Тантăш 24 (4895) № 27.06.2024

27 Çĕртме, 2024

Çамрăк ÿнерçĕ шкулта курав йĕркеленĕ

Вăрнар округĕнчи Санарпуç шкулĕнче командировкăра иртнĕ çул пулнăччĕ. Мĕн чухлĕ пултаруллă, маттур, пур çĕре те ĕлкĕрсе пыракан ача ăс пухать асăннă пĕлӳ çуртĕнче. Пĕрисем спортра, теприсем вĕренӳре, виççĕмĕшсем ал ĕçĕнче хастар. Вĕрентекенĕсем те кашни ачана пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшаççĕ. Кăçал вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухакан Юля Антоновăра та тĕрлĕ пултарулăх пытаннă. Мал ĕмĕтлĕ хĕрачапа сире те çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.

ӲНЕР ТĔНЧИ ИЛĔРТЕТ

Çĕньялтан Санарпуç шкулне çӳрекен Юля мĕн пĕчĕкренех ӳкерме юратать. Алла кăранташ тытма вĕреннĕренпех çак пултарулăхран пĕрре те уйрăлман хĕрача. Сăрăпа, киçтĕкпе ĕçлемесĕр пĕр кун та ирттермест вăл, ăсталăха кунран-кун аталантарать. «Кашни çыннăн хăйĕн ӳнер тĕнчине уçмалла, вăйлă туйăмĕсене ирĕке ямалла, вара вăл çав илеме курма хăнăхать», — палăртрĕ Юля хăйĕн чун киленĕçĕ пирки сăмах илнĕ май. Ӳкересси те хăйне евĕрлĕ пултарулăх. Хавхаланса ĕçлесессĕн чунра канлĕх çуралать, кăмăл-туйăм хăпартланать. Юльăн сăнарĕсем чылай чухне ним шухăшламан, пĕр кĕтмен çĕртенех пуçне пырса кĕреççĕ. Хăйне килĕшекен тĕрлĕ сериалти, мультфильмри артистсемпе сăнарсене те, çывăх çынсен сăнне те шурă хут çине куçарать вăл. Ӳкерме вăхăчĕ самай кирлине палăртать Юля. «Кунта пулас ĕçĕн калăпăшĕнчен нумай килет. Астăватăп: пĕррехинче темиçе эрнене те тăсăлнăччĕ», — тет хĕрача. Сăмах май, çамрăк ӳнерçĕ шкулта кăçал хăйĕн пĕрремĕш куравне йĕркеленĕ. Пуçламăш утăмсем тăваканшăн çакă мар-и чăн-чăн телей? Мĕн тĕрлĕ кăна ӳкерчĕк çук пуль унта! Акă юрпа витĕннĕ чăрăш питĕ капăр, ăна курсан куç умне хĕллехи сивĕ çанталăк тухса тăрать. Уй-хир, чечексем, çын портречĕ, натюрморт… Пĕрпĕр паллă ӳнерçĕрен пĕрре те кая мар Юля. Хăйĕн тăван ялне те сăнланă вăл. Шкул ачисем иртсе кайнă чухне унăн куравĕпе кашнинчех кăсăкланса паллашаççĕ. Сăмах май, хĕрача нимле ӳнер шкулне те, кружока та çӳремен, художник вăрттăнлăхĕсене хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Чун туртакан ĕç пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çакна вун пĕрмĕш класс хĕрачи те палăртса калать. «Енчен те çынна ĕç килĕшет пулсан унăн вăл тата аван пулать, ăна юратма тытăнать, чун киленĕçне тупать. Анчах ăна кашнийĕ тĕрлĕрен ăнланать. Пурте телейлĕ пулччăр çĕр çинче», — сунать Юля. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Юные умы – наше будущее будущее!

Международная выставка-форум «Россия» – выставка достижений XXI века. Здесь каждый субĕект представляет свои достижения и результаты развития за послед- ние годы, а также ключевые про- екты и планы на будущее. Она продолжает бить рекорды посе- щаемости: за все время работы на ней побывало 16 миллионов человек! Здесь провели 56 тысяч экскурсий, а мастер-классов во- обще не сосчитать.

Активисты «Движения Первых» Комсомольского округа побывали на выставке «Россия» на ВДНХ в Москве. Ребята были впечатлены павильоном «Первых». Затем они из первого павильона направились в 75-ый павильон, посвященный Чувашской Республике. С 24 по 25 июня под руководством Валентины Филипповой – руководителя «Движения Первых» Комсомольского округа – детям удалось посетить эту выставку. Своими впечатлениями поделилась одна из активистов Анна Пермякова. – Активное участие во всероссийских акциях, конкурсах проносит свои плоды. Мы с единомышленниками побывали на выставке-форуме «Россия». Эмоции непередаваемые! Больше всего меня впечатлили павильон «Движения Первых» – «Первые в России – стране возможностей», экспозиция «Движения Первых». В первом зале, который называется «Интро. Голос из будущего», каждый из нас смог сформулировать свою мечту с помощью специальной стелы, озвучив ее голосом. Моя мечта – стать полицейским и защищать страну! Именно там мы смогли поведать о своих желаниях, которые впоследствии в финальном, восьмом «Купольном» зале на «Портале мечты» обĕединятся с мечтами других ребят, таких же, как и я. А затем будет сформирована единая, общая мечта всех присутствующих посетителей экспозиции, – рассказала девушка. Следующим павильоном, который не остался без внимания «Первых», стал 75-й павильон. – Масштаб выставки – огромный! Нам удалось познакомиться с достояниями и историей разных регионов России: Якутии, Татарстана, Нижегородской области. С нетерпением мы хотели увидеть экспозицию нашей республики. Она называется «Чувашия Благодарит». Найти стенд было легко – по гигантскому традиционному головному убору – тухья – мы смогли быстро сориентироваться. Арт-объект достигает в высоту шести метров, он создан чувашскими умельцами вручную из 217 световых элементов, меняющих цвет в зависимости от происходящего на экспозиции. Очень горда быть в «Движении Первых» и быть «Первой»! – рассказала Айша Тухфетуллина. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


Инçе çул кĕтет

Кăçалхипе саккăрмĕш хут иртнĕ «Абилимпикс» конкурса пирĕн интернат шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç, тĕрлĕ номинацире хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç.

Çĕнтерӳçĕсен малалла регионсен хушшинчи ăмăртусенче тупăшмалла пулĕ. Вĕсен йышĕнче — саккăрмĕш класра вĕренекен Кристина Иванова тата Дима Тимофеев. Кристина çĕвĕ ĕçĕнче, Дима атăпушмак юсаса малтисен ретне лекме пултарчĕç. Халĕ çак маттур ачасем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле шкулта ĕç вăрттăнлăхĕсене тишкереççĕ, ăсталăха туптаççĕ. Çитĕнӳ пĕр тăрăшмасăр пулманнине вĕсем лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа ачасем вĕрентекенсем хушнине тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Кристина Оренбург, Дима Екатеринбург хулисене çул тытĕç, хăйсем мĕн пултарнине унта кăтартĕç.

Галина КАДЫКОВА, вĕрентекен.
Вăрнар округĕ, Калининăри интернат шкул.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.