Чăваш хĕрарăмĕ 27 (1357) № 18.07.2024

18 Утă, 2024

«Анне çулне пăхмасăрах вутă çурма та пултарать»

«Аппа 1941 çулта шкул пĕтерчĕ. Пĕррехинче вăл Аслă Арапуç пасарне кĕнеке сутма кайнăччĕ. Çавăнта вăрçă пуçланнă хыпара илтсе килнĕ те. Ялти çынсем фронта кайма пуçларĕç», — аса илĕвне пуçларĕ ĕмĕрĕпе пĕр ялта пурăнакан Евгения Семенова. Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕньялта 1930 çулта кун çути курнă хĕрарăм. Кăçал пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче 94 çул тултарнă.

Тĕпсакайне пытаннă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă чух Евгения Тихоновна 11 çула çитнĕ. Улттăн пĕртăван пулнă вĕсем. Виççĕшĕ ир çĕре кĕнĕ. Вăрçă пуçламăшĕнче амăшне Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Виçĕ пĕртăван килĕнче хăйсемех тăрса юлнă: Серафима, Евгения тата Вера. «Анне çур çултан окоп чавнă çĕртен киле таврăнчĕ. Ăна ачисем пуррипе килме ирĕк панă ахăр, кĕçĕнни 5 çулта çеç пулнă-ха ун чухне. Анне тырă акнă çĕрте ĕçлетчĕ. Лава тухса çӳретчĕ çывăх çыннăм. Çапла майпа Йĕпреçе тырă леçетчĕç. Ирхине тухса каятчĕç те, тепĕр кун каçхине çеç таврăнатчĕç. Атте 1938 çултах çĕре кĕчĕ. Ĕне пулнă пирĕн. Автана кăмака кашти çине кĕртсе лартаттăм та вăл авăтнипе вăранаттăм. Хуранпа кăвар йăтса ĕне сума тухаттăм. Алă шăнасран çапла тунă. Йăмăкăм Вера сусăрччĕ, хăрах ури кĕскерехчĕ. Шурă кĕпепе çырла пуçтарма кайнă пĕррехинче вăл. Арçын ачасем тухнă та тумтирне пылчăкласа пĕтернĕ. Çавăн хыççăн хăранипе сывлăх енчен хавшакланчĕ йăмăк. Вырăнпа выртсах ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. 8 çулта çеçчĕ, 1-мĕш класа кайса ĕлкĕрнĕччĕ. Ăслă çын пулатчĕ пек туйăнатчĕ. Эпĕ вырăнти шкулта пурĕ 6 класс таран пĕлӳ илтĕм. Тĕрлĕ предмет вĕрентнĕ пире: истори, нимĕç чĕлхи, чăваш чĕлхи, математика... Пĕррехинче Клавдия Федоровна вĕрентекен киле килчĕ. Эпĕ шкула каяс килменнипе тĕпсакайне пытанса лартăм. «Питне те пулин кăтарт-ха», — тет мана учитель. Кăтартатăп иккен! Атту туртса кăлараççĕ те шкула илсе каяççĕ. Вĕрентекенсенчен те нумайăшĕ вăрçа кайнăччĕ ĕнтĕ… Выçă ларасран крахмал пуçтарма çӳреттĕм. Именкасси ялне çутăлнă-çутăлман тухса каяттăмăр. Хамăр ялтисем хыççăн çул пăхса пыраттăм. Шкул шухăшĕ пулман та манăн. Пĕррехинче анне Йĕпреçре лавраччĕ, эпĕ крахмалтан пĕр сунтăк сакки пашалу пĕçерсе хутăм. Кӳршĕ ачи чӳречерен кĕнĕ, веçех çисе янă апăрша. Ыйткалакансем çӳретчĕç. Пирĕн ĕне пулнă та, эпир аптăрасах кайман. Хуран тĕпне те пулин çуллаттарма ыйтатчĕç. Ирĕк памастăм. Такамсем килнĕччĕ тата, те Шăхачсемччĕ. Шăп çав вăхăтра сунтăк сакки çинче каллех пашалусем выртатчĕç. Çимелли ыйтрĕç. Пуррине кураççĕ-ха ĕнтĕ вĕсем. «Çук-çук», — терĕм. Çитермелле пулнă ĕнтĕ çавсене тесе шухăшлатăп халĕ. Эпир вĕсем пекех выçă çӳремен ĕнтĕ... «Чапай!» Каярах фермăра ĕçлерĕм. Пушмак пăрусене пăхаттăм. Аппа дояркăра тăрăшатчĕ. Ĕнесем вăйлă вилетчĕç вăл вăхăтра. Колхоз хирĕнче кăштах утă туса илеттĕмĕр, анчах та вăл çителĕксĕрччĕ. Сыснасене йĕкел, курăк çитерме вăрман хĕррине хăваласа каяттăмăр. Çавăнтах вите туса панăччĕ вĕсем валли. Фермăра апат нумай пулман, вилесрен çапла хăтăлнă. Каçалăк паратчĕç. Çурлапа выраттăмăр. Аппа пĕрмаях Иваново тата Владимир облаçĕсене торф кăларма çӳретчĕ. Эпĕ те пĕр вăхăт ĕçлерĕм унта. Аппа 1982 çулта 54-ра ура чирне пула çĕре кĕчĕ. Килте ĕмĕр тăршшĕпех ĕнепе пурăннă эпир. Колхозсем пăлханнă вăхăтра çак выльăха унта илсе кайнăччĕ. Çав вăхăтра çеç ĕнесĕр тăрса юлтăмăр пĕр хушă. Выçлăх таçта та илсе çитернĕ пире. Кăмака хутса ăшăтма вутă та пулман-çке. Кӳршĕсемпе вăрмана çӳреттĕмĕр. Хăрăк турат пуçтараттăмăр. Пĕрре çапла пĕр лав вутă тиерĕмĕр те килелле кайма пуçтарăнтăмăр. Вăрманçă веçех пушаттарччĕ вĕт. Нимсĕрех таврăнтăмăр. Шăмăршă чиккинче, Именкасси енче, тырă выракансем валли апат леçеттĕмĕр. Симĕс ыраш сăмсахне вĕрететтĕмĕр те шетнике яраттăмăр. Эпир килессе пĕр-пĕрин çине хăпарса тăрса кĕтетчĕç ĕçлекенсем. «Чапай» ятлă вăкăра кӳлтĕмĕр, шетнике лав çине хутăмăр, пыратпăр çапла. Вăкăр шыва кĕрсе кайрĕ — утмасть. «Чапай!» — тесе хăлхинчен кăшкăратпăр хамăр. Чалт! сикрĕ вăкăр. Шетникри яшка тăкăнчĕ те кайрĕ. Пĕр çăпала яшкашăн ĕçлеме тухнă халăх выçă юлчĕ çапла. «Ур-ра! Çĕнтерӳ!» Вăрçă пĕтнĕ хыпара шкулта пĕлтĕмĕр. Урок вĕçленсе пыратчĕ, коридорта: «Ур-ра! Çĕнтерӳ!» — тесе кăшкăрса чупни илтĕнчĕ. Çав тери савăннăччĕ. Каярах вăрçăрисем яла каялла килме пуçларĕç. Нумайăшĕ пуç хунă паллах… Аннепе пĕртăван кукка вăрçăра хыпарсăр çухалнăччĕ. Çĕнтерӳ хыççăн çур çултан, кĕтмен çĕртен тенĕ пек, килсе кĕчĕ вара. Германире тыткăнра пурăннă иккен вăл. Таврăннине пĕлсен тӳрех аппа патне кайрăм. Инке пĕр ачапа пурăнатчĕ кукка таврăниччен. «Сухапуç тытма пĕлни çăлса хăварчĕ. Çĕр улми ларттаратчĕç. Хамăр ялти пĕр çынпа иксĕмĕр те тыткăнраччĕ. Ăна вăл чикан пек хураскер пулнишĕн персе вĕлерчĕç», — аса илетчĕ кукка. 1958 çулта вĕсен çурчĕ çунса кайрĕ. Пĕр докуменчĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те сыхланса юлман — веçех çулăм «çăтнă». Вăл вăрçăра пулнине асăнакан чылай информацие шырарĕ хĕрĕм, çар комиссариатне те кайса килчĕ. Çĕньял территори уйрăмĕн пуçлăхĕн Мария Мадюковăн пĕр кĕнеке пур. Çавăнта çеç кукка çинчен «Кошкин Константин Васильевич» тесе çырни пур. Ун чухне темиçе хушаматпа çӳренĕ те ĕнтĕ, шырама та хĕн. Петров та, Савин та, Кошкин та пулнă вăл. Юлашки — амăшĕн хушамачĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ 94-ри хĕрарăм. Хаçат вулать Евгения Тихоновна пĕр ача пăхса ӳстернĕ. Хĕрĕ Вера Алексеевна халь 69 çул тултарнă ĕнтĕ. «Вера Суздале вĕренме кĕчĕ, каярах Владимира куçрĕ. Çавăнта бухгалтер профессине алла илчĕ. Вĕренсе тухсанах Чĕмпĕрти автозавода ĕçлеме кайрĕ. Ялти колхозра вырăн пушансан кассăна вырнаçрĕ. Турханти психоневрологи интернатĕнче те вăй хучĕ. Кайран каллех колхоза килчĕ. Хир виçекенни те, диспетчер та пулса ĕçлерĕ. Пенсие колхозранах тухрĕ Вера. Манăн мăнук Алиса Шупашкарта пурăнать. Унăн ывăлпа хĕр çитĕнет. 11-ти Димăпа 6-ри Мария яла хаваспах килсе çӳреççĕ. Чăхчĕп, хур-кăвакал, пăру пăхма пулăшаççĕ. Утă çулнăччĕ нумаях пулмасть, кĕçĕн мăнуксем кукамăшĕпе пĕрле чикĕмсем туса хатĕрлерĕç, Алиса килсен турттарчĕç. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

♦   ♦   ♦


Хореограф роман çырасшăн

Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă теççĕ… Элĕк районĕнчи Мăн Вылă салинче ашшĕнчен чăтăмлăх, ĕçченлĕх, çирĕплĕх, амăшĕнчен сăпайлăх, пултарулăх, пиçĕлĕх илсе çемьере асли пулса çуралнă Инесса. Ашшĕ Николай Владимирович ылтăн алăллă, амăшĕ Любовь Аркадьевна вулакансем ăна Любовь Лĕпĕшпи ятпа пĕлеççĕ шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать. Çемьере юрлама юратаççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах музыка инструменчĕсене алла илеççĕ. Çакăн пек мăшăрăн пултаруллă ачасем çуралнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар пулĕ. Ахальтен мар Шашкинсене Элĕксен чысне республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра хӳтĕлеме те шаннă.

Халăх ташшисемпе кăсăкланать

Пĕчĕк Инесса ача чухнех юрăкĕвĕпе туслашнă. Урăхла пулма та пултарайман темелле: аслашшĕ, куккăшĕ, амăшĕ купăспа туслă, кукашшĕ тăмра каланă. Çак туртăм хĕрачара та, ӳснĕçемĕн, аталанса, вăй илсе кăна пынă. Мăн Вылăри вăтам шкулта вĕренме пуçласан пур предметпа та тенĕ пек ăнăçлă ĕлкĕрсе пынă вăл. Республика шайĕнчи предмет олимпиадисене тăтăш хутшăннă. Нумай чухне — ăнăçлă. «Çавна май тепĕр чухне вĕренме, уроксене хатĕрленме, киле панă ĕçсене пурнăçлама вăхăт та юлмастчĕ, — йăл кулать хĕр. — Пуçра мĕн те пулин сыхланса юлтăр тесе вуланă хыççăн учебниксене пĕрре мар минтер айне хурса çывăрнă…» Мăн Вылă шкулĕнче ачасен «Сатлай» фольклор ансамблĕ пулнă, ăна Светлана Федорова музыка учителĕ ертсе пынă. Инесса юрлас пултарулăхне унта туптанă. Сцена çине тухсан ташлама та тивнĕ. Анчах çамрăксен хальхи вăхăтри ташăсемпе ытларах туслашас килнĕ. Инесса тантăшĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе интернетра тĕрлĕ хусканăва тишкерме тытăннă. Калас пулать, каллех — ăнăçлă. Шкулти тĕрлĕ уявра çамрăксем куракана хăйсен ташшисемпе савăнтарма пуçланă. Район шайĕнче иртекен мероприятисем валли те вĕсен номерĕсене тăтăш суйласа илме тытăннă. Çакă малалла татах та хастартарах ĕçлеме хавхалантарнă. Аслă классенче ăс пухнă çĕре хĕрачан шухăшĕ çирĕп тĕвĕленнĕ — малалла вĕренме ниçта та мар, культура тытăмне кăна каймалла. Алла аттестат илсен Шупашкарти культура институтне çул тытнă вăл, йышăну комиссине аттестат оригиналне тӳрех парса хăварнă, урăх нихăш вĕренӳ заведенине кайса пăхмашкăн шухăш та пулман. Пĕртен-пĕр тĕллев кăна çунатлантарнă — çакăнта пĕлӳ илмелле. Хĕр ĕмĕтне пурнăçа кĕртнине калама кирлех-ши? Хореографи ушкăнĕн ертӳçи пулма хатĕрленнĕ вăл. Студент çулĕсем хаваслă иртнĕ. Хаваслă кăна та мар, яваплă та. «Пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ, кашни кун мĕнле те пулин мероприятиччĕ, эпир унта тăтăшах хутшăнаттăмăр, — аса илчĕ Инесса Шашкина. — Чăваш маçтăрĕсене ĕçсене кăтартса дефиле те утаттăмăр, ташăсем ташлаттăмăр. Республикăри шкулсене çитсе профориентаци урокĕсем ирттереттĕмĕр». Виççĕмĕш курса çитсен вăл «Салют» культура керменĕ çумĕнчи «Атăл эрешĕсем» халăх уш¬кăнĕнче пултарулăхне туптама пуçланă. Халăх ташшисемпе кăсăкланнă. Алла диплом илсен çакăнтах кĕçĕн çултисемпе ĕçлеме тытăннă, «Шăрçасем» ушкăна çӳрекенсене хавхалансах илемлĕ хусканусем тума хăнăхтарнă. Çакă пурнăçа малалла шăпах ташăпа кăна çыхăнтармаллине пĕлтермест-çке. Кĕлетке пиçĕлĕхĕ сывлăхшăн та пĕлтерĕшлĕ, чуна та çĕкленӳллĕ кăмăл кӳрет. Тĕп ĕç вырăнĕ вара унăн студентсемпе çыхăннă, Инесса Шашкина Шупашкарти Николай Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче «Ритмика тата хореографи» предметне тытса пырать. Пулас воспитательсене, преподавательсене ташлама вĕрентет. Студентсене çакă малашне ĕçре кирлĕ пуласса шанать. Маттурскер палăртнă тăрăх, çыннăн организмĕ, çав шутра тĕртĕмĕ те, нумай япалана асра тытса юлать. Манăçа тухсассăн та алă-ура хăй тĕллĕнех кирлĕ хусканăва пурнăçлама пултарать. Хăй калашле, «унта-кунта çӳ- ремелли» татах та нумай унăн. Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеме килĕштерекенскер Шупашкарти 206-мĕш «Антошка» ача садĕнче музыка ертӳçи пулса вăй хурать. «Паянхи шăпăрлансемпе çамрăксем хăйсене ирĕклĕ туяççĕтытаççĕ, — каласа кăтартрĕ Инесса Николаевна, — ташăсене те, калăпăр, хăйсем килĕштерекеннисене кăна суйлаççĕ вĕсем. Çавăнпа та программăна кăна мар, вĕсен кăмăлне те шута илме тивет». Ларма-тăма пĕлмен Инесса Шашкина мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнмасть пулĕ. «Малтанах пĕтĕм чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕ пирки шухăшлама хăйман та. Каярахпа çапах та тупăшса пăхма тĕв турăмăр. Пĕрремĕш çул ăнăçлах пулмарĕ — виççĕмĕш вырăн кăна йышăнтăмăр. Пире ку çырлахтармарĕ, çапах та опыт пулчĕ пирĕншĕн. Çулталăк хатĕрлентĕмĕр, тăрăшнин усси пулчĕ, асăннă конкурсра кăçал ансамбльсен хушшинче Анна Алвандянпа иккĕн «Çăка патак» юрра юрласа пĕрремĕш вырăна тухма пултартăмăр», — кăмăллă саманта ăшшăн аса илчĕ хĕр. <...>

М.МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   


Икĕ ывăлне çар операцине ăсатнă

«Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан икĕ ывăла пĕр харăс унта илсе кайрĕç. Телевизорпа хыпарсем пăхаттăм та кулянаттăм. Чун хурланчĕ паллах. Чиркĕве çӳреттĕм», — сăмахне пуçларĕ Çĕрпӳ округĕнчи Патăрьелте пурăнакан Вера Павлова.

Ĕмĕрĕпе — ветеринарта

Вера Васильевна çак тăрăхри Çавалхĕрри Кăнаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăнти шкулта 8 класс ăс пухнă хыççăн юлашки 2 çулне Именкассинчи пĕлӳ çуртне çул такăрлатнă. Пурнăçĕпе тĕплĕнрех геройсен амăшĕ хăй паллаштарĕ: «Эпĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн повар профессине алла илесшĕнччĕ. Заявлени кайса çыртăм. Вĕренме кĕнисен списокне лекрĕм. Кăштах вăхăт иртсен пĕр класра ăс пухнă хĕрачасем ветеринар пулма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕç. Вара çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче манăн тăрук шухăш улшăнчĕ. Васкаса ветеринар пулма ыйтса çыртăм. Повар-кулинара вĕренме кĕнĕскер урăх çĕре кайма шут тытнăшăн анне ятлаçса та пăхрĕ. Икĕ профессирен юлашкинех суйласа илтĕм. Пĕлӳ кунĕнче вара ветеринарсен ушкăнне çул тытрăм. Çапла тунăшăн хамран хам тĕлĕнтĕм. Вăрнарти ял-хуçалăх техникумĕнче 3 çул ăс пухрăм. Ĕмĕр тăршшĕпе хамăн профессие парăнса ĕçлетĕп. 30 çул ытла ĕнтĕ. Хам 57-е те çитрĕм. Вĕреннĕ чухне практикăна Патăрьелти фермăна ячĕç. Пурăнма общежитие вырнаçрăмăр. Пӳлĕмри икĕ хĕрпе çывăх туслашрăмăр. Пĕри — агроном, тепри учитель пулма хатĕрленетчĕ. Вĕрентекенĕ хам пекех çак яла качча килчĕ, паянхи кунчченех çыхăну тытатпăр. Агроном мана хĕр çумĕ пулма ыйтрĕ, качча патăм тусăма. Практикăра пĕрле ĕçленĕ ветеринар Валентина Анисимова выльăхсене сыватнă чухне: «Юнран ан хăрăр», — тесе вĕрентетчĕ. Эпир шикленеттĕмĕрччĕ паллах. Валентина Алексеевна малалла аталанма хистетчĕ. Вăл манăн ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулчĕ. Пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрĕ, документсемпе ĕçлеме вĕрентрĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн малтан Çавалхĕрри Кăнаш ялĕнче, каярах Патăрьелти фермăра тăрăшрăм. Выльăх-чĕрлĕх çĕрле те чирлесе ӳкме пултарать-çке. Хуралçăсем каçхине килсе шаккатчĕç. Çывăракан ачасене хăварса ĕнесене пулăшма чупаттăм. Мана кĕтсе фермăна çап-çутă çутса хуратчĕç. Сăлтавĕ ытларах — ĕнесем хăйсем пăрулайманни. Кӳпĕнни, вар-хырăмĕ пăсăлни, удобрени çисе аптăрани пĕрре мар пулнă. Çăварне шланг ярса пулăшатпăр ун пек чухне. Пĕр ушкăнра вĕреннисенчен эпĕ çеç хамăр профессипе ĕçлетĕп халĕ. Фермăра 400 пуç ĕнеччĕ хăй вăхăтĕнче. Пĕррехинче çилли карăнса кайнă та макăра-макăра çиллине «Алă ĕçĕ тунă вăхăтра чунра лăпкă, усалли çинчен шухăшламастăн». «Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан икĕ ывăла пĕр харăс унта илсе кайрĕç. Телевизорпа хыпарсем пăхаттăм та кулянаттăм. Чун хурланчĕ паллах. Чиркĕве çӳреттĕм», — сăмахне пуçларĕ Çĕрпӳ округĕнчи Патăрьелте пурăнакан Вера Павлова. Ик. ывăлне çар операцине ăсатнă пусрăмăр вĕт сĕт тухтăр тесе. Канлĕ ĕç пулман ĕнтĕ… Ку таранччен сыснасемпе те, ĕнесемпе те, сурăхсемпе те, лашасемпе те, йытăсемпе те ĕçлеме тӳр килчĕ. Килрен киле укол туса çӳрерĕм чылай. Ферма хупăннă хыççăн пĕр хушă лабораторире, каярах ветеринари аптекинче ĕçлерĕм. Пĕрмаях пĕлӳ илмелле пирĕн, аттестаци тухмалла, экзаменсем тытмалла. Халĕ шăпах çак тапхăр. Малтан Шупашкара вĕренме çӳремеллеччĕ. Паянхи кун çĕнĕлле — онлайн мелпе. Килте те ĕне усратăп. Çĕрпӳре 21 çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. Çăмăл ĕç мар: пĕрмаях утма тивет. Çитменнине тата чĕр чунĕсем чĕрмелесе илеççĕ, çыртаççĕ, тапаççĕ. Пĕррехинче анне патне кайсассăн мачча тăрринче хамăн пĕрремĕш класри тетраде тупрăм. Уçрăм та — унта «Ӳссен эсĕ кам пулатăн?» сочинени иккен. «Манăн питĕ нумай утса çӳремелли ĕç пултăр», — тесе çырнине асăрхарăм. Хамăн ĕçе унчченех палăртса хунă тейĕн. Ветеринарăн чылай утса çӳреме тивет-çке. <...>

Валентина СЕЛЕНИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.