр-çке. Çынсем ку пурлăхпа епле усă курма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, Çĕмĕрле округĕнче çуллахи вăхăтра тĕрлĕ программăпа 40 ытла яла çитнĕ. Республикипе пысăк кăтарту. Муркаш округĕнче лару-тăру йывăртарах. Малтанах водителе шыранă, ĕçе август уйăхĕнче тин пуçăннă. Етĕрнере вара сентябрьтен. Автоклубпа кашни округа тивĕçтерме палăртнă. Çак тĕллевпе тепĕр çул валли 52 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çитес çултан «Земство культура ĕçченĕ» программа хута каймалла. Унăн тĕллевĕ — ял тăрăхне культура специалисчĕсене явăçтарасси. Ял-салана е пĕчĕк хулана ĕçлеме юлас текенсене патшалăх пĕр хутчен 1 миллион тенкĕ тӳлет. Укçана илме специалистăн культура учрежденийĕпе 5 çуллăха килĕшӳ çырмалла. Енчен те ĕçрен маларах кайсан укçана тавăрса пама тивĕ. Субсидие конкурс витĕр тухнисем çеç тивĕçеççĕ. Паянхи кун Раççей культура министерстви квота çитернĕ. Çак программăна пирĕн республикăра 8 культура ĕçченĕ хутшăнмалла. Критерисене хальлĕхе палăртман. Программăна çамрăксем те, аслă ӳсĕмрисем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен ятарлă пĕлӳ пулмалла. Çамрăксене ялти культура çурчĕсене илĕртме майсем çителĕклĕ. Кăçал республикăра 6 çĕнĕ клуб çĕкленĕ, тепĕр 8-ăшне «Пуçаруллă бюджет» программăпа хута янă, 16 муниципалитетри 20 клуба юсанă. Çулталăк вĕçлениччен 6 библиотека уçăлмалла. Çынсене ĕçлеме ăшă, таса, хăтлă пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Паянхи кун культура тытăмĕнче ĕçлекенĕн вăтам ĕç укçи республикипе илсен 36 пин тенке яхăн, театрсенче ĕçлекенсен — 40 пин тенкĕ ытла. Çамрăксене ялсене хăварас тĕллевпе Культура министерстви Культура институчĕпе, муниципалитетсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Шел, вĕсен йышĕ сахал. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Кашни çынпа уйрăммăн ĕçлеççĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонда Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн туса хунă. Чăваш Енри филиала çак хушăра 5 пин ытла çын пулăшу ыйтма пынă. Салтаксене тата вĕсен çемйисене патшалăх кӳрекен çăмăллăхсем тата пулăшу илмелли майсем интереслентереççĕ. Кун пирки филиалăн ертӳçи Елена Зайцева Регионăн управлени центрĕнче йĕркеленĕ тӳрĕ эфирта каласа пачĕ.

— Паянхи кун фонд «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕçлет, — терĕ вăл. — Кунтах медицина, ĕçпе психологи пулăшăвĕ илме пулать. Социаллă координаторсем СВОн кашни ветеранĕпе тата вĕсен çемйисемпе уйрăммăн ĕçлеççĕ. Фондра 35 специалист тăрăшать. Вĕсенчен 12-шĕ — Шупашкарта, ыттисем — округсенче. Муниципалитетсенчи координаторсем вырăнта йышăнма, ыйтусене уçăмлатма, пулăшу пама пултарни вăхăта самай перекетлет. Пирĕн пата кашниех хăйĕн нушипе килет. Çар ветеранĕ пулнине ĕнентерекен удостоверение илме пулăшасси — тĕп тĕллевсенчен пĕри. Аманнисене сиплев кирлĕ, сусăрсене — пĕр-пĕр препарат е хатĕр. Пурнăçри кăткăс ыйтусене татса пама тĕрлĕ центр специалисчĕсем хутшăнаççĕ: ĕçпе тивĕçтерекен служба, социаллă фонд е банк ĕçченĕсем. Салтаксене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ те кирлĕ. Унсăр пуçне çар çыннисемпе психологсем ĕçлеççĕ. Палăртмалла: «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри филиалĕ ытти филиал хушшинче психологи пулăшăвĕпе чи нумай тивĕçтернисен йышĕнче. Пирĕн патра психологипе эмоцие шайлаштарма пулăшакан тренажер пур. Ăна Самарти медицина институчĕ хатĕрленĕ. Чăваш Ен ăна ĕçлеттерессипе сăнавлă лаптăк пулса тăрать. Кашни салтакпа 5-10 сеанс ирттереççĕ, юлашки 5 уйăхра 69 сеанс йĕркеленĕ. Процедура кăмăла кайнăран темиçе хут килекенсем те пур. Нумаях пулмасть Николай Владимиров сенатор салтаксен амăшĕсемпе арăмĕсем усă курмалли ятарлă куçлăх туянса пачĕ. Сусăрланнисем валли фонд протезсем, кӳмесем туянать, çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕре вĕсем валли меллĕ тумалли хатĕрсемпе тивĕçтерет. Хальлĕхе сывлăх енчен хавшак 29 çыннăн хваттерĕнчи условисемпе паллашнă, теçеткене яхăн инвалида пулăшнă. Çитес вăхăтра фонд çумĕнче Раççей Оборона министерствин çарпа социаллă пулăшу паракан центрĕ ĕçлесе кайĕ. Вăл ентешсене хирĕç тăру вырăнĕнче хыпарсăр çухалнă тăванĕсене шыраса тупма, çар госпиталĕсемпе çыхăнма пулăшĕ. Хушма пулăшу илме ятарлă çар операцийĕнче пулни çинчен ĕнентерекен справка кирлĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Çĕр çинче хастарсем тăрăшаççĕ

Уй-хирти ĕçсем хыçа юлчĕç. Кăçалхи çула мĕнлерех кăтартупа вĕçленине Элĕк округĕн администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Прохоров каласа пачĕ.

— Анатолий Иванович, кăтартусем савăнтараççĕ-и? — Округри çĕр ĕçченĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçлама пултарчĕç. Паянхи куна агропромышленноç тытăмне 10 ял хуçалăх организацийĕпе 54 хресчен-фермер хуçалăхĕ тата 8999 килти хуçалăх пĕрлештерсе тăрать. Элĕк тăрăхĕнчи аграрисем кăçалхи çул тĕш тырă туса илес плана 105,1 процент пурнăçларĕç. Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ака лаптăкĕ — 9197 гектар. Тĕш тырра 24174 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç — 26,3 центнер. Сăмахран, Сергей Волков фермерăн кăтартăвĕ пуринчен те лайăхрах. Унта 3829 тонна тĕш тырă пухса илнĕ, тухăçĕ — 50,9 центнер. «Новый путь» хуçалăх та малтисен йышĕнче. Çамрăк фермерăн Николай Денисовăн кăтартăвĕ те савăнтарать. Кашни гектартан 46 центнер тĕш тырă пухса илнĕ. Çавăн пекех Владимир Узянов, Алексей Одиков, Леонид Четриков фермерсене те асăнас килет. Вĕсем те пысăк тухăçлă пулчĕç. Çĕр улмине фермер хуçалăхĕсем 77 гектар çинче çитĕнтерчĕç. «Иккĕмĕш çăкăра» 1050 тонна пухса кĕртрĕç. Пĕр гектартан вăтамран 136,3 центнер илнĕ. Çĕр улми туса илессипе Эдуард Лебедев тата Валентин Журавлев фермерсем лайăх ĕçлени куçкĕрет. Уйри вăтам тухăç 200 центнерпа танлашрĕ. — Элĕк енре пахча çимĕç çитĕнтерекенсем пулчĕç-и? — Кăçал купăстана 51 гектар çинчен 2005 тонна пухса илчĕç. Кашни гектартан — 397 центнер. Купăста производствин калăпăшĕпе Сергей Волков фермера çитекенни çук. Ку хуçалăхра ăна 1400 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ — 400 центнер. Фермер купăстана ытти регионсене те сутлăха ăсатать. Туянакансем вара сахал мар. — Çитес çулхи тухăç пирки те паянах шухăшлама тивет. Кĕрхисене миçе гектар акса хăвартăр? — Кĕр акине 2895 гектар çинче ирттернĕ. Кĕрхи çĕртме 4910 гектар тунă. — Кăçал ял хуçалăх техникине çĕнетме май килчĕ-и? — 2024 çулхи тăхăр уйăхра пурлăх бази 151 миллион тенкĕлĕх пуянланнă. Ял хуçалăх техникипе оборудованине 34 единица туяннă, çав шутра — 7 трактор тата 3 комбайн. Патшалăх пулăшăвĕ çултан-çул ӳснине палăртмалла. Округ аграрийĕсем тăхăр уйăхра 74,9 миллион тенкĕлĕх пулăшу илчĕç. Пĕлтĕр 39 миллион тенкĕ кăна пулнă. Куншăн республикăна ертсе пыракансене тав сăмахĕ калас килет. Çамрăк фермерсене те патшалăх витĕмлĕ пулăшать. Кăçал «Агростап» конкурса виççĕн заявка тăратрĕç. Пĕр фермер хуçалăхĕ гранта тивĕçрĕ. 2012 çултан пуçласа паянхи кунччен грант пулăшăвĕпе 22 фермерпа пĕр пĕчĕк предприяти усă курчĕç. Вунă çулта 38 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. — Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене палăртар-ха. Ферма ĕçченĕсем ĕç-хĕле мĕнлерех йĕркелесе пыраççĕ? — Иртнĕ тăхăр уйăхра мĕн пур категориллĕ хуçалăхра аш-какай 10000 тонна, сĕт 20,1 пин тонна туса илнĕ. Çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче 5,6 тонна сĕт сунă. Пĕлтĕрхи тăхăр уйăхри сăвăм 4,9 пин тоннăпа танлашнă. Кашни ĕнерен 6956 килограмм сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 633 килограмм ытларах. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăха палăртмалла. Фермер хуçалăхĕсенчен — Леонид Петрова. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем — 8573 пуç, çав шутра ĕнесем — 4544 пуç, сыснасем — 208 пуç, сурăхсемпе качакасем 5514 пуç. «Новый путь» хуçалăхра ĕнесене 63 пуç таран ӳстернĕ. <...>

Юрий Корнилов.

Элĕк округĕ.

♦   ♦   


«Итлеме тата илтме пĕлмелле»

Çемье çулталăкĕ юбилярсемпе пуян. Пурнăç çулĕпе 50, 55, 60 çул пĕрле пыракансем пирки илтетĕн те, мăнаçланмаллипех мăнаçланатăн.

Муркаш округĕнчи Ярославка территори уйрăмĕнче пурăнакан Пайгусовсем нумаях пулмасть ылтăн туй паллă тунă. Валентин Григорьевичпа Вера Геннадьевна çемье çавăрнăранпа кăçал 50 çул çитрĕ. Çемье пуçлăхĕ нумай çул шоферта, тивĕçлĕ канăва тухиччен çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх котельнăйĕнче газооператорта тăрăшнă. Мăшăрĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн направленипе «Сеятель» колхоза ĕçлеме килнĕ. 1975 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех трактор бригадин учетчикĕнче вăй хунă. Ĕçре çитĕнӳсем тунăшăн иккĕшĕ те чылай Тав тата Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕсем. Пайгусовсен чи пысăк пуянлăхĕ — ачисемпе мăнукĕсем. Мăшăр икĕ ывăлпа пĕр хĕр ӳстернĕ. Мĕн ачаран ĕçе юратма, çынсемпе ырă кăмăллă пулма хăнăхтарнă. Вĕсем пурте çемьеленнĕ, ача-пăчаллă. Пайгусовсен 7 мăнук. Çак кунсенче Муркаш салинче пурăнакан тепĕр çемье — Владимир Николаевичпа Зоя Прокопьевна Ивановсем — изумруд туйне паллă тунă. Владимир Николаевич Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче техник-механик специальноçне алла илнĕ. Çамрăк специалиста Муркаш районĕнчи «Сельхозтехникăна» ĕçлеме янă. Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн вăл районти налук инспекцийĕн аслă инспекторĕнче 30 çул ытла тăрăшнă. Зоя Прокопьевна Етĕрнери медицина училищинче алла диплом илсен Муркашри тĕп район больницине вырнаçнă. Унта терапи уйрăмĕнче аслă медсестрара 30 çул ырми-канми тимленĕ. Палăртмалла: Зоя Прокопьевна — «СССР хисеплĕ донорĕ». Паянхи кун Ивановсем икĕ ывăлĕпе тата икĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Çулĕсене пăхмасăр алă усса лармаççĕ. Çемье пуçлăхĕ — утарçă тата сад-пахча ăсти. Иçĕм çырли тата кĕл чечек çитĕнтерет. Мăшăрĕ чăх-чĕп тытать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.