Хыпар 72-73 (28248-28249) № 5.07.2024

5 Утă, 2024

Патшалăх хÿтлĕхне пурте туйма тивĕç

Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова Общество палатин хастарĕсемпе тĕл пулнă, халăха социаллă пулăшупа епле тивĕçтерни пирки каласа кăтартнă.

Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, регионта чухăнлăх кăтартăвĕ 13 процент шайĕнче шутланать, пĕлтĕрхинчен 0,9 процент чакнă. «Пирĕн тĕллев — 2030 çул тĕлне чухăнлăха 9,2 процента çити чакарасси, — тенĕ министр. — Федераци тата регион шайĕнчи пулăшу мерисене пула халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли мелсене анлăлатма, пенсисене тата социаллă тÿлевсене, ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ÿстерме пултартăмăр. Граждансен тупăшне пысăклатма социаллă контракт пулăшать. Социаллă пулăшăвăн çак механизмĕ хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетрĕ. Пĕтĕмпе 16 пине яхăн социаллă контракт йĕркеленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 1600 ытла контракт çырнă».

Çавăн пекех, Алена Елизарова палăртнă тăрăх, ачаллă çемьесене пулăшни те халăхăн тупăшне ÿстерме май парать. 2023 çулта пĕрлехи пособи вăя кĕртнĕ, унпа республикăри 50 пин ытла çемье усă курнă. Чăваш Ен Правительстви çемьесене пулăшу памалли мелсене анлăлатсах пырать. 2020 çултанпа 17 тĕрлĕ çăмăллăх кĕртнĕ, çав шутра «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне, налук çăмăллăхĕсем, пурăнмалли условисене лайăхлатмалли мерăсем. Нумай ачаллă çемьесен çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕ илме май пур. Пĕлтĕртенпе 407 çемье сертификата тивĕçнĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   ♦


«Пирĕштисем упраччăр, хăв та сыхлан»

Нумаях пулмасть, çу уйăхĕнче, виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ çуралсан тăван тăрăха отпуска килсе кайнă вăл. Мăшăрĕ Лариса Владимировна хĕр пĕрчи парнеленĕшĕн çав тери савăннă. Александр Семенов 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Çак кунсенче ăна Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă.

Александр Семенов Вăрмар тăрăхĕнчи Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан салтак тивĕçне чукун çул çарĕнче Саратов тăрăхĕнчи чаçре пурнăçланă. Таврăнсан çак районти Патти хĕрĕпе çемье çавăрнă.

— Саша çемьере кĕçĕнни пулнă май эпир унăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнатпăр. 2022 çулта мобилизаци пуçлансан пăшăрханса ÿкрĕмĕр, пĕрех çакă пире пырса тивмест пуль тенĕччĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем мăшăрăма киле килсех повестка пачĕç. Паллах, пурте кулянтăмăр. Мĕн тăвас тетĕн? Çара ăсатма тиврĕ. Хĕрĕмпе ывăлăм ашшĕнчен йывăррăн уйрăлчĕç. Чĕмпĕре хамăн машинăпа темиçе хутчен те кайса килтĕм. Ăна кирлĕ япаласем леçрĕм, — каласа кăтартрĕ Лариса Владимировна.

Вăл Чулкасри шкулта пуçламăш классене вĕрентет. Тĕпренчĕкĕсенчен асли шкула çÿреме тытăннă ĕнтĕ, виççĕмĕш класа куçнă, вăталăххи пĕрремĕшне кайма хатĕрленет. Вĕсем амăшне пĕчĕк йăмăкне астума пулăшаççĕ, кÿмере ярăнтараççĕ. Округран ятарлă çар операцине гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă чухне Семеновсем те ывăлне, мăшăрне, ашшĕне япаласем парса яраççĕ. Унта пĕтĕмпех кирлĕ, нÿрлĕ салфеткăран пуçласа пăсăлман апат-çимĕç таранах. Ачисем ашшĕ валли çыру çыраççĕ, конверта ÿкерчĕк чикеççĕ. Çывăх çыннине юратнине, килте чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтереççĕ. Çар çынни килтисене пăшăрхантарас мар тесе СВОри лару-тăру çинчен нихăçан та каласа кăтартмасть. Йăпăртлăха телефонпа çыхăнсан та ытларах хăй калаçма тăрăшать, çемье, ял-йыш çинчен ыйтса пĕлет, ачасемпе хутшăнать. Александрăн амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, çыхăну вăхăтĕнче те хĕç-пăшал сасси илтĕнет. Отпуска килсен те Александр çар операцийĕ çинчен калаçмасть, сăмаха урăх енне куçарать. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   ♦


Шурă халат ачаранпах илĕртнĕ

«Тĕк ларса ĕçлекен», — тет вăл хăйĕн пирки. Çав вăхăтрах Президент перинаталь центрĕнче вăй хуракан медицина технологĕ Наталья Вавилова тĕрлĕ конкурса, акцисене, конференцисене хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть вăл Пĕтĕм Раççейри «Медицина тата фармацевт пĕлĕвĕллĕ чи лайăх специалист — 2024» конкурсра палăрнă — ăсталăх тупăшăвĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. Унта конкурсантсене професси шайне, отрасле мĕнле тÿпе хывнине, ĕçченлĕхне тата харпăр пахалăхсене кура хакланă. Çак кунсенче Наталья Петровнăпа тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Сухан хуппине тишкернĕ те...

— Наталья, кала-ха: медицинăна каяс шухăш хăçан çуралчĕ?

— Шурă халат мана ачаранпах илĕртнĕ. Эпĕ Шупашкарти 18-мĕш шкулта ăс пухрăм. Ун çумĕнчи хушма пĕлÿ илмелли центрта пĕлĕве тарăнлатнă. Хайхи центрта кĕçĕн медсестрана вĕрентĕм. Кĕçĕн медсестрасен курсне пĕтернине аттестатăмра та палăртнă. 11-мĕш класс хыççăн Шупашкарти медицина колледжне кĕме ĕмĕтленеттĕм. Шкулта биологи урокĕнче ÿсен-тăран клеткисем çинчен вĕрентеççĕ. Микроскоппа пăхсан мĕн курăнни маншăн яланах интереслĕччĕ. Киле таврăнсан та çавăн пиркиех шухăшлаттăм. Манăн, паллах, пысăклатса кăтартакан кантăк çукчĕ, пĕрех хам тĕллĕн пăхса тишкереттĕм. Пĕррехинче сухан хуппине тĕпчерĕмĕр. Унăн клеткине питĕ курас килетчĕ. Çавăнпа медицина колледжне вĕренме кĕрсен лаборатори енĕпе кайрăм. Унта эпир биологи микротĕнчине тĕпчеттĕмĕр. Мана колледжра пĕлÿ илме шутсăр кăсăклăччĕ. Рефератсем, докладсем çыраттăмăр. Вĕреннĕ вăхăтра Шупашкар хулин тĕп больницинче фельдшер лаборантра вăй хутăм. 2007 çулта медицина технологĕн дипломне илтĕм. Колледжра преподавательте ĕçлекен Ирина Долгова мана Президент перинаталь центрне ĕçлеме чĕнчĕ. Ирина Юрьевна хăй вăхăтĕнче пире биохими вĕрентнĕ. 2008 çулхи нарăс уйăхĕнче перинаталь центрне вăй хума килтĕм.

— Çак çулпа кайнăшăн халĕ кăмăллă-и?

— Ку профессие суйланăшăн савăнса пĕтерейместĕп. Лабораторире çав тери тăрăшуллă çынсем ĕçлеççĕ. Хĕрсем пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. «Кунти пек туслă коллектив ниçта та çук», — теççĕ вĕсем. Ирина Долгова заведующи пире пĕр ушкăна пухнă. Хам та çак коллективра ĕçленĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   ♦


«Пысăк çемье – пысăк телей»

Пĕр саслăн çирĕплетеççĕ Трак енре пурăнакан Николаевсем

— Мĕн пĕчĕкрен эпĕ пысăк машина тата нумай ача пирки ĕмĕтленнĕ, — терĕ Евгений Станиславович. — Халĕ пирĕн тăватă ача. Пысăк çемье — пысăк телей. Тепĕр чухне çăмăл мар, анчах юратнă мăшăрпа иксĕмĕр пĕтĕм йывăрлăха парăнтаратпăр.

Мальвинăпа Евгений Николаевсем 2014 çулта çемье çавăрнă. Тăван тăрăхĕнче — Красноармейски салинче — тĕпленнĕ.

— Пĕрлешсенех эпир çулталăка яхăн Шупашкарта пурăнтăмăр. Мăшăрăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕренетчĕ те… — калаçăва сыпăнтарчĕ Евгений Станиславович. — Вăл диплом илсен тăван ялта хваттер туянтăмăр. Эпĕ Красноармейскинчи газ уçлакан станцире технологи компрессорĕсен машинистĕнче ĕçлетĕп. Мальвина Красноармейски районĕн тĕп больницин терапи уйрăмĕн заведующийĕнче вăй хурать.

Çамрăк çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма амăшĕн капиталĕ пулăшнă. Каярахпа вĕсем патшалăхран илнĕ 450 пин тенкĕпе ипотека парăмне татнă.

Евгений Красноармейски салинче йышлă çемьере ÿснĕ. Виçĕ пĕртăван пулнă вĕсем. Каярахпа ашшĕпе амăшĕ тăванĕсен виçĕ ачине хăйсен хÿттине илнĕ. Туслă çемьере улттăн çитĕннĕ. Йышлă тăван пĕр-пĕриншĕн шанчăклă тĕрев пулнине Евгений ачаран курса ÿснĕ. Çавăнпа вăл пысăк çемье пирки ĕмĕтленнинчен тĕлĕнмелли çук.

Евгений Станиславович пулас мăшăрĕпе 16 çулта чухне паллашнă. Мальвина — Трак енри Кушкă ялĕнчен. Вăл Красноармейски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Евгений — Трак вăтам шкулĕнче.

— Ташă каçĕнче куçсем тĕл пулчĕç те… Ваттисем калашле, иксĕмĕр хушăра хĕлхем вĕçсе иртрĕ ахăртнех. Унтанпа 18 çул çитрĕ ĕнтĕ, — аса илчĕ кил хуçи.

Çамрăксен туслăхĕ çултан-çул çирĕпленсе пынă. Иккĕшĕ те юрра-ташша ăста пулни, пурнăç çине пĕрешкел пăхни туйăмсене вăйлатнă. Иккĕшĕ те пысăк çемье, ачасен савăк сассипе тулнă кил-çурт пирки ĕмĕтленни те вĕсене пурнăçăн анлă çулĕпе пĕрле утма хавхалантарнă. Мальвинăпа Евгений сакăр çула тăсăлнă туслăха 2014 çулта паспорт çине пичет лартса çирĕплетнĕ. Тепĕр çулталăкран Николаевсен çемйинче хĕр çуралнă, унтан ывăл çут тĕнчене килнĕ, хыççăн йыша тепĕр хĕрачапа арçын ача хушăннă…

— Капла пурăнма хаваслăрах, — терĕ кил хуçи. — Унччен çемьесем пысăк пулнă. Пирĕн кукамай та, сăмахран, тăватă ача ÿстернĕ. Хамăр та йышлăн çитĕннĕ.

Николаевсем тус-юлташĕшĕн — хăйне евĕрлĕ ырă тĕслĕх те. Пĕлĕшĕсенчен чы лайăшĕн çемйинче виçшер ача çитĕнет. Çамрăк-ха вĕсем. Çавăнпа йыш малашне тата хушăнса пырасси иккĕлентермест. Евгений вăрттăн систернĕ тăрăх, вĕсемшĕн те тăватă ача сахалрах пек… <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.