Диспансеризаци? Мĕн пĕлмелле?

29 Нарăс, 2024

Профилактикăна йĕркелесси тата халăхра сывă пурнăç йĕркине сарасси — сывлăхпа çыхăннă йывăрлăхсене парăнтарма пулăшакан чи витĕмлĕ мел шутланать.

Вĕсен шутне шăпах диспансеризаци кĕрет. Вăл — сывлăха тĕрĕслеттермелли май. Медтĕрĕслев вăл е ку амак вăраха каясран сыхланма пулăшать. Вĕсене вăхăтра тупса палăртманни çынна сусăра кăларма пултарать, сарăмсăр вилнин сăлтавĕсенчен пĕри те чылай чухне вăраха кайнă чир пулса тăрать. Çавна май амака вăхăтра тупса палăртни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Диспансеризаци витĕр ОМС системинче страхланнă çынсен тӳлевсĕр тухма май пур. Çакна тумашкăн вĕсен хăйсем çирĕпленнĕ медицина организацийĕн диспансеризаци пӳлĕмне е Сывлăх центрне каймалла. Пĕрле паспорт тата полис илмелле.

Нумайăшĕ диспансеризацие тĕрлĕ чире тупса палăртмалли скрининг вырăнне хурать. «Диспансеризаци мĕн тума кирлĕ?» — текенсем те пур. Вĕсем хăйсене мĕн аптăратнине унсăрăн та пĕлеççĕ имĕш.

Апла, мĕн-ха вăл скрининг? Ансат чĕлхепе каласан, скрининг вăл сортировка процесĕ. Ăна сывă тата чирлĕ пулма пултаракан çынсене уйăрмалли ала теме юрать. Анчах скрининг кăтартăвĕ — диагноз мар. Вăл чир пулма пултарассине е çуккине кăтартать. Чир паллисем пур тăк пациента хушма тĕрĕслев тухма яраççĕ, ун чухне çеç диагноза палăртаççĕ.

Малтанхи диагностикăна тĕрĕслев комплексĕ кĕрет. Ăна чире вăхăтра тупса палăртас, пациента çийĕнче сиплес тĕллевпе ирттереççĕ. Сиплев мĕнлерех иртесси амака хăçан тупса палăртнинчен килет. Ăна мĕн чухлĕ маларах тупатăн, сипленме çавăн чухлĕ çăмăлрах.

Пĕрремĕш скринингра инфекциллĕ мар вăраха кайнă чирсене тупса палăртаççĕ. Унта чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен, онкологи чирĕсем тата сахăр диабечĕ кĕреççĕ. Шăпах çак чирсем пурнăçа кĕскетеççĕ, сусăра кăларма пултараççĕ те ĕнтĕ. Медтĕрĕслеве хăçан тата мĕнле ирттересси сывлăхран, пациент хĕрарăм е арçын пулнинчен, ӳсĕмрен килет.

Диспансеризацие пĕр тапхăрта ирттермеççĕ: 18-39 çултисен — виçĕ çулта пĕрре, 40 çултан аслăраххисен çулсеренех çак тĕрĕслев витĕр тухмалла. Ĕçлекен граждансем сывлăха тĕрĕслеттерме ятарласа кану кунĕ илме пултараççĕ. Уншăн тӳлеççĕ. Маларах ĕçпе тивĕçтерекен ячĕпе заявлени çырмалла.

Палăртмалла: коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынсене диспансеризацире тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ. Ку программа организмри улшăнусене тата чир шала кайнипе кайманнине тупса палăртĕ.

Патшалăх гарантийĕн программинчи çĕ¬нĕлĕхсем пирки те каламалла. Кăçал йăха тăсма пултаракан хĕрарăмсемпе арçынсен медицина профилактикин мероприятийĕсене хутшăннă май йăха тăсма пултараслăха та тĕрĕслеттерме май пур.

Республикăри ОМС фончĕ халăхра сывă пурнăç йĕркине, вăраха кайнă чирсенчен сыхланмалли профилактикăна сарас енĕпе хастар ĕçлет. Çавна май çулсеренех ятарлă буклетсем хатĕрлесе Чăваш Енри медицина организацийĕсене валеçет.

Чир симптомĕсем уççăн палăричченех ăна асăрхама пулать. Çакă пурнăçа улăштарса унăн пахалăхне ӳстерет. Вăл е ку амак аптăратма пуçличчен сывлăха тимлени — тĕрĕс утăм. Хăвăра тимлĕр — диспансеризаци тухăр, сывлăхăрта иккĕленмелле ан пултăр!

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА. ЧР ОМС территори фончĕн ĕçченĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.