Хресчен сасси 48 (2987) № 06.12.2023

6 Раштав, 2023

Çĕнĕ шая çĕклерĕ

2021 çулта республикăра агробизнеса аталантарма «Перспектива» программа йышăннă. Виçĕ çулта 54 грант, пурĕ 326 миллион тенкĕлĕх, уйăрнă. Çитес çул çак тĕллевпе бюджетран 150 миллион тенкĕ куçармалла.

Ку гранта регионта ĕçлекен фермерсем кăна илме пултараççĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Фермер шкулĕнче» вĕреннисене ял бизнесне пуçарма параççĕ. Тăкака республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Кăçал «Çырла туса илесси», «Аквакультура», «Сурăх çитĕнтересси» специальноçсене суйланă 23 çын гранта тивĕçнĕ. Вĕсене бизнес-план хатĕрлеме «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕн Компетенци центрĕн специалисчĕсем пулăшнă.

Патшалăх тĕревĕпе АПКра çĕнĕ отрасльсем вăй илме тытăнчĕç. Çав шутра — çырла çитĕнтересси те. Ку енĕпе ĕçлекенсен йышĕ ÿссе пынине пăхмасăр рынокра çимĕç çителĕклĕ теме çук-ха. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, улма-çырлана ют çĕршывран ытларах турттараççĕ. Пĕлтĕр 163 пин тонна кÿрсе килнĕ. Çав шутра 35% — çĕр çырли. «Перспектива» программăпа грант пани республикăра çивĕч ыйтăва татса пама, ют тавара вырăнтипе улăштарма пулăшмалла. Чăн та, çĕнĕлĕх фермерсене кăсăклантарни, çак ĕçе кÿлĕнекенсен йышĕ хушăнни палăрать. Юлашки вăхăтра çырлапа ĕçлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çу кунĕсенче рынокра вырăнта çитĕнтернĕ продукцие кура конкуренци çивĕчленни те сисĕнет. Шупашкар округĕнчи Сергей Крылов — «Фермер шкулĕнчен» пĕрремĕш тапхăрпа вĕренсе тухнисенчен пĕри. 2 çул каялла асăннă программăпа 4 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ вăл. Малтанлăха çĕр çырлине хушма хуçалăхри пысăк мар лаптăкра çитĕнтернĕ. Хăнăхса пынă май ытларах туса илме тытăннă. Хальхи вăхăтра çĕр çырли, хăмла çырли, кăвак çырла, хурлăхан, кашкăр çырли валли 16 гектар çĕр уйăрнă. Ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ. Культурăна тумлатса шăвараççĕ. Малашне агротуризма та аталантарасшăн. Кăмăл тăвакансем сиплĕ çимĕçе хăйсемех пуçтарма пултараççĕ. Туристсене канма пысăк мар хăна çурчĕ хăпартма, чĕр тавара вырăнтах тирпейлеме тытăнасшăн фермер. Унăн ырă тĕслĕхĕ ыттисене те çырла бизнесне пуçăнма хавхалантарнă. Çывăхри ялсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри ăна кура «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă, конкурса хутшăнса грант илнĕ. Халĕ тăрăшсах пылак çимĕçпе ĕçлеççĕ. Муркаш округĕнчи Антон Кондратьев çырла ĕçне хушма хуçалăхран пуçарса янă. Майĕпен лаптăка 0,2 гектара çитернĕ. Фермер «Перспектива» программăпа грант илме конкурса хутшăннă. Патшалăх пулăшăвне тивĕçни çемьене хавхалантарнă. Фермер хуçалăхĕнче çырлана çут çанталăк синкерĕнчен сыхлама йăран çинче тăрă тунă. Халĕ тăм ÿкни те, сивĕ çумăр та хăратмĕ. Республикăра çак çĕнĕлĕхпе вĕсем чи малтан усă курма тытăннă. Ку тăрăхри Евгений Краснов фермер та асăннă программăпа патшалăх пулăшăвне илме пултарнă.

— Грант пани ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать. Программăпа патшалăх пулăшăвне илес тесен хамăрăн та укçа хывмалла. Çапах тĕллевлĕ ĕçлекене вăл хăратмĕ. Малашне çырла лаптăкне пысăклатса тумлатса шăварассине йĕркелесшĕн. Паллах, чĕр тавартан тупăш ытларах илме вырăнта тирпейлесе сутассине йĕркелемелле. Варени, пастила, джем... — ÿркенмелле мар. Çырла лаптăкне 4 гектара çитерме палăртатăп. Культура 3 çул кăна пысăк тухăç парать, хыççăн ăна çĕнетмелле. Çĕр пулăхне пуянлатма пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Çавăнпа çĕр ыйтăвне те татса памалла. Пай çĕрне арендăна илме тивĕ-и, тен. «Перспектива», «Агростартап», «Çемье ферми»... — программăсем çамрăксене ял хуçалăхне явăçтарма пулăшаççĕ. Юлашки вăхăтра АПКра яш-кĕрĕм йышĕ палăрмаллах хушăнчĕ, — палăртрĕ Евгений. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Кашни ача чĕри патне сукмак хываççĕ

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче сывлăх енчен хавшак ачасем валли сад ăсти тата каменщик профессисем пур. Паянхи кун тĕлне унта 60 ача пĕлÿ пухать. Вĕсем те сыввисемпе тан вĕренме, аталанма, выляма тивĕç. Студентсене çакăн пек майсем туса пама тăрăшаççĕ те кунта.

Галина Петровăн педагогикăри ĕç стажĕ — 13 çул. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче сад ăстисене вĕрентет. Вĕсене пахчана тирпей-илем кĕртме, ÿсен-тăрана тĕрĕс пăхма хăнăхтарать. Занятисенче теори тата практика материалĕсемпе усă кураççĕ. Техникум картишĕнче теплица пур. Хĕлле унта суханпа ешĕл çимĕç, çуркунне чечек çитĕнтереççĕ. Çулленех техникум умне илемлетеççĕ. Çапла майпа ачасене ĕçлеме, илемлĕхе туйма хăнăхтараççĕ. Хальхи вăхăтра сад-пахча ăсти – кирлĕ професси. Ландшафт дизайнĕпе хула таврашĕнче пурăнакансем те, ялти халăх та кăсăкланать. Ятарлă вĕренÿ пÿлĕмĕсем студентсене дисциплинăпа çывăхрах паллашма пулăшаççĕ. Çакна та палăртмалла: Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ регионти «Абилимпикс» чемпионата ирттермелли пĕлÿ вырăнĕ пулса тăнă. Унта «Ландшафт дизайнĕ» компетенципе тупăшаççĕ. Ачасен çĕр лаптăкне хăтлăлатмалла, чулран, кирпĕчрен е плиткăран çул сармалла, ÿсен-тăран лартма, çавăн пекех ĕç вырăнне йĕркелесе пуçтарма пĕлмелле. Сăмах май, техникум студенчĕ Александр Макаров кăçал «Абилимпикс» наци чемпионачĕн регионти суйлав тапхăрне хутшăннă, «Ландшафт дизайнĕ» компетенцире палăрнă, Мускава кайма тивĕç пулнă. Йĕкĕт техникумра пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкара малалла вĕренме çул тытасшăн. «Çĕнĕлĕх чылай. Эпир пурнăçран юлмастпăр. Кĕнеке, хушма литература, хаçат-журнал вулатпăр, интернетпа туслă. Тĕрлĕ блогерсен сĕнÿ- канашне те итлетпĕр», — пĕлтерчĕ Галина Григорьевна вĕренÿпе паллаштарнă май. Техникума пĕлÿ пухма тĕрлĕ округри коррекци шкулĕсенчен килеççĕ. Аякрисем валли пурăнма общежити пур. Пушă вăхăта ачасем мĕнле ирттереççĕ-ха? Занятисем хыççăн тĕрлĕ кружока çул тытаççĕ: каток çине, бассейна, фитнес-клуба. Техникумран вĕренсе тухнă ачасен шăпи пирки те ыйтса пĕлтĕм. «Çамрăксем хăйсен пурнăçне ыттисемпе танах йĕркелеççĕ, республикăри тĕрлĕ предприятире ĕçлеççĕ», — сăмах хушрĕ Светлана Алексеева вĕрентекен. Юрий Павлов педагог каланă тăрăх, каменщик профессине алла илес текен йышлă. Пĕр курсра — 30 çын. Вĕренÿ программи икĕ çула тăсăлать. «Чи малтанах теорие ăса хыватпăр. Унтан мĕн вĕреннине практикăра çирĕплететпĕр. Кирпĕч хума та, раствор тума та вĕрентетпĕр. Пÿрт стенине те, мунча кăмакине те, камин та купалатпăр», — пĕлтерчĕ Юрий Аронович. Кирпĕчпе техникума Красноармейски округĕнчи кирпĕч завочĕ тивĕçтерет. «Сывлăх енчен хавшак ачасене тимлĕх ытларах уйăратпăр. Вĕсемпе нумай ĕçлетпĕр, калаçатпăр, ытларах алăпа темĕн те пĕр ăсталама, шутлаттарма хăнăхтаратпăр. Занятисенче купалаççĕ, салатаççĕ, тепре купалаççĕ. Темиçе хут тунă ĕçе астуса юлаççĕ. Кирпĕч хунă чухне математикăпа черчение лайăх пĕлмелле. Станокпа ĕçлетпĕр, кирпĕч касатпăр. Ун пек чухне юнашарах тăратпăр, ĕçри хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантаратпăр», — пĕлтерчĕ педагогика ĕçне 20 çул парăннă, саппасри офицер Юрий Павлов. <...>

♦   ♦   ♦


Халĕ те алă усса лармасть

Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн хастарĕ Лидия Яруткина çак уйăхра 70 çул тултарчĕ. Тĕп агрономра вăй хунăскер паянхи кун та ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе интересленсе тăрать. Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча çимĕç ÿстерет, çĕр ĕçне мăнукĕсене явăçтарать.

Лидия Семеновна Шупашкар районĕнчи Кивпулăх ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăватă пĕртăван çитĕннĕ: 3 хĕр те пĕр ывăл. Малтанах — ялти пуçламăш, унтан Çĕньялти шкулта ăс пухнă, Ишлейри вăтам шкулта 10- мĕш класс пĕтернĕ. Ял хуçалăхĕнче ĕçлесси пирки тĕлленмен те хĕрача. Унăн тухтăр пулас килнĕ. «Иккĕмĕш класра сылтăм алла хуçрăм. Операци тума республика больницине вырттарчĕç. Мана сыватакан тухтăр питĕ кăмăллă та йăваш хĕрарăмччĕ. Ăна кура манăн та тухтăр пулас килнĕ-тĕр», — çав вăхăта аса илчĕ Лидия Яруткина. Вăл медицина факультетне вĕренме кĕмешкĕн экзаменсем панă, анчах унăн балл çитеймен. Нумай куляннă, шухăшланă. Çапла документсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне агрономи факультетне кайса пама шутланă. Вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн вăл пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Унăн мăшăрĕ Виталий Яруткин та Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Çамрăксем 1974 çулта мăшăрланнă. Вĕреннĕ, институтра лабораторире ĕçленĕ. Часах Яруткинсен çемйинче пĕрремĕш ача çуралнă. Лидия Семеновна направленипе Ишлейри откормсовхозра агрономра ĕçлеме пуçланă. Ун чухнехи директорпа Иван Архиповпа килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунине палăртать Лидия Яруткина. «Ака-суха вăхăтĕнче ирхи 3 сехетре килтен тухса каятăмччĕ, уй-хире дежурнăй машинăпа илсе çитеретчĕç. Ĕç, вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Кашни уя çитме тăрăшнă. Транспорт çук чухне лашапа та, тракторпа та, велосипедпа та çула тухнă. Ун чухне пĕр-пĕринпе хутшăнмашкăн паянхи пек кĕсье телефонĕ пулман. Ытларах машинăри раципе калаçнă. Мĕн çитменнине, мĕн кирлине ыйтса пĕлнĕ, çийĕнчех палăртнă вырăна илсе çитернĕ. Тăрăшса вăй хунă, ĕçлес килнĕ-тĕр. Акатуйра Иван Степанович алла çыхмалли сехетпе чыслани халĕ те куç умĕнче. Лайăх ĕçленине курах пулĕ мана, 24-ри хĕрарăма, ял канашĕн депутатне суйларĕç», — каласа пачĕ Лидия Семеновна. Кĕçех унăн иккĕмĕш ачапа декрета кайма тивнĕ. Хыççăн сельсоветра секретарьте ĕçлеме пуçланă. Вăл вăхăтра ĕçĕ нумай пулнă: тĕрлĕ документ çырнă, отчет панă, налук пуçтарнă. Ĕçрен нихăçан та ютшăнман. Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн ăна Шупашкар районĕнчи «За коммунизм» колхоз председателĕ тĕп агроном должноçне йышăнма сĕннĕ. Çемьепе канашланă хыççăн Лидия Семеновна килĕшнĕ. Мăшăрĕ Виталий Трофимович Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кафедрăра ĕçлеме юлнă. 1980 çулта ăна «За коммунизм» колхозра тĕп экономист должноçне сĕннĕ, икĕ çултан председателе суйланă. Вăл — ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă. «Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ. Виталий Трофимович тăван çĕр çинче вăйне шеллемесĕр, юратса ĕçленĕ. Колхоз председателĕнче 26 çул тăрăшнă. Халăхшăн çуннă. Вăл çине тăнипех ял тăрăхĕнче ача сачĕпе шкул уçнă, ялсене газпа шыв пăрăхĕсем çитнĕ. Çак ĕçре ăна яланах юратнă мăшăрĕ Лидия Семеновна пулăшса, сĕнÿ-канаш парса пынă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.