Хресчен сасси 4 (2994) № 31.01.2024

31 Кăрлач, 2024

Сыр фестивалĕ те пулĕ-и?

Патшалăхран килекен пулăшăвăн усси пур-и? Ку майсем пуриншĕн те меллĕ-и? Тирпейлесе кăларнă тавара вырнаçтарма çăмăл-и? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Ял хуçалăх министерствинче сыр пĕçерекен фермерсемпе ирттернĕ канашлура уçăмлатрĕç. Сергей Артамонов министр кашнин шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшрĕ.

Паянхи кун тĕлне республикăра сыр пĕçерес тата тирпейлес енĕпе 20 фермер тимлет. Сыр пĕçерес текенсен йышĕ çулсерен ÿсеет. Пĕлтĕр сыр туса кăларасси 3 хут ÿснĕ. Темиçе çул каялла ытти региона республикăра туса илнĕ 200 пин тонна сĕте ăсатнă пулсан халĕ унăн калăпăшĕ 40 тоннăпа танлашнă. Вырăнтах чĕр тавара тирпейлесе сутасси, унран килекен тупăша республикăра хăварасси — Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Сĕт тирпейлекен çĕнĕ заводсем çĕкленсен чĕр тавара ют çĕре ăсатас нуша та çухалать. Фермерсене килекен пулăшу чăнласах пысăк. Укçа-тенкĕ федераци тата республика бюджечĕсенчен куçать. Калăпăр, «Перспектива» грант пулăшнипе сыр ĕçне пуçарма патшалăхран 8-10 миллион тенкĕ илме пулать. Сĕт тирпейлемелли завод субсидие пула туяннă оборудованин тăкакне 30 процент саплаштараять. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем валли 70 енлĕ тĕрлĕ пулăшу пăхса хăварнă. «Фермер шкулĕ» проект пулăшнипе 117 çын ятарлă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен 36-шĕ сыр пĕçерессипе тимлет, 11-шĕ гранта тивĕçнĕ. Ольга Кошелева сыр пĕçерекене паян тĕрлĕ ыйту шухăшлаттарать. Туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарасси те, кадрсем çитсе пыманни те… Халăхра сыр çиес культурăна аталантарасси пирки те шухăшлать. Унăн шучĕпе, пысăк хуласенче ку йăла аталаннă пулсан пирĕн республикăра сыр ытлашши туянмаççĕ, сортсене пĕлсех каймаççĕ. Ольга Кошелева сыр çиес культурăна ÿстермеллине палăртрĕ, кун пирки калаçу ытларах ирттерме сĕнчĕ. Унсăр пуçне сыр пĕçерекенсене Раççей шайĕнчи тĕрлĕ фестивале хутшăнма майсем туса пама ыйтрĕ. Калаçăва Патăрьел округĕнчи Хирти Пикшик ялĕнчи «Молочные зори» ял хуçалăх кооперативăн председателĕ Зульфир Алигберов та хутшăнчĕ. Асăннă кооператив 2019 çулта йĕркеленнĕ. 2022 çулта сĕт тирпейлекен завод уçнă. Çак проекта пурнăçа кĕртме 66 миллион тенкĕ тăкакланă, 40 миллион тенки — патшалăх пулăшăвĕ. Паян фермер хытă тата çемçе йышши сыр, типĕ сĕт, услам çу, хăйма хатĕрлет. «Суту-илÿ çулне йĕркелеме малтанхи тапхăрта йывăртарахчĕ. Халĕ ку енĕпе чăрмав çук. Пирĕн продукци Раççейĕпех саланать, тавара пысăк калăпăшпа туянаççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Маттуррисене – стипенди

«Пирĕн студентсем вĕренÿре анчах мар, общество ĕçне те хастар хутшăнаççĕ, спортпа тата пултарулăх ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Çакна Чăваш Енри 1 пин ытла çамрăк пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи пулса тăни çирĕплетет», — палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Студентсен кунне халалланă уявра хастар çамрăксемпе тĕл пулнă май.

Залра пухăннисен йышĕнче спортра, ĕçре, наукăра, ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕсенче çитĕнÿ тунисем пулчĕç. Общество пĕрлешĕвĕсемпе студентсен канашĕн хастарĕсем Республика ертÿлĕхне тĕрлĕ ыйту пачĕç, Правительство çамрăксене пулăшса пынишĕн тав турĕç. Паянхи кун Чăваш Енре 300 пине яхăн çамрăк пурăнать. Вĕсене аталанмашкăн, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмашкăн тĕрлĕ проект пур. Сăмахран, çамрăксемпе ĕçлекен ятарлă центрсем уçнă, çамрăксен политикин управленине йĕркеленĕ, округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашлуçисем пур, «Ялти кадрсем» программăна хута янă... Кăçал Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче çамрăксен центрĕсем хута кайĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илнисен йышĕнче Шупашкарти экологи культурипе ĕçлекен «Чистая Эко Среда» пĕрлешĕвĕн пайташĕ Галина Виноградова та пулчĕ. Организаци тĕрлĕ проектпа ĕçлет. Сăмахран, «Экомаршрутка» проект пулăшнипе Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансенчен иккĕмĕш чĕр тавар пухаççĕ. Хальхи вăхăтра кун йышши 35 вырăн йĕркеленĕ. Унта пластик, тимĕр, хут-хăмăр тата ытти 50 ытла япала йышăнаççĕ. Пухнă хатĕр-хĕтĕре Шупашкар, Чулхула тата Хусан хулисене тирпейлеме яраççĕ. Унсăр пуçне «Симĕс шкул» проект шайĕнче пĕлÿ учрежденийĕсенче лекцисем ирттереççĕ. Унта экологи культурине вĕрентеççĕ. Чăваш Енре экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк пулнă май малалла та тĕрлĕ проект çырас, грантсем выляса илес шухăшпа хавхаланать Галина Виноградова. Етĕрне округĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра ĕçлекен 26 çулти Дмитрий Сорокин тракторист та кăçалхи стипендиатсен йышĕнче. Çак хавхаланăва вăл иккĕмĕш хут тивĕçнĕ. Хуçалăха ĕçлеме 6 çул каялла вырнаçнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ те çак колхозрах хăмла туса илессипе ĕçлеççĕ. Çĕре юратасси вĕсенчен куçнă-тăр. «Ялта ĕçлеме аван. Шалупа кăмăллă. Пĕлтĕр хуçалăх çĕнĕ тракторпа тивĕçтерчĕ. Малалла та колхозрах ĕçлеме кăмăл пур. Ĕçсĕр пĕр самант та лармастпăр: хĕлле юр хыратпăр, çуркунне сеялкăсем хатĕрлетпĕр, уй-хире тухатпăр, унтан утă хатĕрлетпĕр, комбайнпа тырă выратпăр. Ялта ĕçлесе пурăнма майсем çителĕклĕ», — терĕ вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


«Хунав вăй илсен чунăм савăнать»

Виçĕ гектар çĕр çинче кедр, хыр, юман, хурма, аçтăрхан мăйăрĕ ÿстерет вăл. Пуласлăхра çак лаптăка уйрăмах сыхланакан çут çанталăк вырăнĕ туса хурас шухăш та пур унăн. Канаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Вячеслав Семенов тĕрлĕ йывăçпа интересленме пуçлани 10 çул та çитет. Кашнин пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа параять вăл. Чуна çывăххи вара — кедр.

«Çут çанталăкпа интересленесси шкулта биологи предметне вĕрентнĕ аттерен Варсонофий Семеновичран куçнă-тăр. Вăл «Наука и жизнь» журнал çырăнса илетчĕ. Ăна эпĕ те кăсăклансах вулаттăм. Пĕррехинче кедр хунавне хырпа сыпни пирки çырнă статьяна вуларăм. Кедр хăйĕн мăйăрне 50-60 çултан парать пулсан сыпни — 20 çултанах. Эксперимент тăвас шухăш манăн пуçăмра пĕрмай явăнатчĕ. Канăçа çухатрăм. Ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртес килетчĕ», — хăйĕн чун киленĕçĕ пирки каласа пачĕ Вячеслав Варсонофьевич. Пурнăç ăна Çурçĕре илсе çитернĕ. Унта та çак шухăш сирĕлмен-ха. Аппаланма вăхăчĕ çитсе пыман. Якутире упа сарри евĕр лăсăллă, хитре тĕм курсан унăн вăррине пуçтарса илсе Чăваш Енре ÿстерес шухăш çуралнă. Ку стланик кедрĕ пулнă. Ытти сортăн вăрлăхне те пуçтарса килнĕ. «Вăрăсене пахчана лартрăм. Пирваях ÿсмеççĕ пуль тесе чылайччен пăшăрханса çÿрерĕм. Июнь уйăхĕнче хунавсем пуçĕсене кăларчĕç. Хайхисем мăйăрне çĕклесе тухаççĕ иккен. Пурне те хутăш лартнăран сорчĕсем арпашăнса та пĕтрĕç курăнать. Вĕсене уйрăмшар лартмалла пулнă. Килтисене çĕре йышăнни килĕшмерĕ, йăрансене пĕчĕклетме тиврĕ. 20-30-шар сорт хăварса ыттисене Канаш пасарне кайса сутрăм. Ку манăн пĕрремĕш опыт пулчĕ», — пĕлтерчĕ Вячеслав Семенов. Хыççăн çĕр лаптăкĕ илес шухăш çуралнă унăн. Ку ыйтупа муниципалитет администрацине пырса канашланă. Пĕршенер ял çывăхĕнче ăна 3 гектар çурă çĕр уйăрса панă. «Кедр тăмлă çĕре юратмасть, хыр вара тиркемест, ÿсет. Кедра хырпа сыпас шухăш çуралчĕ те. Маларах та ку ĕçпе аппаланса курнă-ха. Сергей Горошкевич тытса пыракан сайта кĕрсе кедрсем пирки вуласа пĕлтĕм. «Мĕнле çитмелле-ши ун патне?» — тесе пуçа нумайччен ватрăм. Пĕрремĕш хут Томск облаçне 2018 çулта «Плантационный» сорта туянма кайрăм. Вăл 4-5 метр çÿллĕш ÿсет. Илсе килтĕм те хырсем çине сыпма пуçларăм. Вĕсем пурте вăй илчĕç», — аса илчĕ çут çанталăк тусĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.