Чăваш хĕрарăмĕ 11(1341) № 21.03.2024

21 Пуш, 2024

«Çын хушшинче ĕçленĕ чух хурлăх чакать»

«Аннен юн пусăмĕ хăвăрт ÿссе кайнипе хамăр тĕллĕнех район больницине çул тытрăмăр. Тухтăр пÿлĕмĕн алăкĕ умĕнче вăрах кĕтме тиврĕ. Ниепле те йышăнмарĕ. Анне вара куç умĕнчех хавшаса пычĕ. Мĕн тумалла? Тухтăр чĕнессе кĕтсе илеймесĕр унăн пÿлĕмне кĕтĕм, пире хăçан йышăнассипе кăсăклантăм. «Хупăр алăка леш енчен! — кĕтмен хурав минретсех ячĕ. — Курмастăр-им: эпир апат хатĕрлетпĕр!» Малтанах çухалса кайрăм, унтан хама алла илтĕм. Сехет çине пăхрăм — 11 иртнĕ. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те çакна ĕнер пулнă пек питĕ аван астăватăп. «Юрать, — терĕм, — апла эпĕ тĕп тухтăр патне кайса ыйтам-ха, Хĕрлĕ Чутай больницинче миçе сехетре апатланаççĕ шурă халатлисем?» Алăка хупса коридора тухрăм кăна, çурăм хыçĕнче çепĕç сасă илтĕнсе кайрĕ: «Ниçта кайма та кирлĕ мар, халех пулăшăпăр сире». Çаврăнса пăхрăм. Медицина сестри. Вăл çийĕнчех тонометр илсе килчĕ, аннен юн пусăмне тĕрĕслерĕ — питĕ пысăкчĕ. Хăвăртрах кирлĕ эмелпе укол турĕç. Аннене çăлса хăварчĕç. Çапла паллашрăмăр эпир Зоя Матвеева медицина сестрипе. Каярах ун çинчен кăмăллă сăмах нумай илтме тÿр килчĕ. Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме ăна Турă хăй пÿрнĕ тейĕн. Инкеке лекнисене пулăшма васкать вăл, унăн участокĕнче шутланать-и чирли е çук-и — ниме те пăхса тăмасть. Ку кăна та мар-ха, больницăна пуçтарăннă, анчах çитме май тупайман çынсене хăйĕн машинипе килне кайса илсе килет, тепĕр чухне каялла та леçет. Пулăшу пама яланах хатĕр. Тĕлĕнтермĕш мар-и вара çакă?» — Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Калккасси ялĕнче пурăнакан Зоя Матвеева /хĕр чухне Абакумова/ çинчен чăваш юрăçи Зоя Спиридонова çапла каласа кăтартрĕ. Канăçсăр, ырă чунлă, вашават хĕрарăмпа эпир те вулакана çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.

Йывăрлăхсем хăратман

Зоя Петровна Калккасси ялĕнче 1959 çулта икĕ ачаллă çемьере асли пулса çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле. Тĕрĕсрех, уйрăмлăхĕ пулнă-ха — хĕрачара мĕн пĕчĕкренех ыттисене пулăшас туртăм вăйлă аталаннă. Ÿсĕм çитсен парта хушшине ларнă, çак тăрăхри Сĕренкассинчи тулли мар вăтам шкулта ăс пухнă. Хастарскер, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынипе çырлахман, общество ĕçне хутшăннă, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Хĕрĕн çемçе кăмăлĕ кăна мар, вăл ыттисемпе пĕр чĕлхе хăвăртах тупма пултарни те çамрăклах палăрнă. Сăмахран, аслăрах çултисем астăваççĕ-тĕр, организаци пайташĕсен пĕчĕк кăна взнос тÿлемеллеччĕ. Хăшĕ-пĕришĕн вара çакă та чăрмава çаврăннă. Зоя вара ун пеккисемпе темĕнле майпа туххăмрах калаçса татăлма, шăпах çав ларутăрура кирлĕ сăмах тупма пĕлнĕ, çапла майпа укçа-тенке пĕр чăрмавсăрах пухнă. Çавăн пекех тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси те уншăн шăл çемми кăна пулнă — Зоя йыхравласан концерта хутшăнмасăр никам та айккинче тăман. <...>

М.МИХАЙЛОВА

♦   ♦   


«Паспортра пичет пурри пĕлтерĕшлĕ мар»

çапла калаççĕ пĕрле 20 çул пурăнакан Надеждăпа Сергей

«Паспортра мăшăрланнине çирĕплетекен пичет пурри ниме те пĕлтермест. Чи кирли — пĕр-пĕрне хисеплени тата хаклани. Çемьене вăйă пек йышăнакансене уйрăлассинчен пичет тытса чараймĕ. Çирĕп шухăшли вара унсăр та йĕркеллĕ пурăнма пултарать», — калаçăва пуçарчĕ çичĕ ача амăшĕ Надежда Быкова. Вăл мăшăрĕпе Сергей Матвеевпа хут уйăрттармасăр пĕрле пурăнма пуçланăранпа кăçал 20 çул çитет. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ çирĕп çемье вăрттăнлăхне уçрĕ.

15 çулта ĕçе кĕнĕ

Матвеев-Быковсем Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлта кун кунлаççĕ. «Ялти пурнăçа тем тесен те хуларипе улăштармăпăр. Кунта йăлтах юнашар: шкул та, ача сачĕ те… Ĕç-и? Вăл яланах тупăнать! Ÿркенмелле мар çеç», — терĕ кил хуçи Сергей Вячеславович. Çемьере 7 пĕртăван çитĕнет: Лев, Нелли, Екатерина, Маргарита, Тимофей, Аглая тата Платон. Чи кĕçĕнни 5 уйăхра çеç-ха. Кашни тĕпренчĕкне ашшĕпе амăшĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вĕсем кашнине çителĕклĕ тимлеме, тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ. Кирек мĕнле хĕрарăма та çумра шанчăклă арçын пулсан çемьене тытса пыма çăмăлрах. Надеждăна ку тĕлĕшпе ăннă. Ачисем пĕчĕк чухне çĕрле йĕрмĕшсен те мăшăрĕ вăранса вĕсене лăплантарнă тепĕр чухне. Хăй те йышлă çемьере çитĕннĕрен-ши, тĕпренчĕкĕсене питĕ юратать вăл. Сергей Вячеславович Çĕнĕ Шупашкарта, 8 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Сергей — пиллĕкмĕш. Вăл 6 çулта чухне çемйипе Волгоград облаçĕнчи Генераловский хутора куçса кайнă. «Ун чухне самани çăмăл марччĕ. Эпĕ 15 çултах трактористра ĕçлеме пуçларăм, аннене укçа-тенкĕ енчен пулăшрăм. Водителе вĕренсе тухсан техникăпа кăсăклантăм», — каласа кăтартрĕ нумай ача ашшĕ. Çак чун киленĕçĕ ăна паянхи кун çупа çăкăр çимелĕх, çемйине тăрантмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшать: арçын автомобиле юсамалли тата шиномонтаж мастерскойне уçнă. Техникăна кăмăлласси аслă ывăлне Лева та куçнă, вăл мотоцикл пайĕсене сÿтсе пуçтарма пултарать, тусĕсене те ку енĕпе пулăшать. 12-ри Катя та пиччĕшĕнчен юласшăн мар, хĕрачана та техника кăсăклантарать. Кил ăшшин управçи Надежда Ивановна — Шуршăлтан. Вăл çемьере — вуннăмĕш ача, чи кĕçĕнни. «Маншăн чи кирли — ачасене пĕр-пĕрне пулăшма, пĕр-пĕриншĕн кар тăма вĕрентесси. Çитĕнсен вĕсене шăпа кирек ăçта илсе çитерсен те пĕр-пĕрин тĕревне туйма пултарччăр», — калаçрĕ 39 çулти хĕрарăм. Унăн виçĕ пиччĕшĕпе ултă аппăшĕ çывăхра пурăнаççĕ, çавна май пĕртăвансем час-часах тĕл пулаççĕ. Сергейпа Надежда 20 çул каялла, арçын Чăваш Енри тăванĕсем патне килсен паллашнă. Вĕсем ăнсăртран тĕл пулнă темелле. «Шăпа палăртнă тĕлпулусем пурте ăнсăртран пулаççĕ», — йăл кулчĕ Надежда. Вырăс яшне пикен уçă кăмăлĕ, ăшă кулли, пурнăçа юратни тыткăнланă. Хĕр вара йĕкĕте тыткаларăшĕпе вырăнти каччăсенчен палăрнăран куç хывнă. Пĕрре курса çуралнă юрату пулман вĕсен, туйăмсем майĕпен вăй илсе çирĕпленнĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА

♦    ♦   


Итальян упăшки чăваш арăмĕ валли апат хат.рлеме кăмăллать

Тăван кĕтесрен чылай аякра телей шыракан сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарта çуралса ÿснĕ, Италири Новара хулинче пурăнакан Валентина Иванова. Нумайăшĕ Европăри çĕршывсене Раççейпе танлаштарма пăхать. Анчах та пире унта хапăл тăваççĕ-и е ют çĕрте йăлтах çĕнĕрен пуçлама пачах та çăмăл мар-и? Валентина пĕтĕмпех тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Вăтанчăклăха çĕнес тесе…

Шупашкарти 40-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне учительница хĕрача чĕлхесене çăмăллăнах парăнтарнине асăрханă, çавăнпа малашлăхне çак енĕпе çыхăнтарма сĕннĕ. Вĕрентекен ăс панипе килĕшсе шкул хыççăн Валентина И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнă, çăмăллăнах студент пулса тăнă. Анчах кĕçех ăнланса илнĕ: вырăс чĕлхине, епле хытă юратсан та, тарăннăн «шĕкĕлчесси» — ун валли мар. Тытнă та университетран 23-мĕш училищĕне çĕвĕçе вĕренме куçнă. Унтан экономикăпа технологи колледжĕнче çак енĕпех ăс пухнă, инженер пулса тăнă. Хĕр кунпа та çырлахман, Хусанта магистратура пĕтернĕ. Алла диплом иличченех ăна Шупашкарти предприяти ĕçе чĕннĕ. Вăт йăлтах çакăнтан пуçланнă та. Çăмăл промышленноç енĕпе ĕçленĕ май Валентина тĕрлĕ хулана командировкăна çÿреме тытăннă: Мускава, Санкт-Петербурга... Шăпа Беларуçе илсе çитернĕ. Пулас мăшăрĕпе, итальян каччипе Ланди Джакомăпа Валентина шăпах унта паллашнă. Туйăмсем ытла та кĕтмен çĕртен тата питĕ хăвăрт хыпса илнĕ. Çав вăхăтра тĕнчипех covid-19 алхаснă. Чикĕ урлă каçма мар, астăватăр-тăр: урама та питех тухса çÿреме юрамастчĕ. Анăçра та йĕрке питĕ çирĕп пулнă. Апла пулин те Итали каччи çине тăнă, консулпа çыхăннă, чăваш хĕрне тинĕс урлă каçарма мехел çитернĕ… Паллашнăранпа тăватă уйăх иртсен çамрăксем пĕрлешнĕ. Кунта çакна каласа хăвармалла. Италире çамрăксем официаллă майпа мăшăрланма васкамаççĕ. Саккун ачаллă хĕрарăма хытă хÿтĕлет. Çемье арканас-тăвас пулсан пĕтĕм пурлăха йăлтах ачипе амăшне уйăрса параççĕ, хваттершĕн-çуртшăн кредит арçын тÿлесе татнă пулин те вăл урамра тенĕ пек тăрса юлать: нимсĕр-мĕнсĕр. Çапах та Валентинăпа Ланди хут уйăрттарсах пĕрлешнĕ, саккунсăр майпа çырăнмасăр арçынпа пĕр тăрă айĕнче пурăнмассине, пĕр минтер çине пуçа хумассине çирĕппĕн каланă чăваш хĕрĕ. Тĕнчере, каларăм ĕнтĕ, усал чир алхаснă, килтен тухса çÿреме юраман, анчах та вырăнти çынсемпе калаçмалла-хутшăнмалла вĕт-ха… Валентина итальянсен чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренме пуçланă. Каярахпа, йĕрке кăшт çемçелсен, ют çĕршывран килнисем валли йĕркеленĕ курссене çÿреме тытăннă. Халĕ вара Валентина итальянла пĕр чăрмавсăр калаçать тесе шухăшлатăр пулсан — йăнăшатăр. «Вĕсем хăйсем те пĕр-пĕрне ăнланса çитереймеççĕ, — кулчĕ хĕрарăм. — Округсенче диалект анлă сарăлнă, кашни тăрăхăн — хăйĕн калаçăвĕ. Эпир вара литература нормине пăхăнса вĕреннĕ. Вăт литература чĕлхипе калаçакансене ăнланатăп эпĕ». <...>

М.МИХАЙЛОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.