Хресчен сасси 27 (3017) № 17.07.2024

17 Утă, 2024

Ял пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Хальхи вăхăтра пуçаруллă та хастар, ырă ĕçпе палăрса тăракан çынсем пулсан ял пурнăçĕ малалла çирĕппĕн аталанать. Вĕсем ял нушине, унăн çивĕч ыйтăвĕсене пĕлсе тăраççĕ. «Пуçаруллă бюджет» проекчĕсене пурнăçланă, тавралăха тирпей-илем кĕртме субботниксем йĕркеленĕ чухне ял старостин ĕçĕ уйрăмах палăрать. Вăл ял аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пур çын та ăнланма тивĕç. Паянхи ял, чăн та, çакăн евĕрлĕ пултаруллă çынсем çинче тытăнса тăрать те. Пĕрле пухăнса курăмлă ĕçсем тăваççĕ вĕсем.

Красноармейски округĕнче Экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курмалли çулталăка халалласа тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кашни территори уйрăмĕнчех çăл куçсем пур. Хăш-пĕрин тĕлĕнче купель те тунă. Сăмахран, çак обĕектсем Васнарта, Çырмапуçĕнче тата ытти çĕрте уйрăм çынсем тăрăшнипе çĕкленнĕ. — Тăван ялăмра тымар янăскер хамăн пĕчĕк çĕрĕм-шывăма питĕ юрататăп. Манăн ăна тата та хăтлăрах тăвас килет. Кăçал ялйышпа канашласа Йĕпремри çăл куçа тирпейлесе йĕркене кĕртме Раççей Федерацийĕн грантне илме заявка тăратрăмăр. Çăл куç патĕнче кану вырăнĕ тăвас тĕллевлĕ эпир. Проект çырмашкăн вĕренме Шупашкара та çӳрерĕм. Унта Мускавран вĕрентме килнĕччĕ. Шел те, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн проект балл пухса çитереймен. Çакă кăштах кăмăла хуçрĕ. Тепĕр çул та хутшăнăпăр. Халăхран пухнă укçапа çак вырăна кăçалах хăтлăх кĕртесшĕн. Футбол уйĕ тумалли проект та хатĕрленĕччĕ, вăл вара гранта тивĕçрĕ. Куншăн, чăннипех те, хĕпĕртерĕмĕр», — терĕ Йĕпрем ялĕн старости Елена Александрова. Çак çăл куç мĕнпе паллă-ха? Ăна ял çыннисем Иван çăл куçĕ теççĕ. 1887 çулхи кĕркунне кӳршĕри Тури Типçырма ялĕнчен Йĕпреме Иван Кузьмин мăшăрĕпе Анисия Павловнăпа, ывăлĕпе Яккупа, кинĕпе Пелагейăпа, мăнукĕпе Агреппинăпа тата усрава илнĕ Ксенийăпа куçса килнĕ. Кил хуçи Турра ĕненекен çын пулнă. Вăл чиркĕве çӳренĕ, кĕлĕ вуланă. Пĕррехинче Иван Киев хулинчи мăнастире кайма шутланă. Унта кайиччен турăш умне çурта лартса хăварнă. Киевран таврăннă тĕле унăн хуçалăхĕ вырăнне кĕл купи кăна юлнă. Пушарта ялти ытти кил-çурт та шар курнă. Халăх пушар сăлтавĕ çуртара тесе шухăшланă. Çав вăхăтра çынсем çĕнĕ тĕн йăлине йышăнасшăнах пулман. Вĕсем Киремете пăхăнса пурăннă. Çавна пулах Тури Типçырма ялĕнчи çынсем Иван çемйине ялтан хăваласа кăларса янă. Çемье Йĕпрем ялĕнчи çырмара вырнаçнă. Хĕл сиввисем киличчен çĕр пӳрт чавса унта пурăнма тытăннă, выльăх-чĕрлĕх те тытнă. Хăйсен вăйĕпе çăл куçа тасатса тирпейленĕ. Çавăнтанпа ăна Иван çăл куçĕ тенĕ. — Паян ялта пурăнакансен çуррийĕ Иван Кузьмин тăванĕсем. Çавăнпа пирĕн çак вырăна упраса хăвармаллах. Унăн шывĕ çемçе, таса, тутлă. Ĕлĕк ял-йыш унта шыв ăсма çӳренĕ. Ял хастарĕсем ăна малашне те пăхса тăрĕç. Ялăн сăн-сăпачĕ те улшăнĕ, — терĕ Елена Александрова. Çăл куçа хăтлăлатмаллине малтан Верăпа Сергей Тимофеевсем пĕлтернĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен йăх-несĕл тымарĕ ĕлĕкренех Кузьминсемпе çыхăннă. Вĕсен шухăшне Татьянăпа Андрей Васильевсем, Валентина Владимирова, Тамара Павлова ырланă. Кусем тăван тăрăх сăн-сăпатне илем кӳрессишĕн тăрăшаççĕ. Çăл куç патĕнчи вырăна тирпейлес тĕллевпе малтан субботник ирттернĕ. Ял халăхĕнчен пухнă укçапа йывăç пĕренеренех тăвасшăн. — Нумай ĕçе тума арçын кирлĕ. Тӳрех Сергей Зиновьевич патне çул тытатăп. Нихăçан та çук тесе каламасть вăл. Хастар арçын яланах пулăшать. Мăшăрĕ те унпа юнашарах, пĕр ĕçрен те юлмасть. Çакăн пек çынсем пуртан ял пурăнать, аталанать. Ыттисем те маттур, — терĕ ял старости. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Сиплĕ шыв кăмăла çĕклет

Красноармейски округĕнчи Чатукассинче пурăнакан Виталий Егоров çут çанталăкшăн тата çынсемшĕн питĕ усăллă ĕç тăвать. 76 çулти ватă, Шупашкарти трактор заводĕнче 18 çул вăй хунăскер, халĕ тăван ялта пурăнать. 2007 çулта вăл çывăхри çырмари çăл куçа çĕнетнĕ: полипропилен пăрăх ӳтимĕр пăрăх тутăхать тет вăлӲ хывнă, çырма чулĕпе çăл айккине çирĕплетнĕ…

Ак 17 çул ĕнтĕ таса шывпа ял çыннисене савăнтарать. Ыттисенчен те пĕрре кăна мар илтнĕ çак тутлă шывлă çăл çинчен. — Эпĕ çĕрĕн чи илемлĕ кĕтесĕнче пурăнатăп. Çак тăрăх маншăн хаклăран та хаклă вырăн. Манăн тăван ял. Кунта ачалăха ирттернĕ. Вăл тĕлĕнмелле илемлĕ тавралăхĕпе, капмар çурчĕсемпе, ĕçчен çыннисемпе чапа тухнă. Пирĕн тăрăх вăрмансемпе, çăл куçсемпе пуян… Эпир яла килсен çĕр илтĕмĕр, унта çурт çĕклесе Çĕнĕ урам йĕркелерĕмĕр. 1996-1997 çулсенче лартрăмăр. Ун чухне киле пăрăхпа шыв кĕместчĕ. Ялсенче пусă чавнă. Çапах та пирĕн вăхăтра çăл куçсене те хаЯл пуласлăх.ш.н тăрăшаçç. Йĕпремри çăл куç шывĕ сивĕ те сиплĕ. кланă. Пӳрт çĕкленĕ вăхăтра пире шыв кирлĕ пулнă. Çывăхра çăл çук. Анкарти хыçĕнчи çырмара çеçчĕ. Астăватăп-ха: ача чухне выльăх-чĕрлĕхе çитерме çак çырма-çатрана илсе тухаттăмăр. Çак вырăнта ĕлĕк икĕ çил арманĕ пулнă тет. Унта çăнăх авăртнă. Кайран çак çырмана Çил арман çырми тенĕ. Çак вырăнти çăл куçа пĕчĕк чухнех асăрханă. Çурт хăпартнă çул шывран татăк тăмарăмăр. Халĕ те çак вырăна тăтăшах килетĕп. Унăн шăнкăр-шăнкăр сассине итлеме кăмăллатăп, вăл кăмăла уçать. Ялта шыв çук чухне çынсем çак çăл куç патне анаççĕ, тĕн праçникĕсенче шыв илме уйрăмах халăх йышлă килет. Хуларан ачасем, мăнуксем килсен вĕсем те сиплĕ шыв ĕçме унта чупаççĕ, — терĕ Виталий Егоров. Мăшăрĕпе Галина Игнатьевнăпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ, 2 мăнукпа савăнаççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай ĕçлеççĕ ку тăрăхра. Чăнах та, хăтлă çак çăл куç патĕнче. Курăка та çулса тăрать ял хастарĕ. Çăл куç патне анма картлашсем тунă вăл, анса хăпарма ансат. Хĕлле те сукмак хывать… <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Кăвак тăмран шăхличсем тăвать

Кайăк-кĕшĕк евĕрлĕ шăхличсем, çын сăнĕллĕ шăнкăравсем, чăваш тĕрриллĕ куркасем, капăр тумлă пуканесем, илĕртӳллĕ теттесем... Çак илемлĕ япаласене пĕтĕмпех тăмран тунă. Вĕсен авторĕ — Шупашкарта пурăнакан Зоя Игнатьева. «Кашнине чун витĕр кăлармалла, унсăрăн ăнăçлă пулмасть», — терĕ халăх маçтăрĕ. Тăмран хитре япаласем ăсталассипе вăл 20 çул ытла тăрăшать.

— Пĕтĕмпех картинăсем тăвассинчен пуçланчĕ. Ӳнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ чухне юлташ патне Ижевска хăнана кайрăм, унăн килĕнче мана тăмран тунă ӳкерчĕк тыткăна илчĕ. Çакнашкал илеме хамăн та туса пăхас шухăш çуралчĕ. Аслă шкулта вĕрентекен Анатолий Строгин ку енĕпе ăста çынччĕ. Унран тăм илсе пĕрремĕш ĕç турăм, унтан теприне, виççĕмĕшне... Картинăна тума сахал мар вăхăт кирлĕ. Пурне те сутса е парнелесе пĕтернĕ, пĕри те упранса юлман. Çавăншăн халĕ те ӳкĕнетĕп. Йывăрскерсене таçта та илсе çӳреттĕм. Кайран чăваш тĕррипе хитрелетнĕ сувенирсем ыйтма пуçларĕç. Шăнкăравсем, пуканесем, савăт-сапа тата ыттине ăсталама тытăнтăм, каярах шăхлич тăвас ĕçе пуçăнтăм, — каласа кăтартрĕ Зоя Ивановна.

Игнатьевсем çемйипех ĕçлеççĕ. Унăн упăшки те художник. Шăпах вăл хатĕр изделисене хитре ӳкерчĕкпе капăрлатать. Аслă хĕрĕ те вĕсен çулĕпе кайнă — ӳнер училищинчен вĕренсе тухнă. Çамрăкскер ытларах компьютер графикипе ӳкерет. Паллах, ашшĕ-амăшне те пулăшать. Зоя Ивановнăн пиччĕшĕ Анатолий те тăмпа ĕçлеме ăста. Вăл та çак ĕçе кӳлĕннĕ. «Кăçал савăт-сапа нумай турăмăр. Пулас изделине малтан хут çине ӳкеретĕп», — терĕ маçтăр. Кăвак тăма ялтан илсе килеççĕ. Çуралнă тăрăхра, Вăрнар округĕнчи Услантăр Енĕшре, кунашкал ырлăх нумай-мĕн. 2008 çулта Зоя Игнатьева 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çав укçапа вăл мастерской хута янă. Шăпах çавăнта çуралаççĕ те илемлĕ япаласем. Алă ăсти конкурссемпе куравсенче сахал мар палăрнă. Мускавран та темиçе дипломпа таврăннă. «Ладья. Хĕллехи юмах» выставкăн яланхи хăни вăл. Акă кăçал ăна ВДНХри Акатуя чĕннĕ. Пĕлтĕр Сокольникинче иртнĕ Акатуй ăна уйрăмах килĕшнĕ. Маçтăр Иркутска та, Ĕпхĕве те тата ытти хулана та хăйĕн япалисене илсе кайнă. Тутарстанри Хусанкай ялĕ те ăна ăшă кăмăлпа йышăннă. Зоя Игнатьева Çĕрпӳ ярмăрккине уйрăмах кăмăллать. «Вăл мĕн авалтан шăхлич уявĕ пулнă. Хальхи вăхăтра та çынсем шăхличсемпе кăсăкланни савăнтарать. Ăна тума мана Патăрьелти Анатолипе Алевтина Богдановсем вĕрентрĕç. Вĕсене паянхи кун та ăшшăн аса илетĕп. Шăхлич кӳлеписене тĕрлĕрен тума тăрăшатпăр. Кăçал ав Аçтаха çулĕ пулнă май аçтаха евĕрлисем нумай турăмăр. Шăхлич пĕчĕккĕ те, çавăнпа хăвăрт пулакан япала пек туйăнать хăшне-пĕрне, анчах хатĕр япалана алла иличчен чылай вăхăт кирлĕ. Малтан тăмне çăрмалла, кӳлеписене тумалла, кăмакара пиçĕхтерсе типĕтмелле, ӳкерчĕкне тумалла тата ытти», — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ ăста хĕрарăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Хальхи выльăх ура чирĕпе ытларах аптăрать»

Куславкка округĕнчи Аслă Куснарта пурăнакансем ĕне-сурăх аптраса ӳксен Нина Краснова патне чупаççĕ. Ветеринари ĕçĕнче 40 çул ытла тăрăшакан хĕрарăмăн ку ĕçре ăсталăхĕ те пысăк, эмелĕсем те çумрах. Хальхи саманара унашкал специалистсем ялсенче питĕ сахал.

Нина Леонидовна мĕн ачаран выльăхчĕрлĕхе юратса ӳснĕ. «Тăхăр ачаллă çемьере çитĕннĕ эпĕ, çавăнпа килте те выльăх йышлăччĕ. Чăх-чĕпрен пуçласа ĕне-вăкăр таранчченех тытнă. Вĕсене хамăрах пăхнă эпир, аслисем ĕçре пулнă. Атте платникчĕ, анне фермăра вăй хуратчĕ. Выльăх валли çырмаран шыв ăсаттăмăр, çулла утă-улăм хатĕрлеттĕмĕр. Пахчара та хамăрах ĕçленĕ, — калаçăва пуçларĕ ял специалисчĕ. — Пирĕн ĕне пурччĕ, эп ăна питĕ юрататтăм, хамах сăваттăм. Анчах çав ĕне пĕррехинче чирлесе ураран ӳкрĕ. Тухтăрсем килсе сиплеççĕ, нимĕнпе те пулăшаймаççĕ. Ăна шеллесе вăрттăн йĕреттĕм. Шел те, çав ĕне вилчĕ. Вилнин сăлтавне пĕлес килетчĕ, ăна касса пăхма ыйтрăм. Ĕне виллине илсе кайса тĕрĕслерĕç — ӳпкере хуртсем пулнă-мĕн. Хальхи вăхăтра çав чире хăвăртах сиплеççĕ, ун чухне пур эмел те пулман ахăртнех. Хам пулсан сыватăттăм ăна теттĕм ача пуçĕпе», — çав тапхăртах ветеринари ĕçĕ еннелле туртăннă вăл. Нина Краснова Куславкка тăрăхĕнчи Маслă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Кармăш шкулĕнчен вĕренсе тухсан хĕр Патăрьелти училищĕре ветсанитар специальноçне алла илнĕ. Çамрăк специалиста тăван тăрăхри «Волга» совхоза ĕçлеме янă. Çавăн чухнех вăл пулас упăшкипе, Куснар каччипе, паллашса туслашнă, каярах пĕрлешнĕ. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн хĕр Владимир хулине вĕренме тухса кайнă. Унтан ветеринари тухтăрĕ пулса таврăннă. Çамрăк çемье упăшкин тăван ялĕнче тĕпленнĕ. 1980 çулта Нина Леонидовна «Аниш» совхозăн Куснарти ферминче ĕçлеме пуçланă. «Ун чухне те мăйракаллă шултра выльăх нумайччĕ. Пĕр вăхăт сурăхсем те усрарĕç. Кӳршĕ ялти фермăра сыснасем тытатчĕç», — терĕ вăл. 2000 çулсен пуçламăшĕнче ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухсан хĕрарăм Вăрмар районĕнчи пĕр фермер патĕнче вăй хунă. Унтан ăна участокри ветеринари врачне çирĕплетнĕ. Çав тапхăрта виçĕ ялти выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăнă. — Ялта çĕнĕ ферма уçсан унта чĕнчĕç. Унчченхипе танлаштарсан халĕ кунта лайăх майсем туса панă. Больницăри пекех. Ятарлă станоксем те пур. Ĕçлеме çăмăл. Унччен ĕнесене кăкарса тăрататчĕç, халĕ витере ирĕкре çӳреççĕ. Анчах вĕсене уя кăлармаççĕ, курăк çинче çӳресе кураймаççĕ. Çавна пулах выльăх-чĕрлĕх ура чирĕсемпе ытларах аптăрать. Бетон урай витĕм кӳрет. Вăхăтра сиплемелле, профилактика ĕçĕсем тумалла. Хальхи вăхăтра вакцинаци питĕ пĕлтерĕшлĕ, нумай чиртен упрать, — ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ ветеринар. Нина Леонидовна палăртнă тăрăх, хальхи çамрăксем яла ĕçлеме килесшĕнех мар. Унччен кашни ял тăрăхĕнче ветеринар пулнă, вĕсем ялсенчи выльăх-чĕрлĕхе сипленĕ. Паянхи кун ялти выльăх-чĕрлĕхе округри ветстанци ĕçченĕсем пăхса тăраççĕ. Тăват ураллисем чирлесен вĕсене чĕнсе илмелле-мĕн. Нина Краснова участокри ветеринар мар пулин те унран ял çыннисем пĕрмай пулăшу ыйтаççĕ. Хăнăхнă йăлапа вăл эмелсемпе кирлĕ хатĕрсем илет те тăватă ураллă пациент патне тухса утать. Красновсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Нина Леонидовна хунямăшне паянхи кун та ăшшăн аса илет. «Вăл пирĕнпе пĕрле пурăнчĕ. Декретра нумай ларман, хăвăртах ĕçе тухнă. Ачасене унпа хăварнă. Вăл ӳстерме пулăшрĕ тĕпренчĕкĕмсене. Килти хуçалăхра та пĕтĕм ĕçе пĕрле тунă», — терĕ ĕç ветеранĕ. Халĕ хăй мăнукĕсене ӳстерме пулăшать. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.