Тантăш 48 (4868) № 07.12.2023

7 Раштав, 2023

Чи пысăк ĕç те пĕчĕккинчен пуçланать

Унăн аллинче йĕппе çип вылянса кăна тăрать. Мĕн кăна ăсталамастьши вăл? Фоамиранран, тĕрлĕ тĕслĕ хăюран, хутран, вĕтĕ шăрçаран капăрлăхсем хатĕрлеме маçтăр. Чăннипех те ылтăн алăллăскер. Эвелина Фомина 13 çулта кăна. Вăл Елчĕк округĕнчи Курнавăш шкулĕнче çиччĕмĕш класра пĕлӳ пухать.

КУÇА ИЛĔРТЕКЕН КУРАВ

Нумаях пулмасть асăннă шкулта командировкăра пултăмăр. Пĕлӳ çуртне кĕрсенех куç çутă та пысăк коридор стенисем çинчи пуян курав çине ӳкрĕ. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата Чăваш тĕррин кунне халалланăччĕ. Мĕн кăна çук-ши: хитре композицисем, вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ илемлĕ хатĕр, сумкăсем, ӳкерчĕксем… Çак ытарайми ĕçсене пĕтĕмпех шкул ачи хатĕрленĕ тесен тепри ĕненмĕ те. Кĕçех тăхтава тухма шăнкăрав пулчĕ — акă Эвелина Фомина та çитрĕ. Хăйĕнпе паллаштарнă хыççăн уçă кăмăллăскер курав пирки каласа кăтартрĕ. Ал ĕçĕпе вунă çулта чухне кăсăкланма тытăннă вăл. Илĕртӳллĕ капăрлăхсене — тĕрлĕ сулă, мăй çыххи, алка таврашне — чи малтан интернетра асăрханă. Хĕрĕ питĕ интересленнине кура амăшĕ ун валли темĕн тĕслĕ вĕтĕ шăрçа туяннă. Тӳрех ĕçе пуçăннă Эвелина. Çыпăçуллăскерĕн аллинче шăрçа ретĕн-ретĕн хитрен вырнаçнине çывăх çынни асăрхаса тата та хавхалантарнă. Тĕрлеме те ăста вăл. Чăваш тĕрри ансат мар пулин те, аванах пулать унăн. Алмаз мозаикипе тахçантанпах кăсăкланать шкул ачи. «Мĕн тĕрли кăна тĕрлеменши эпĕ? Тепĕр чухне ĕненес те килмест, ман алă-ши ку тетĕп тĕлĕнсе. Уявсенче кукаçипе кукамая парнелетĕп те — мĕн тери савăнаççĕ. Ман ĕçсем вĕсен çывăрмалли пӳлĕмĕнче вырăн тупнă. Сăмах май, аннем те, кукамайпа асанне те, инкесем те ал ĕçне ăста. Вĕтĕ шăрçа пуçтарнă чухне эпĕ пурин çинчен те манатăп. Вăл чуна лăплантарать, кăмăл-туйăма хăпартать», — хавхаланса пĕлтерчĕ Эвелина.

«ПУÇЛАНĂ ĔÇЕ ВĔÇНЕ ÇИТЕРМЕЛЛЕ»

Уявсенче тантăшĕсене, вĕрентекенсене парнепе савăнтарать хĕрача. Пуринчен ытла брелок ăсталама юратать вăл. «Чи малтан мĕнле чĕр чуна юратнине ыйтса пĕлетĕп, кайран çавна хатĕрлетĕп. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланаймастăп, çурçĕрччен те тĕрлеме, çыхма пултаратăп. Класс ертӳçин Надежда Кузнецовăн алли ылтăн. «Ачасем, кирек мĕнле ĕçе те юратса, тĕплĕн тăвăр. Вăл сире кайран савăнăç парнелĕ», — тет пире. Надежда Михайловна — пирĕншĕн ырă тĕслĕх», — йăл кулса ăшшăн калаçрĕ Эвелина. Шкулта технологи урокĕнче кăна мар, тăхтавсенче те хăйĕн ăсталăхне аталантарать Эвелина. Пушă вăхăтпа тĕрĕс усă курма хăнăхнăран-и, унăн шкул сумкинче яланах йĕппе çип, вĕтĕ шăрçа пур. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл. Мĕн пур «5» паллăпа вĕренекенскер — хастар волонтер та. Хитре ӳкерме те маçтăр. Чечексемпе чĕр чунсене килĕштернĕрен тĕслĕ кăранташпа, киçтĕкпе вĕсене шурă хут çине куçарать. Спортпа та туслă Эвелина. Баскетболла выляма юратать. Дипломсемпе Тав хучĕсем те туллиех. Сăвва пăхмасăр вуласси аван пулать унăн. Кăçал «Юратнă учителе — парне», «Упрар тăван чĕлхемĕре» республика шайĕнчи конкурссенче çĕнтернĕ. Географипе, тăван ен культурипе, чăваш чĕлхипе олимпиадăсене хутшăнса мала тухнă. Килте амăшне пулăшма, апат пĕçерме, тăватă уйăхри шăллĕне Елисея пăхма та ĕлкĕрет. Чăваш çи-пуçне питĕ юратать. Масмак та, тухья та пур унăн. Хăйне ятăн кĕпе те çĕлеттернĕ. «Чăваш е вырăс чĕлхи учителĕ пулас килет манăн. Алă ĕçне те малалла аталантарасшăн», — пĕлтерчĕ мал ĕмĕтлĕ Эвелина. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Каждая победа – результат поддержки семьи»

Одаренная молодежь – будущее нации, лучшие из лучших дети. Их ум, талант – вдохновляют, а покорение новых и новых вершин вызывает восхищение и гордость. Карина Ильина – яркий пример талантливой молодежи. Ученица 9-го класса Новомуратской школы Комсомольского округа достигла весомых результатов не только в сфере образования и учебы, а также в творчестве и спорте.

С 5-го класса Карина играет в волейбол. Первые соревнования, которые прошли в районе, навсегда остались в памяти девушки. «В волейбол я пришла в 5-ом классе, а в 6-ом мы с командой девочек впервые заняли призовое место в округе и после этого завоевывали лишь 1-е и 2-е места. Огромное спасибо хочется сказать нашему тренеру Ирине Ильиной, которая вложила в нас очень много сил, времени и веры. Волейбол, лыжи, легкая атлетика, «Зарница…» – очень много спорта присутствует в моей жизни». По словам нашей героини, спорт воспитывает и дисциплинирует. Легкая атлетика помогает развивать выносливость, лыжи – терпение, «Зарница» учит работать в команде и быть лидером. В этом году на «Зарнице» Карина выиграла конкурс «Командир шагает впереди», определивший, кто из всех командиров лучший. Хорошая физическая форма помогает с легкостью сдавать нормы ГТО, у школьницы уже есть золотой значок. В настоящее время Карина входит в состав сборных команд по волейболу, легкой атлетике своего муниципального округа и защищает его честь в регионе. По словам девушки, выделяться своими способностями, стремлением к знаниям, целеустремленностью в учебе, энтузиазмом и талантом – залог успеха семьи. «Наша бабушка Зоя Фадеева с садика учила нас с братом читать, писать, считать. Вместе с ней мы разучивали наизусть стихи и песни. Поэтому я ежегодно участвую в конкурсах чтецов на чувашском и русском языках», — делится она. Конкурсы чтецов – самые любимые для нашей героини. «В младших классах талант выразительного чтения помогала развить Вероника Шингалова, а в старших – Татьяна Шингалова – учитель чувашского языка и литературы. Благодаря тому, что они направляли меня в правильную сторону, я всегда занимала призовые места. В этом году даже удостоилась Гран-при в одном из конкурсов», — рассказывает Карина. <...>

Ангелина ПЫРКИНА.

♦   ♦   ♦


«Юрату хăвачĕ» известен школьникам, но знаете ли вы его автора?

15 ноября в Национальной библиотеке Чувашской Республики прошла презентация книги-альбома, посвященной народной артистке СССР Вере Кузьминой в честь 100-летия со дня ее рождения. Для меня этот день стал особенным, потому что посчастливилось познакомиться с одним из авторов этой книги – Владимиром Степановым. Подойдя к писателю и рассказав том, что я начинающий журналист, увидела в его глазах радость и приятное удивление.

– Владимир Васильевич, многие писатели, поэты и журналисты являются выходцами из творческих семей. Что вы можете рассказать о своих родителях, и какую роль они сыграли в становлении вас, как писателя?

– Мои родители не были творческими людьми. Мама у меня была учителем биологии и химии, а отец – лесничим, он даже в одно время служил в МВД. Но они сыграли большую роль в становлении меня, как личности. – Нам известно, что вы начинали свой путь с Цивильской районной газеты «Путь Октября», с газет «Паянтан» и «Аван-и». Публиковали ли там свои первые художественные произведения? – Как корреспондент я начинал с написания публицистических материалов для изданий «Путь Октября» и «Паянтан», а только в «Аван-и», – на чем Владимир Степанов сделал особый акцент, – напечатали мой первый рассказ «Сила любви», на чувашском же «Юрату хăвачĕ».

– Знаете, – сказала я, очень обрадовавшись его ответу, – а мы в школе читали это произведение. Для меня это история о настоящей силе любви, и хотелось бы узнать, что побудило вас написать этот рассказ?

– Что побудило? – улыбнулся Владимир Степанов, – Виталий Станьял вдохновил. Когда я учился на первом курсе, он сказал, что те, кто сюда поступил, должны уметь писать стихотворения или прозу, поэтому дал нам задание сочинить что-либо к следующему практическому занятию, – вздохнув с улыбкой, писатель продолжил: – ну, пришлось написать. Произведение «Юрату хăвачĕ» изначально содержало в себе много мистики, но по совету Виталия Петровича я убрал эти элементы и усилил научную сторону. Далее Владимир Степанов подчеркнул, что произведение это имеет сюжеты, которые происходили на самом деле. Например, чувства главного героя взяты с повествования его товарища, и первая часть рассказа, где события происходят на корабле, автобиографичны. А в целом, сюжет «Юрату хăвачĕ» он придумал, добавив туда все вышесказанное.

– Хочу поделиться с вами интересным фактом: мой учитель чувашского языка и литературы Светлана Петровна однажды на уроке рассказала историю о том, что вы как-то на практике в апреле притащили ведро, где был снег со змеей. Этим вы очень испугали ваших одногруппниц. А как вы можете рассказать нам этот случай?

– Это было в мае, а не в апреле.

– В мае? – сильно удивилась я.

– В мае, да. Это было за Волгой, – сказал Владимир Степанов, рассмеявшись. – Мы проходили практику в пионерских лагерях, и вот, когда пошли в лес, я увидел сугроб снега, который собрали и засыпали опилками для саженцев ели и сосны. Саженцы были на опилках, снизу к ним шел холод, который и сохранял их, – в этот момент глаза Владимира Степанова наполнились радостью. – За Волгой было много ужей, и змей я никогда не боялся. Тогда я не раз приносил ужа в снегу. Видимо, они запомнили то, когда я сделал это впервые. <...>

Ксюша СТЕПАНОВА. Батыревский округ, Балабаш-Баишево.

♦   ♦   ♦


«Чи лайăх вылякан»

Баскетбол вăййине юрататăп, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатăп. Нумаях пулмасть пирĕн округри «Батыр» спорт комплексĕнче çак енĕпе ăмăрту пулчĕ. Унта пурĕ пилĕк ушкăн тупăшрăмăр. Тренировкăсене пĕрмаях çӳремеллине эпир лайăх ăнланатпăр. Çавна пулах ĕнтĕ асăннă ăмăртура хамăра лайăх енчен кăна кăтартрăмăр. Кашни шкулпа вылярăмăр, парăнмарăмăр. Ăмăртура пирĕн ушкăн пĕрремĕш пулчĕ. Паллах, çакăншăн савăнтăмăр. Нăрваш Шăхальти тата Патăрьелти пĕрремĕш шкулăн вĕренекенĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Пирĕн ушкăнра — ултă хĕрача. Çак йышра Настя Ежова, Ангелина Абрамова, Лида Капитонова, Маргарита Кошелева, Мария Иванова тата эпĕ пултăмăр. Мана «Чи лайăх вылякан» ята парса хавхалантарчĕç, Хисеп хучĕпе чысларĕç. <...>

Ангелина МАКАРОВА. Патăрьел округĕ, Аслă Чемен шкулĕ.

♦   ♦   


Аслă патриарх халалĕн йĕрĕпе

«Пушкин карттипе» усă курса Муркаш округĕн тĕп вулавăшĕнче тăрăшакансем пирĕн шкулта «Аслă патриарх халалĕн йĕрĕпе» ревю ирттерчĕ.

Библиотека ĕçченĕсем чи малтан Иван Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалне» вуласа пачĕç, Иван Яковлевичăн пурнăçĕ пирки аса илтерчĕç, видео кăтартрĕç. Муркаш округĕн тĕп вулавăшĕ «Уçăлма тухнă шăши çури», «Кулачă» сценкăсем лартрĕ. Библиотекарьсен артист пултарулăхĕ пире çак хайлавсене тарăнрах ăнланма пулăшрĕ. Константин Иванов, Алексей Рекеев, Трубина Мархви, Иоаким МаксимовКошкинский Иван Яковлевăн вĕренекенĕсем пулнă. Пире вĕсем пирки те каласа пачĕç. <...>

Софья ИГНАТЬЕВА. Муркаш округĕ, Чуманкасси шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.