Хыпар 7-8 (28183-28184) №№ 26.01.2024

26 Кăрлач, 2024

Чăрмавсене сирсен çитĕнÿсем пысăкрах пулĕç

«Мĕн туни, мĕн тумалли çинчен калаçас», — çапла палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун Правительство çуртĕнче строительство организацийĕсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ тĕлпулу сăлтавне. Канашлура строительсен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç кăна мар, отрасле такăнтаракан çивĕч ыйтусене татса памалли майсене те тишкерчĕç.

Патшалăх тĕревĕ çирĕп

Республика пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе умĕнхи çулталăкри шая çитеймен, çапах отрасль 2022 çулхинчен чылай ытларах ĕç пурнăçланă та — Олег Николаев строительствăри пĕтĕмĕшле кăтартăва ырласа хакларĕ. Нумай хваттерлĕ çурт-йĕр тунин кăтартăвĕ те ÿсĕмлĕ. Çав вăхăтрах уйрăм çынсем тунă тăваткал метрсен калăпăшĕ чакнă — ăна ÿстермелле. Çапла тумашкăн паян ял ипотеки пур. Муниципалитетсем ял хуçалăх специалисчĕсем валли федераци бюджечĕн укçипе çурт-йĕр тумалли майпа темшĕн анлăн усă курмаççĕ — çак лава та вырăнтан тапратмалла. Патшалăх влаçĕсен енчен уйрăм çынсем çурт-йĕр тăвассине вăй парас тĕллевлĕ йышăнусем хатĕрлес кăмăл пур — çакă та пулăшу пулма тивĕç. Çурт-йĕр строительствишĕн федераци бюджетĕнчен инфратытăм валли укçа уйăрни лайăх тĕрев пулса тăрать. Уйăрма палăртнă 5 миллиард тенкĕрен çуррине Чăваш Ен илнĕ ĕнтĕ — темиçе об±екта хута янă. Калăпăр, Çĕнĕ хулари çул — ăна чи лайăх практикăсенчен пĕри тесе хакланă. Бюджет кредичĕ инфратытăм йĕркелеме пулăшнине кура çурт-йĕр строительствине палăрмаллах йÿнетме май парать. Олег Алексеевич республикăн адреслă инвестици программи çуллен пысăкланнине палăртнă май çакă та строительство отрасльне хывакан укçа пулнине çирĕплетрĕ. Строительство министрĕ Михаил Коледа иртнĕ çулхи ĕçе цифрăсемпе сăнларĕ. 78 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2022 çулхипе шайлаштарсан 128% пулать. Пурăнмалли 780,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — ку кăтарту, каларăмăр, пĕчĕкленнĕ. Отрасльти вăтам ĕç укçи 15% хушăннă — 53 пин тенкĕ урлă каçнă. Республикăра 397 строительство организацийĕ ĕçлет. Чи нумай çурт-йĕр хута янисем — 3-мĕш стройтрест /27,6 пин тăваткал метр/, «Отделфинстрой», СМУ-58, «Честр-Инвест», «Иско-Ч», «Удача» /17 пин тăваткал метр/. Паян застройщиксем нумай хваттерлĕ 104 çурт тăваççĕ. Паллах, чи нумаййи — Шупашкарта. Кăçал вĕсем хута ямалли пĕтĕмĕшле лаптăк — 391 пин тăваткал метр. Министр вăхăтра хута ярайман об±ектсем пуррине те пытармарĕ. «Стимул» программăпа 1550 миллион тенкĕ инфратытăм кредичĕ уйăрнă. Çав шутра «Удача» компани Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонти, СМУ-58 Çĕнĕ Шупашкарти çулсене вăхăтра туса пĕтереймен. Хайхи кредитăн кăçалхи виçи те пĕчĕк мар — 1120 миллион тенкĕ, унпа тухăçлă усă курас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Министр кĕнеке вулама кăмăллать

2024 çул пуçланчĕ çеç — «Хыпар» Издательство çуртĕнче вара тĕлпулу хыççăн тĕлпулу иртет. Вĕсенчен пĕри — «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ «Юнкорăн ыйту пур» çавра сĕтел. Çулленех çамрăк авторсене çакнашкал мероприятие хутшăнса чиновниксемпе калаçма май туса парасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче тĕлпулăва ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова хутшăнчĕ. Анлă тавра курăмлă ачасен ыйтăвĕсене вăл хаваспах хуравларĕ.

Çак хастарсем шкулта çеç вĕренеççĕ пулсан та республикăри лару-тăрупа кăсăклансах тăраççĕ. Ĕç ыйтăвĕ вĕсене уйрăмах хумхантарни палăрчĕ. Акă Йĕпреç округĕнчи Ирина Кошелева пĕлтĕр республикăра миçе çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Ĕç тупмалли центрсем кашни муниципалитет округĕнче пур. Вĕсем, чи малтанах, ĕçсĕр юлнă çынсене пулăшаççĕ. Çав вăхăтрах урăх ĕç шыракансене те вăл питĕ кирлĕ. Пĕлтĕр 7 пин ытла çын çакăн пек мелпе ĕçе вырнаçма пултарнă. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра ĕçпе тивĕçтерме цифра порталĕ пур, унта та ыйту яма пулать. Çакăн пек мелпе паянхи куна 11 пин ытла ваканси пуррине пĕлетпĕр», — терĕ Алена Геннадьевна. Елчĕк округĕнчен килнĕ Света Окружновăна вара ĕçсĕр юлнă çынсен пособийĕн виçи кăсăклантарчĕ. «Ĕç шыранă вăхăтра вĕсем патшалăх пулăшăвне тивĕçеççĕ. Ĕçсĕр пурăннă тапхăрта, паллах, çак пособи самай пулăшать. Ăна мĕн вăхăт илсе тăрасси çын хăш категорие лекнинчен килет. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн ĕç çухатнă пулсан ăна 12 уйăх пулăшаççĕ. Ыттисем вара çак пособие çур çул таран илсе тăма пултараççĕ. Пособи икĕ тĕрлĕ пулать: чи пысăк виçе тата чи пĕчĕк виçе. Кăçал çĕнĕ саккун вăя кĕрсен пособи виçи çултан-çул индексациленĕ. Ку таранччен вăл яланах пĕрешкел пулнă. Индексациленĕ хыççăн 13 пин те 751 тенкĕ пулса тăрать. Ку — чи пысăк виçе. Чи пĕчĕкки вара — 1 пин те 613 тенкĕ», — ăнлантарчĕ Алена Елизарова. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Диана Воробьева республикăри ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пирки ыйтрĕ. Министр палăртнă тăрăх, вăл çултан-çул улшăнсах тăрать. Кăçал çак хисеп 19 пин те 242 тенкĕпе танлашнă. Паллах, шкул ачисене вĕренсе тухсан хăш профессие алла илесси те шухăшлаттарать. «Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра мĕнле профессипе ĕçлекенсем ытларах кирлĕ?» — ыйтрĕ Çĕнĕ Атикасси шкулĕнче вĕренекен Таня Кушманова. «Медицинăра, çул-йĕр тытăмĕнче, суту-илÿре ĕçлекенсем. Çавăн пекех водитель, тракторист, автомеханик, бухгалтер ытларах кирлĕ», — терĕ Алена Геннадьевна. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Новосибирскран купăспа таврăннă

«Эревет» ача-пăча ансамбльне çÿрекенсене курсанах Раиса Сарпи сăвăç: «Эсир сцена çине тухсан кĕвĕ-çемĕпе ман ура хăех ташша ярать», — тет. Хальхинче «Хыпар» тĕпелне çак пултарулăх ушкăнĕн ертÿçине, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, РФ Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреатне Сергей Федотова чĕнтĕмĕр.

Баянпа туслашнăран…

— Сергей Васильевич, кĕвĕ-çемĕпе эсир ачаранах туслă-и? Илемлĕх тĕнчине сире кам илсе кĕнĕ?

— Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. 4 çултах купăс калама вĕреннĕ. Ун чухне килсерен радио та çукчĕ. Каçхине ялти пĕртен-пĕр репродуктора яратчĕç те Тамара Чумакова, Мефодий Денисов юррисене янăраттаратчĕç. Эпĕ – шăпах вĕсен юррисене итлесе çитĕннĕ çын. Халĕ те хăлхара янăраççĕ вĕсем. Унсăр пуçне кĕрхи ĕçсене вĕçлесен ял çамрăкĕсем улах ларатчĕç. Эпир, пĕчĕк ачасем, вĕсене курма каяттăмăр. Хĕрсемпе каччăсем юрлани, ташлани, вĕсен çийĕнчи чăваш кĕпе-тумтирĕ çав тери килĕшетчĕ мана. Куç илмесĕр сăнаттăм вĕсене. «Аххаясăм, аххаяс, аюй, аххаяс», — тесе юрлатчĕç çамрăксем. Çак ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчех…

— Малашнехи кун-çул епле çырăнчĕ?

— 1964 çулта атте вилчĕ. Вăл ун чухне 34 çулта çеç пулнă. Анне ултă ачипе тăлăха тăрса юлчĕ. Паллах, çăмăл пулман ăна. Çавна май 1966-1971 çулсенче эпĕ Патăрьелти интернат шкулта вĕреннĕ. Çав вăхăтра Авраам Бурундуков баянист, композитор ертсе пыракан шкул ансамбльне çÿреме тытăнтăм. Баянпа туслашни музыкант пулас ĕмĕт çуратрĕ. 8-мĕш класс хыççăн Чăваш культура училищинчи оркестр уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн — Хусан патшалăх культура институтне. Унта эпĕ «Оркестр уйрăмĕн ертÿçи» специальноçа алла илтĕм. Аслă шкул хыççăн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме пуçларăм, çав вăхăтрах хĕсметре те пултăм. Унта та Атăлçи çар округĕн юрăпа ташă ансамблĕнче музыкантра тăрăшрăм. Манăн яланах пĕр-пĕр ушкăн йĕркелесси ĕмĕтре пулнă. Çапла 1981 çулта «Эревет» ансамбль çуралчĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Вĕсем Чăваш Енре вилĕмрен çăлăннă

1943 çулхи çурла уйăхĕнче Ленинградран эвакуаципе Шупашкар районĕнчи Ишек ялне шкул çулне çитмен 67 ача тата 43 вĕренекен килнĕ. Чăваш çĕрĕ çинче вĕсем хÿтлĕх тупнă. Ишекри вăтам шкулти вĕрентекенсем ачасене урокра икĕ чĕлхепе — чăвашла тата вырăсла — ăнлантарма пуçланă. Темăна малтанах чăвашла пăхса тухнă, каярахпа — вырăсла. Ача çурчĕ Костин купса çуртĕнче вырнаçнă. Сăмах май, Ленинград ачисене республикăри пур ача çуртне те янă. Вĕсем валли çĕнĕ ача çурчĕсем те йĕркеленĕ: Тăвай районĕнчи Элпуçра, Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнчи Каршлăхра, Улатăр районĕнчи Явлейре. Ишекри интернат çуртĕнче документсем ытларах упранса юлнă. Ленинград блокадин ункине татнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ.

Хурăнсем аса илтереççĕ

Шкул директорĕ Василий Сорокин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăскер, пуçарăвĕпе ачасем вут-шанкă хатĕрлеме, хăйсем валли çи-пуç çĕлеме тытăннă. Вĕсем уйхирте — тыр-пул, вăрманта кăмпа-çырла, мăйăр, вĕлтĕрен пуçтарнă-татнă. Василий Ефимович ачасене юратнă, çакна вĕсем те туйнă. Ахальтен мар ăна чылайăшĕ «атте» тесе чĕннĕ. Хăй вăл ун чухне 24 çулта çеç пулнă. Ачасем пахчара та ĕçленĕ, аслисене выльăх-чĕрлĕх пăхма та пулăшнă. Блокада ункине татнă хыççăн чылайăшĕ Ленинграда таврăннă. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем илме килнĕ. Чăваш Ене юлнă 73 ачана 1948 çулта Вăрнар районĕнчи Калининăри ача-пăча çуртне вырнаçтарнă. Хăшне-пĕрне вырăнта пурăнакансем усрава илнĕ. Ишекри ача çуртĕнче пурăннă çамрăксем 1985 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пĕрремĕш хут тĕл пулнă. Ку вăхăтра ача çуртĕнчен тавра пĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ. Çак кун икĕ хутлă çуртăн стени çине асăну хăми вырнаçтарнă. Унта çапла çырнă: «1943-1948 çулсенче çак çуртра Ишекри ача-пăча çурчĕ вырнаçнă. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕ ачасем пурăннă». Ача-пăча çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе чылай информаци упранса юлнă. Вĕсенче хушамат, ят анчах мар, тăванĕсен ячĕ-шывĕ те, сăн ÿкерчĕксем те пур. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 45 çул çитнĕ чухне тĕлпулăва Ишекри ача çуртне 12 çын пуçтарăннă. Ун чухне вĕсем музей таврашне хурăнсем лартнă. Хунавсем çитĕннĕ ĕнтĕ. Тахçанхи пулăма аса илтерсе кашлаççĕ халĕ. Ял музейĕн директорĕн Галина Соловьевăн чĕринче ку тĕлпулусем тарăн йĕр хăварнă. Аслă категориллĕ вĕрентекен çакăн хыççăн материалсем, сăн ÿкерчĕксем, аса илÿсем пуçтарма тытăннă. Ленинград ачисемпе çыру çÿретнĕ. Каярахпа вара «Дети войны» кĕнеке кăларнă. <...> 

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   


Наградăшăн мар, чун ыйтнипе

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Алексей Германов спорт аэробикинче нумай çитĕнÿ тунă. Вăл Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче темиçе хут та мала тухнă, Пĕтĕм тĕнче вăййисенчен те çĕнтерÿпе таврăннă. Хальхи вăхăтра 29-ти Алексей спортсмен кăна мар, вăл — тренер та, спорт центрĕн ертÿçи те. Пултаруллăскере паянхи пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

Чи кĕçĕнни – виççĕре

— Алексей, спорт центрĕ уçас шухăш хăçан çуралчĕ? — Пирĕн центрăн кун-çулĕ 2023 çулта йĕркеленме пуçларĕ. Вăл çĕнĕ кăнтăр районĕнче вырнаçнă. Кунашкал центрсем ку тăрăхра сахал, çавăнпа пирĕн пата килекен сахал мар. Кунта эпир пиллĕкĕн ĕçлетпĕр: икĕ тренер спорт аэробики енĕпе ачасен пултарулăхне аталантарать, виççĕшĕ — спорт гимнастикипе. Пурте ятарлă пĕлÿ илнĕ, тренер ĕçĕнче опыт пур, спортра лайăх çитĕнÿсем тунă. Пирĕн центра тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем çÿреççĕ. Чи кĕçĕнни — 3-ре, чи асли — 15-ре. Пирĕн вĕренекенсем ăмăртусене те хутшăнаççĕ, хамăр патра та турнирсем ирттеретпĕр. Награда çĕнсе илнисем те пур. Хăйсен пурнăçне спортпа çыхăнтарас текеннисене спорт шкулне яратпăр. Пирĕн пата çавăн пекех çитĕннисем те çÿреççĕ. Хĕрарăмсем стретчинга /растяжка/ алла илеççĕ. Ушкăнра 25-рен пуçласа 60 çултан аслăраххисем те пур. — Ертÿçĕ пулма йывăр-и? — Çăмăл мар. Нумай ыйтăва татса памалла. Экономика, менеджмент енĕпе пĕлÿ илни усă кÿчĕ. Çав пĕлÿпе ĕçре усă куратăп. Унсăрăн мана тата йывăртарах пулатчĕ. Ĕмĕтсем пысăк, ĕçлемелли нумай. Центр валли спорт хатĕрĕсем, оборудовани татах туянасшăн. Çынсене усăллă пулас килет, вĕсене сывлăха упрамалли, ÿт-пĕве аталантармалли майсем туса парас килет. Вĕсем кăмăллă пулсан, çитĕнÿсем тусан чунра лайăх, малалла ĕçлеме вăй-хал хушăнать, çĕнĕ ĕмĕт-шухăш çуралать. Кăмăл пултăр кăна — Тренер ĕçне пуçăнма мĕн хистерĕ? — Хамăн опытпа, ăсталăхпа ыттисене паллаштарас килет. 2016 çултанпа «Спартакра» тата гимнастика шкулĕнче вăй хуратăп. Спорт çулĕ çине тин кăна тăнă çамрăксемпе ытларах ĕçлетĕп. Вĕренекенсене спорт мастерĕн кандидачĕн шайне çитерес килет. Шел те, хальхи яшсемпе хĕрсем 18 çултан иртсен спорта пăрахаççĕ, малалла каякан сахал. Спорт судйин тивĕçĕсене те пурнăçлатăп. Хамăр республикăра кăна мар, тĕрлĕ регионта иртекен ăмăртусенче те ĕçлетĕп. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Мунчала Петтин карçинккисене Мускавсем те кăмăллаççĕ

Канаш округĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче пурăнакан ылтăн алăллă Петр Максимова ялта Мунчала Петти теççĕ. Вăл куншăн кÿренмест.

Кăмакана икĕ кун тăваççĕ

«Асатте Андреев хушаматпа çÿренĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Вĕсен ратнинче Андреев хушаматлисем тата пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче асатте асаннене укçа ярса панă. Анчах çав нухрат асанне патне çитмен. Икĕ Андреев пулнăран унăн укçине теприсене панă. Телее, асатте фронтран чиперех таврăннă. Асаттен ялта хушма ят пулнă: Мунчала Макçăмĕ. Тĕрĕссипе, вăл тимĕрçĕре ĕçленĕ. Ялта хисепленĕ ăна. Ÿркенменскер вĕрен явнă, милĕк çыхнă, çăпата хуçнă, мунчала тунă… Кам мĕнле ĕçпе аппаланнă — ун çумне çавăн пек ят çыпçăннă. Андреевсене пăтраштарнăран хайхискер вăрçăран килсен хушаматне улăштарнă. «Атя, мунчала тесе çырăр», — тенĕ. Çапла асатте Максим Мочалов пулса тăнă. Атте вара мунчалана питех юратман пулĕ. «Эпĕ мунчала мар, Иван Максимович», — тетчĕ хăватлине сыпкаласан. Атте хушаматне асатте ячĕпе Максимов тесе çыртарнă. Вăл ялта пĕртен-пĕр ăста платник пулнă. Ял-йыша чÿрече рамисем туса панă. Килти мастерскойра ĕçлетчĕ. Эпĕ те унпа пĕрле чылай тăрмашрăм. Специальноçпа вара эпĕ — сварщик», — каласа кăтартрĕ Петр Иванович. Чăн та, вырăнти шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш училищĕре сварщике вĕреннĕ. Çара кайиччен химиксен хулинчех ĕçе вырнаçнă. Салтакран таврăнсан Канашра вăй хунă. Каярахпа аякри хуласене ĕçлеме çÿренĕ. 55-ре тивĕçлĕ канăва тухнă. «Халĕ алă ĕçĕпе аппаланатăп, ахаль ларма пултараймастăп. Атте те çаплаччĕ. Асатте те çавăн пек пулнă. Атте ялта платникре, скотникре вăй хунă, колхозра тăрăшнă. Çемьере эпир пиллĕкĕн ÿснĕ. Эпĕ — кĕçĕн ывăлĕ. Пичче Коля Канашра пурăнать. Ĕмĕрĕпех водительте вăй хунă. Виçĕ хĕртен кĕçĕнни пурнăçран уйрăлнă. Лида — Шупашкарта, Маша Мускавра телей тупнă. Пичче платник ĕçне те пултарать. Вăл пур енĕпе те маттур. «Петя, мĕнле маттур вĕт эсĕ! Темĕн те тăватăн», — теççĕ пĕлĕшсем. «Темĕн тума та пултаратăп-ха. Ачине тутарма та пĕлетĕп. Çуратма кăна пултараймастăп», — тетĕп вара шÿтлесе. Аттепе пĕрле çÿресе кăмака тума хăнăхрăм. Ытларах ялти тăвансем патне каяттăмăр. Салтак ячĕ тухиччен темиçе кăмака турăмăр. Каланккă, вырăс кăмаки, камин ăсталанă. Пĕлтĕр Янкăлчра, Вăтапуçра, Шĕлттемре тата ытти ялта тăхăр кăмака хăпартрăм. Аслă ывăлăмпа пĕрле Атăл леш енчи Сосновкăна кайса икĕ кăмака турăмăр. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.