- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 44 (6545) № 14.11.2024
«Форма тăхăнсан урăх çын пулса тăратăп»
Хуплашка çинчи чиперкке профессипе кам пулнине тавçăраятăр-и? Вăрнар округĕнчи Хапăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Михайлова преступниксене хăваланине, йĕрке хуралĕнче службăра тăнине ĕненес те килмест.
Çара кайса килнĕ пекех
Марина Михайлова 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне полицейски е çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах хăй Шупашкарти технологипе экономика колледжне çул тытнă. Виçĕ çул иртсен, диплом илсен, вăл Элĕк округĕн администрацине ертсе пыракан специалиста ĕçе вырнаçнă. Унăн амăшĕ — çак тăрăхран. Кунта тăванĕсем пуртан Марина Элĕке суйланă, райцентрта 4 çула яхăн пурăннă. Çынсемпе хутшăнса ĕçлес тĕлĕшпе çак тапхăр ăна питĕ пысăк опыт панă. Вăл округри Çамрăксен канашне ертсе пынă, ревизор та, волонтер та пулнă. Çав вăхăтрах куçăн мар майпа Чулхулари университетра экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе виçĕ çул аслă пĕлÿ илнĕ, сессисене çÿренĕ. Диплом илсен вара полицие кайма палăртнă. Форма килĕшни, çынсене пулăшни — акă мĕншĕн илĕртнĕ ăна ку ĕç. «Мĕнле документсем кирлине 2022 çулта çу уйăхĕнче ыйтса пĕлтĕм. Çу каçипе тĕплĕ шухăшларăм та кĕркунне тĕлне документсене веçех пуçтарса кайса патăм. Юпа уйăхĕнче çĕнĕ ĕçе кайрăм. Мана ШĔМĕн Вăрнарти уйрăмĕн Элĕкри пайне делопроизводителе йышăнчĕç, кĕçĕн сержант звани пачĕç. Кайран экзаменсем тытса Раççейĕн ШĔМĕн Чулхулари академине вĕренме кĕтĕм. 4 уйăхлăх сесси маншăн çара кайса килнĕнех туйăнчĕ: хĕç-пăшалпа усă курма та, граната ывăтма та, темĕн те вĕрентрĕç. Манăн офицер пулас килетчĕ, çавăнпа урăх должноçа куçасси пирки шухăшлама тытăнтăм. Аслăрах ĕçтешсемпе канашларăм та вĕсем участокри уполноченнăй пулма сĕнчĕç. Çапла эпĕ тăван яла куçса килтĕм. Хапăсран Вăрнара автобус çÿрет, инçе те мар, 10 минутранах çитерет. Анчах участокри уполномоченнăя куçни пирки атте-аннене каламарăм, эрнерен кăна пĕлтертĕм. Эпĕ талăклăха тухса кайсан маншăн уйрăмах пăшăрханаççĕ вĕсем», — каласа пачĕ Марина Михайлова. Участковăйăн яланах формăпа çÿремелле. Тĕрĕссипе, ун кĕлеткине юрăхлă тум та пулман. Имшерккескерĕн пĕтĕм япалана — куллен тăхăнмалли палевкăна, кителе, кĕпене, хĕллехи курткăна… — пĕчĕклеттерме тивнĕ. Полицие ĕçе кĕриччен кĕлетке пиçĕлĕхне тĕрĕслеççĕ. Нормативсене пурнăçламалла: чупмалла, отжимани тумалла… Спортпа туслă хĕршĕн ку йывăрах пулман. Вăл куллен тренажеркăна, бассейна çÿрет, хĕлле йĕлтĕрпе, конькипе ярăнать, çулла 5-шер километр чупать. 2023 çулхи ака уйăхĕнче вăл полицин участокри уполномоченнăйĕ пулса тăнă. Служба стажировкăран пуçланнă. Хĕре Александр Смирнов аслă участковăй çумне çирĕплетнĕ. «Пĕрремĕш кунхине пушара кайрăмăр. Кивĕ Мĕлĕш ялĕ еннелле пулчĕ вăл, вăрман самаях çунчĕ. Эпир пушарнăйсене пулăшрăмăр, çунакан вырăна тăпра ывăтрăмăр, туратсемпе çапрăмăр. Çавăн чухне курткăна ĕнтрĕм. Ĕçлеме хăнăхиччен материалсем памарĕç, аслисем пĕрле илсе çÿрерĕç. Стажировка вĕçленнĕ хыççăн сессие тухса кайрăм. Унтан таврăнсан тÿрех талăклăх дежурствăна лартрĕç. Вăл лăпкă иртрĕ», — аса илчĕ йĕрке хуралçи. Марина Эдуардовна Вăрнар округĕнчи 9 территори уйрăмĕнчи — Çĕрпелти, Санарпуçри, Хирпуçри, Пăртасри, Ершепуçри, Кульцаври, Кĕçĕн Кипекри, Уйкас Кипекри, Мăн Турханти — йĕркелĕхшĕн яваплă, вĕсенче 5 пин çын пурăнать. Йытă чăхха тытсан та Участокри уполномоченнăйсем кашни ир хăйсен ĕç пÿлĕмĕнче пухăнаççĕ, хĕç-пăшал илеççĕ. Пуçлăх вĕсене хушусем парать. Тата материалсене пăхсах тăмалла. Кашнин — хăйĕн срокĕ. Ирттерсен — айăплав кĕтет. Кайран харпăр хăйсен участокне саланаççĕ. Вĕсем пĕччен çÿремеççĕ, служба машинипе аслă участковăйпа пĕрле тухаççĕ. Патшалăх автоинспекцийĕн инспекторĕсем руль умне ларнă 17-ри яша ярса тытнă. Унăн транспортĕнче машина номерĕсем пулнă. Вăрланăскерсем мар-и тесе участковăйсем тĕпчеме пуçланă. Номерсен хуçине тупса палăртнă хыççăн ун патне çитнĕ. Çамрăк çыннăн аллинчен юн шултран тумлани полицейскисене васкавлă медпулăшу чĕнме хистенĕ. Вăл киличчен суранне çыхнă. Ÿсĕрскер юн тымарне кастарнă иккен. Номерсем пирки те ыйтма манман. Хăйне кирлĕ мар пулнăран тимĕр-тăмăра яма тесе çул çитмен çамрăка панă иккен вăл. Шутра тăракан ăнăçсăр çемье кашни ялта тенĕ пекех пур. Вĕсемпе участковăйăн профилактика ирттермелле. Чылай çул эрех-сăрапа айкашакан çын çамрăк участковăя итлет-и? Паллах, итлет! «Форма тăхăнсан эпĕ урăх çын пулса тăратăп. Сасă кăна мар, сăн-пит те, кăмăл та улшăнать, çирĕпленет. Хăратса та, темле те калаçма тивет. Хăшĕ-пĕри кайран куншăн тав тăвать. Ăнăçсăр çемьесене ĕç хыççăн та кайса пăхатăп. Хĕрхенетĕп, ачисене япаласем те илсе паратăп», — палăртрĕ Марина Эдуардовна. Хĕрарăмăн упăшки хĕненине чăтса пурăнмалла маррине, полицие пĕлтермеллине каларĕ вăл, мĕншĕн тесен ку ырăпа вĕçленмест. Ашшĕпе амăшĕ вăрçăнса пурăннине курса ÿсекен ачасен психики аманать — çакна та шута хумалла. Участокри уполномоченнăйăн телефон номерĕ кашни лавккара пур. Вăл шăпланмасть те пуль ахăртнех. Мĕнле ыйтусемпе ытларах шăнкăравлаççĕ-ха? Тем пирки те пĕлтереççĕ. Акă ирĕкре çÿрекен йытă чăхсене тытнă. Кÿршĕсем çĕр пайлайман, пĕр-пĕрне евитлеççĕ. Çынсен ĕни пахчана кĕрсе кайса купăста çинĕ… Мĕн кăна илтме тивмест-ши участковăйăн? Марина Михайлова ватăсене тимлĕх çитменнине палăртрĕ. Вĕсем йĕрке хуралçине урамра курсан хаваспах калаçаççĕ, пурнăçа ÿпкелеççĕ, килте мĕн пулса иртнине каласа кăтартаççĕ, упăшки, кÿрши çине евитлеççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Дефектологра ĕçлеме Мускавран таврăннă
«Ачасемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. «Мана занятие илетĕр-и? Сирĕнпе вĕренес килет», — тенине илтсен чун савăнать. Çакă мана ирхине вăрансан ĕçе васкама хавхалантарать», — терĕ Патăрьел округĕнчи Пăлакассинче çуралнă Карина Павлова.
«Шкулла» вылянă
Карина Сергеевна Шупашкарти сывлăх енчен хавшак ачасен 1-мĕш шкулĕнче дефектологра вăй хурать. Вĕрентекен профессине вăл шкулта ăс пухнă чухнех килĕштернĕ. «Маншăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Мария Зиновьевна тĕслĕхчĕ. Унăн урокĕсем питĕ килĕшетчĕç. «Пурнăç урокĕсем» теме те юрать. Ача чухне иккĕмĕш сыпăкри йăмăкпа «шкулла» выляма юрататтăмăр», — аса илнĕ май Каринăн пичĕ çинче ăшă йăл кулă çуралчĕ. Карина Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче воспитателе вĕреннĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра дефектолог профессине алла илнĕ. Диплом илсен Шупашкарти сывлăх енчен хавшакрах ачасен 1-мĕш шкулне ĕçлеме вырнаçнă. «Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ. Пирĕн коллектив туслă. Çамрăк педагогсем çумне наставник çирĕплетеççĕ. Мана Оксана Павлова пулăшса пырать», — малалла калаçрĕ çамрăк педагог. Карина педагогикăра 5 çула яхăн вăй хурать. Колледж пĕтернĕ хыççăн вăл пĕр хушă воспитательте ĕçленĕ. Шăпах çав вăхăтра вăл дефектолог профессийĕпе кăсăкланма пуçланă. «Воспитателе вĕреннĕ чухне Краснодар крайĕнчи «Юный Нефтяник» ача-пăча санаторийĕнче вожатăйра ĕçлерĕм. ЧППУна вĕренме кĕтĕм. Университетра 3-мĕш курс хыççăн харпăр уйрăм вĕренĕве куçрăм. Пĕр вăхăт Мускавра воспитательте ĕçлерĕм. Анчах дефектолог профессине лайăхрах пĕлес килнипе Шупашкара каялла таврăнтăм», — калаçăва тăсрĕ Карина. Çамрăк педагог вĕренекенсен ăс-тăнне аталантарать, тĕссене уйăрма, сас паллисем çырма вĕрентет. «Ачасем хăвăрт ăса хывсан питĕ савăнатăп. Уроксем 40 минута тăсăлаççĕ. Пурте ку вăхăта чăтса ирттереймеççĕ. Начартарах ачасемпе 20 минут кăна ĕçлетĕп. Хăшĕ-пĕри тĕссене, сас паллисене пĕлмест. Ачасемпе уйрăммăн ĕçлеме те тивет», — палăртрĕ çамрăк специалист. Шкулти занятисем хыççăн вăл йывăр чирлĕ ачасем патне киле вĕрентме çÿрет. Кашни ачан пĕлÿ илмеллех. «Занятисен программине хамăрах хатĕрлетпĕр. Пирĕн ачасем хăйне евĕр, программăсене вĕсене кура тăватпăр», — ăнлантарчĕ Карина Сергеевна. Вăйă урлă Карина çак профессире 2 çул кăна ĕçлет пулин те самаях опыт пухма ĕлкĕрнĕ. Ĕçри вăрттăнлăхĕсемпе те пайланчĕ вăл: «Ачасем шавлама тытăнсан вĕсене хăвăртрах мĕнпе те пулин кăсăклантармалла. Тепĕр меслет пур манăн: ача патне пыратăп та çапла калатăп: «Атя малтан кăна тăвăпăр, кайран урăх ĕçе пурнăçлăпăр». Ачасемпе кăштах çирĕп те пулмалла. Иртĕхтерсе ярсан кайран вĕсене итлеттерме йывăртарах. Вĕсем çине пĕрре пăхатăп та, шавлама юраманнине ăнланаççĕ». Çамрăк педагог ачасене вăйă урлă пĕлÿ пама тăрăшать. Унăн кашни занятийĕ хăйне евĕрлĕ иртет. Сăмахран, вĕрентекенсене тĕссене уйăрма хăнăхтарнă чухне тĕрлĕ тĕслĕ карçинккасемпе, тăваткалсемпе усă курать. «Малтанах ачасене 1-2 тĕслĕ тăваткалпа ĕçлеттеретĕп. Хăшне хăш карçинккана хумалли пирки ыйтатăп. Вара танлаштаратпăр. Çавăн пекех кĕтмен парнепе хавхалантаратăп. Хăнана юмахри сăнарсене чĕнетпĕр. Сăмахран, Незнайка тĕссене уйăрма пĕлмест — ăна тăваткалсене карçинккана хума пулăшмалла. Çапла ачасем кăсăкланса каяççĕ, ку вĕсене питĕ килĕшет. Ачасен ăс-тăнне аталантармалли меслет нумай. Тĕслĕхрен, сĕтел çине темиçе тетте хуратăп. Вĕсене черетпе каласа тухатпăр: упа, мулкач, кашкăр… Унтан пĕр теттене пытаратăп та ачасенчен мĕн çухални пирки ыйтатăп. Вĕсем тĕрĕс хурав параççĕ», — педагог калаçăвĕнче вăл хăйĕн ĕçне чунран юратни сисĕнчĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Хăйне кукашшĕпе кукамăшĕ ÿстернине ачаранах пĕлнĕ
«Эпĕ мĕн ачаран пур ĕçе те тума хăнăхса ÿснĕ. Мана ĕçе хăнăхтараканĕ атте мар, кукаçи пулнă. Эпĕ аннерен 7 уйăхра юлнă. Вăл мана çуратнă хыççăн вĕрĕлсе çĕре кĕнĕ. Атте пĕчĕк ачана ÿстерейместĕп тенĕ пуль, мана кукаçипе кукамай патĕнче хăварнă. Кукамай чирлекелетчĕ. Кукаçин алли пур ĕç патне те пыратчĕ. Вăл ĕçленĕ чухне эпĕ ун çумĕнчен кайма пĕлмен. Хăй çук чухне унăн инструменчĕсене илсе тем каскалаттăм», — ачалăхне аса илме пуçларĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи Ярăслав ялĕнче пурăнакан Алексей Кузнецов.
«Атте», «анне» тесе чĕннĕ
«Ачалăхра вĕренни — чул çинче, ватăлла вĕренни — шыв çинче», — тенĕ ваттисем. Кил таврашĕнче Алексей Кузнецов тума пĕлмен ĕç çук халĕ. Тимĕрпе ĕçлемелле-и, кирпĕч хумалла-и е платник ĕçне пурнăçламалла-и — пур енĕпе те ăста вăл. Ун пек çынсене чăвашсем ылтăн алăллă теççĕ. Алексей Шăмăршă тăрăхĕнче Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ача кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче Ярăслав ялĕнче пурăнма тытăннă. Унта пуçламăш шкула çÿренĕ, кайран Васанти вăтам шкулта вĕреннĕ. Тăван амăшĕ çамрăклах вилнине, ăна пăхса ÿстерекенĕсем кукамăшĕпе кукашшĕ пулнине Алексей ачаранах пĕлнĕ. Ватăсене арçын ача «атте», «анне» тесе чĕннĕ. Амăшĕн тепĕр 7 пĕртăван пулнă. «Эсĕ пирĕн саккăрмĕш ача пулса ÿсрĕн», — тенĕ ватăсем. Арçын ача хушаматне те вĕсеннех илнĕ. Килте ватă кукамăшĕпе кукашшĕ пулнăран ăна салтака илмен, вĕсене пăхмалла тесе хăварнă. Васан шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасенчен нумайăшĕ тÿрех трактор правине илнĕ. Алексейăн та аттестатпа пĕрле трактор прави пулнă. 1991 çулта 11-мĕш класс пĕтернĕ каччă Кÿкеçри профтехучилищĕне водителе вĕренме кайнă. Çулталăкран права илсе тăван ялне таврăннă, Шăмăршă районĕнчи «Гвардеец» совхоза водителе ĕçе вырнаçнă. «Манăн атте /кукаçи ĕнтĕ/ ĕмĕр тăршшĕпех тимĕрçĕре ĕçленĕ. Вĕсен йăхĕнче пурте тенĕ пекех тимĕрçĕ пулнă. Çавăнпа пирĕн хушамат та Кузнецов. Ялти ача ĕçпе пиçĕхсе ÿсет. Çапах йышпа çăмăлрах вĕт. Манăн вара ялан пĕччен ĕçлеме тиветчĕ. Аннен пĕртăванĕсем ун чухне пурте çемьеленнĕччĕ ĕнтĕ. Кукамай-анне чирлĕ пулнăран эпĕ ачаранах ĕне те сунă, урай та, кĕпе-йĕм те çунă. Нимле ĕçрен те ютшăнман. Кÿршĕсем пахчана йышпа тухатчĕç те вăшт! ĕçлесе пĕтерсе кĕрсе каятчĕç. Манăн вара чылай нушаланма тиветчĕ. Çавăнпа нумай ачаллă çемьесене ăмсанаттăм. Тăван атте çĕнĕ çемье çавăрнăччĕ. Арăмĕпе тепĕр виçĕ ывăл çуратнă. Ачисем кăштах аталансан мана та унта хăнана илсе кайкаланă. Вĕсем çине пăхаттăм та авлансан эпир те мăшăрпа нумай ачаллă пулăпăр тесе шухăшлаттăм. Ун чухне шкултан вĕренсе те тухманччĕ — кукамая шалкăм çапрĕ. Ку пирĕн пурнăçа тата йывăрлатрĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсене пăрахса хулана каясси пирки шухăшламан та. Совхоза ĕçе вырнаçсан мана юрăхсăра тухнă бензовоза çĕнĕрен пуçтарма сĕнчĕç. Вара хама ĕçлеме машина пулать терĕç. Ăна двигательтен пуçласа хыçалти мосчĕ таранах çĕнĕрен пуçтартăм. Вĕр çĕнĕ машина турăм тесен те юрать. Анчах унпа икĕ çултан ытла ĕçлеймерĕм. Совхозсем, колхозсем саланма тытăнчĕç. Пирĕн совхоз та пĕтрĕ. Унтан трактор çине куçрăм. Ял хуçалăхĕнче механизаторта чылай çул ĕçлерĕм. Хуçалăх ячĕ улшăнса тăчĕ, ялĕ çеç çав вырăнтахчĕ. Хĕллехи-çуркуннехи вăхăтра гусеницăллă тракторпа çÿреттĕм, çăва тухсан комбайн çине лараттăм. Ĕçлекен çын темĕн те курать. Инкекĕсем ытларах çулла сиксе тухатчĕç. Йывăр ĕçе çын мар, тимĕр те чăтаймасть. Хĕрсе кайнипе комбайнсене вут тивсе илетчĕ. Тавах Турра, эпĕ ĕçленĕ машинăпа нихăçан та ун пек инкек пулман. Çапах хирте тырă çапакан виçĕ комбайн çунса кайнине курма тиврĕ. Ниепле те сÿнтереймерĕмĕр. Пĕррехинче комбайнран вут тухса вырса пăрахнă тырă ани çунма тытăнчĕ. Тырă пусси çунни — ытла та хăрушă. Ăна сÿнтерме çав тери йывăр. Тырă пуссинчи çулăм çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлса пычĕ. Комбайнсем çинче огнетушительсем пурччĕ. Вĕсемпе те усă куртăмăр. Кĕреçепе çĕре чавса тăпрапа та сапса пытăмăр. Пушар сÿнтерекенсем киличчен çулăма ытла алхасса кайма памарăмăр. Çапах 3-4 гектар çунма ĕлкĕрчĕ», — иртнине аса илсе каласа пачĕ Алексей. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Контракт çырса аманнисене пулăшма кайнă
Канаш хĕрĕ Ева Демина хăйĕн ирĕкĕпе Курск облаçне аманнисене пулăшма кайнă, «Дема» позывной илнĕ. Унăн фельдшер дипломĕ пур. Хальхи вăхăтра Ева ача-пăча больницинче йĕркеленнĕ госпиталь уйрăмĕн 30-мĕш полкри медицина ротинче ĕçлет. 21 çулта кăна-ха вăл, анчах çапăçусем пыракан вырăна кайма пĕрре те шикленмен. Унăн пĕр тĕллев пулнă — нушана лекнисене медицина пулăшăвĕ парасси.
Ĕç кăмăлне каять
— Ева, хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха.
— Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача çитĕнтĕм. Канашри 3-мĕш шкулта ăс пухрăм. 9-мĕш класа виçĕ «4»-па вĕçлерĕм. Шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕтĕм. Пĕлÿ илсен Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине фельдшера вырнаçрăм. Унта çулталăк çурă вăй хутăм. Ĕç графикĕ çаплаччĕ: пĕр кун ĕçлеттĕм те икĕ кун канаттăм.
— Санăн опыт пур ĕнтĕ. Çынсем халĕ ытларах мĕнле чир-чĕрпе аптăранине калама пултаратăн-и?
— Тĕрлĕ чир-чĕрпе. Ватăсем ытларах юн пусăмĕ хăпарнипе аптăраççĕ. Нумайăшĕн инфаркт пулать.
— Уйрăмах кама пулăшни асра юлчĕ?
— Пĕррехинче 60 çултан иртнĕ хĕрарăм хырăм ыратнипе васкавлă медицина пулăшăвне чĕннĕ. Хваттере пырса кĕрсенех ăна палласа илтĕм. Ун патне эпир çур çул каялла медпулăшу пама килнĕччĕ. Ун чухне нумай вăхăт эрех ĕçнĕрен аптăранăччĕ вăл. Хальхинче ăна хырăмĕ асаплантарнă. Тĕрĕслеме тытăнтăм. Хĕрарăм сулахай енче аяк пĕрчи айĕнчен, алăпа пуссан кăкăртан аяларахра та вăйлă ыратнине пĕлтерчĕ. «Ку панкреатит пулма пултарать», — тавçăртăм эпĕ. Кун пирки пациента каларăм, пĕр тăхтамасăрах хирург патне каймаллине пĕлтертĕм. Анчах хĕрарăм пĕрле пыма килĕшмерĕ. Темиçе хут та ÿкĕтлерĕм, вăл çав-çавах хăйĕн шухăшне улăштармарĕ. Пациент сипленме килĕшмесен ăна ирĕксĕр илсе каяймастпăр. Кайиччен хĕрарăма хăрушлăх пирки аса илтертĕм. «ЭКГ тăвар мар-и?» — ыйтрăм унран. ЭКГ тунă хыççăн кăтартусем япăх пулнине куртăм. «Инфаркт», — тÿрех шухăшларăм эпĕ. Хырăм ыратни пур чухне те чир-чĕр унпа çыхăннине пĕлтермест. Пациентран мĕн туйнине çĕнĕрен ыйтса пĕлтĕм. Вăл ыратни сулахай алăра та туйăннине палăртрĕ. Унччен пациент кун çинчен пĕлтерменччĕ. Сăлтавне пĕлме проба турăмăр. Темиçе минутран хĕрарăм ыратни иртсе кайнине каларĕ. «Эсир унччен ăçта пулнă? Халĕ хама лайăхрах туйма пуçларăм», — савăнса пĕлтерчĕ хĕрарăм. Кун хыççăн пациента унăн инфаркт пулнине, кардиолог патне каймаллине ăнлантартăм. Эпĕ сăнанă тăрăх, çынсем чĕрепе аптăранине пĕлсен сывлăхшăн ытларах тăрăшма тытăнаççĕ. Инфаркт пирки каласан хĕрарăм хыпалансах пуçтарăнма тытăнчĕ. Больницăна каймалли япаласене мăшăрĕ хатĕрлеме пулăшрĕ. Çул çинче симптомсем вăйланчĕç. Хĕрарăма кардиологи уйрăмне чиперех илсе çитертĕмĕр. Вăл стационарта сипленчĕ.
— Мĕншĕн хăвăн пурнăçа çынсене пулăшассине халаллама шухăшларăн?
— Шкулта вĕреннĕ чухнех тăвансене тухтăр пулассине калаттăм. Мана мĕн пĕчĕкрен врач профессийĕ килĕшетчĕ. Ача чухне выляса пурне те «сывататтăм». Халĕ пурнăçра хамăн вырăна тупрăм теме пултаратăп. Ĕçĕм кăмăла килет. Кукамай Нина Леонидовна та пурнăçне медицинăна халалланă. Вăл Канашра медсестрара, фельдшерта ĕçленĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Ывăлсемпе хĕрсем ватăлма памаççĕ»
Кÿкеçри Еленăпа Олег Красновсем 3 ачана опекăна илсе кĕске вăхăтрах туслă çемье пулса тăнă.
Шăршласа пăхса
Вĕсен икĕ ывăлĕ ÿссе çитнĕ ĕнтĕ: асли Роман — 21-ре, кăçал институтран вĕренсе тухнă, иккĕмĕш аслă пĕлÿ илме тытăннă, ĕçе вырнаçнă, уйрăм пурăнать. Кĕçĕнни Родион — 15-ре, 9-мĕш класра вĕренет. «Эпĕ — ачана ытлашшипех хÿтте илекен амăшĕ. Маншăн çемье, ачасем çумра пулсан кăна чунра лăпкă. «Анне, эпĕ çитĕннĕ çын ĕнтĕ», — пĕр кунхине аслă ывăл çапла каланине йышăнма питĕ йывăр пулчĕ. Йăва пушанса юлнăн туйăнчĕ. Хĕрача чухнех, пуканесемпе вылянă май, ÿссе çитсе качча кайсан Маша ятлă хĕр çуратма ĕмĕтленеттĕм. Упăшкана та малтан хĕр кирлине калаттăм. Вăл вара Джек-рассел-терьер ăратлă йытă илсе килчĕ. 5 çул иртсен те ача илес ĕмĕт пуçран тухмарĕ. Ăнсăртран дачăна кайнă чухне упăшкана опекăпа попечительлĕх органне йăпăртлăха кĕме сĕнтĕм. Вăл ШĔМре чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Опекăна илнĕ ачасемпе çыхăннă ырă мар тĕслĕх нумай пĕлет. Вĕсем тарнине, полицие шыраттарнине те курнă. «Лена, генсем питĕ пĕлтерĕшлĕ», — тетчĕ. Эпĕ хамăннех переттĕм: «Мĕнле воспитани панинчен нумай килет». Çав-çавах опекăпа попечительлĕх органне 5 минутлăха кĕтĕм. Ача опекăна илме мĕнле документсем кирлипе кăсăклантăм. «Ыран ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче заняти пуçланать, килĕр», — чĕнчĕç пире специалистсем. Упăшка шарт та март хирĕçчĕ — аран-аран ÿкĕте кĕртрĕм. Çав куна плансем туса хунăччĕ пулин те шкула çитрĕмĕр. Ачасем çинчен, вĕсен психологийĕ, çемье хÿтти мĕн тери кирли пирки лекци иртрĕ. 3-мĕш занятире упăшка каларĕ: «Атя ача илсе пăхар». Сисеттĕм: эпĕ пултаратăп, ачана ура çине тăратма вăй пур. Анчах эпĕ харăсах 3 ача илессе пĕлмен», — калаçăва пуçларĕ Елена Станиславовна. Вăл пĕр пĕчĕк хĕрача илес тенĕ. Даннăйсен банкĕнче çывăхри регионта пурăнакан ачана шырама тытăннă. Пĕр эрне тишкернĕ хыççăн хĕрачана курнă. «Акă вăл, манăн хĕр пĕрчи», — систернĕ ăна чунĕ. Ун çине сăн ÿкерчĕкри кăвак куçлă 3-ри хĕрача пăхнă. Питĕ юратмалласкер, юмахри Машенька евĕр пулнă вăл. Эдуард Владимирович та ăна тÿрех килĕштернĕ. Машенькăн пиччĕшĕпе аппăшĕ пуррине пĕлнĕ. «Лена, урăххине шыра, 3 ача илейместпĕр», — тенĕ мăшăрĕ. Эрне иртсен те чуна кĕрсе ларнă Маша пуçран тухман. Ирхине тăрсан, çывăрма выртас умĕн те сайта кĕрсе унăн сăн ÿкерчĕкне уçнă вăл. «Пăхса тăранаймастăм. Эпĕ хамăн шухăшран пăрăнма хăнăхман вĕт. «Урăх ачасем çине пăхаймастăп. Атя ахаль кайса курса килетпĕр кăна», — ÿкĕтлерĕм мăшăра. Парнесем илтĕмĕр те Чĕмпĕрти ача çуртне вĕçтертĕмĕр. «Ку ачасене илесси пирки ан та шухăшлăр. Асли нимĕнле çемьене те каясшăн мар. Вĕсене курма килекенсем сирĕнччен те пулнă», — терĕ пире. Машăн пиччĕшĕ амăшĕпе телефонпа калаçса тăнă. Вăл килсе илсе каясса кĕтнĕ. Анчах амăшĕ шантарса кăна пурăннă. Ачасемпе паллашрăмăр, паркра уçăлса çÿрерĕмĕр. Кайран çуллахи каникулта пирĕн пата хăнана пырса пурăнма сĕнтĕмĕр. Арçын ачана мĕнпе илĕртме пултартăмăр пĕлместĕп, вăл килĕшрĕ. Адель 13-реччĕ, Амилия — 10-ра, Маша 3-реччĕ. Вĕсем интернатра икĕ çул пурăннă. «Ачана сăн-питне кура мар, шăршăпа суйлăр. Чи кирли — вăл сире килĕштĕр», — ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче çапла каланине упăшка çирĕп астуса юлнă. Ача çуртне килнĕ чухне шăрăхчĕ. Машенька пирĕн пата тухнă чухне тарланăччĕ, çÿçĕ çулланнăччĕ. Олег хĕр пĕрчине чĕркуççи çине лартрĕ те шăршлама тытăнчĕ... Упăшка каланă тăрăх, пĕрремĕш тĕлпулура аслă ачасем ман çине сывламасăр пăхнă. Хумхантăм, мĕн калаçмаллине пĕлмерĕм. Хамăр пата илсе киличчен хăнăхмалла тесе вĕсем патне канмалли кунсенче кайрăмăр. Ача çурчĕн — хăйĕн правилисем. 15 минутлăх, 1 сехетлĕх тĕл пулма ирĕк пачĕç. Пĕр сехет паркра çÿреме çитет-и вара? Каруççелпе ярăнатăн, лавккана кĕрсе тухатăн та — вăхăт иртсе те кайнă. Питĕ уйрăлас килместчĕ. 30 минут е 1 сехет тĕл пулассишĕн Чĕмпĕре çити килеттĕмĕр. Хумханнипе чĕре сиксе тухасла тапатчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче упăшкапа сăмах чĕнмесĕр пытăмăр. 2-мĕш, 3-мĕш хут кайнă чухне ачасене питĕ курас килетчĕ, çав тери тунсăхласа çитеттĕмĕр. Пĕррехинче çапла каларĕç: «Ачасене реабилитацие илсе кайнă, ыран килĕр». «Эпир — урăх регионтан», — тенине итлемерĕç. «Кирлĕ тĕк — килетĕр. Çынсем Çурçĕртен те çитеççĕ», — пулчĕ хурав. Çĕр каçма тăвансем патĕнче юлнăччĕ ун чухне», — малалла калаçрĕ ырă чунлăскер. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас