Хресчен сасси 20 (3010) № 29.05.2024

29 Çу, 2024

Туристсене лашапа çÿреме вĕрентесшĕн

Агротуризм 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Европăра аталаннă. Паянхи кун ку программа Раççейре кăна мар, пирĕн республикăра та вăй илнĕ. Туристсене ял пурнăçне, ĕçе хăнăхтараççĕ, вырăнти халăхăн йăли-йĕркипе тата культурипе паллаштараççĕ, хăтлă çуртсенче пурăнтараççĕ, экологи енчен таса та пахалăхлă апат-çимĕçпе апатлантараççĕ.

Чăваш Енре «Агротуризм» грантне тивĕçнĕ 5 фермертан пĕрин об±екчĕ хăнасене йышăнма пуçланă. Ку — Юрий Аверьянов фермерăн «Зеленая Долина» турбази. 2022 çулта усламçă 3 миллион тенке тивĕçнĕ. Укçа-тенкĕпе çурт-йĕр çĕкленĕ, территорине хăтлăлатнă. Халĕ кану бази 5 пин тăваткал метр йышăнать. Хăнасене кăмпапа çырла пуçтарма илсе каяççĕ, экоçулсем тăрăх илсе çÿреççĕ, пулă тытма тата вырăс мунчине кĕрсе тухма сĕнеççĕ. Патăрьел округĕнчи «Тургай» кану бази вара кăçал июль-август уйăхĕсенче уçăлмалла. Ку ĕçе Шăнкăртам ялĕнчи Пазюковсен çемйи йĕркелет. Об±ект пĕлтĕр конкурса хутшăннă, пулас турбазăна хута яма 10 миллион тенкĕ пулăшу килнĕ. — Манăн атте лесникра ĕçленĕ. Эпир вăрманта ÿссе çитĕннĕ. Çутă, газ пулман. Ача чухнех кану вырăнĕ йĕркелес шухăш пурччĕ. Çынсем килччĕр, канччăр, çĕр каçчăр, ял продукцине тутанса пăхчăр теттĕм, — каласа кăтартрĕ Азат Пазюков. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Ял хуçалăх ĕçĕпе ачаран кăсăклантараççĕ

Паян ялта ĕç çителĕклĕ, анчах ĕçлеме килес текенсен йышĕ сахалрах. Çамрăксене ĕç вырăнĕ тата шалу хумхантарать.

Хальхи вăхăтра республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче 415 ваканси. Чи анлă сарăлнă специальноçсем — агроном, ветеринар, зоотехник тата инженер. Ялта ĕçлеме юлас текенсем валли патшалăхран тĕрлĕ енлĕ пулăшу килет: çурт-йĕр туянма тата ĕç квалификацине ÿстерме май пур. Тĕслĕхрен, çурт-йĕре социаллă майпа тара илме пулать. Аграри тытăмĕнче ĕçлекен çăмăллăнах çурт-йĕр çĕклеме пултарать. Патшалăх тăкаксен 80 процентне саплаштарать, ытти 20 процентне — муниципалитет тата ĕçпе тивĕçтерекен. Ял хуçалăх организацийĕнче 5 çул ĕçленĕ хыççăн ĕçчен пурăнмалли çурта хакĕн 10 процентне, 10 çул хыççăн 1 процентне тавăрса тÿлесе илме пултарать. Иккĕмĕш мел – ял ипотеки. Чăваш Енре çак программăн уйрăм условийĕсене йĕркеленĕ. АПК ĕçченĕсене çулталăкри 3 процент вырăнне 0,5 процентпа кредит параççĕ. Уйрăмлăха регион бюджечĕ компенсацилет. Унсăр пуçне ĕç квалификацине ÿстерме те май пур. Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн программи пулăшнипе ял хуçалăх продукцине туса илекенсене ĕçченĕсене аграри енĕпе тĕллевлĕ пĕлÿ илме янăшăн тăкаксен 90 процентне саплаштараççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви АПК валли çĕнĕ кадрсем вĕрентмелли тытăма ача садĕнчен пуçлать, унтан шкул, хыççăн техникум е аслă шкул. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пуçарнипе республикăри кашни ача-пăча садне пĕр-пĕр фермер е ял хуçалăх предприятийĕ çумне çирĕплетеççĕ. Наставниксем ял хуçалăх предприятийĕсенче экскурсисем йĕркелеççĕ, çĕр ĕçĕпе паллаштараççĕ, агролабораторисене хăтлăлатаççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 111 агролаборатори ĕçлет. Унта 5 пин ытла ача вĕренет. <...>

Вера МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


«Кĕнеке хăйĕн хакне çухатмĕ»

«Пурнăç улшăнса пынине пăхмасăр кĕнеке хăйĕн хакне çухатмасть», — тет Вăрмарти тĕп район библиотекинче 35 çул ĕçлекен Римма Иванова. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вăл, вулакансене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илет.

Библиотекăра тавра пĕлÿ, абонемент, информаци, кĕнеке уйрăмĕсем пур, вулакансен залĕ ĕçлет. Паянхи кун тĕлне фондра 21 пин экземпляр кĕнеке упранать, вĕсенчен 3 пинĕшĕ — чăвашлисем. — Пурнăç мана Вăрмарти тĕп библиотекăна илсе çитернĕшĕн ÿкĕнместĕп, хĕпĕртетĕп çеç. Çынсемпе хутшăнма, калаçма çав тери килĕшет. Малтанах манăн библиотекарь пĕлĕвĕ пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ĕç шыраса çак библиотекăна килтĕм. Ун чухне Галина Алексеева директорччĕ. Вăл мана ĕçлесе пăхма виçĕ уйăх пачĕ, библиотека ĕçĕпе ятарлă пĕлÿ илмеллине асăрхаттарчĕ. Йăлтах хамăн алăра пулнине лайăх ăнлантăм. Виçĕ уйăх тăрăшса ĕçлерĕм. Библиотека ĕçĕ малтанах килĕшрĕ. Хама юмах тĕнчине лекнĕн туйрăм. Коллективпа туслашрăм, кашниех мана пулăшма тăрăшатчĕ. Вăхăт иртсен Галина Михайловна абонемент уйрăмне ĕçлеме илчĕ. Ун чухне кунсерен 30-40 çын таран кĕнеке илме пыратчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисемччĕ. Кашни вулакана юратса кĕтсе илнĕ. Паян та: «Мĕнле пурăнатăр? Мĕнле кĕнекесем кăмăллатăр? Мĕн тĕрлисене вулас килет сирĕн?» — тесе ыйтать Римма Иванова вулакансенчен. — Ĕçе килсенех пирваях ĕнерхи куна тишкеретпĕр, канашлатпăр. Халĕ вулавăша ытларах аслă ÿсĕмрисем, ачасем килеççĕ, çамрăксем вара çукрах. Хам чăваш классикĕсен кĕнекисене кăмăллатăп. Тин çеç пичетленсе тухнă кĕнекесемпе маларах паллашма тăрăшатăп. Килен-çÿрен ыйтсассăн çухалса каймалла ан пултăр. Вулакансем ытларах пурнăç çинчен çырнă кĕнекесем ыйтаççĕ. Сăмахран, Улькка Эльменĕ, Ангелина Павловская романĕсене каçса кайсах вулаççĕ. Палăртмалла: пирĕн Вăрмар тăрăхĕнчен те пултаруллă çыравçă сахал мар тухнă. Вĕсен йышĕнче: Василий Алентей, Аркадий Казанов, Григорий Тимофеев—Ыхра. Таврапĕлÿçĕсем те пур: Татьяна Дорофеева-Миро, Николай Иванов, Геннадий Табаков, Яков Зайцев, Анатолий Хаванский тата ыттисем те. Вăрмарти тĕп район библиотекине çÿрекен чи аслă вулакансенчен пĕри — 82-ри Елизавета Алексеева. Вулавăша вăл эрнере виçĕ хутчен килет, 5-6 кĕнеке илет, ытларах чăвашлисене вулать. Тепĕр чухне хăйĕн пурнăçĕ пирки те каласа кăтартать. Библиотекăна çемьепе те çÿреççĕ. «Эпĕ кĕнеке вулама юрататăп. Чăвашлисене те, вырăслисене те. Кунта та ĕçлекенсем ыйтнине яланах тивĕçтерме тăрăшаççĕ, ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, ăсатса яраççĕ», — тет Вăрмар поселокĕнчи вулакан Венера Михайлова. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.