- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ 37 (1367) № 26.09.2024
Каччăпа паллашас мар тесе карчăк пек тумланса çÿренĕ
Хăр тăлăха юлнă икĕ пĕчĕк хĕрачана куккăшĕ ача çуртне ăсатма шухăшланă. Анчах шăпăрлансен кукамăшĕ вĕсен хутне кĕнĕ: «Никама та памастăп! Вĕсен амăшне, аппăшне хӳтте илсе çитĕнтертĕм, кусене ура çине тăратаймăп-им?» Çапла майпа ултă çулти Павлинăпа çулталăкри Верăна ватăскер тăван килтен уйăрма паман. Çак статья — Павлина пирки. Паянхи кун вăл, 72 çултискер, Муркаш округĕнчи Ситукассинче мăшăрĕпе кун кунлать.
«Аçу çук, вăл вилнĕ»
Хĕр пĕрчин ачалăхĕ çӳлерех асăннă районта Атăл хĕрринчи пĕчĕк ялта Вутсăмсара иртнĕ. Хальхи вăхăтра ку ял çук ĕнтĕ, Шупашкар ГЭСне тунă хыççăн ун вырăнне шыв илнĕ. «Ирхи виçĕ сехетре Атăл тăрăх паромпа каçса йăлăмра утă çулаттăмăр, хӳшĕллĕ ялсенче те вăхăтлăх пурăнса курнă. Мана тата Вера йăмăкăма кукамай /эпир ăна «апи» теттĕмĕр/ пăхса çитĕнтерчĕ. Хӳтте илекенни вара мăн аппан ывăлĕ Василий пулнă. Вăл та пире тимлеме пулăшатчĕ. Кукамай, Татьяна Максимовна, пысăк чĕреллĕскер, хăй вăхăтĕнче кӳршĕ ялсенчи тĕрлĕ çемьери икĕ тăлăх хĕрачана кил ăшшине парнеленĕ. Çав хĕрачасенчен пĕри — манăн анне, Ольга Гавриловна. Кукамайăн шăпи йывăр килнĕ. Хĕрачасене хӳтте илсен ăна тарçă тытать тесе айăпласа тĕрмене хупнă. Пĕчĕкскерсем мĕнле тарçă пулччăр-ха? Юрать, çулталăкран ирĕке кăларнă ăна», — сӳтме пуçларĕ сăмах çăмхине Павлина Никифорова. Унăн хăйне евĕрлĕ ячĕ ăçтан тупăннă-ши? Ăна ашшĕ хунă-мĕн. Хăйĕн юратăвне асăнса… Çамрăк чухне вăл Павлина ятлă хĕре юратса пурăннă, анчах вĕсем пĕрлешеймен. Евстафий Васильевич, вăрçăран вăйлах контузиленсе таврăннăскер, Хусанти çар госпиталĕнче сипленнĕ, унтах пурăннă темелле. Килне çемйине курмалла çеç килсе çӳренĕ. Çав кунсенче вара вăл аслă хĕрĕн Павлинăн мăйĕ çине шăрçа, тенкĕсем, хăюсем çакнă та ташлаттарнă. Ашшĕне çапла астуса юлнă Павлина Евстафьевна. Пурнăçран уйрăлсан ăна Хусантах пытарнă. «Пĕр кунхине анне ман пата пырса тăчĕ те пуçран ачашлама пикенчĕ. Эпĕ тĕлĕнтĕм — унччен нихăçан та апла туман-ха та вăл. Аллинче — хут листи. «Аçу çук, вăл вилнĕ. Ăна пытарнă ĕнтĕ», — çапла каласа йĕрсе ячĕ анне. Эпĕ те, 5 çултискер, пĕрле макăртăм. Вăхăт нумай та иртмерĕ — унăн сывлăхĕ хавшарĕ. Атте вилнишĕн те кулянчĕ пуль. Юлашкинчен вырăнпах выртрĕ мĕскĕн. Унăн пӳри ĕçлеме пăрахнă-мĕн. Çывăх çыннăм çап-çамрăклах, 32 çулта, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Микула кунĕччĕ ун чухне. Шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх тантăшсем çав кунхине Атăл хĕррине кайса чечексем татнă. Ун хыççăн вĕсем вĕрентекенпе пирĕн пата аннепе сыв пуллашма килчĕç. Вăл сĕннипе хĕрсем пухнă çеçкисене мана пачĕç. Ларатăп çапла, ман умра вара тем чуль илем: куккук чечекĕ, чăпăл курăкĕ… Шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Кайран аннене пытарма лашапа масар çине илсе кайрĕç. Кун хыççăн картана кĕтĕм те мăк çинче йăваланса, ӳлесе йĕтĕм. Манăн та аннепе каяс килетчĕ. Йăмăкпа иксĕмĕре тупăк çийĕн каçарнине те астăватăп. Темиçе кунран Иван кукка килчĕ те: «Сире ача çуртне илсе каймалла пуль», — терĕ. Анчах кукамай хирĕçлерĕ. Эпир унпа пурăнтăмăр, çирĕп алăра тытатчĕ вăл пире. 7-8 çултах мăн акипе /аннен аппăшĕ/ пĕрле колхоз ĕçĕсене пурнăçлама çӳреттĕм», — иртнине куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Халат парнелейменшĕн ӳкĕнет Шкул саккинчен уйрăлсан, юлашки шăнкăрав янăранă кун Павлина тантăшĕсемпе Атăл леш енне кимĕсемпе ишсе каçнă. Шуçăм кĕтсе илес тенĕ ахăр. Анчах çыран хĕрне çитсен вăл хĕрсемпе каччăсем мăшăрăн-мăшăрăн утнине асăрханă. Хутаçпа ĕçме-çиме те йăтнă лешсем. «Эпĕ ăçта каятăп вара кусемпе?» — мĕлтлетнĕ шухăш пике пуçĕнче. «Манăн киле таврăнмалла! Пушă кимĕ пур-и кунта?» — хыпăнса ӳкнĕ вăл каялла тапса сикнĕ май. Телее, кимĕ тупăннă. Вăл килне чиперех таврăннă. Тепĕр кунхинех вара Атăл леш енне утă çулма кайнă Павлина. Унăн питĕ малалла вĕренес килнĕ, анчах кукамăшĕ хулана яма хирĕçленĕ. «Эпĕ алла кĕнеке тытса ларнине курсан: «Мĕн тума вĕренмелле? Ĕçлемелле! Çитет вĕренсе. Ахаль те миçе çул шкула утрăн, ав епле ӳссе кайрăн!» — терĕ вăл. Мана учительсем малалла пĕлӳ илме кайма каланăччĕ. Çавăнпа çине тăтăм. «Апи, манăн каймаллах», — терĕм. Вăл йĕме пуçларĕ. «Эпĕ сире, аннĕре, мăн аппăра çитĕнтертĕм. Халĕ ĕнтĕ мана пăрахса каятăр, кирлĕ мар эп сире», — хурланчĕ вăл. Ăна хĕрхенсе пуçĕнчен ачашларăм. Кăвак куçлă, шап-шурă çӳçлĕччĕ кукамай. «Пăрахса каймастăп, апи. Иккĕн пурăнатпăр», — терĕм куççуле шăлса. Вăл 88 çулччен пурăнчĕ. 1972 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Çав çул кукамай çĕр улмине самай ир кăларма пуçларĕ. «Эсĕ ĕлкĕрейместĕн, колхозра ĕçлемелле вĕт», — терĕ. Пĕр кунхине эпĕ пахчара тăрмашаттăм, сасартăк мăн аки чупса пычĕ те. «Апу анрасах кайрĕ», — терĕ. Кукамай патне васкарăм, вăл вара çĕр çинче упаленет, йĕркеллĕ калаçаймасть, куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать. Ăна пӳрте çавăтса кĕртрĕмĕр. «Кăмакине хут-ха, питĕ шăнтăм», — ыйтрĕ вăл. Вырăн çине вырттарсан вăл тепĕртакран тăрса ларчĕ те пĕр чарăнми калаçрĕ. Хĕрлĕ эрех ăшăтма хушрĕ. Ĕçме мар, аллине ăшăтма. Пĕрмай хăйне сивĕ пулнине каларĕ асапланаканскер. Унăн пӳсĕр пурччĕ, çавна пула хĕн курчĕ. Çапла темиçе те кравать çине тăрса ларчĕ вăл, юлашкинчен вара выртрĕ те тек хускалмарĕ. Йăмăк ун чухне Шупашкарта физикăпа математика шкулĕнче вĕренетчĕ. Ăна илме кайрăм. Кукамай вилнĕ кун çанталăк уяр пекчĕ, тепĕр кунхине вара çумăр лӳшкерĕ çеç. Ăна çухатнă хыççăн мана питĕ япăхчĕ, вăл чи çывăх çын пулнă вĕт. Кукамай вилнишĕн хама айăпларăм, ăна фланель халат парнелеме ĕмĕтленеттĕм — ĕлкĕреймерĕм. Пĕрмай пăшăрханнăран ыйхă çĕтнипе аптăрарăм», — чунне уçрĕ хура-шурне самай курнăскер. Колхозра ĕçленĕ чухнех Павлина Евстафьевна ытти ĕçе те тума ĕлкĕрнĕ: кукамăшĕ сывă чухнех килĕнче куçса çӳрекен библиотека уçнă. Вĕсем патне çын нумай килсе çӳренĕ ун чухне: кĕнеке илнĕ, каялла тавăрса панă. Клуба концертсене юрлама та çӳренĕ правурскер, почтальонкăра та ĕçленĕ. Унăн яланах кăсăклă пурăнас килнĕ. Хастар хĕре ял канашĕн депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçлама та шаннă. «Пĕррехинче çуркунне уйра лашасемпе тислĕк сапалаттăмăр. Муркашран пуху ирттерме килчĕç, колхоз председателĕ те пĕрлехчĕ. Тислĕк купи çинчех мана ял канашĕн депутатне суйларĕç», — йăл кулса аса илчĕ Павлина Евстафьевна. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Кулянăва сирес тесе иккĕмĕш ĕçе вырнаçнă
Çак ярăмра çырса кăтартакан хĕрарăмсене пĕр ырату пĕрлештерет — ятарлă çар операцийĕнче тăшмана хирĕç кĕрешекен ывăлĕсемшĕн çунни. Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Любовь Верликовăн пăшăрханăвĕ вара икĕ хут пысăкрах, мĕншĕн тесен унăн икĕ ывăлĕ те халĕ Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Алексейпе Николай ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта тухса кайнă.
Юрра-кĕвве кăмăллаççĕ
Икĕ пăхаттире пурнăç парнеленĕ Любовь Леонидовна пытармарĕ: малтанхи вăхăтра тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханнăран пĕрмай куççульленнĕ. Куляну тыткăнланă ăна. Килте чухне пушшех те алă усăннă. Çавăнпа хуйхă авăрĕнчен хăтăлмашкăн вăл, Комсомольски округĕнчи Йӳç Шăхальти фельдшерпа акушер пунктĕнче медсестрара тăрăшаканскер, Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Чакă ялĕнчи культура çуртне вырнаçнă. Пушă вăхăт ан пултăр çеç тесе тăрăшать хастар хĕрарăм. Любовь Леонидовна Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Тулпайкассинче çуралса ӳснĕ. Саккăрмĕш класс хыççăн шкулпа сыв пуллашса Шупашкарти строительство техникумне çул тытнă — штукатур-маляр профессине алла илнĕ. Анчах çакăнпа çеç лăпланса ларма шухăшламан пултаруллăскер, хыççăн бухгалтера вĕреннĕ. Унтан медицина пĕлĕвĕ илнĕ. Шăпах студент çулĕсенче вăл пулас мăшăрне, Владимир Верликова, тĕл пулнă та. Хăй каланă тăрăх, Любовь Леонидовна унччен юрра-кĕвве тата купăс калама ăста çынпа çеç çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ. Мĕн тетĕр? Хĕр шухăшланă пекех пулса тухнă. Пĕррехинче «Уяв» фольклор ансамбле юрлама хутшăннă вăл. Владимир Николаевич та, Ф.Павлов ячĕллĕ училищĕре вĕренекенскер, унта килнĕ. Çамрăксем паллашса хутшăнма пуçланă. Тăватă çултан тăванĕсене туй кĕрекине пухсан пике мăшăрĕн ялне, Аслă Арапуçа куçнă. Унтанпа Верликовсем 30 çул ытла пĕр сукмакпа утаççĕ. Çемье пуçĕ те, кил ăшшин управçи те юрра-кĕвве килĕштерни вĕсен çемйине тата та çирĕплетет. Качча тухсан Любовь Леонидовна Кĕçĕн Арапуçĕнчи фельдшер пунктне вырнаçнăскер, виçĕ çул унăн ертӳçинче тăрăшнă. Хыççăн ял администрацийĕнче бухгалтерта, крахмал заводĕнче ĕçленĕ. Кайран каллех Аслă Арапуç больницине таврăннă та вунă çул тăрăшнă унта. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртнĕ. Халĕ çиччĕмĕш çул ĕнтĕ Комсомольски тăрăхĕнчи Йӳç Шăхальти ФАПра вăй хурать. Медспециалист хăйĕн ĕçне питĕ кăмăлланине палăртрĕ. «Хамăн участокри çынсене пурне те юрататăп, вĕсем маншăн çемье пекех. Кашнин сывлăхне тимлеме, упрама тăрăшатăп», — терĕ Гиппократа сăмах панăскер. Ял çыннисем пуринпе те ăшшăн калаçаканскере кăмăллаççĕ, хисеплеççĕ. Пĕлтĕр Любовь Леонидовнăна ĕçре палăрнăшăн Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп хучĕпе чысланă. «Ковид-19 пандемипе кĕрешес ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн» медале те тивĕçнĕ вăл. Икĕ çул каялла мăшăрĕ сĕннипе Любовь Леонидовна Анат Чакă клубне вырнаçнă. Вăл культорганизатор тивĕçĕсене пурнăçлать. Ял çыннисем валли тĕрлĕ конкурсăмăрту, тĕрлĕ уява халалланă концерт йĕркелесси… — çакă йăлтах килĕшет ăна. Тепĕр тесен, музыка патне Любовь Леонидовна ача чухнех туртăннă ахăр. Ахальтен юрă-кĕвĕ ăстипе çемье çавăрма ĕмĕтленмен-тĕр. Клуба вăхăтлăх тесе çеç вырнаçнă вăл, çамрăк специалистсем ĕçлеме килессе кĕтет. Нумаях пулмасть ялти хастар хĕрарăмсемпе культура çуртĕнче «Телей» ушкăн йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне Любовь Леонидовна мăшăрĕ ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх ансамблĕнче юрлать. Сăмах май, Владимир Николаевич — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Конкурса хутшăниччен килте туфлипе утма хăнăхнă
«Чăваш Ен мисĕ — 2024» илем, граци, мода тата пултарулăх телекурав фестивалĕнче кăçал пĕрремĕш вырăна кам тухнине пĕлетĕр-и? Вăл пирĕн хаçат хăни — Шупашкарта пурăнакан 23 çулти яштака, хура вăрăм çӳçлĕ, сăпайлă, ĕçчен, çав вăхăтрах пултаруллă чăваш пики Екатерина Яковлева.
Илем конкурсĕсем илĕртнĕрен Чиперкке Патăрьел тăрăхĕнчи Çăл Атăк ялĕнче çуралса ӳснĕ. Катя — Николай Васильевичпа Эльвира Федоровнăн иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ. Вăл Таня аппăшĕпе тата Виктория йăмăкĕпе çитĕннĕ. Пĕртăвансем пĕрпĕринпе питĕ туслă. Катя кĕçĕн классенче — Анат Тăрмăш, кайран Турхан шкулĕсенче ăс пухнă. «Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти ӳнер училищине çул тытрăм. Çулталăкран унта чуна тăвăр пулнине ăнлантăм. Н.В.Никольский ячĕллĕ профессиллĕ колледжа суйларăм. Воспитатель профессине алла илтĕм. Ача садĕнче практика тухрăмăр. Алла диплом илсен çавăнтах ĕçе вырнаçрăм. Ачасемпе çулталăк ĕçлерĕм. Халĕ эпĕ блогер пек аталанатăп. Хамăн страницăна тĕрлĕрен видеосем ӳкерсе лартатăп. Малашне хĕрсене çӳç-пуçне илем кӳме пулăшас енĕпе ĕçлесшĕн. Ача чухнех ӳкерме килĕшетчĕ. Эпĕ ӳнер шкулне çӳремен, хам тĕллĕн çеç аталаннă. Пахчара тăм чакаласа кăлараттăм, унран тĕрлĕ япала йăваласа ăсталаттăм. Халь 4-мĕш класа çӳрекен йăмăкăм Вика та ӳкерме, пластилинпа аппаланма кăмăллать. Паянхи кун ӳкересси маншăн — чуна лăплантаракан мел. Çак ĕç мана вăй кӳрет. Чĕр чунсене сăнарлама юрататăп. Ытларах пастельпе, кăранташпа ӳкеретĕп. Хамăн ӳкерчĕксене никама та парнелеместĕп, мĕншĕн тесен вĕсене чуна парса хайлатăп. Вĕсем маншăн асамлă япала пекех. Хăшĕ-пĕри ĕçĕмсемпе паллашнă хыççăн картинăна туянасшăн, анчах сутмастăп. Чуна мĕнле сутăн-ха? Темиçе çул каялла мана илем конкурсĕсем илĕртме пуçларĕç. Çывăх çынсем те, юлташсем те: «Катя, пĕр-пĕр тупăшăва хутшăн», — тесе сĕнетчĕç. Эпĕ шикленеттĕм. Кашни çулах унта хутшăнма пуçтарăнаттăм, анчах хăю çитместчĕ. Пĕррехинче социаллă сетьре Данила Ленский шоумен мана «Чăваш Ен мисĕ» конкурсра тупăшмашкăн йыхравларĕ. Аннепе тата аппапа канашланă хыççăн килĕшрĕм. Пĕрремĕш репетици пуличчен интернетра иртнĕ çулсенчи конкурссем еплерех йĕркеленнине пăхрăм. Килте çӳллĕ кĕлеллĕ туфлипе утма хăнăхрăм, хампа паллаштармалли презентаци хатĕрлерĕм, ташă вĕрентĕм. Репетици умĕн питĕ хумхантăм. Унта çитсен хитре, пултаруллă хĕрсене курсан тупăшу çăмăл пулмасса ăнлантăм. Пĕр-пĕринпе паллашрăмăр. Кашни эрнере виçшер репетици иртетчĕ. Хамăрпа пĕрле туфли, кроссовкă илсе çӳреттĕмĕр. Илемлĕ утма, çи-пуçа кăтартма, алă-урана тĕрĕс тытма вĕрентĕмĕр. Малтан эпĕ çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакпа утма пĕлетĕп тесе шухăшлаттăм, хореограф постановщик урокĕсем хыççăн ку енĕпе ытларах тăрăшмаллине ăнлантăм. Çăмăлах пулмарĕ. Репетицисем питĕ интереслĕ иртетчĕç. <...>
Валентина СЕЛЕНИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас