- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 12 (3013) № 19.06.2024
Ачасем пĕр гектар вăрман лартнă
«Вăрмансене пулас ăру валли сыхласа хăварасси — вăрман отраслĕн специалисчĕсен тĕп тĕллевĕ. Халĕ вăрманçăсен хĕрӳ тапхăр. Вĕсен питомниксемпе теплицăсенчи çамрăк хунавсене çирĕплетмелле, çавăн пекех вăрмана пушарсенчен сыхламалла. Республикăра пурăнакансене те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнма ыйтасшăн», — тенĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов.
Экологи культурипе çут çанталăка перекетлĕ усă курмалли çулталăкра çитĕнекен ăрăва экологи пĕлĕвне вĕрентесси уйрăмах вырăнлă. Çулталăк тăршшĕпе республикăри мĕн пур округра тĕрлĕ çулсенчи ачасем валли экологи акцийĕсем йĕркелеççĕ. Унта ачасене çут çанталăка юратма, упрама, каяшсене тĕрĕс тирпейлеме хăнăхтараççĕ. Пирĕн республикăра паянхи кун тĕлне 18 шкул лесничестви ĕçлет. Вĕсем экологи енĕпе йĕркелекен ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Ильинкăри вăрман хуçалăхне Муркаш округĕнчи Ильинкăри «Вăрман тусĕсем» тата Юнкăри «Лесовички» ушкăнсем пысăк пулăшу параççĕ. Çуркунне ачасен вăйĕпе 1,1 гектар вăрман чĕртме май килнĕ. Пĕрле вăй хурса 7 пин ытла лăсăллă йывăç лартнă. Унсăр пуçне «Лесовички» ушкăн 1 гектар йышăнакан юманпа чăрăша мăянран тасатнă. «Вăрман тусĕсем» вăрманçăсен ушкăнĕ çул хĕррипе хăрнă йывăçсем вырăнне 1 пин ытла чăрăш лартнă. Нумаях пулмасть Ильинкăри вăрман хуçалăхĕн участок ертӳçи Анатолий Михайлов вăрманта ачасем валли уçă урок йĕркеленĕ. Вăл вăрман каснă çĕрте усă куракан хатĕрсене кăтартнă, вăрман лаптăкне шутлама, йывăçсен хуппи тăрăх вĕсен сывлăхне, кун-çулне палăртма, документаци хатĕрлеме вĕрентнĕ. Сăмах май, шăпах Муркаш округĕнче вырнаçнă 372 çулти чăваш юманĕ пĕлтĕр «Раççейри çулталăк йывăçĕ» ята çĕнсе илнĕччĕ. Чăваш юманĕ республика хăнисемшĕн интереслĕ çĕнĕ объект пулса тăчĕ. Йывăç 20 метр çӳллĕш, унăн вулли — 2 метра яхăн. Çак юман Чăваш Енри Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Сăнав лесничествин Ильинкăри вăрман хуçалăхĕн территори лаптăкĕнче вырнаçнă. 2012 çулта ăна çĕршыври нумай ĕмĕрлĕ йывăçсен наци реестрне кĕртнĕ. 2020 çулта ку конкурсра чăваш юманĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Юмана 1966 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче тупса палăртнă. 1981 çулта вăл Чăваш Енри çут çанталăк палăкĕ пулса тăнă. 2000 çулта ăна çут çанталăкăн тĕплĕ сыхламалли территорине кĕртнĕ. Республикăра культурăпа историн тата наукăпа еткерлĕхĕн çут çанталăк объекчĕсем яланах тимлĕхре пулнă. Наци культуринче юманăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна республикăн гербĕпе ялавĕ çинче те сăнланă. «Юман» тесе çирĕп, сывă, вăйлă çынна чĕннĕ. Мĕн авалтан çак йывăçпа карап тăвас ĕçре усă курнă. Чăваш юманĕсемпе Балтика флочĕпе Архангельск адмиралтействин никĕсне хывнă. 1860 çулччен Санкт-Петербургран пуçласа Азов тинĕсĕ таран крепоçсем тума йывăçа çирĕп материал тесе усă курнă. Халĕ «Сывă вăрман» Мускаври шкулăн специалисчĕсем экспертсемпе çак йывăçа сыватассипе ĕçлĕç. «Раççейри çулталăк йывăçĕ» наци конкурсне 2017 çултанпа йĕркелеççĕ. Кăçал «Раççейри çулталăк йывăçĕ» конкурса Çĕмĕрлери хула паркĕнче ӳсекен 350 çулхи Петĕр юманĕ хутшăнать. Унăн çӳллĕшĕ — 32 метр. 2023 çулта ватă юмана наци реестрне кĕртнĕ. Вăл Чăваш Енри çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕ шутланать. Паркри чи çӳллĕ те хулăн вулăллă юманăн — 37-мĕш номер. Хальлĕхе йывăç 4-мĕш вырăн йышăнать, сасăлав август уйăхĕччен пырать. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Экодесант çула тухнă
Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкра Вырăс географи тата Раççей экологи обществисен вырăнти уйрăмĕсем тăрăшнипе «Чăваш Ен çăл куçĕсем» проект малалла ĕçлет. Çынсем, организацисем, предприятисемпе муниципалитетсем пухнă информаци тăрăх республикăри çăл куçсен базине йĕркелĕç.
«Раççей» çăл куç Хальлĕхе 77 анкета тишкернĕ. Чи нумай ĕç Шупашкар хулинчен килнĕ. Ун хыççăн — Елчĕк, Тăвай, Куславкка, Красноармейски, Етĕрне тата Шăмăршă округĕсем. Июльавгуст уйăхĕсенче çак анкетăсене анлăн пăхса тухĕç, инвентаризаци ирттерĕç, хыççăн çăл куçсен реестрне йĕркелĕç. Мĕн пур даннăйпа усă курса карттă хатĕрлемелле, ăна çулталăк вĕçленнĕ тĕле презентацилемелле. Çак кунсенче экодесант вырăнти çăл куçсем пирки хушма информаци пухас тĕллевпе Шăмăршă тата Йĕпреç тăрăхĕсене çитнĕ. Çула пысăк йышпа тухнă: Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Инна Никонорова, геологипе минерал наукисен кандидачĕ, сăрт-ту инженерĕ Александр Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ Александр Димитриев, Раççей экологи обществин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Андрей Миронов тата çамрăксен «Маттур» клуб хастарĕсем. Экодесантăн тĕп тĕллевĕ – вырăнти çăл куçсене тишкересси. Çак ĕçе пирваях шкул ачисене, учительсене явăçтарасшăн. Сăмахран, Шăмăршă тăрăхĕнче «Долина родников» ятлă илемлĕ вырăн пур. Унта 20 ытла çăл куç тапать. Кунта субботниксем йĕркелесси, çак вырăна хăтлăлатасси ырă йăлана кĕнĕ. Çак ĕçе Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем кашни çул хастар хутшăнаççĕ. Экодесант хастарĕсем экспресс-лабораторипе усă курса шыв пробине илнĕ, вăл ĕçме юрăхлипе юрăхлă маррине палăртнă. «Шыв тăрă та таса, ĕçме юрăхлă», — çапла йышăну тунă. Шăмăршă тăрăхĕнче çут çанталăкшăн çунакан çынсем пурри савăнтарать. Вĕсенчен пĕри — «Долина родников» çут çанталăка хăтлăлатакан центр директорĕ Татьяна Федорова. «Манăн ĕмĕт — вырăнти çăл куçсене чĕртесси. Çак ĕçе ырласа йышăнакансем тупăнни савăнтарать. Çăл куçсем — çут çанталăк асамлăхĕ, сиплĕ вырăн. Çавна май пирĕн вĕсене типтерлĕ тытмалла», — палăртать çут çанталăк хӳтĕлевçи. Кунти кашни çăл куçăн хăйĕн ячĕ пур. Чи пĕрремĕш çăл куçа «Раççей» ят панă. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксене халалласа ят хунисем те пур. Артист пуçарнипе хăтлăлатаçç. Экодесантăн тепĕр чарăнăвĕ Йĕпреç округĕнчи Пучинке ялĕнче пулнă. Хастарсен ĕçĕ-хĕлне Пучинкери вăтам шкулта географипулăмсене сăнамаллине ачасем пуçа картса хунă. Тĕслĕхрен, мăк курăкĕ çурçĕр енче ӳсет. Чи йывăр хăнăхтару хими элеменчĕсене уйăрасси пулнă. Унăн формули, тĕсĕ, шăрши еплерех — ачасен йăлтах пĕлме тивнĕ. Ку тупăшура Йĕпреç округĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти «Эпир пĕрле» ушкăн çĕнтернĕ. Энтриелти «Эколята» тата Хурамалти «Эколучи» шкулсен командисем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш вырăна Йĕпреçри 1-мĕш вăтам шкулти «ООВН» тата Чăваш Тимешри вăтам шкулти «Росток» командăсем тухнă. Светлана Иванова учитель ачасемпе урокра кăна мар, занятисем хыççăн та ĕçлет. Шкулта «Горизонт» кружок йĕркеленĕ. Карттăпа ĕçлесси пĕрре, хуласене çитесси — тепре. Çул çӳревре пулни тавра курăма анлăлатма, географине лайăх пĕлме пулăшать. Хальччен Мускавра, Питĕрте, Ульяновскра, Хусанта, Волгоградра тата ытти нумай хулара пулнă. Нумаях пулмасть Анастасия Пашковăпа Раççей конкурсне хутшăннă, «Пирĕн ял старости» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă. Ĕçре Анастасия Çирĕклĕри ял старостин Алина Максимовăн ĕçĕ-хĕлне çутатнă. Вăл ертсе пынипе ялта мĕн тĕрлĕ ĕç тумаççĕ-ши? Халăхпа пĕрле çуркуннепе кĕркунне урамсене, кӳлĕ хĕррисене, çăл куçсене тасатасси унчченех йăлана кĕнĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Ытлашши нÿрĕке кăмăлламасть
Хăяр — ăшша юратакан культура. Çавна май вырăнти климата юрăхлă сорт тата гибрид суйламалла илмелле. Тĕрĕс-тĕкел пăхнă çимĕç пуласлăхра лайăх тухăç парать.
Уçă вырăнта çитĕнтерме вĕлле хурчĕ шăркалантаракан, хăй тĕллĕн шăркаланакан е партенокарпи сорчĕ юрăхлă. Вăрлăх туяннă чухне сивве, температурăна, чир-чĕре чăтăмлисене суйламалла. Кун йышши ӳсен-тăран кирек епле условире те лайăх аталанать, çимĕç парать. Хăяр йăранĕсене çутă вырăнта йĕркелемелле. Ку çимĕç ытлашши нӳрĕке, шыв тытăнса тăнине тата сивве кăмăлламасть. Кăнтăр енчи вырăн – чи лайăххи. Çĕре маларах хатĕрлемелле, тислĕкпе е çĕрĕкпе апатлантармалла. Çĕр лайăх ăшăнса çитмелле. Сивĕре йывăррăн аталанаççĕ. Хăяра вăй илме 15-16 градус ăшă аван. Июнĕн çурри шăп та лăп уçă вырăна акмалли лайăх вăхăт. Çавăн чухне çĕр çине тăм ӳкес хăрушлăх чакать. Теплицăра е уçă вырăнта çитĕнтерекен ӳсен-тăран хушшинче çителĕклĕ вырăн пулмалла. Унсăрăн пĕр-пĕрне ӳсме кансĕрлеççĕ, нӳрĕкшĕн, ытти элементшăн пĕрпĕринпе тупăшма пултараççĕ. Сортне кура хăярсен хушши 50-60 сантиметр пулмалла, ретсен хушши — 100-120 сантиметр. Хăярсене тĕрĕс шăвармалла. Шыв çителĕксĕр пулнине кура ӳсен-тăран типет, тĕвĕленмест. Ытлашши нӳрĕк пулни те япăх. Тĕрлĕ чир-чĕр аталанать. Шыв температури 18 градус ăшăран кая пулмалла мар. Çимĕçе шлангран тӳрех шăварма сĕнмеççĕ. Йăрансене типтерлĕ пăхмалла. Вĕсене çум курăкран вăхăтра иртмелле, кăпкалатмалла. Хытă çĕр аталанма памасть. Анчах тымарĕсем патĕнче тимлĕ пулмалла. Ӳсен-тăранăн виçĕ çулçă пулчĕ тĕк кăпкалатма пулать. Нӳрĕке тытма мульча хумалла. Хăяра сезонра органика тата минерал удобренийĕсемпе вăтамран 5 хутчен апатлантармалла. Сăмахран, «Кемира», «Сударушка», «Растворин», «Кристаллин» туянмалла. Хатĕр удобренисем: «Флумб», «Оргавит», «Идеал». Пĕрремĕш хутчен мочевинăпа апатлантармалла. Çакă ӳсме тата тухăç илме пулăшать. Азотлă удобренипе виçесĕр усă курмалла мар. <...>
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас