Чуна хĕмлентерчĕ Олимп çулăмĕ

28 Раштав, 2013

Ĕнер ятарлă пуйăспа Олимп çулăмĕ Чĕмпĕртен Шупашкара çитрĕ. Çĕнĕ çул умĕн урамсем ахаль те капăр курăнаççĕ, эстафетăна кĕтсе илме те тĕплĕ хатĕрленнĕ шĕкĕр хуламăр. Пур çĕрте юрă-кĕвĕ илтĕнчĕ, савăк кăмăл хуçаланчĕ. Палăртнă самант тĕлне чукун çул вокзалĕ тавралла халăх лăк туллиехчĕ. Пурте чуна хĕмлентерекен çулăма илсе килессе чăтăмсăр кĕтрĕç. Сцена çине пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа тухрĕç. Эстафетăн партнерĕсем пухăннисене парнепе хавхалантарчĕç.

Тăван хуламăр Олимп çулăмне йышăнма чăннипех те тивĕçлĕ. Пирĕн Чăваш Ен спортсменĕсем çĕр-шыв тата тĕнче спорчĕн аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ. 40 ытла ентеш Олимп вăййисене 1952 çултанпа хутшăнать. Çĕнтерÿçĕ картлашки çине хăпарнă ентешсене тĕнчипех пĕлеççĕ. Чăваш Енĕмĕр çулсеренех спорт енĕпе çитĕнÿ тăвать.

12 сехетре уява Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чулхула чукун çул пуçлăхĕн çумĕ Александр Черемнов, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева уçрĕç. Чемпионкăна Чăваш Енре иртекен эстафетăн факелне пĕрремĕш йăтма шаннă. Çулăма чĕртиччен журналистсен унпа калаçма май килчĕ. «Кăмăл-туйăма ăшра пытарма та çук. Олимпиада - вăй-хал, çамрăклăх парнелекен хăйне евĕр мероприяти. Унта лекме кашни спортсмен ĕмĕтленет. Ку енĕпе мана ăнăçрĕ, эпĕ виçĕ хутчен çĕр-шывăн тата республикăн чысне тĕп стартсенче хÿтĕлерĕм. Олимпăн çитес вăййисем Раççейре иртнишĕн те савăнатăп, çулăм манăн тăван хулара пулнишĕн те паянхи куна ĕмĕрлĕхе асра хăварăп», - терĕ вăл.

Елена Николаевăн факелне чĕртнĕ хыççăн эстафета Хула çум урамĕнчен старт илчĕ. Ун хыççăн çулăм Афинăри вăйăсенче кĕмĕле тивĕçнĕ Олимпиада Иванова аллине куçрĕ. Унтан вăрăм дистанцие чупассипе Сиднейран бронзăпа таврăннă Владимир Андреев, 1992 çулти вăйăсен çăмăл атлетика кĕмĕл призерĕ Лидия Григорьева, Ольга Богословская тележурналист, Бостонри тата Чикагори марафон çĕнтерÿçи Светлана Захарова, 2012 çулти вăйăсене хутшăннă çичĕ енлĕ кĕрешÿçĕ Кристина Савицкая, Лондонри марафонта бронзăна тивĕçнĕ Татьяна Архипова тата ыттисем çак хисепе тивĕçрĕç.

Чи кăсăклă самантсенчен пĕри каçхи пилĕк сехет çурăра Хĕрлĕ тÿремре иртрĕ. Çулăма çуна çинче Хĕл Мучипе унăн стражникĕсем илсе килчĕç. «Амăшĕн палăкĕ» умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн факелĕ чĕрĕлчĕ. Аса илтеретпĕр, 33 километра тăсăлнă маршрута 163 факел йăтакан хутшăнчĕ.

Олимп чашăкне чĕртме 1972 çулти Олимп вăййисен чемпионне, СССР спорт мастерне, йĕлтĕрçине Владимир Воронкова шанчĕç. «Маншăн ку пысăк чыс та яваплăх. Хумхану мана Олимп вăййисен стартне тăнине аса илтерет. Кĕçĕр çавна пулах йĕркеллĕ çывăраймарăм...» - тенĕччĕ Владимир Петрович Правительство çуртĕнчи пĕтĕмлетÿ пресс-конференцине хутшăннă май. «Олимпийский» стадионти уяв феерверкпа, лазер «3-D-шоупа» тата чылай кăсăклă та савăнăçлă самантсемпе вĕçленчĕ.

Хусан чукун çулĕпе килекен эстафета Владивостокран чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче старт илнĕ. Хăйĕн çулне вăл Сочире вĕçлĕ. Шупашкар - пуйăспа çула тухнă 3-мĕш хула. Çулăм 83 кунра 17,7 пин километра парăнтарĕ. Шупашкартан пуйăспах Йошкар-Олана çул тытĕ.

Алина ИЗМАН.

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.