Хыпар 113 (28289) № 08.10.2024

8 Юпа, 2024

Кун йĕркинче — Президент хушăвĕсем

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Владимир Путинăн çуралнă кунĕнчен, ăна саламланинчен, пуçларĕ те — малалли калаçу та çĕршыв ертӳçипех çыхăнчĕ темелле. Канашлура Президентăн Чăваш Ен аталанăвне вăй памалли хушăвĕсем мĕнле пурнăçланнине тишкерчĕç.

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине мĕнле пурнăçланине Правительство шайĕнче хакланăччĕ — Олег Алексеевич республика çавнашкал программăсем йышăннă вунă регион хушшинче тухăçлă ĕçленине, лайăх практикăсем хатĕрленине аса илтерчĕ. Унтан Владимир Путин хăй регионта пулнă май пысăк тĕллевсем палăртнăччĕ. Вĕсене пурнăçлас ĕç пирки чи малтан культура министрĕ Светлана Каликова сăмах илчĕ. Министерствăна пырса тивекенни — Андриян Николаев космонавт музейне реконструкцилесси. Президент визичĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ăна çĕршывăн адреслă инвестици программине кĕртме сĕннĕ. Федераци Стройминĕ çак объект шăпине куçран вĕçертмест — ыйтăва татса парĕç. Транспорт министрĕ Максим Петров хăйĕн ведомстви виçĕ позицишĕн яваплине çирĕплетрĕ. Пĕрремĕшĕ — Шупашкар аэропортне ытларах самолет, пассажир йышăнмалла тăвасси. Росавиаципе тивĕçлĕ ĕçе йĕркеленĕ. Кăçал проект хатĕрлесе çитермелле, ĕçсене çитес çул пурнăçламалла. Вĕсене аэропорт ĕçне май пур таран кĕскерех вăхăта чармалла йĕркелемелле. Çийĕнче çакнашкал кăткăс та яваплă объектсенче ĕçлеме ирĕк пур подрядчиксене кăна суйласа илмелле. Тепĕр ыйту — М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕнчи сыпăкĕн реконструкцийĕ. Ку ĕçсене федерацин çитес çулхи бюджетне кĕртсе хăварас енĕпе ĕçлеççĕ. Виççĕмĕшĕ — республикăн М-12 автомагистрале тунă чухне усă курнă май арканнă çулĕсене йĕркене кĕртесси. Тивĕçлĕ документацие хатĕрлесе «çӳле» панă — ку ĕçсене те çитес çул пурнăçламалла. Строительство министерстви халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли сетьпе ĕçлет. Мускав 162 миллион тенкĕлĕх пирвайхи транша уйăрнă ĕнтĕ. Иккĕмĕшĕ 125 миллион тенкĕпе танлашмалла. Объектсен шутĕнче — Патăрьел округĕнчи Ахпӳрте шывпа тивĕçтересси. Вăл 103 миллион тенке ларĕ — 10,5 километр водопровод тăсмалла. Çĕнĕ сетьсен строительстви пулĕ. Малтан палăртнинчен ытларах укçа илес шанăç та пур. Михаил Коледа министр РФ Стройминĕнчен шăнкăравлани çинчен пĕлтерчĕ. Регионсенчен пĕри Резерв фондĕнчен уйăрнă укçана илмест иккен — çав 100 миллион тенке Чăваш Ене сĕнеççĕ. Мускав республикăн çĕнĕ клиника больници тума хатĕрленĕ заявкине тишкерни çинчен вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ. Проект хатĕр — строительствăна тăватă тапхăрпа пурнăçлама пăхнă. Чăн та, вĕсен черетне улăштарма сĕнеççĕ-мĕн — малтан инфекци уйрăмĕн корпусне тутарасшăн. Министр палăртнă тăрăх, ку проекта пысăк улшăнусем кĕртме хистемест — чăрмавсем тухса тăмĕç. Президент визичĕ вăхăтĕнче Çĕрпӳ районĕнче тата икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси çинчен калаçни вара тӳрре тухать ĕнтĕ — ФАПсен строительствипе çыхăннă ĕçсен пысăкрах пайне пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ. Шупашкарти Çĕнĕ хулара тата «Акварель» микрорайонта çĕнĕ шкулсем тăвас тĕлĕшпе те хыпарсем пур. Вĕсене адреслă инвестици программине кĕртесшĕн пулнă — Мускав хирĕçленĕ, халь хатĕрлекен «Çамрăксем тата ачасем» наци проектне кĕртни вырăнлăраххине палăртнă. Вĕрентӳ министерстви ку енĕпе тивĕçлĕ сĕнӳсене ярса панă, Раççей Стройминĕ вĕсене çывăх вăхăтра тишкермелле — уçăмлăх пулĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хурт-хăмăрçăсем СВО валли пыл пухаççĕ»

Республикăри хурт-хăмăрçăсем çулсеренех хăйсен хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе палăраççĕ. Канмалли кунсенче иртекен «Кĕр парнисем» ярмăрккăна тăтăш хутшăнаççĕ, кӳршĕллĕ регионсенчи утарçăсен форумĕсемпе пыл ярмăрккисене çитеççĕ, тĕрлĕ акцисем пуçараççĕ. Çак кунсенче социаллă сетьри «Чăваш Енри хуртхăмăрçăсем» ушкăнри хастарсен пуçарăвĕпе ятарлă çар операцийĕ валли пыл пуçтарма тытăннă. Пархатарлă çак ĕçе пуçараканĕсенчен пĕри — республикăри паллă хурт-хăмăрçă, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьел округĕнчи Турханта ĕçлесе пурăнакан Николай Пирожков. Николай Петрович çавăн пекех «Хыпар» Издательство çурчĕн кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленĕ турнирне ирттерме те пулăшать. Николай Петровичпа курнăçса Чăваш Енри хурт-хăмăрçăсен çуллахи ĕç тапхăрне пĕтĕмлетме ыйтрăмăр.

«Çăка чечекĕ кăçалхи пек сахал пулнине астумастăп»

— Çуркунне вĕлле хурчĕсене иртерех вĕçме, хĕллехи вăхăтра пыршăлăхра пухăннă каяшсенчен тасалма услови пулчĕ. Çунатлисем лайăх вĕçрĕç. Хăшĕсен ылтăн хурчĕсем лайăх хĕл каçрĕç. Çав вăхăтрах начар хĕл каçнисем те пур. Хурт çемйисем вилнĕ тĕслĕхсем чылай. Çавăн пекех пыл хурчĕсем кĕркуннех вĕллерен тухса кайнисем те пулнă. Ытти çулпа танлаштарсан 2023-2024 çулсенчи хĕле пĕтĕмĕшле чаплах ирттермерĕç. Тĕп сăлтавĕ — варроатоз. Çак сăвăс çав тери хăватлă пулса кайрĕ — химикатсем те вĕлереймеççĕ. Нумай хурт-хăмăрçă кĕркунне «полоска» çакнипех лăпланать. Çуркунне вĕллене уçать те — хуртсем вилнĕ. Мĕншĕн çапла пулать? Мĕншĕн тесен «полоскăсем» юлашки вăхăтра варроатоза вĕлерейми пулчĕç. Сăвăса наркăмăшлантармалли «полоскăна» нормăпах кăлараççĕ. Анчах сăвăсĕ çирĕпленнипе хăнк та тумасть — пурăнать, аталанать. Унччен пулăшатчĕ вăл, анчах юлашки вăхăтра ăна ниепле те пĕтерейместпĕр. Çавăнпа юлашки вăхăтра вĕллене хĕл каçма асăннă сăвăс чылай юлать. Çак кăтарту 7-8% та танлашать. Варроатоз 2 процентран нумайрах тăк критикăллă лару-тăру тетпĕр. 1,5-1% пулсанах аптăрамастчĕ. Мĕн чухлĕ сăвăс сахалрах юлать — вĕлле хурчĕ çавăн чухлĕ лайăхрах хĕл каçать», – ăнлантарчĕ паллă утарçă. Николай Пирожков каланă тăрăх, çуркунне çанталăк хуртсене вĕçсе тасалма май панă. Анчах темиçе кунран сивĕсем пуçланчĕç. Шăпах — улма-çырла чечеке ларнă вăхăтра. Шел, сивĕ вăраха кайрĕ — икĕ эрне ытла. — Çак сăлтава пула кăçал чие, слива, груша, пан улми ăнмарĕ. Çеçкене шапшурă ларнăччĕ, анчах та сивĕ пырса çапнипе пыл хурчĕсем вĕçеймерĕç, шăркалантараймарĕç. Вĕлле хурчĕсене аталанма та сивĕ пулчĕ. Амасем пĕр вăхăт çăвăр сапма пач пăрахрĕç. Ирхине те, кăнтăрла та сивĕччĕ. Вĕсем шыв илме те тухаймастчĕç. Кăнтăрла тухсан та сивĕ шыва илетчĕç, анчах вĕллене таврăнаймастчĕç, вилетчĕç. Çавна пула вĕсен аталанасси кая юлса пыма пуçларĕ. Кĕçех пыл пухмалли тĕп тапхăр çывхарчĕ. Шурă клевер çеçкене ларсан пирĕн тăрăхра пыл пуçтармалли тĕп вăхăт çитрĕ тетпĕр эпир, утарçăсем. Вăл хăшĕпĕрин аван, теприсен начар пулчĕ. Çăка çеçки кăçалхи пек сахал пулнине астумастăп — ăна та сивĕ пĕтерчĕ. Ялсенче уйрăм ларакан çăкасем, вăрман хĕррипе ӳсекеннисем сивĕ çапса кайнипе чечеке лараймарĕç. Вăрманта ытти йывăç хӳттинчисем кăна çеçке çурчĕç. Çăкасене пысăк чăрăшсем хӳтĕлеççĕ иккен. Кăçал çавна сăнарăм. 100-120 çулхи чăрăшсен çумĕнчи çăкасем чечеке ларчĕç. Вăтам вырăс ăрачĕллĕ вĕлле хурчĕсем çăка чечек çурасса кĕтеççĕ — çут çанталăк çапла тунă. Çавăнпа та эпир хамăр патра, Турханта, çăка чечекĕнчен пыл илтĕмĕр. Ытти çулхи чухлех мар паллах. Çапах та пирĕн хуртсем çак йывăçран пылак сĕткен пуçтарма пултарчĕç. Кайран пыл паракан ытти курăк чечеке ларчĕ. Çаранлăхсем чечекпе витĕнчĕç. Пиçен вăхăчĕ çитрĕ. Тĕпрен илсен, çуллан иккĕмĕш çурринче, хĕвел çаврăнăшĕ çеçкене ларнă вăхăтра, кăшт ытларах пыл илме пултартăмăр. Çуллан малтанхи çурри тухăç питех параймарĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Чиркÿ хорĕнче те юрланă

Шупашкарта пурăнакан Николай Маков йывăçран илемлĕ япаласем касса ăсталать. Унăн ĕçĕсемпе социаллă сетьре паллашрăм. Маçтăрăн шкатулкисемпе алтăрĕсем, кăкшăмĕсемпе кашăкĕсем тыткăнларĕç.

Николай Федотович ку ĕçпе 90-мĕш çулсенче кăсăкланма пуçланă. «Общежитире Çĕмĕрле арçынни пурăнатчĕ. Вăл йывăçран çăкăр хумалли савăтсем тăватчĕ. Пĕррехинче мана хăмасем тыттарчĕ те усă кур терĕ. Вĕсенчен пĕрремĕш шкатулка турăм. Çав тапхăртан майĕпен каскалама тытăнтăм. Нумай кĕнеке шĕкĕлчерĕм, анчах пĕтĕмпех кĕнекери пек пулмасть. Кашни çыннăн алли хăйне евĕр, эрешсем кашнин хăйне май пулса тухаççĕ», — пĕлтерчĕ 71-ри ăста. Вăл хатĕр изделисене йĕтĕн çăвĕпе сăрлать. Çапла тусан хитререх курăнаççĕ-мĕн. Илемлĕ япала тумалли материала — йывăçа — хулари парксенче, урамсенче пуçтарать. Ку ĕçре ытларах çăкапа, хурăнпа, юманпа усă курать. Çавăн пекех пилешрен, тирекрен, ăвăсран, çĕмĕртрен тем те пĕр тăвать. Маçтăр каланă тăрăх, хăмана ытла вăрах типĕтмелле мар, унсăрăн çуркаланма пуçлать, вара касма йывăр пулать. Унăн илемлĕ япалисем кил-çурта капăрлатаççĕ, вĕсемпе хуçалăхра та усă кураççĕ. Тăванĕсене те парнелет. Мĕн те пулин туса пама ыйтакан та тупăнкалать. «Кашни материалтан тĕрлĕ япала пулать: пĕри ав кăкшăма çаврăнать, тепринчен кашăк кăна ăсталаятăн. Паха йывăçран издели те лайăх пулать», — терĕ эрешлĕ шкатулкăпа паллаштарса. Вăл касмалли инструментсене те хăех тăвать. Кивĕ пăчкă тавраш лайăхрах: вĕсем çирĕпрех, хальхисем начартарах-мĕн. Николай Маковшăн платник ĕçĕ ют мар. Ачаранах алла пуртă-мăлатук тытнă. Ашшĕ пулманнипе пĕчĕклех арçын ĕçĕ патне çыпăçнă. Мунча-çурт тума ялан хутшăннă. Вăл Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çуралнă. Амăшĕ Анна Илларионовна /ялта ăна Ануш тенĕ/ виçĕ ачине пĕчченех ӳстернĕ. Кукамăшĕ вĕсемшĕн пысăк тĕрев пулнă. Маковсен йăхĕнче нумайăшĕ юрлать. Николай та ачаранпах юрă-кĕвĕ илемне туйса ӳснĕ. «Купăс та, баян та калаççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ юрă-ташăсăр иртмен, уявсенче те юрă янăратчĕ. Кукка юрлама ăстаччĕ», — терĕ Николай Федотович. Салтак аттине хывсан вăл колхозра, стройкăра тăрăшнă. Çапах пултарулăх еннех чун туртнă. 25-ри çамрăк Шупашкарти музыка училищине çул тытнă. Унтан вĕренсе тухсан Ĕпхӳри ӳнер академийĕн вокал уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ. Паллă мусăкçăсем пулăшса пынипе юрлас ăсталăха аталантарнă. Николай Маков Пушкăртстанри «Нарспи» ансамбле йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Коллектив ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçланă. Икĕ çултан тăван ене таврăннă. 1988 çулта икĕ пĕлӳллĕ специалиста радиопа телекурав хорне илнĕ. 90-мĕш çулсенче коллектив Чăваш патшалăх академи симфони капелли пулса тăнă. Çак йышпа вăл сцена çине 30 çул тухнă. Сăмах май, унăн мăшăрĕ Валентина Ильинична та капеллăра юрланă. «Çак тапхăрта вун-вун концерт кăтартнă. Ушкăнпа ялсене тухса çӳреттĕмĕр, çынсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтараттăмăр. Чăваш халăх артисчĕсемпе Тамара Гурьевăпа, Зоя Лисицинăпа, Александр Орловпа тата ыттисемпе пĕрле нумай çул килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Мускавра, Ĕпхӳре, Питĕрте, Йошкар-Олара тата ытти хулара гастрольте пултăмăр», — иртнине аса илчĕ Николай Федотович. Унăн сасси Введени соборĕнче те янăранă, чиркӳ хорĕнче 26 çул юрланă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Янкăлч шкулне пулăшас пулать…»

Митрофан Дмитриев священник — чăваш халăхĕн авалхи культурипе кăсăкланакансемшĕн паллă ят.

Вăл чăвашсене çутта кăларас, православи тĕнне вĕсем ячĕшĕн кăна мар, чун-чĕрене хывччăр, ĕненсе пурăнччăр тесе нумай тăрăшнă. Унăн ятне асăнсанах нумайăшĕ Митрофан атте 1869 çулта Шупашкар уесĕнчи Шĕнерпуç чиркĕвĕнче чăвашла пĕрремĕш хут проповедь каланине асăнаççĕ. Вăл амвон çинче каланă сăмахсене сăваплă Гурий тăванлăхĕ уйрăм брошюрăра пичетлесе кăларнă. Епархи ирĕк панипе каярахпа ытти чиркӳре те чăвашла юрлама, проповедь калама пуçлаççĕ. Митрофан Дмитриев тăрăшнипе Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Явăш ялĕнче халăх пухнă укçапа чаплă чиркӳ туса лартнă. Вăл Çĕрпӳ уесне кĕрекен Чиркӳллĕ Ачча, Янкăлч тата Çĕнĕ Ачча ялĕсенче шкулсем уçнă ª1873, 1875º. Паянхи тӳперен пăхсан Митрофан Дмитриев тунă ĕçсем пысăк мар тейĕç. Анчах кунта çакна шута илмелле: чиркӳ тытăмĕнче кирек мĕнле çĕнĕлĕх те йывăррăн пурнăçа кĕнĕ. Митрофан Дмитриева Хусан епархине тата сăваплă Гурий тăванлăхĕн шкулĕсен канашне ертсе пыракансем аван пĕлнĕ, кулленхи ĕçре ăна пулăшса, хавхалантарса пынă, парнесем парса чысланă. Çакна священник паллă педагог-миссионер Н.И.Ильминский патне янă çырусем аван çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пĕрне Тутарстанăн Наука академийĕ хатĕрленĕ сборника кĕртнĕ: «1877 çулхи раштавăн 6-мĕшĕ. Сирĕн превосходительствăна çакна пĕлтересси хамăн тивĕç тесе шухăшлатăп: мана сăваплă Гурий тăванлăхĕн канашĕ тăванлăх шкулĕсен пуçламăш класĕсене асăрхаса тăма хушнăччĕ. Çав шкулсенчи ачасем пур предметпа та вĕренӳ программине йĕркеллĕ ĕлкĕрсе пыраççĕ, вырăс ачисемпе танлаштарсан чăваш чĕпписем хăйсен чĕлхипе Турă Саккунне пушшех лайăхрах, чун-чĕрипе туйса каласа параççĕ. Çĕнĕ Аччари хĕрарăмсен тăванлăх шкулĕ хĕрачасене вулама- çырма анчах мар, ал ĕçĕ тума та вĕрентет. Ку шкулта ачасене чăваш хĕрĕ Матрена Григорьева вĕрентет. Вăл пулăшнипе хĕрачасем кĕнчеле арлаççĕ е чĕнтĕр çыхаççĕ, çав вăхăтра вĕрентекен Турă кĕнекисенче çырса кăтăртнине ăнлантарса парать е кĕлĕ юрлаттарать. Каçсерен шкулта чăваш хĕрарăмĕсемпе хĕрĕсем ал ĕçĕ тума пуçтарăнаççĕ, кĕнчеле арлаççĕ е мĕн те пулин çĕлеççĕ, çав хушăрах Турă кĕнекисене кĕрсе юлнă калавсене итлеме кăмăллаççĕ, вĕсене кĕлĕ юрлани те килĕшет. Çĕрпӳ уесĕнчи Пĕрремĕш Татмăш прихутне кĕрекен Çĕнĕ Ачча ытти ялтан çынсем çĕнĕлĕх енне туртăннипе тата Турра чунран ĕненнипе уйрăлса тăрать, ун пирки Илидор Александрович Износков хăйĕн тĕрĕслевĕнче çырса кăтартнă. Ялта пурăнакансенчен çурри ытла Христос тĕнĕн йĕркипе пурăнать, вĕсем тĕн уявĕсене ирттерме чиркĕве çӳреççĕ, молебен тутарма килĕсене священника чĕнеççĕ. Кунта ĕç-хĕл ăсталăхĕ енĕпе аталаннă чăвашсем пурăнаççĕ, вĕсем ака-суха ĕçĕпе кăна çырлахмаççĕ, суту-илӳ тума та пултараççĕ, кунта кирпĕч çапассине те йĕркеленĕ. Кăмака тума, кантăк лартма пултараççĕ, çĕвĕçсем, хăех вĕреннĕ слесарь, сехет юсакан та пур. Эп Çĕнĕ Ачча шкулне ĕçпе пырсан ял çыннисем хаваспах унта пыраççĕ, манпа пĕрле тĕн ыйтăвĕсемпе сăмахлама кăмăллаççĕ…» Анчах ку тăрăхра авалхи чăваш тĕнне ĕненекенсем те чылаййăн иккен. Митрофан Дмитриев çакăн çинчен ыйтăва май килнĕ таран çивĕчлетсе Н.И. Иль¬минские каласа парать. Паллах, пулăшу ыйтнă чухне вырăнтине хак пани ытлашши пулман. «Çĕрпӳ уесĕнчи Янкăлч шкулĕ Пĕрремĕш Татмăш ялĕнчен 10 çухрăмра ларать, — малалла çырнă Митрофан Дмитриев. — Вăрман варринчи тĕттĕм кĕтесре икĕ ял юнашар вырнаçнă. Вĕсене Шалти Янкăлч тата Тулти Янкăлч теççĕ, тата Хусанçи е Толды, Шалды текенсем те пур. Кунта тĕттĕм чăвашсем пурăнаççĕ. Хăйсене Христос тĕнне кĕртнĕ пулин те язычниксен йăли-йĕркине тытса пурăнаççĕ. Ман шухăшпа, Çĕрпӳ уесĕнчи Чăваш Нăрваш ялĕнчи тăванлăх шкулне пулăшнă пекех Янкăлч шкулне те пулăшмаллах. Унта пурăнакансен çывăхра урăх шкул çук. Икĕ ялта çич çĕр çын пурăнать, анчах хутла пĕлекен пĕр чăваш та çук. Кунта ман вĕренекен, 23 çулти Егор Александров, вĕрентекенре вăй хурать. Малтан вăл Çĕнĕ Аччара ĕçлесе пăхрĕ. Эпĕ пулăшнипе Янкăлчри тăванлăх шкулне кирлĕ пек йĕркелесе ячĕ. Егор Александров çемье çавăрнă, шкулăн çитмен пурнăçне мĕнле те пулин аталантарса ярас тесе тăрăшать. Тăванлăх шкулĕнче ĕçленĕшĕн ăна 40 тенкĕ тӳлеççĕ, çав шутран 9 тенки хваттершĕн тӳлеме каять. Вĕренӳ кĕнекисемшĕн, шкула хутса ăшăтнăшăн çулталăкне 12 тенкĕ тăкакламалла. Вĕрентекене 20 тенке яхăн кăна тивет. Тĕрĕслĕхшĕн çакна та калама тивет: Янкăлч шкулне пулăшма эпĕ 10 тенкĕ ытла парса тăтăм, кунти чăвашсем вĕренӳрен ан сивĕнччĕр тесе шкула тăтăш килсе çӳрерĕм, ял çыннисене хутла вĕреннин, Христос тĕнĕн усси çинчен каласа патăм. <...>

Валерий АЛЕКСИН.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.