- Чăвашла верси
- Русская версия
Çулсăр çÿрекен лашине çухатнă
Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. Мĕн-ши вăл? Çук, вĕрен мар. Юрĕ-çке, нумай аптăратмăп сире. Тупсăмĕ – çул. Этем ĕмĕрĕнче унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ахальтен мар-тăр пурнăç çулĕ тетпĕр. Таçта та илсе çитерет вăл пире. Анчах нихăçан та пĕр тикĕс пымасть: пĕрре яка, тепре лакăм-текĕмлĕ, хушăран çип пек çинçе, тепĕр чухне питĕ аслă, сарлака. Чи кирли – хăв сукмакунтан пăрăнмалла мар. Апла ан пултăр тесен ăçта каймаллине, еплерех тĕллев пурнăçлама палăртнине пĕлмелле. Унсăрăн аташасси те часах. «Çулсăр çÿрекен лашине çухатнă», – тесе ахальтен каламан чăвашсем. Урхамахĕсĕр кăна юлсан юрĕччĕ-ха. Чун канăçлăхне çухатас, ырăлăх пирки вуçех манас хăрушлăх пысăк.
Çакăн пек тарăн шухăша Михаил Мерченĕн «Вĕçсĕр çул» (редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталья Васильева; тиражĕ – 1000 экземпляр) кĕнеки путарчĕ пире. Кăларăма кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă çирĕм çичĕ сăвă кĕнĕ. Вĕсем ачасене тăван тавралăхпа паллаштараççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, ырăпа усала уйăрма, туслăха упрама вĕрентеççĕ. Сăвăç илемлĕ те сăнарлă ÿкерчĕксем тăвать, çавна май çут çанталăк хитрелĕхне асăрхама хистет. М.Мерченĕн уйăхĕ те, хĕвелĕ те, чечекĕ те – йăлтах чĕрĕ. Сăмахран:
Хĕвелпе уйăх ытти сăвăра та («Ытарма çук хит-ре», «Сăпка юрри») тĕл пулаççĕ. Паллах, ăнсăрт-ран мар ку. Вĕсем Çĕре çутă парнелеççĕ, эппин, умри çула та çутатаççĕ, этеме телей пиллеççĕ.
Çул сăнарĕ те сăвăран сăвва куçать:
«Вĕçсĕр çул».
Çапла, пурнăç çулĕ анлă, интереслĕ пулăмсемпе пуян. Унăн пуçламăшĕ вара – асамлă ачалăхра. Лирика сăнарĕсем илеме чунпа та чĕрепе туяççĕ. Ăна аркатасран шикленеççĕ. «Кĕрхи илем» сăвăри Рита çулçăсем çине пусма та хăрать. Ытла илемлĕ-çке-ха вĕсем, епле таптăн?
Кулăшла ÿкерчĕксем те тĕл пулатăн кĕнекере. Тĕслĕхрен, шăна слон пулма тĕв туни («Шăна мĕншĕн нăрлатать?»), йытă уйран çара уран таврăнни («Çара уран»), куян упа патне «каçару ыйтма» пыни («Вĕçкĕн куян»), така урипе тапа-тапа кĕнеке вулани («Такмаксем»).
«Шурă парăс» сăвă вара йывăрлăхсене – тĕрлĕ çил-тăвăла, хумсене – парăнмасăр малалла талпăнма хистет:
Çÿлерех каланине тепĕр хут аса илтеретпĕр – çул нумай, анчах эсир хăвăрăнне суйлăр. Чăрмавсем чарса ан тăччăр сире, вĕсем хавхалану çăл куçĕ пек пулччăр. Лашăра çухатсан та пуçăра ан усăр. Унсăр пуçне пуйăс та, машина та пур. Хумсене парăнтарас тесен карап çине ларма билет туянăр. Тепĕр тесен, йытă кÿлме те пулать. Чи пĕлтерĕшли – çурма çулта ан чарăнăр. Умра çут çăлтăр-ĕмĕт кĕтет-çке-ха.
Комментари хушас