Хресчен сасси 46 (2985)№ 22.11.2023

22 Чÿк, 2023

Патăрьел тăрăхĕнче чипс кăларма пуçларĕç

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Каçал тата Патăрьел тăрăхĕсенче çĕнĕ объектсем уçрĕ.

Малтанах вăл Комсомольски округĕнчи Чĕчкен ялĕнче пулчĕ. Унта шыв башнине хута яма хутшăнчĕ. Хальччен ял çыннисем таса шыв çуккипе чылай асапланнă. Ăна Аслă Чурачăк салинчен пушарнăй машинипе турттарнă. Йывăрлăх 2010 çулта пуçланнă. «Шыв çитсе пымастчĕ. Ăçтан килет — унтан турттараттăмăр. Çак проект пурнăçа кĕнишĕн хытах хĕпĕртерĕмĕр. Тинех шывпа çителĕклĕ усă курма пуçлатпăр. Шывĕ таса тата паха», — терĕ ялта пурăнакан Шейхулла Гималдинов.

Каçалсем шыв башнине «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин модернизацийĕ тата аталанăвĕ» патшалăх программи пулăшнипе хута янă. Объект валли 45,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Подрядчик 11 километр шыв пăрăхĕ хывнă, 100 ытла пусă туса лартнă. Комсомольски округĕн пуçлăхĕ Николай Раськин каланă тăрăх, шыв тытăмĕпе хушма хуçалăхра кăна мар, пушар хăрушсăрлăхĕн енĕпе те усă курма май килĕ. Сергей Артамонов министр Чĕчкен ялĕнчи шыв объекчĕсем 800-е яхăн çынна таса шывпа тивĕçтернине палăртрĕ. «Комсомольски округĕ тĕрлĕ программăна хастар хутшăнать. Акă, тĕслĕхрен, кăçал вырăнта пуçаруллă бюджет программипе 53 проект ĕçлет. Чăваш Енре çак тĕллевпе 7,5 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку шутра — пĕлӳ, культура, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем тата çул-йĕр. Чи кирли — вырăнти бизнес аталанни, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленни, демографи лару-тăрăвĕ», — терĕ министр.

Патăрьел округĕнчи «Юмах» ача садĕнче пĕрремĕш агролаборатори уçăлчĕ. Унăн кураторĕсем — «Корма» агрофирма тата «Лук-Агро», «Батырћ» хуçалăхсем. Вĕсем пулăшнипех экспериментсем ирттермелли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă. «Питĕ нумай ӳсен-тăран ӳстеретпĕр. Хамăр енчисене те, ăшша юратаканнисене те. Ачасемпе тĕрлĕ эксперимент ирттеретпĕр. Калăпăр, сухана шыва е çĕр çине лартатпăр. Çимĕç тымарне ăçта хăвăртрах янине сăнатпăр. Çĕр улмине чăмăрла, çурмаран касса, хуппинчен те лартса пăхрăмăр. Ачасем интересленеççĕ, çĕр çинче чакаланма юратаççĕ. Тен, вĕсен хушшинче пулас агрономсем те пур», — агролабораторипе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Светлана Рубцова воспитатель.

Сăмах май, паян республикăра 52 агролаборатори ĕçлет. Маларах регионта 160 ытла ача садне фермерсемпе аграрисем çумне çирĕплетнине пĕлтернĕччĕ. Проект пур муниципалитетра та ăнăçлă ĕçлесе пырать.

Патăрьел округĕнчи Анат Туçа ялĕнче чипс хатĕрлекен цех уçăлчĕ. Валерий Кузнецов фермер проекта хывнă инвестици калăпăшĕ — 60 миллион тенкĕ. Пĕр пайĕ — хăйĕн укçи-тенки, ытти — Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ çăмăллăх кредичĕ. Производствăна çапларах йĕркеленĕ: çĕр улмине çăваççĕ, тураççĕ, çупа ăшалаççĕ, хутаçсене хураççĕ. Предприяти çулталăкне 400 тонна ытла чипс хатĕрлеме тĕллевлĕ. «Пур çĕр улми те чипс кăларма каймасть. Эпир «Варяг» сортпа усă куратпăр», — терĕ Валерий Кузнецов. Ятарлă сорт ытти çĕр улмирен тухăçĕпе, ăна çитĕнтерме нӳрĕк ытларах кирлипе, тĕрĕс упрама пĕлнипе уйрăлса тăрать. Кăçал фермер пĕр пин тонна тухăç илнĕ. 4 килограмм çĕр улмирен пĕр килограмм чипс тухать. Ăна хатĕрлеме 20 минут кирлĕ. Пĕр сменăра 10 çын ĕçлет. Икĕ тĕрлĕ чипс кăлараççĕ. Малашлăхра продукци ассортиментне анлăлатасшăн, икĕ сменăпа ĕçлесшĕн. Хальлĕхе чипс сутлăхра çук. Райпопа тата вырăнти лавккасемпе калаçса татăласшăн. Инçе çула илсе кайма тăкаклăрах пулассине палăртаççĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, пирĕн республика çĕр улми туса илессипе малтисен ретĕнче. Атăлçи тăрăхĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, çĕршывра — 7-мĕш. Хальхи вăхăтра çак çимĕçе 250 хуçалăх ӳстерет, 6 хуçалăх вăрлăх енĕпе ĕçлет. «Çĕр улми туса илме тухăçлă мар пулса тухрĕ», — теççĕ. Анчах та кун йышши проектсем çĕр улми хакне ӳстерме пулăшаççĕ. Хамăр продукцие вырăнта тирпейлесе сутни те аталанма çĕнĕ майсем парать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Карачурасем куракансене савăнăç кÿреççĕ

«Пурăнмалла, савăнма пĕлмелле», — Элĕк округĕнчи Карачурари культура çуртĕнче йĕркеленнĕ юрă-ташă ушкăнăн хăйне евĕр девизĕ ку. Кунта çӳрекенсенчен хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах пĕри те килте тунсăхласа ларма шутламасть — пурнăçне илемлетме тăрăшать.

Ушкăнпа чухне вăхăт та интереслĕ иртет, чунра та кăмăллă. Культура çурчĕн заведующийĕ Людмила Николаева: «Атьăр, пĕрле савăнар, тĕрлĕ юрă шăрантарар!» — тесен Карачура тăрăхĕнче пурăнакансем унăн сĕнĕвне хапăлласа йышăннă, культура çуртне пуçтарăннă. Пĕри тухнă, унтан тепри — йыш пĕчĕккĕн хушăнсах пынă. Халĕ ушкăнра 10 çын: Людмила Николаева, Иван Комаров, Ирина Иванова, Надежда Медведева, Людмила Трофимова, Алена Комарова, Нина Моисеева, Фаина Григорьева, Валентина Брусникова, Валентина Титова — пурте пултаруллăскерсем. Кашнин чунĕ юрă-ташă енне туртăннă. Ушкăнри юрăçсем хăйсен кăмăлне çĕкленисĕр пуçне ыттисене те савăнăç, хаваслăх кӳреççĕ.

Людмила Николаева шучĕпе, чи пĕлтерĕшли — ку таврара пурăнакансене пĕр çĕре пухма пултарни. Ушкăна çӳрекенсем юрласа мĕн пур йывăрлăх çинчен манаççĕ. Акă, Фаина Григорьева хуçалăхра бухгалтерта нумай çул ĕçленĕ. Çав вăхăтрах сцена çине те тухнă. Вăл каланă тăрăх, юрлама тытăнсан чир-чĕр çав самантрах тарса çухалнăн туйăнать. Людмила Трофимова вара çулсем иртнĕшĕн вуçех те кулянмасть, мĕншĕн тесен вăл çутă ĕмĕтпе пурăнать. Валентина Брусниковăн та килте ахаль ларас килмест, уйрăмах — хĕл кунĕсенче. «Çын хушшинче пулнă май пĕтĕм хуйхă сирĕлет, йывăрлăха хыçа хăварма пулăшать», — шухăшне палăртрĕ юрлама юратаканскер.

Ушкăнри пĕртен-пĕр арçын — Иван Комаров. Вăл шкулта вĕреннĕ чухне купăс калама вĕреннĕ. Халĕ те музыка инструментне алăран вĕçертмест. Çуралнă куна е салтак ăсатма чĕнеççĕ-и — хирĕçлесе тăмасть. Купăс кĕввисĕр юрă та илемлĕ тухманнине лайăх пĕлет, çавăнпах ушкăнран уйрăлмасть. «Культура ĕçĕнче пĕччен нимех те тăваймăн. Йыш кирлĕ. Юрлама юратакансем пурри вара шанчăк парать, ĕçе йĕркелесе пыма хавхалану хушать. Сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ концерт программипе тухас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Пĕр сăмахпа, пурнăçран юлас мар тетпĕр», — пĕлтерчĕ культура ĕçченĕ Людмила Витальевна.

Репетицие уйрăмах хĕл кунĕсенче часчасах пуçтарăнаççĕ, чăваш халăх юррисене шăрантараççĕ. 2-3 сехет юрлаççĕ, киле кайма та васкамаççĕ, мĕншĕн тесен ушкăнра питех те кăмăллă та килĕшӳллĕ. <...>

Юрий КОРНИЛОВ. Элĕк округĕ.

♦   ♦   


«Пурăнма тата ĕçлеме майсем çителĕклĕ»

Ялта ĕçлесе пурăнма çамрăксем валли мĕнле майсем пур? Çамрăксене патшалăх енчен мĕнле пулăшу килет? Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупма пулăшаççĕ. Пуçаруллăскерсем ял-сала сăн-сăпатне улăштарассишĕн хытах тăрăшаççĕ. Ялти пурнăç хуларинчен уйрăлса ан тăтăр тесе вырăнта чылай ĕç тăваççĕ.

Кашни муниципалитета çитеççĕ

Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕ 2018 çулта Чăваш патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Унăн председателĕ — асăннă вĕрентӳ организацийĕн доценчĕ Анна Никитина. Ялсене çĕклесси, çамрăксене пурăнма тата ĕçлеме условисем туса парасси, агропромышленноç комплексне çĕнĕлĕхсем кĕртесси, кăмăл-сипет тата патриотизм туйăмне вăйлатасси союзăн тĕп тĕллевĕ пулса тăнă. Çамрăксем ял территорийĕсене аталантарассипе çыхăннă тĕрлĕ проектпа тата программăпа ĕçлеççĕ. «Ку организаципе 2019 çулта çывăхрах паллашрăм», — пĕлтерчĕ Анна вырăнти союзăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каланă май. — Халăха ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене патшалăхран килекен тĕрлĕ енлĕ пулăшу пирки ăнлантарса паратпăр. Бригадăсемпе республикăри кашни муниципалитета çитме тăрăшатпăр. Студентсемпе педагогсем кирлĕ информацие çитереççĕ, сĕнӳ-канаш параççĕ. Ялти çамрăксемпе нумай ĕçлетĕп. Университета пĕлӳ пухма тĕрлĕ округран килеççĕ-çке-ха. Вун-вун çамрăк шухăшкăмăлне ыйтса пĕлетĕп. Мĕн хумхантарать-ха паянхи çамрăксене? Çак ыйтăвăн хуравне тупма тăрăшатăп». Раççейре 2019 çултанпа «Ĕç пуçлакан фермер» проект ĕçлет. Вăл çамрăк фермерсене аталанма, бизнес-план йĕркелеме, командăпа ĕçлеме хăнăхтарать. Проекта çамрăк специалистсемпе студентсем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕсене Раççей шайĕнче те хакланă. Раççейри ял çамрăкĕсен союзне аталанмашкăн «Ялта чи лайăххисем» агрослет пысăк тĕрев панă. Сăмах май, кăçал вăл Чăваш Енре иккĕмĕш çул иртрĕ. Унта кашни округран пултаруллă та ăста, спортпа туслă, вĕренӳре хастар çамрăксем хутшăннă. Слет ялта пурăнакан 1500 ытла яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пĕр çĕре пухнă. Уява Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн председателĕ Дмитрий Пекуровский та хут- «Пурăнма тата .çлеме майсем çител.кл.» Ялта ĕçлесе пурăнма çамрăксем валли мĕнле майсем пур? Çамрăксене патшалăх енчен мĕнле пулăшу килет? Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупма пулăшаççĕ. Пуçаруллăскерсем ял-сала сăн-сăпатне улăштарассишĕн хытах тăрăшаççĕ. Ялти пурнăç хуларинчен уйрăлса ан тăтăр тесе вырăнта чылай ĕç тăваççĕ. шăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕпе Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшӳ тунă. Çакă ял территорийĕсене лайăхрах аталанма, ялти пуçаруллă çамрăксене вăй илме, вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳрессе шанаççĕ. Агрослет çултан-çул çĕнĕрен те çĕнĕ йăла-йĕркене çирĕплетет. Уçă калаçу вăхăтĕнче çамрăксем тĕрлĕ ведомство ертӳçисемпе куçа-куçăн тĕл пулса ыйтусем пама пултараççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.