Хыпар 25 (28201) № 12.03.2024

12 Пуш, 2024

Кашнин сасси пĕлтерĕшлĕ

Пуш уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсем — Раççейре пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ кунсем. Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалла. Унпа вара çĕршывăн малашнехи аталанăвĕ тачă çыхăннă.

Суйлава хутшăнса кашниех хăйĕн граждан позицине палăртать. Сасăлама каясси — Раççей гражданинĕн тÿрĕ тивĕçĕ. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн суйлавне хатĕрленме тата ирттерме хутшăнакан участок суйлав комиссийĕсем ĕçе пуçăннă. Чăваш Республикинче сасăлав кунĕсенче 1042 комисси, çак шутран тăххăрăшĕ суйлавçăсем вăхăтлăх пурăнакан тăрăхĕсенче вырнаçнă, суйлавçăсене йышăнĕ. Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, хальхинче Раççей Президенчĕн суйлавне тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать. Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнчен суйлавçăсенчен килте сасăлама ыйтса çырнă заявленийĕсене йышăнма пуçланă. Кун пек ирĕкпе суйлав участокне тĕрлĕ сăлтавпа — чирленĕрен, ватă çынна пăхмалла пулнăран, инвалидноç пуррисем — пырайманнисем усă курма пултараççĕ. Заявленисене пуш уйăхĕн 17-мĕшĕччен /14 сехетчен/ йышăнаççĕ. Суйлав комиссийĕн членĕсене киле пырса сасăлаттарма хут çине çырса та, сăмах вĕççĕн те ыйтма юрать. Ку ушкăнри граждансем патне пуш уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче суйлав комиссийĕн членĕсем тата сăнавçăсем килне пырĕç. Суйлавçăн паспортне кăтартмалла, бюллетень илмелле, сасăланă хыççăн ăна пломбăланă ещĕке ямалла. Суйлав кунĕнче килтен аякра пулакансем «Мобильлĕ суйлавçă» хушăмпа усă курса сасăлама пултараççĕ. Ку меслете суйланисен заявленийĕсене Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă, нумай функциллĕ центрта, территори е участок суйлав комиссийĕсенче пуш уйăхĕн 11-мĕшĕччен йышăннă.

Çавăн пекех дистанциллĕ электрон сасăлава хутшăнса çĕршывăн пулас Президентне суйлама май пур. Ку меслете суйлани пирки те граждансен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă пушăн 11-мĕшĕччен пĕлтермелле пулнă. «Эпĕ ĕлкĕртĕм, — терĕ Марина Павлова. — Пĕр суйлава та сиктермен. Мускава ĕçлеме каяссине маларахах пĕлсе тăнăран хальхинче сасăлава хутшăнаймасран шикленнĕччĕ. Дистанциллĕ электрон мелпе усă курма май пуррине пĕлсен, чăннипех те, хĕпĕртерĕм. Тренировкăна хутшăнтăм. Кăткăслăх курмарăм. Çавăнпа халĕ хама шанчăклă туятăп: эпĕ те хамăрăн Президента суйлăп». <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Субботнике тухатăн – лотерейăна хутшăнатăн

Çăл куçлă тăрăх теме пулать Красноармейски округне кĕрекен Чатукасси хутлăхне. Темиçе çăл куç тапать кунта. Вĕсен шывĕ сиплĕ, сивĕ, тап-таса. Анчах вĕсем пăхмасан тулса тата типсе пыраççĕ.

Чатукассисен ку енĕпе пăшăрханмалли çук. Виталий Егоров çăл куçа тирпейлесе тăрать. Виталий Егорович ку ялта çуралса ÿснĕ. Маларах вăл Шупашкарта пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан яла таврăнса пÿрт лартнă. Çăл куçĕ вара унăн пахчи вĕçĕнче вырнаçнă. «Куснар шывĕ теççĕ халăхра чуна илĕртекен çак çырма-çатраллă вырăна. Иртнĕ ĕмĕр варринче вăл чăннипех те халăха илĕртекен вырăн пулнă. Ватăсем каланă тăрăх, 1921 çулта, типĕ вăхăтĕнче, ялти çăлсем типнĕ. Халăх çак çăл куç патне шыв ăсма çÿренĕ. Паян та Куснар çырми хăйĕн шывне пĕчĕк çăл куçсенчен пухса Унка илсе çитерет. Ункă шывĕ Çавал юхан шывĕ урлă Атăла юхса кĕрет. Апла тăк Куснар çăл куçĕсем Атăл шывне те хăйсен тутине кăшт параççĕ темелле. Пирĕн çырмари çăл куç шывĕ пек тутли çук. Çавна шута илсе кÿршĕсемпе пахча хыçĕнчи çăл куçа пăрăхсем хурса тирпейлерĕмĕр. Ун хыççăн ун патне инçерех пурăнакансем те çул хыврĕç. Унăн тути пурне те килĕшет. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Куснар çăл куçĕсем тапсах тăччăр, хăйсен шывне малашне те Атăла çитерччĕр», — терĕ Виталий Егорович. Чатукасси территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Анастасия Александрова пĕлтернĕ тăрăх, Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра вĕсем çÿлерех асăннă çăл куç вырăнне тата хăтлăлатасшăн. Çак вырăнта çăл куç вырнаçни пирки çырса çакасшăн. «Çул хĕрринчен курăнса тăтăр вăл. Иртен-çÿрен çăл куç юхса выртнине пĕлтĕр. Колонкăрипе танлаштарсан унăн шывĕ çемçе, питĕ тутлă. Çавăн пекех ларса канма саксем вырнаçтарасшăн. Бюджетран укçа уйăрсан хĕвелтен упранмалли вырăн та тăвасшăн. Информаци кунĕсенче ирттернĕ пухусенче ку ыйтăва пĕрре кăна мар çĕклерĕç. Çавăнпа палăртнине пурнăçа кĕртетпĕрех тесе шухăшлатăп. Чатукассинче пĕве те пур. Ун çумĕнче часавай туса лартнă. Унта турăшсем вырнаçтарнă. Çăл куçĕ пăхса тăман пирки кăштах юхăннă. Вăл çÿп-çаппа, ăпăр-тапăрпа тулнă. Анчах типсе ларман. Çавăнпа ăна хăтлăх кĕртесшĕн. Картлашкасем тăвасшăн, тăррине улăштарасшăн. Часавая «Пуçаруллă бюджет» программăпа çĕнетесшĕн. Кăрлачăн 18-мĕшĕнче кайса куртăм ăна. Ытти чухне шывне унтан та илнĕ. Халĕ Куснар çăл куçĕнчен ăсатпăр. Ăна Кăшарнире сăваплаççĕ», — палăртрĕ Анастасия Леонидовна. Анастасия Александрова пуçлăх лавне туртма тинтерех кăна пуçланă-ха. Апла пулин те хастар та мал ĕмĕтлĕскер лару-тăрăва лайăх чухлать. Асăннă территорире пĕтĕмпе сакăр çăл куç пулнине пĕлтерчĕ. Вĕсене пурне те тасатма палăртнă. «Çитес эрнере «Пуçаруллă бюджет» программăпа Шăнарпуç ялĕнче пĕве тасатасшăн. Пĕлтĕр ял çыннисем йывăçсене касрĕç. Тасатма та пуçланăччĕ. Анчах пĕвене тарăнлатма техника кирлĕ. Подрядчик тепĕр эрнере ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕ. Пĕве патне пыма икĕ енчен çул пулĕ. Çавалçырмасен кÿлли те ăшăхса пырать. Вĕсем те тасатса тарăнлатасшăн. Ку ĕçе кăçал пуçлăпăр та килес çул вĕçлĕпĕр. Пирĕн тăрăхран авалхи Хурăнлă çул иртет. Ăна Юрий Валентинов ертсе пынипе Чатукассинчи çÿлти урамсем пăхса тăраççĕ. Хăй вăхăтĕнче Юрий Анатольевичăн ашшĕ пуçарнă çак ĕçе. Вĕсем ÿснĕ курăка çулаççĕ, чечек акаççĕ. Кашни çулах йывăç лартаççĕ. Пулайкассинче Регинăпа Вячеслав Александровсем, Çавалçырмара Ольга Сироткина — питĕ хастар çынсем. Яла тирпей-илем кĕртес енĕпе пуçаруллă ĕçлеççĕ, тĕрлĕ мероприяти, субботниксем йĕркелеççĕ. Алексей Григорьев Красноармейскинче пурăнать пулсан та тăван ялне килсе çÿрет. Енĕшкассинче çурт лартнă вăл. Ял илемĕшĕн тăрăшать. Çавăн пекех Юрий Никандрова, Фаина Илларионовăна палăртмалла. Кирек хăш ĕçе те тума пулать вĕсемпе. Шăнарпуçĕнчи Марковсем те хастар. Вĕсем çине тăнипе шăнарпуçсем «Пуçаруллă бюджет» программăна виçĕ хутчен хутшăнчĕç», — пĕлтерчĕ Анастасия Леонидовна. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Тĕрĕс ĕçлесен асăрхаттармĕç

«Хыпар» ыйтăвĕсене Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ертÿçи Алексей Палькин хуравлама килĕшрĕ.

Инçетрен те тĕрĕслеççĕ

— Эпир ветеринари, выльăха сиплемелли тата профилактикăламалли эмел çаврăнăшĕ, çавăн пекех карантин тата ял хуçалăх культурисене хÿтĕлес, пестицид, агрохимикат, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшне йĕркелес енĕпе тĕрĕслесе-сăнаса тăратпăр. Пирĕн ĕçре иртнĕ çулсенче тĕп вырăн йышăннă тĕрĕслевĕн чылай мероприятине вăхăтлăх чарса лартнăран йĕркене пăсакансемпе профилактика тĕлĕшĕнчен калаçатпăр тата асăрхаттарассине ытларах тимлĕх уйăратпăр.

— Алексей Николаевич, профилактика лайăххине пĕлетпĕр, çапах потребительшĕн тĕрĕслев лайăхрах мар-ши? Вăл епле пурнăçланать?

— Федерацин 248-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн республикăра 2810 тĕрĕслев ªсăнавº, çав шутран 98 процентне тĕрĕслевçĕсене явăçтармасăр, е виçĕм çулхинчен 1,8 хут нумайрах йĕркелерĕмĕр.

— Мĕнле майпа?

— Тĕрĕслевçĕсене явăçтармасăр йĕркелекен тĕрĕслев ªсăнавº мероприятийĕсен йышне ÿстертĕмĕр. Вĕсене пурнăçласа бизнеса администраци тĕлĕшĕнчен май килнĕ таран сахалрах витĕм кÿретпĕр, вăл саккунсене пăхăнса ĕçлени-ĕçлеменнине хамăрăн ĕç вырăнĕнчех тĕрĕслесе тăратпăр. Россельхознадзорăн цифра меслечĕсем, ведомствăсемпе çыхăнса ĕçлени, бизнеспа уçă калаçу-çыхăну йĕркелени пире сăнав тĕллевĕсене тата ял хуçалăх продукцийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине ăнăçлă пурнăçлама май парать. Управленишĕн 2023 çул тĕрĕслев-сăнав ĕçĕнчи цифра меслечĕсене анлăн интеграциленипе палăрса юлчĕ. Россельхознадзор информацин 20 ытла тытăмĕпе компоненчĕсене хатĕрлесе ĕçе кĕртрĕ. Вĕсенчен чи анлисем — федерацин патшалăх «ВетИС», «Сатурн» тата «Аргус-Фито» информаци тытăмĕсем. Россельхознадзорăн информаци тытăмĕпе Чăваш Енрен 20 пин ытла çын çыхăнса ĕçлет, вăл çуллен 15 миллион ытла электрон сертификат илме пулăшать. Техника ыйтăвĕсене татса пани аграрисен продукцийĕ уйран лавкка сентри таран епле куçса пынине сăнаса тăма, ырă кăмăлпа йĕркелемен бизнеса, хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултаракан тавара тăрă шыв çине кăларма май парать.

— Республикăра начар пахалăхлă тата суя продукци туса кăларакансемпе тата хатĕрлекенсемпе, сутакансемпе мĕнле кĕрешетĕр?

— Выльăх кÿрекен продукци пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕслесе тăрассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Федерацин апат-çимĕçе мониторингламалли йĕркипе килĕшÿллĕн тĕрĕслеме пĕлтĕр ĕçме-çимерен 139 тĕслĕх илтĕмĕр, 10-шĕ техника регламенчĕпе тата норматив докуменчĕпе килĕшсе тăманнине тупса палăртрăмăр. Куратпăр ĕнтĕ, тивĕçтермен тĕслĕх 7,2% е 2022 çулхинчен ª13%º сахалрах. Федерацин патшалăх «Меркурий» информаци тытăмĕ ĕçлесе кайнăранпа иртнĕ 5 çулта республикăра тăрă шыв çине кăларнă суя юр-вар шучĕ 2 хута яхăн пĕчĕкленчĕ ªфальсификат 2018 çулта — 13,4%, 2023 çулта — 5,9%º. Вĕсенчен пĕр предприятийĕ те Чăваш Енрен мар. Начар продукци çулне пÿлме пулăшакансенчен пĕри — электрон ветеринари сертификатне илме май паракан федерацин патшалăх «ВетИС» информаци тытăмне кĕрекен автоматизациленĕ «Меркурий» тытăм. Документ кăтартаймаççĕ

— Информаци тытăмĕпе усă куракансем саккунсене епле пăхăннине сăнаса тăратăр-и?

— Ку енĕпе управленин мониторинг ушкăнĕ ĕçлет. 2023 çулта «Меркурий» тытăмпа усă курнă чухне вĕсене 895-шĕ саккуна пăхăнманнине, çапах çавнашкал тĕслĕх 2022 çулхинчен сахалраххине уçăмлатрăмăр. Сăлтавне тытăм ĕçне лайăхлатнипе, усă куракансене унпа паллаштарнипе, вĕсене профилактикăланипе ăнлантаратпăр. Саккуна пăхăнманнисем тĕлĕшпе регистрацие вăхăтлăх чарса тăрататпăр е пăрахăçлатпăр, çавăн пекех федерацин патшалăх «ВетИС.Паспорт» информаци тытăмĕн компоненчĕпе асăрхаттаратпăр. Пĕрремĕш хут йăнăшнăшăн пĕлтĕр хуçалăхсене 327 асăрхаттару ятăмăр. Темиçе хут йăнăшнăшăн 78 регистрацие чарса лартрăмăр. Кунсăр пуçне ытти сăлтава пула тата 46 регистрацие пăрахăçларăмăр. Пĕрле илсе каймалли ветеринари документне хатĕрленĕ чухне йăнăш темиçе хут ан туччăр тесе хуçалăхсене 428 хут асăрхаттартăмăр. Документра вăл е ку продукцие туса кăларнине тата сутнине палăртнă, анчах чăннипе производство пач йĕркелемен 6 фантом лапама тупса палăртрăмăр ªун йышши 2022 çулта 36 пулнăº. Эпир тĕрĕслекен продукцин вĕсем урлă йĕркеленĕ çаврăнăшне чарса лартрăмăр, фантом предприятисене «Цербер» информаци тытăмĕнчен кăларттартăмăр

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Хăйĕн ирĕкĕпе кайнă

Тăватă ача ашшĕ ятарлă çар операцине хутшăнать

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш округĕнчи Шомик клубĕнче çак тата Шупашкар округĕнчи Атăльялта пурăнакансем ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнакан Василий Смеловский сержантпа тĕл пулчĕç.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă мероприятие Шомик ял клубĕн ертÿçи Валентина Алаева йĕркелерĕ. 42 çулти Василий Смеловский Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе тухса кайнă, Донецк облаçĕнче водитель пулса çулталăк çурă çапăçнă. Халĕ вăл икĕ эрнелĕхе отпуска килнĕ. «КАМАЗ, Урал, БТР — манăн техникăсем. Чăвашсем Катькас, Шомик ялĕсенчен те пур. Эпир Эдуард Париковпа тăтăшах хутшăнатпăр. Çар тивĕçне Оренбург облаçĕнчи Тоцкра, Таджикистанра пурнăçларăм, снайпер, взвод командирĕн çумĕ пултăм. Çарта пулни çапăçу хирĕнче те пулăшать. Сăмах май, эпир мăшăрпа Ольгăпа 8-18 çулсенчи тăватă ачана пăхса ÿстеретпĕр», — терĕ çар çынни. Уява Чăваш Республикинчи «ZOV-Чувашия» фонд ертÿçипе Елена Ершовăпа Муркаш округĕнчи Катькас уйрăмĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев хутшăнчĕç. Салтак амăшĕсене, çарти салтаксене пулăшакан ял çыннисене вĕсем тав хучĕсемпе чысларĕç. «Волентер ĕçĕ – хĕрарăм сăнлă», — терĕ Елена Ершова пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май. Çар операцине хутшăнакансене пулăшнăшăн чылай хĕрарăма Тав хучĕпе чысларĕ. «Украинăри ятарлă çар операцие пирĕн тăрăхран 12 салтак хутшăнать. Пĕтĕмпе 42 çын хÿтĕлев тетелĕ çыхать. Гуманитари пулăшăвĕ паракансем — 30 çын ытла, нуски çыхакансем — 20-ĕн. Сирĕн ĕç пархатарлă, кирлĕ», — терĕ Геннадий Лебедев. Вăл Елена Ершовăна, Василий Смеловские, Владимир Ямангеева, Иван Лыкова, Надежда Париковăна, Валентина Ямангеевăна тата ыттисене Тав хучĕпе чысларĕ. Елена Ершовăран фонда мĕнле йĕркеленипе кăсăклантăм. «ZOVЧувашии» фонда 2022 çулхи çурла уйăхĕнче уçрăмăр. Чи малтанах сĕт заводĕнчен хамăр салтаксем валли продукци леçес терĕмĕр, анчах илсе каякана шыраса тупаймарăмăр. Вара ĕçе хамăр йĕркелерĕмĕр. Салтаксем хăйсем патне мĕнле çитмеллине ăнлантарчĕç. Малтан «Атăл» батальонран пуçларăмăр. Эдуард Париков вĕсемпеччĕ. Батальон йĕркеленнĕ кăна, япала нумай кирлĕ. Вĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтартăмăр. Унтан мобилизаци пуçланчĕ. Пулăшăва вăйлатрăмăр. Эпир фонда пиллĕкĕн йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕм тăкака хамăр çине илетпĕр. Халăхран пуçтарнă укçана та пĕтĕмпех салтаксене пулăшма яратпăр. 2022 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче фонда саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилерĕмĕр. Халĕ 102 пунктра 50-шар çын тетел çыхать, гуманитари пулăшăвĕ пухать. Икĕ çĕвĕ цехĕнче – Улатăрпа Шупашкар хулисенче — волонтерсем ятарлă тум çĕлеççĕ. Типĕ апат хатĕрлеççĕ. Виçĕ ушкăн дронсем пуçтарать. Халĕ РЭБ приборĕсене хута ярасшăн. Чăваш наци музейĕнче ятарлă çар операцине халалланă кĕтес пур. Эпир унта экспонатсем патăмăр. 3D принтерпа дронсен тĕрлĕ пайне пичетлетпĕр. Нумай тĕрлĕ ĕç тăватпăр», — каласа кăтартрĕ Елена Ершова. <...>

Николай СМИРНОВ

♦   ♦   


«Иртыш» батарейи – чи лайăххисенчен пĕри

Нарăс варринче Раççей çарĕсем Донбасри Авдеевка хулине илнине ятарлă çар операцийĕн зонинчи пысăк çитĕнÿ тесе хаклаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ операцие ăнăçлă пурнăçланă ятпа çар çыннисене Владимир Путин Президент та тав туса саламларĕ. Палăртма кăмăллă: çак çĕнтерĕве туптанă паттăрсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур.

Вĕсенчен — пĕри Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕк ялĕн каччи Антон Долгов. Ятарлă çар операцийĕнче кĕске вăхăтра темиçе медале тивĕçме ĕлкĕрнĕ офицер-артиллерист, гаубица артиллери батарейин командирĕ, хăйĕн ĕçĕн чăн профессионалĕ. Тата — питĕ ырă, яваплăха туякан, сăпайлă çамрăк çын. Авдеевкăри çитĕнÿ уншăн çуралнă кун ячĕпе пулнă теме те юрать — ентешĕмĕр нарăсăн 21-мĕшĕнче 25 çул тултарнă. Менелник парни пек... Чăн та, çав «парнене» тăшман тăкакан вĕри тăхлан айĕнчи çапăçусенче çĕнсе илме тивнĕ. Авдеевка Донецкран çурçĕререх 13 километрта вырнаçнă. 2020 çулччен вăл облаç пĕлтерĕшлĕ хула пулнă. 2001 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх унта 37,2 пин çын пурăннă – пирĕн Улатăртинчен кăшт кăна нумайрах. Пирĕн çарсем çак хулана илни пысăк пĕлтерĕшлĕ тени вара пĕртте ăнсăртран мар. Кун пирки питĕ кăткăс наступлени операцийĕ теççĕ. Ăна йĕркелени çинчен Оборона министерстви хулана националистсенчен тасатса пĕтеричченех, унти тăшмана пĕтĕмпех тĕп тăвиччен, нимĕн те шарламан. Авдеевкăна Украинăн хĕç-пăшаллă вăйĕсем хăватлă оборона узелне çавăрнă — ăна темиçе çул çирĕплетнĕ, вунă çул вăл «пырса тĕкĕнми крепоç» шутланнă. Националистсем шăпах унтан Донецк, Мокеевка, Ясиноватая, ытти ял-хула, мирлĕ çынсем, об±ектсем çине вĕçĕмсĕр персе тăнă. Хулана пирĕн çарсем илни фронт линине инçерех куçарма, мирлĕ халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерме май панă. Йывăр çапăçусем пулнине çакă та çирĕплетет: операцин юлашки талăкĕнче кăна унта ВСУ 1,5 пин ытла боевика çухатнă. Нумайăшĕ тыткăна лекнĕ. Украина çарĕн таткаланчăк уйрăм формированийĕсем\çеç Авдеевкăран тарма пултарнă: хĕç-пăшалне, çар техникине пăрахса хăварса... Раççей çарĕ хăйĕн умне лартнă тĕллеве малтан палăртнинчен те хăвăртрах пурнăçланă — пирĕн салтаксемпе офицерсем ăнăçлă çапăçма пултарнине, хăйсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне тепĕр хутчен çирĕплетнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Çут çанталăк мăнаçлăхĕнчен паян та тĕлĕнет

Пирĕн хисеплĕ çыравçă Василий Кервен Патăрьел районне кĕрекен Упамса ялĕнче 75 çул каялла çуралнă. Вăл — поэт, тăлмачă, Раççей журналисчĕсен, писателĕсен союзĕсен членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ. Поэт 1987 çултанпа ЧР Профессионал писательсен союзĕнче тăрать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан «Пионер сасси» халĕ «Тантăш» хаçатра, «Хатĕр пул», «Çилçунат» «Самант» , «Тăван Атăл» журналсенче, Писательсен союзĕнче ĕçленĕ. 15 çул ытла Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ пулнă, студентсен литература пĕрлешĕвне ертсе пынă.

Василий Гаврилович шкулта вĕреннĕ чухнех пичетленме пуçланă. Вăл журналист та, критика тишкерĕвĕсем те, калавсем те çырать. Паллăрах кĕнекисем: «Туйăм», «Хĕври хĕвел», «Асамлă алăксем» сăвăсен пуххисем, «Çынсем» сăвăлла роман-эссе, «Аслати чечекĕ» повеç. Василий Гаврилович вырăс поэчĕсен Александр Пушкинăн, Михаил Лермонтовăн, Федор Тютчевăн, Сергей Есенинăн, Осип Мандельштамăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех тутар, удмурт, ирçе-мăкшă, латыш, литовец, украин çыравçисен произведенийĕсене чăвашла куçарассине те тимлĕх уйăрнă. Композиторсем унăн сăввисене юрра хывнă. Вĕсен йышĕнче — «Хура хурăн», «Хура пилеш», «Каçхи шуçăм», «Кил илемĕ», «Тарать салхуллăн каç», «Улăхра»… Василий Кервенĕн кăларăмĕсем Чăваш наци библиотекин çÿлĕкĕсем çинче сумлă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсемпе вулакансем паллашсах тăраççĕ, поэзипе кăсăкланакансем унăн сăввисене чун апачĕ вырăнне хурса киленсе вулаççĕ, пурнăç тĕрĕслĕхне, тупсăмне, вăрттăнлăхне шыраççĕ. Хальхи вăхăтра та вăл сăвăсем шăрçалать. Унăн тематики пуян та нумай енлĕ: тăван халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, йăли-йĕрки, чăвашăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрне сума суни, этемĕн çут çанталăкри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ, тавралăхăн илем тĕнчи, тăван кил, атте-анне, малашлăх пирки шухăшлани, унпа кăсăкланни… Тĕрленчĕкĕсем те прозăлла сăвăсем евĕр илемлĕ те ытарлă. Çапах мĕнлерех шухăш-туйăм çуралать унăн хайлавĕсемпе паллашнă май? Кашни çын çуралнă тăрăхне юратать. Тăван çĕршывран аякка тухса кайсан çуралнă кĕтес хăй патне пушшех туртать. Ăна вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпех асра тытать. Василий Гаврилович та çуралнă ялне, тăван тавралăха савса сăнлать. Тăван тавралăх тата мĕне тăрать унăн сăввисенче: «Çуралнă ен, тăван тавралăх — Ытарайми чипер кĕтес! Çавна ăста уçса памалăх Мĕнле сăнар сăвва кĕртес? Кунта нихçан манми ачалăх, Чи ырă вăхăт иртнĕрен Çуралнă ен, тăван тавралăх, Чуна туртатăн кунсерен». Куратăр-и: çуралнă тăрăхне ытла вăйлă юратнăран хăш сăнарпа танлаштармаллине те пĕлеймест поэт. Василий Кервен мĕн пĕчĕкрен Упамса çĕрĕн сĕткенне ăша илсе, юхан шывсем еплерех илемлĕн шăнкăртатса, чÿхенсе юхнине итлесе, вĕсен сассине тăнласа, çут çанталăк чĕлхин вăрттăнлăхне чухласа çитĕннĕ çын. Ахальтен мар пулĕ çав сасăсем унăн чунчĕрине сăрхăнса кĕнĕ, çавна май вăл поэзи тĕнчин техĕмне туйма пултарнă. Уй-хирте, ĕçре пиçĕхнĕ яша Упамса тавралăхĕ хăйĕн ытамне илсе вăй-хăват панă. Кашни кĕтесĕн, кашни тавралăхăн хăйĕн кĕвви пур: шывăн, вăрманăн, уй-хирĕн, çырварăн. Çут çанталăк илемĕнче çавна илтме пулать. Сасăпа янăранине çеç мар, хăлхапа та мар — чунпа, чун сисĕмĕпе илтетĕн, туятăн. Василий Гаврилович пурнăç çул-йĕрне çут çанталăк илемĕнче, ытамĕнче шырать, пурнăç тупсăмне пĕлме тăрăшать. Хальхи вăхăтра та вăл пахчара хĕлĕн-çăвĕн тăрмашать, тĕрлĕ çимĕç ÿстерет, хайлавĕсенче çут çанталăка илемлĕ те чĕрĕ сăнарлама пĕлет.

Татьяна СЕМЕНОВА

♦   ♦   


Вăл хăйĕн пуканисене пушартан та çăлнă

«Вăл чăваш уçлăхне хăйĕн ĕçĕсемпе çăлтăрла ялтравлăн пырса кĕчĕ те пурин чунне те, кăмăлне те, тухатнă пек, çийĕнчех çавăрса илчĕ, тĕлĕнтерчĕ, килентерчĕ унăн ÿнерĕ, пултарулăхĕ, ăсталăхĕ, вăл хăйĕн темле чун ăшăлăхĕпе, темле пысăк юратăвĕпе карталанă чăваш тĕнчи…» Çак сăмахсене Арсений Тарасов писатель-журналист Галина Изратова 1957-2016 ÿнерçĕ çинчен каланă. Нумаях пулмасть Галина Васильевнăн нумай енлĕ ĕçĕхĕлĕпе паллаштаракан «Чувашская быль Галины Изратовой» кĕнеке-альбом пичетленчĕ. Ăна Елена Енькка пухса хатĕрленĕ.

Пĕчĕклех ăсталанă

Кĕнеке-альбом темиçе пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ Галина Изратовăн биографийĕпе, пултарулăх çул-йĕрĕпе, педагог ĕçĕпе паллаштарать. Ăста 1957 çулта Елчĕк районне кĕрекен Кавал ялĕнче çуралнă. Çемьере тăватă ача ÿснĕ: икĕ ывăлпа икĕ хĕр. Аппăшĕ — Татьяна Шаркова паллă ÿнерçĕ — Галинăшăн чи çывăх тусĕ, вĕрентекенĕ вырăнĕнче пулнă. Илем енне туртăнасси хĕрачасенче пĕчĕклех палăрнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ кивĕ хĕрлĕ утиял ăшĕнчи мамăка турта-турта кăларнă та çавăрттарса пуканесем тунă. Хайхискерсене «юрлаттарнă, пĕр-пĕрин патне хăнана ертсе кайнă, калаçтарнă». Амăшĕ Наталия Павловна хĕрĕсем валли улăмран пуканесем ăсталанă. Ачасем милĕк хатĕрленĕ чухне те туратсене çĕтĕк, хаçат татăкĕсемпе явакласа вĕсенчен пуканесем тума ăс çитернĕ. Çуркунне ĕне çăмĕнчен мечĕксем йăваланă. Ашшĕ те Василий Степанович тĕпренчĕкĕсене савăнтарма пĕлнĕ: теттисем валли пушăтран сăпка тунă, картонран е йывăçран лаша касса кăларнă. Кăмака тума тăм çăрмашкăн та хутшăннă ачасем. Хĕр пĕрчисемшĕн тăм чĕрĕ пекех туйăннă, унран тĕрлĕ кÿлепе йăваласа тума пĕрре мар хăтланнă, кайран вĕсене хĕвел питтинче типĕтнĕ. Паллах, кÿлепесем çурăла-çурăла кайнă, аппăшĕпе йăмăкĕшĕн çакă хуйхă пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисен ĕçне, паллах, тиркемен, хăйсен аллипе мĕн те пулин тума тăрăшнишĕн вĕсене ырланă та. Татьянăпа Галинăн пултарулăхĕ çапла туптанса пынă.

Пĕлтерĕшлĕ посылка

1973 çулта Галина шкултан вĕренсе тухнă та Шупашкара çул тытнă. Пĕр хушă В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра резина мечĕксем сăрласа илемлетнĕ, типографири хут цехĕнче вăй хунă, кайран ача садне вырнаçнă. 1976 çулта шкулта пĕрле вĕреннĕ йĕкĕте качча тухнă. Икĕ çултан хĕрĕ Наташа çуралнă, 1981 çулта — ывăлĕ Руслан. Çак çулах Галина Васильевна педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕр курсра ăс пухакан хĕрсем унăн ывăлне пăхма та пулăшнă. Анчах çемье пурнăçĕ ăнман — çамрăк мăшăр уйрăлнă. Иккĕмĕш упăшкипе Галина Изратова Калмăк тăрăхне тухса кайнă, Цаган Аман поселокĕнче тĕпленнĕ. Унта тĕрлĕ халăх çыннисем пурăннă. Пĕтĕмпех йĕркеленнĕ темелле, çапах пĕр пулăм Галина Васильевнăна пурнăçне тĕпрен улăштарма хистенĕ. Пĕррехинче вăл ашшĕнчен посылка илнĕ. Сăмах май, ашшĕ уншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Посылкăри кучченеçсене – пан улми, канфет, пĕремĕк – «Коммунизм ялавĕ» хаçатпа чĕркенĕ. Страницăсем лÿчĕркенсе, чĕрĕлсе пĕтнĕ, анчах мĕн çырнине пĕрех вулама май килнĕ. Тăван чĕлхепе çырнă сăмахсем мĕн тери хаклă та çывăх туйăнса кайнă Галина Изратовăна! Вĕсем чунне пăлхатсах янă. Çакăн хыççăн çамрăк хĕрарăм чăтайман — ачисене пуçтарнă та тăван ене таврăннă. Çĕршывра – çĕнйĕркелÿ /перестройка/ тапхăрĕ. Шупашкарта ĕç тупма хĕн. Татьяна Шаркова йăмăкне ачалăха аса илме сĕннĕ. Çапла вара Галина Васильевна тăмран шăхличсем туса сутма пуçланă. Ĕç тÿрех ăнман. Кĕç ытти сувенир та — тĕрлĕ плакетка, кÿлепе, композици — ăсталама тытăннă. Ача садĕнче воспитатель ĕçĕ тупăннă. 1996 çулта Галина Изратовăн хăйне евĕрлĕ теттисене Ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ асăрханă та пултаруллă маçтăра вĕçертмен. Ÿнерçĕ унта чылай вăхăт вăй хунă. 1997 çулта Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче унăн пĕрремĕш куравĕ иртнĕ. Галина Васильевнăн ĕçĕсене художниксемпе скульпторсем Владислав Зотиков, Федор Мадуров, Алексей Трофимов тата ыттисем пысăка хурса хакланă. Геннадий Волков этнопедагог та виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе мăнаçланнă. Каярахпа Галина Изратова ытти курава, фестивальсене, конкурссене хутшăннă, кашнинчех ырă ята, сумлă парнесене тивĕçнĕ. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.