Аэропортпа пĕрлех ун таврашĕ те хăтлăланĕ
Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ пĕр саккун проектне ырларĕ, Правительствăн маларах тунă теçетке ытла йышăнăвне кĕртме сĕннĕ улшăнусене çирĕплетрĕ, ытти ыйтăва татса пачĕ.
Хваттер туянма пая кĕрекенсен прависене хӳтĕлекен саккуна тӳрлетесси унăн уйрăм саманчĕсене федерацин тивĕçлĕ саккунĕпе çураçтарассипе кăна çыхăннă — пысăк улшăнусем çук, çхавна май документ ыйтусем çуратмарĕ.
Министрсен Кабинечĕн кăçалхи 3-мĕш кварталти ĕç планĕпе ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов паллаштарчĕ. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа Правительство ларăвĕсенче 101 ыйтăва тишкернĕ. Çав шутра — 14 саккун прекчĕ, Министрсен Кабинечĕн 109 йышăнăвĕ — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ытларах.
Патшалăхăн хулан çĕнĕ хутлăхне йĕркелемелли программине улшăну кĕртес ыйтупа строительство министрĕ Михаил Коледа сăмах илчĕ. Тӳрлетӳ Шупашкар аэропорчĕ çумĕнчи территорие, Скворцов площадьне хăтлăлатасси пирки пырать. Çакăн валли 48,5 миллион тенкĕ ытларах кирлĕ. Укçан тĕп пайне, 38,8 миллион тенкĕ, республикăн резерв фондĕнчен уйăрĕç, юлнă 20%, 9,7 миллион тенкĕлĕх тăкаксене, тĕп хула бюджечĕ хăйĕн çине илĕ. «Пысăк пĕлтерĕшлĕ объект, — терĕ кун пирки Олег Николаев. — Аэропорт лаптăкне кăна мар, ун таврашне те май пур таран хăвăртрах тивĕçлĕ стандартсемпе шайлаштармалла. Çак ĕçе тимлĕ йĕркелемелле».
Граждансене пурăнмалли çурт-йĕрĕн ятарлă фончĕн лаптăкĕсемпе тивĕçтермелли йĕркене улшăнусем кĕртес ыйтупа та Михаил Коледа сăмах илчĕ. Тĕп тӳрлетӳ маневр фондĕнче вăхăтлăх пурăнма пултаракансен списокне пырса тивет. Малашне çав фондри лаптăксенче нумай хваттерлĕ, авари пулма пултарать тесе йышăннă çуртсенче пурăнакансем кăна мар, çурт-йĕрĕ пурăнма юрăхсăр мĕн пур гражданин вăхăтлăх кĕтес тупма пултарĕ.
Сахал тупăшлă граждансене социаллă контракт никĕсĕ çинче пулăшу кӳмелли йĕрке те улшăнать. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова малашне контракт тăвакансене вĕсен предпринимательлĕх компетенцийĕсене тĕрĕслес тĕллевпе Экономика аталанăвĕн министерстви палăртакан информаци системипе усă курса тестлассине çирĕплетрĕ. Палăртни вырăнлă: халăх чухăнлăхĕн шайне чакарас тĕллевпе кăçалхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 1,7 пине яхăн социаллă контракт тунă.
Алена Геннадьевна çавăн пекех йăхташсем чикĕ леш енчен хăйсен ирĕкĕпе кунта куçса килмелли процеса оптимизацилес ыйтăва та çĕклерĕ, пурăнмалли вырăншăн саплаштару укçи тӳлессипе çыхăннă вăхăта 10 кун таран кĕскетессине çирĕплетрĕ. «Лайăх кăтарту, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку йышăнăва ырласа, — çынсем тӳлев кĕтекен вăхăт виçĕ хут кĕскелет».
Обязательнăй медстрахованин территори фончĕ çинчен калакан положение кĕртме сĕннĕ улшăнусем çинчен вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ. Вĕсем ОМС фончĕ граждан оборони енĕпе ĕçлес ыйтусене, çар комиссариачĕпе çыхăну тытассипе çыхăннăскерсем.
Лару Çамрăк çемьесене пырса тивекен ытăва татса панипе вĕçленчĕ. Строительство министрĕ Михаил Коледа маларах ЧР Президенчĕн 2002 çултах кăларнă указĕпе килĕшӳллĕн вĕсене ипотека кредичĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне пирвайхи взнос хывма хакăн 15% чухлĕ социаллă тӳлев памалли положени вăйне çухатнине аса илтерччĕ. Халь Министрсен Кабинечĕн çав правилăсене çирĕплетнĕ йышăнăвĕ те пăрахăçланчĕ.
Пирвайхи взнос хывмалли çак çăмăллăхпа 2002-2009 çулсенче 5,8 пин ытла çамрăк çемье усă курнă — пĕтĕмпе 561 миллион тенкĕ илнĕ. Паллах, çак пулăшу мери пĕтни çамрăк çемьесемшĕн кăмăллă хыпар мар, çапах ку çухатăва ытти çăмăллăх саплаштарĕ. Вĕсем федерацин «Çамрăк çемье» программипе усă кураççĕ, ипотекăпа çыхăннă пуçламăш взноса, хваттер хакĕн 20% танлашаканскере, Чăваш Енри çамрăк 350 çемье илнĕ, çавăн пекех вĕсен пĕчĕклетнĕ виçепе, çулталăкри 3% пункчĕпе, танлашакан ипотека кредичĕ илмелли çăмăллăх пур.
Комментари хушас