Çамрăксен хаçачĕ 41 (6542) № 24.10.2024

24 Юпа, 2024

«Мускав шкулĕнче ĕçленĕшĕн мухтанатăп»

Мира Иванова сăваплă, питĕ кирлĕ професси суйланă. Вăл Мускавра пуçламăш классене вĕрентет, ачасене пурнăçра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшать. Унпа çĕршывăн тĕп хулине кайсан чуна уçса калаçма тÿр килчĕ.

Мускавра — 12 çул

— Мира, эсĕ юлашки вăхăтра Мускавра пурăнатăн. Мĕнпе илĕртет-ха сана çĕршывăн тĕп хули?

— Мускавра 12 çул пурăнатăп. Вĕсенчен 10 çулне шкулта ĕçлетĕп. Кунта килсенех урăх çĕрте ĕçлесе пăхрăм, анчах шкулсăр мана питĕ япăххине ăнлантăм. Шкул — манăн пурнăç.

— Этем вĕрентекен пулма çуралнă тăк пурнăç темĕнле çаврăнсан та вăл ку профессирен тараймасть…

— Манăн класра тĕрлĕ халăх ачи вĕренет: вырăссем, таджиксем, кăркăссем, узбексем. Кашниех хăйне тирпейлĕ, лăпкă тытать. Мана итлеççĕ. Йывăр пулсан та килти ĕçсене тума тăрăшаççĕ. Мана ырă ачасем лекеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пурăнаççĕ, хăйсен халăхĕн йăли-йĕркине тытса пыраççĕ. Аслисем вĕсене пĕчĕкренех тăван халăха хисеплеме, юратма хăнăхтараççĕ. Кашниех ашшĕ-амăшĕ панă чĕлхине пĕлет, унпа калаçать. Вĕсем Тăван çĕршывĕ, тăванĕсем, йăх-несĕлĕ, тусĕсем пирки хавхаланса каласа параççĕ.

— Пĕчĕк ачасем, шкултан вĕренсе тухса каякансемпе танлаштарсан, айванрах, çынна ĕненеççĕ. Вĕсем килте, çемьере мĕн пулса иртнине пĕр суймасăр каласа параççĕ. Сана шăпăрлансем шанаççĕ-и?

— Çапла, вĕсем уçă чунлă, вĕсен чеелĕх çукпа пĕрех. Ăшă кăмăллă вĕрентекене тӳрех туяççĕ. Хăшпĕр япалана хăлхаран вăрттăн пырса пĕлтереççĕ. Пĕчĕкскерсем пĕр-пĕрне йышăнаççĕ. Тĕрлĕ халăх çынни пулсан та вĕсем пĕр-пĕрне уйăрмаççĕ.

— Ачасем санра чăваш юнĕ чупнине пĕлеççĕ-и?

— Эпĕ нихăçан та хам чăваш иккенне пытармастăп. «Эпĕ — Чăваш Енрен. Унта çуралнă, пурăннă, чăваш юррисене юрлама кăмăллатăп», — тетĕп. Юрласа та, сăвăсем каласа та кăтартатăп. Кăсăкланаççĕ, итлеççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Пирĕн шкулта тĕрлĕ халăхран тухнă çынсем ĕçлеççĕ. Кавказран та, Çĕпĕртен те килнисем пур. Мускав шкулĕсенче Чăваш Енрен куçса килнĕ учитель нумай. Пирĕннинче эпĕ çеç чăваш. Унччен вăй хунă интернет шкулта Чăвашран килнĕ библиотекарь пурччĕ. Унпа питĕ туслăччĕ.

23 çул пĕрле пурăннă хыççăн

— Мĕн хистенĕ-ха сана Мускава куçса кайма?

— Пурнăç кăткăс. Пĕр-пĕрне ăнланманнипе мăшăртан уйрăлма тиврĕ. Нимсĕр тăрса юлтăм. 23 çул пĕрле пурăннă хыççăн япаласене пуçтарса пĕр спорт сумкипе тухса кайрăм. Малтан Питĕре каясшăнччĕ. Укçа хăш хулара ытларах çаврăнать? Паллах, Мускавра. Ачасемпе унта çул тытрăмăр. Кунта килнĕшĕн пач та ӳкĕнместĕп. Хĕрĕмпе ывăл юнашарах. Хĕрĕм хăйĕн ĕçне пуçарчĕ, ура çинче çирĕп тăрать. Вăл — фирма ертӳçи, алăксем сутать. Вăл Мускав каччипе çемье çавăрчĕ. Мăнук пур. Вĕсем хăйсен хваттерĕнче пурăнаççĕ. Ывăлăн та хăйĕн хваттерĕ пур. Вăл — сварщик. Хальлĕхе авланман, савнийĕ пур. 12 çулта Мускавра çирĕп тымар ятăмăр. Çанă тавăрса вăй хутăмăр, ĕç ăшĕнчен тухман та темелле. Çур ĕмĕр пурăнсан тин тинĕс хĕррине кайса куртăм. Пĕтĕм укçана ипотека çине янă-ха та. Ăна татас тесе чăваш тусăмсем чĕннипе ывăлăмпа Израильте çулталăк тар тăкрăмăр. Тӳлесе пĕтертĕмĕр. Ачасем мана ăнланаççĕ, пур ĕçре те пулăшаççĕ.

— Эсĕ ачусемпе туслă, çывăх хутшăнни хăв педагог пулнипе те çыхăннă-тăр?

— Хам та çаплах шухăшлатăп. Атте-анне педагог пулнă, тăван тата иккĕмĕш сыпăкри йăмăксем те учитель çулĕпех утаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн йăх-несĕл педагогикăра 700 çул ытла вăй хурать. Хĕлле лаша кӳлсе ялсем тăрăх тăвансем патне йăх-тымара тĕпчеме тухса кайрăмăр, историсене çырса илтĕмĕр. Çак тĕпчев материалĕпе наукăпа тĕпчев конференцине хутшăнтăмăр. Ун чухне «Канаш Ен» тата ытти хаçатра пирĕн династи пирки статья та пичетлерĕç.

— Саншăн Мускав тăван хула пулса тăрайрĕ-и? Е чун килеллех туртать-и?

— Вăл маншăн тепĕр тăван хула теме юрать пуль. Паллах, чи çывăххи — Чăваш Ен. Темле пулсан та чун унталлах туртать. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Нарăс уйăхĕнче çуралнă Нарспи

«Нумайăшĕ мана Константин Ивановăн паллă поэминчи Нарспи сăнарне тĕпе хурса ят панă тесе шухăшлать. Апла мар. Эпĕ нарăс уйăхĕнче çуралнă, çавăнпа мана аттепе анне Нарспи ят хунă», — паллашсанах çапла каларĕ Нарспи Сумкова (хĕр чухнехи хушамачĕ Климова).

Чунне парса ĕçлет

Чăнах та, унăн ятне илтсенех хам та тӳрех «Нарспи» поэмăна аса илтĕм. Манăн ума чăн чăваш чипер хĕрĕ тухса тăчĕ. Сар тут пуснă, ялан ăшă йăл кулăпа çиçекен сăн-питне курсан ирĕксĕрех «чăвашсен Нарспийĕ» тетĕн ун пирки. Хальхи вăхăтра чăн-чăн чăвашла таса та хитре калаçакан çамрăк сахал. Нарспи Шупашкар районĕнчи Мăн Мамăш ялĕнче Наталийăпа Александр Климовсен çемйинче çуралнă. Виçĕ пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Кĕçĕннисене чăн чăваш ячĕсене паман: Мишăпа Маша. 2015 çулта Нарспи хăйсен ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти суту-илӳпе коммерци колледжне çул тытнă. «Юрать, эпĕ хамăр ялти шкулта вĕренсе ĕлкĕртĕм. Эпĕ аттестат илнĕ çул ăна хупрĕç. Шкул çумĕнче клуб, библиотека пурччĕ. Эпир унтан тухма пĕлмен. Пире концертсене йĕркеленĕ çĕре хутшăнтаратчĕç. Юрлаттаратчĕç, ташлаттаратчĕç. Библиотека çумĕнче ал ĕç ăстисен кружокĕ ĕçлетчĕ. Çавăнта çекĕлпе çыхма вĕрентнĕ пире. Эпĕ ку ăсталăхпа паянхи кун та усă куратăп. Уроксем хыççăн мĕн тума вĕреннĕ — çавсем пурте пурнăçра кирлĕ пулчĕç. Колледж пĕтернĕ çул кӳршĕ Ишлейкасси ялĕнчи Анатолий Сумкова качча тухрăм. Унпа клубра паллашрăмăр. Манран чылай аслăрах пулсан та клуба çӳретчĕ. Малтанхи вăхăтра эпир пĕлĕшсем кăна пулнă, кайран туслашрăмăр, пурăна киле туйăмсем юратăва куçрĕç. 2016 çулта пĕрлешрĕмĕр те Ишлейкассинче тĕплентĕмĕр. Мăшăрпа хĕрпе ывăл, Александрăпа Арсений, çитĕнтеретпĕр. Виççĕмĕшне кĕтетпĕр. Çут тĕнчене çĕнĕ чун илсе килни мĕн тери пысăк пархатар! Аслине аванах çуратрăм. Ывăл вара çут тĕнчене урипе килчĕ, çавăнпа кăштах асапланма тиврĕ. Эпир хамăр та виçĕ пĕртăван çитĕннĕ, упăшкасем те — виççĕн. Апла пирĕн те виççĕрен кая мар пулмалла. Турă пӳрсен, тен, тата пулĕ-ха. Ачасене юрататăп. Хĕрпе ывăл пĕчĕк чухне Чăрăшкассинчи ача садĕнче ĕçлерĕм. Икĕ ачана кӳме çине лартса ĕçе çӳреме çăмăлах марччĕ. Çумăр, юр çунă чухне 4-5 çухрăма çуран парăнтарма çăмăлах пулман. Çавăнпа çине тăрсах водитель правине илмешкĕн вĕрентĕм. Кайран машина илтĕмĕр те — пурнăç çăмăлланчĕ. Халĕ асли шкула çӳрет, иккĕмĕшĕ садикрех-ха. Эпĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăрăшкассинчи çамрăксен çуртне ертсе пыратăп. Мĕн ачаранах мероприятисене хутшăнма юратнăран кунти ĕç мана питĕ килĕшет. Çамрăксен çуртĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшатпăр. Пысăк уявсем тĕлне кăна мар, паллă кунсене халалласа та концертсем йĕркелетпĕр. Пурĕ виççĕн ĕçлетпĕр кунта. Мансăр пуçне аккомпаниаторпа сасă операторĕ пур. 100 çын вырнаçмалăх зал кирек хăçан та халăха йышăнма хавас. Пирĕн клуб çумĕнче «Тарават» фольклор ушкăнĕ чылай çул ĕçлет. Унти 13-14 çын çак ушкăна тахçантанпах çӳрет. Вĕсемпе таçта та тухса çӳретпĕр. Таврари мĕн пур ялта пулса куртăмăр. Округра иртекен чылай мероприятие пире чĕнмесĕр хăвармаççĕ. Пирĕн клуба ачасем те питĕ йышлă çӳреççĕ. Вĕсемпе ташă кружокне йĕркелерĕм. Ачасем тĕрлĕ мероприятире хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Çакна палăртмалла: вĕсене унта никам та вăйпа илсе çӳремест. Шкултан килсен, пушă вăхăт тупăнсанах, хăйсемех чупса килеççĕ. Ку мана питĕ савăнтарать. Килте телефонпа выляса лариччен хăйсене тĕрлĕ енлĕн аталантарни паха. Хамăн ачасем те шкултан килсенех ман пата пыраççĕ. Конкурссене те хутшăнма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, «Звучащее слово» конкурс кашни çулах иртет. Вăл пулассине пĕлсенех ачасем сăвă шырама тытăнаççĕ. Мĕн тери пысăк хавхаланупа вĕренеççĕ вĕсем ăна! Концерт лартмаллине пĕлсен хăйсемех çĕнĕ ташă вĕрентме ыйтаççĕ. Ачасемпе ĕçлени мана вăй-хăват хушать. Шăпăрлансем культура енне туртăнни чуна хăпартлантарать. Анчах çулла халăха клуба пухма йывăртарах. Нумайăшĕ ĕççи вăхăтĕнче пушах мар. Ăнланатпăр вĕсене. Çавăнпа çулла палăртнă мероприятисене кĕркуннене хăварнă. Кăçалхи кĕркунне ку енĕпе пирĕн пуян. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Ун ячĕпе парк ешерет

— Эпир Шупашкарта çуралтăмăр пулсан та атте пире хамăр пурăнакан çывăхри пĕлӳ çуртне мар, чăваш класĕллĕ урăх шкула ячĕ. «Манăн ачасем чăвашла вулама пĕлмесен эпĕ мĕнле чăваш писателĕ пуламха?» — терĕ вăл. Килтен самаях инçеччĕ эпир вĕреннĕ шкул, — ачалăхне аса илчĕ Василий Алентей çыравçăн хĕрĕ Нина Александрова. Ахальтен мар вăл чăвашла тап-таса калаçать.

Çыравçа пуç тайса

Чăваш халăх писателĕ Василий Алентей çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Василий Степановичăн пултарулăхне хисеплекенсем – хăй вăхăтĕнче унпа курса калаçнисем, поэтсем, çыравçăсем, тăванĕсем, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки, шкул ачисем – пуçтарăнчĕç. Ăшă аса илӳсем Алентейĕн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма пулăшрĕç. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче республикăри пултарулăх ушкăнĕ çыравçă çуралса ӳснĕ тăрăхра, Вăрмар округĕнчи Кĕтеснер ялĕнче, пулчĕ. Палăртам: 2014-2015 çулсенче «Çамрăксен хаçатĕнче» Кĕтеснерте Василий Алентейĕн çуралса ӳснĕ çурчĕ умĕнче каснă йăмрасене тирпейлеменни çинчен критиклесе çырнине вуланăччĕ. Халĕ хам курса ĕнентĕм – кунта пачах урăхла. Чăваш халăх писателĕн ятне çӳллĕ шайра тытаççĕ. Паллă писатель-фронтовикăн юбилейне халалласа мероприятисем хатĕрленĕ. Эпир малтанах Василий Алентейĕн вил тăприйĕ çине çитсе пуç тайрăмăр. Унта Кĕтеснер ялĕнчи шкул ачисемпе ял-йыш та хутшăнчĕç. — Эпир Атăл хĕрринерех пурăнаттăмăр. Çемьере ача йышлăччĕ, çиччĕн ӳсрĕмĕр. Пичче кăмпана, пулла çӳреме юрататчĕ. Килте пĕр ванна пулă ишетчĕ. Пĕррехинче кимĕ çаврăнса ӳкнĕрен вăл инкеке лекнĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Вăхăт шăвать, атте пирĕнтен уйрăлса кайни те вăтăр пилĕк çул çитрĕ. Вăл яла питĕ юрататчĕ. Республика ертӳçисем ăна Б.Хмельницкий урамĕнчи паллă çынсем канлĕх тупнă масарта пытарасшăнччĕ. Эпир килĕшмерĕмĕр, хăй ыйтнипе юратнă Кĕтеснере пытартăмăр. Вăл кунта час-часах килетчĕ. Тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, ял-йышпа тĕл пулнă хыççăн тĕрлĕ хайлав çыратчĕ, — аса илчĕ Нина Васильевна. «Вилсен тăван ял масарĕнче арăмпа юнашар выртасчĕ ман… Çуралса ӳснĕ ял, санран хакли мĕн пур-ши тĕнчере?» «Ял» автобиографиллĕ повеçĕнче çакăн пек йĕркесем пур çыравçăн. Йăмракасси масарĕнче (çыравçăн йăмра юратнă йывăç пулнă) ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă Алентее мăшăрĕпе юнашар пытарнă. Вил тăпри çинчи палăк уçă кĕнеке пек. Ăшă куçпа пăхать вăл пирĕн çине, тата тем каласшăн пек тутине кăшт илемлĕн чăпчăмăртанă… «Эс, çĕршывăм, маншăн чи хитре кĕтес. Пурăнас та саншăн, саншăнах вилес!» — çырнă уçса хунă кĕнеке страницисенче. Мĕнле çивĕч те чунран тухакан сăмахсем шăрçаланă вăрçă ветеранĕ Василий Алентей. — Василий Степановича астăватăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса хăрах урасăр таврăннă вăл. Çимĕке килсен кураттăм. Утнă чухне ури (протезĕ) чĕриклететчĕ, — аса илчĕ Кĕтеснер территори уйрăмĕн ертӳçи Олег Николаев. Кĕтеснер çыннисем ентешĕ хăйсен тăрăхĕ çинчен хайлавĕсенче çырса кăтартнăшăн мăнаçланаççĕ. Ку ялта Алентее асра тытса унăн ячĕпе аллея уçнă. Шуç карта тытса çаврăннă парка чăрăшсем, хурăнсем илем кӳреççĕ. Кĕрен-тухан валли хитре те меллĕ саксем вырнаçтарнă. Шупашкартан пынă хăнасем аллейăра çыравçă ячĕпе асăнмалăх йывăç хунавĕсем лартрĕç. <...>

Елена ЛУКИНА, Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ.

♦   ♦   ♦


Марат Никитинăн фильмĕ проката тухĕ

Ку — чăннипех те вăйлă пулăм! Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ режиссерăн Марат Никитинăн пысăк ĕçĕ — «История деда Азамбая» — пысăк экран çине проката тухать. Ăна республикăри (çав шутра — округсенче те) çĕнетнĕ кинозалсенче курма май пулĕ. Фильма Юхма Мишшин «Незжатый сноп незасеянного поля» повеçĕ тăрăх ӳкернĕ. Часрах курас килет-и? Кăштах чăтăр, вăхăт нумаях юлмарĕ. Унччен вара фильм режиссерĕпе çывăхрах паллашар-ха.

5 кун ӳкернĕ

— Марат, 2022 çулта эсĕ çак повеç тăрăх фильм ӳкерме ĕмĕтленни пирки каланăччĕ. Унтанпа 2 çул иртрĕ — вăл ав хатĕр, кĕçех пысăк экран çине тухать. Паллах, калама кăна çăмăл.

— Фильма кинозалсенче кăтартмашкăн ЧР Культура министерствине çырупа тухрăм. Ирĕк пачĕç. Ăна «Пушкин карттипе» те курма май пулĕ. Пирĕн бюджетра фильма 5 кун ӳкермелĕх укçа пурччĕ. Кивĕ пӳрте Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче тупрăмăр. Шупашкарти Чапаев музейĕнче, аэродром çывăхĕнче те ӳкертĕмĕр. Локаци нумай пулман.

— Эсĕ унччен çак фильма ӳкерме укçа сахал мар кирлĕ тенĕччĕ. «Хорло», «Частник», «Соучастник», «Такая странная любовь», «Никита», «FUGA» — çак кинокартинăсене ӳкерме те хăвăн укçуна сахал мар тăкакланине пĕлетĕп. Хальхинче те хăвăн кĕсйӳнтен кăларма тиврĕ-и?

— Паллах, хамăн укçа та кайрĕ. Мускаври инвестора тупрăм. Тĕрĕсрех каласан, вăл мана тупрĕ. Инвестор шырани пирки пĕлтерӳ панăччĕ. Вăл 300 пин тенкĕ хыврĕ. Пĕтĕмпе 1 миллион тенкĕ тухса кайрĕ. Туссем, пĕлĕшсем пулăшрĕç. Фильма пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче ӳкертĕмĕр. Рольсене Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕм вылярĕç. Тĕп роле, Азамбая, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Василий Павлов сăнарларĕ. Василий Ивановича тĕп рольте выляма 2017 çултах сĕннĕччĕ. Эпĕ ун чухне фильм сценарине çырнă кăначчĕ. Вăл тӳрех килĕшрĕ. Актерсем пурте тӳлевсĕрех ӳкерĕнчĕç. Вĕсене укçа тӳленĕ тĕк фильм хăçан пуласси палли те çукчĕ. Оператор — Мускавран, вăл — Михаил Блинцов.

— Фильм 62 минут пырать. Сюжечĕпе кĕскен паллаштар-ха.

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 4 çул иртнĕ. Ватă Азамбай пĕртен-пĕр ывăлĕ Илепер вăрçăра пуç хунине халĕ те ĕненмест. Унăн шăпине пĕлес тесе вăл Мускава çыру та янă, хурав кĕç-вĕç çитмелле. Илепере савнийĕ Силимпи те кĕтет. Вăл ăна фронтран кĕтсе илме шантарнă- çке-ха. Сăртлă вырăнта Илепертен юлнă пĕртен-пĕр япала пур: вăл лартнă йывăç. Унпа юнашарах Силимпин йывăçĕ ешерет. Ывăлне кашни кун кĕтекен Азамбай йывăç патне кайса унпа сехечĕсехечĕпе калаçать. Пĕррехинче йывăç патĕнчен таврăнсан Азамбай чирлесе ӳкет. Ун чухне тĕлĕк курать: вăл тупăкра выртать пек, унпа юнашар тахçанах вилнĕ аслашшĕ Акмарса утса çӳрет. «Санăн çакă хуйхă-и? Пĕр ывăл çеç вăрçăран таврăнман! Манăн ав пиллĕкĕшĕ килмерĕ. Намăс пулмалла сана, Азамбай!» — тет вăл мăнукне. «Вăл манăн пĕртен-пĕр ывăлăм-çке. Илепер вилнĕ тĕк манăн йăх тăсăлмĕ», — хуравлать Азамбай. Силимпипе Илепер пĕрлешсе ĕлкĕреймен пулин те Азамбай хĕре кинĕ вырăнне йышăнать. Вăл пикене Илеперĕн тусĕ Сентиер куç хывнине сисет. Кĕçех Мускавран питĕ кĕтнĕ çыру çитет. Азамбай савăннипе Силимпи патне чупать. Анчах çырури йĕркесем вĕсене çапса хуçаççĕ: Илепер госпитальте вилнĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


«Тӳрех хамăр пата илсе килтĕмĕр»

«Анне… Анне патне каяс килет…» — 2-ри Наташăпа 4-ри Настя çапла каласа макăрнă. Амăшĕ ку тĕнчере тек çуккине пĕчĕкскерсем ăнланман.

«Эпир мар тăк — кам?»

Татьяна 2017 çулта чĕре чирне пула çап-çамрăклах, 29-та, пурнăçран уйрăлсан икĕ хĕр хăр тăлăха юлнă. Вĕсем ашшĕне кирлĕ пулман, ăна ашшĕн правинчен унчченех хăтарнă. Тăвансем хӳтте илмесен тăлăхсене пĕр шăпа — ача çурчĕ — кĕтнĕ. Çывăх тăвансенчен Таньăн пĕртен-пĕр аппăшĕ çеç, 4 çул аслăрах Катя, пулнă. Вăл тата унăн мăшăрĕ Константин Уразаев тăлăхсене ача çуртне яман, хăйсем патне илсе килнĕ. «Ун чухне пирĕн хамăрăн та икĕ ачаччĕ: 13-ри Максим тата çулталăкри Савелий. Кĕçĕннипе декретраччĕ эпĕ. Инкек алăкран шаккасан упăшка тӳрех çапла каларĕ: «Атя хĕрачасене хамăр пăхатпăр. Эпир мар тăк кам илĕ вĕсене? Пурнăçра кама мĕн кĕтнине пĕлме çук, ачасене йывăрлăхра пăрахмалла мар». Вара тӳрех хамăр пата илсе килтĕмĕр. Тата эпĕ Настьăн хресна амăшĕ, Турă умĕнче уншăн явап тытакан çын. Опека çирĕплетесси хăвăрт пулакан ĕç мар: çур çула яхăн иртрĕ. Çав хушăра та ачасене хамăр патрах хăвартăмăр. Вĕсем валли краватьсем туянтăмăр. Реабилитаци центрне е урăх çĕре ярса вĕсен психикине амантас килмерĕ. Опекăпа попечительлĕх органĕсем килсе веçех тĕрĕслерĕç. Пирĕн хваттер 3 пӳлĕмлĕччĕ, пурăнма условисем аванччĕ. Тата упăшка лайăх ĕçлесе илетчĕ. Ачасем унчченхи пекех хăйсен садикне çӳрерĕç, çемьере ӳсрĕç», — мĕнле майпа нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ пулса тăнине каласа пачĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Екатерина Сергеевна. Унăн ашшĕ-амăшĕ — Чулхула облаçĕнчи вырăссем. Вĕсем пурăннă тăрăхра хресна амăшне «кока» тесе калаççĕ. Катьăна та хĕрачасем çапла чĕнеççĕ. Вĕсем садике çӳренĕ чухне ушкăнри ачасем те çапла каланă ăна: «Настя, сан пата кока килчĕ!» Урамра курсан та ачасем: «Ырă кун, кока», — тенине Катя хăнăхнă ĕнтĕ. Унăн ячĕ пекех ĕнтĕ ку. Константина вара «дядя» тесе чĕнеççĕ. Пĕр пĕчĕк ачана пăхасси те çăмăл мар, ăна кунĕпе куçран, алăран вĕçертместĕн. Харăсах икĕ пепкене пăхасси — икĕ хут пысăкрах яваплăх. Декретра ларакан Екатеринăшăн малтанхи кунсем çăмăлах пулман. Аслисене кăна-и, тăлăхсене те йывăр килнĕ ахăртнех. Ара, кашни килте — хăйне май йĕрке вĕт. Ачасен çĕнĕ килти правилăсене хăнăхма тивнĕ. Черетпе больничнăй илнĕ Амăшне çухатни пĕчĕкскерсемшĕн пысăк стресс пулнă. Вĕсем пĕрмай вăл ăçтине ыйтнă, «Киле анне патне каяс килет», — тесе макăрнă. «Вăл тӳпере. Çӳлтен сире сăнать», — çапла ăнлантарнă Катя. Амăшĕ çуккине ăнланма темиçе çул кирлĕ пулнă вĕсене. Тĕлĕнмелле те, ачасем амăшĕпе çыхăннă хăш-пĕр саманта халĕ те астăваççĕ. Амăшĕ виличчен пĕр эрне маларах вĕсем цирка кайнă. Çавна аса илсе каласа параççĕ. Ачасем вăхăта ытларах садикре, шкулта ирттереççĕ. Кунĕпе воспитатель, учитель куçĕ умĕнче. Кăмăл-туйăма витĕр курса тăраççĕ вĕсем. Екатерина Сергеевна педагогсемпе тачă хутшăннă, тăлăхсемпе хăйне мĕнлерех тытмалли пирки те сĕнӳсем илнĕ. Малтанхи вăхăтра садикре воспитательсем нумай пулăшнă вĕсене, çавăнпа ачасене психолог кирлĕ пулман. Куллен ĕçе çӳрекен çамрăк мăшăра 4 ачана пăхасси çăмăлах мар. Вĕсемпе çыхăннă пĕтĕм ĕç-пуç иккĕшĕн çине тиеннĕ. Ачасен кукамăшĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Асламăшĕ вара ĕçленĕ. Костя яланах арăмне пулăшма тăрăшнă. Вăл ĕçе тухсан ачасене пăхнă. Пĕчĕкскерсем чирлесен черетпе больничнăй илнĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.