- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 11 (4882) № 21.03.2024
«Лучше всех!» ача-пăча телекăларăмне хутшăннă
Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Алиса Исакова ултă çулта кăна. Нумаях пулмасть хĕрача Пĕрремĕш каналти «Лучше всех!» ача-пăча программине хутшăннă. Ăна çитес вăхăтра асăннă кăларăмра курма май пулĕ. Алиса — джампинг-фитнес енĕпе Чăваш Ен тата Мускав чемпионки. Вăл виçĕ тата ултă çулсенчи ачасен хушшинче палăрнă. Çак кунсенче Алисăпа тата унăн амăшĕпе Алена Викторовнăпа çыхăнса хĕрачан пултарулăхĕпе паллашма май килчĕ.
ПИЛĔК УЙĂХРАХ — ÇИТĔНŸСЕМ Алиса пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мускавра, «Мосфильм» студире «Лучше всех!» ачапăча программинче ÿкерĕннĕ. Хĕрача батут çинче хусканусем тунă, хăйĕн спорт тĕсĕ пирки каласа кăтартнă, пултарулăхĕпе паллаштарнă. Алиса джампинг-фитнеса пилĕк уйăх каялла кăна çÿреме тытăннă. Çак кĕске хушăра Чăваш Ен тата Мускав Кубокĕсене ªсоло номинациреº çĕнсе илнĕ. Унăн пухмачĕнче халĕ — 3 ылтăн тата 2 кĕмĕл медаль. Хĕрача Пĕрремĕш каналăн кăларăмне мĕнле лекни пурне те кăсăклантарать пулĕ.
Кĕтмен çĕртен «Лучше всех!» редакторĕ Алисăн амăшĕ Алена Викторовна патне социаллă сетьре çыру çырнă. Хĕрачана онлайн-кастинга хутшăнма сĕннĕ. Паллах, Исаковсем килĕшнĕ. Ултă çултискерĕн пултарулăхне нумай та тĕрĕслемен. Интереслĕ те хăйне евĕр Алиса вĕсене тÿрех килĕшнĕ. Çакăн хыççăн хĕрачана Мускава чĕннĕ. «Студире ăшă кăмăл-туйăм хуçаланатчĕ. Çавăн пиркиех ачасем кунта хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ пулĕ. Алисăна редакторсемпе вĕсен пулăшуçисем пĕрмай хавхалантарса тăчĕç. Паллах, пĕчĕкскер пăртак пăлханчĕ. Йĕри-тавра — мĕн чухлĕ камера, софитсем, программăна хатĕрлекенсем тата лăк тулли зал çын. Алисăна Жанна Бадоева телеертÿçĕ питĕ килĕшрĕ. Вĕсем иккĕшĕ тÿрех пĕр чĕлхе тупрĕç. Вăл ăна хавхалантарса унпа пĕрле хусканусем турĕ. Пĕтĕмпех ăнăçлă пулчĕ, пĕрремĕш хутĕнчех ÿкерĕнчĕ. Эпир виç- сĕмĕр, ман мăшăр, Алиса тата эпĕ, Мускава самолетпа вĕçрĕмĕр. Маргарита Габакан тренер та программăна хатĕрленĕ кун килсе çитрĕ, пирĕнпе юнашарах пулчĕ», — каласа кăтартрĕ Алена Викторовна. <...>
Елена АТАМАНОВА
♦ ♦ ♦
Двигаться дальше и не бояться трудностей!
В России, в особенности в нашей республике, в молодежной среде активно развивается волонтерское движение. Школьники с огромным интересом и энтузиазмом вступают в ряды добровольцев. Эта деятельность охватывает все сферы жизни и воспитывает в будущем поколении нашей страны чувства патриотизма, взаимопомощи, милосердия и безвозмездности.
Ульяна Иванова – тим-лидер Волонтерского центра города Чебоксары, активист «Движения Первых», председатель «Совета Первых» 5-й гимназии столицы, член регионального и городского «Совета Первых», артековец, а еще волонтер. Она учится в 8-ом классе 5-й гимназии города Чебоксары, активно занимается волонтерством. Ульяна отмечает, что волонтер – это человек, который всегда готов прийти на помощь и в любой ситуации найдет решение. Добровольческая деятельность открывает новые возможности, помогает усваивать новые азы в работе. Человек имеет возможность попробовать себя абсолютно в разных сферах деятельности, проявить как обычный волонтер, координатор или организатор, а набранный опыт пригодится в дальнейшем. – В волонтерство я пришла от желания двигаться, работать. Сбор гуманитарной помощи – первое мероприятие, где я приняла участие в качестве добровольца. В последующем мне еще раз предложили помочь в сборе гуманитарной помощи, и я согласилась. А потом начала выходить на «Че боксары-Арену» в качестве волонтера Министерства спорта Чувашии, с этого и начался мой путь, – вспоминает девочка. Быть волонтером – огромный труд. Порой этим ребятам приходиться ставить в приоритет не личный отдых, а работу на площадке или помощь в организации мероприятия. – Самое сложное – отстоять весь день на ногах. Бывают такие мероприятия, на которых не успеваешь поесть, в течении всего дня нужно быть в хорошем настроении, отвечать на вопросы и выполнять работу своего функционала. Однако все это не сравнится с тем, когда ты видишь горящие глаза людей и слышишь их «спасибо». Их улыбки и радость снимают всю усталость после проделанной работы, – делится Ульяна. <...>
Ангелина ПЫРКИНА
♦ ♦ ♦
Камăн почеркĕ хитререх итререх?
Почерк тăрăх çыннăн кăмăл-туйăмне пĕлме май пур-мĕн. Нумаях пулмасть ăна пиллĕк тата çиччĕмĕш класра вĕренекенсем хăйсем курса тĕлĕнчĕç. Шултра почеркпа çыраканăн тус-юлташ нумай иккен, вĕсем калаçма юратаççĕ. Камăн вĕтĕрех — унашкаллисем çынпа хутшăнма кăмăлласах каймаççĕ-мĕн. Сас паллисем çавракарах тăк — вăл ырă кăмăллă, яланах пулăшма хатĕррине пĕлтерет. Ытла хытă пусса çыраканăн кăмăл-туйăмĕ çирĕп, пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. Пирĕн ачасен почеркĕ мĕнлерех-ши? Çĕнĕ технологисен саманинче хитре çырма манас хăрушлăх пур. Çавна май эпир камăн почеркĕ лайăхрах пулнине пĕлес тесе конкурс ирттерес терĕмĕр. <...>
Алина НИКОЛАЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас