Тимлĕх тата асăрханулăх пирки мансан

16 Юпа, 2014

Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе çулсерен ирттерекен мониторинг кăçал республикăра шăв-шав çĕклерĕ тесен те юрать.

Пĕрисем «тÿрленеççĕ», тепринче – чир паллисем

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каланă тăрăх - пĕрремĕш çур çулта мăйракаллă шултра выльăх тата сысна, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайĕнчен, çăмартаран, сĕт таврашĕнчен, пулăран илнĕ 236 пробăран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулни палăрнă. Сăмахран, Шупашкар, Çĕрпÿ, Муркаш, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Канаш районĕсенче аш-какайăн 13 пробинче çынна япăх витĕм кÿме пултаракан микробсем тупăннă. Сĕте илес пулсан - 5-шĕнче соматика клеткисем /соматические клетки/ виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче - тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем. Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи пробăсем «сывă» пулман.

Йĕрке тăрăх ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци тупса палăртнă предприятисенче 3 уйăх хушшинче 10 партирен анализ илсе лаборатори тĕпчĕвĕ ирттермелле. Çакнашкал тĕпчевсен пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр те ĕнтĕ. Сăмахран, тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем тупнă Комсомольски районĕнчи хуçалăхра юлашки пробăсенче вĕсен шайĕ нормăран иртмен.

Нумаях пулмасть Етĕрне районĕнче илнĕ какай пробинче листерей бактерийĕсем тупăннă. Çакă выльăхсене пуснă чухне усă куракан хатĕрсене-япаласене япăх çунипе е сиенсĕрлетнипе те çыхăнма, йĕке хÿре-шăши каяшĕпе вараланнипе те çыхăнма пултарнă. Листерисем 00С температурăра та ĕрчеççĕ. Вĕсене пула листериоз инфекци чирĕ вăй илет. Ку амак çыншăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл сурăха та, качакана та, сыснана та, лашана та, кролика та, хур-кăвакала та, кăрккана та хĕн кăтартать.

Туянаканшăн выльăх сывви пĕлтерĕшлех мар-ши?

Листериоз чирлĕ чĕр чунран сыввине куçать. Кунта асăрханулăх тата тимлĕх пирки калани ытлашши пулмĕ. Çапах тепĕр хутчен çак самант çине пусăм тăвас килет. «Усалли утпа çÿрет», – теççĕ. Листериозпа чирлекен пĕр ĕне пĕтĕм кĕтĕве чирлеттерме пултарасси паллă. Çавах выльăх туянма килекенсем ветеринари справки пуррипе интересленсех тăмаççĕ.

Çакнашкал явапсăрлăх чир-чĕр валли çул уçнипе танах. Специалистсем каланă тăрăх, чĕр чунсен ерекен хăрушă чирĕсем – сăмахран, сыснасен Африка чуми, ящур, Çĕпĕр язви, бруцеллез тата ытти те – шăпах хуçалăхсем пĕр-пĕринпе суту-илÿ тунă чухне, транспорт урлă сарăлаççĕ те. Калăпăр, чирлĕ выльăха е унран хатĕрленĕ продукцие тата ăна валли янтăланă апата пĕр хуçалăхран тепĕрне илсе кайнă май. Хăш-пĕр амакĕ çынна ерме те пултарать. Республикăра темиçе çул каялла бруцеллез чирĕ шар кăтартнине аса илер-ха.

Кунашкал синкер урăх ан пултăр тесе Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатнă май рейдсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, кăçалхи 8 уйăхра ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе çул çине 18 хутчен рейда тухса 109 автотранспорта тĕрĕсленĕ. Раççей Федерацийĕн «Ветеринари çинчен» саккунне пăснă 8 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Кунашкал тĕрĕслев вăхăтĕнче инспекторсем пĕрешкел кăлтăксемпе тĕл пулаççĕ. Çул çинче чарнă çынсен выльăх, унран хатĕрленĕ продукци, выльăх апачĕ е тĕрлĕ хутăш тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем çук. Çавна май 7 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Ветеринари докуменчĕсенче вара ĕнене е вăкăра мĕнле прививка тунине тата ун тĕлĕшпе мĕнле тĕрĕслев ирттернине çыраççĕ. Выльăх пурăннă вырăнта чĕр чунсем пĕр-пĕр чирпе аптăранине те кăтартмалла. Клеймо çаптарни те шанчăклăха ÿстерет. Мĕншĕн тесен çакăн умĕн ветеринарипе санитари экспертизи ирттереççĕ.

Рейдсен вăхăтĕнче управлени специалисчĕсем çакна асăрханă: ытларах чухне выльăха республикăри пĕр районтан теприне илсе каяççĕ. Кунашкал усламра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам, Комсомольски районĕнчи Урмаел, Елчĕк районĕнчи Тукай ял çыннисем çаврăнăçуллă. Çапах та ку евĕр тавара Тутарстана тата Чул хула облаçне е çав тăрăхсенчен кунта турттарнă тĕслĕх те сахал мар. Тутарстан пирки каланă май, чĕр чунсен туберкулезĕ пирки асăрхаттарни ытлашши пулмĕ. Унта темиçе хуçалăх çак амакран шар курнă.

Апла пулин те çав регионти хăш-пĕр хуçалăхран илсе килекен выльăх-чĕрлĕх тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем пулман. Çакăн пирки Россельхознадзорăн Тутар Республикинчи управление пĕлтернĕ хыççăн айăплисене явап тыттарнă.

Кунашкалли ÇÇХПИ сотрудникĕсене те килĕшмест

Çакнашкал йĕркесĕрлĕхсем пирки ÇÇХПИ сотрудникĕсем хăйсем те пĕлтереççĕ. Акă, нарăс уйăхĕнче Çĕрпÿрен ярса панă материала илер. Унта Комсомольски район çыннине тытса чарнă. Вăл мăйракаллă шултра 2 выльăха ветеринари докуменчĕсемсĕр турттарнă. Уншăн ăна 3,5 пин тенкĕлĕх штрафланă. Сăмах май, штраф виçи пĕлтĕр кăна темиçе хутчен пĕчĕкчĕ. Çурла уйăхĕччен асăннă йĕркесĕрлĕхшĕн 500-1000 тенкĕлĕх штраф шыраса илме пултарнă. Вăкăр-пăрушкана йÿнĕпе туянса, кайран хаклăпа сутса услам тăваканшăн пысăк сумма мар ĕнтĕ. Çакна кура-тăр пĕр çынсенех темиçе хутчен те асăрхаттарма тивнĕ.

«Ветеринари çинчен» саккуна пăснăшăн должноçри çынсене 30-40 пин тенкĕлĕх, организаци-хуçалăхсене 300-500 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ. Паянхи штрафсен виçи шухăшлаттарасси иккĕлентермест. Çапла: сутакан та, туянакан та саккун умĕнче яваплă.

 

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.