- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 45 (6495) № 16.11.2023
«Арçынсене ыталамалла, пăвмалла мар»
Этем çуралать, ÿсет, тавралăхпа паллашать, шкула çÿреме пуçлать. Пĕлÿ çуртĕнче мĕне кăна вĕрентмеççĕши пире – хушма-кăларма, подлежащипе сказуемăй тупма, литература хайлавĕсене тишкерме, экономика саккунĕсене ăнланма… Анчах пурнăç ыйтăвĕсене татса пама темшĕн хăнăхтармаççĕ. Хамăрăн тĕллеве мĕнле палăртмалла? Хисепе епле çĕнсе илмелле? Хамăра мĕнле йышăнмалла? Пурнăçра мĕне мала хумалла? Хурлăха, пĕчченлĕхе епле чăтса ирттермелле?..
Кунсерен вун-вун ыйту канăç памасть пире. Хуравĕсене ăçта шырамалла-ши? Чăваш кĕнеке издательствинче анчахрах тухнă кăларăм — «Тĕлĕнмелле самантсем» — ку ĕçре самай пулăшма пултарать. Унăн авторĕ — Ордем Гали /Галина Васильева/. Редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнекене кĕнĕ хайлавсене чăвашла Ольга Васильева куçарнă. Ум сăмахра вăл «Тĕлĕнмелле самантсем» хăйне евĕрлĕ кăларăм пулнине систерет. Кунта калаçусем кĕнĕ-мĕн. «…автор пурнăçри опытне, тавра курăмне тĕпе хурса кашнишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă, хăйĕн шухăшне палăртнă, ăна тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Ку кĕнекене пĕрре ларса илемлĕ хайлав пек вуласа тухмалла мар, кунсерен е пушă вăхăтра васкамасăр шĕкĕлчесен аванрах пулĕ», — тет Ольга Леонидовна. Яш-кĕрĕмшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулмалла вăл. Ăна кун кĕнеки пек те хаклама пулать. Автор кулленхи пулăмсене тĕрĕс йышăнма, йывăр лару-тăруран тĕрĕс-тĕкел тухма вĕрентет, вĕçĕмсĕр аталанма, çĕнĕ пĕлĕве ăша хывма хистет. Ăна ĕненмесĕр тăма май çук, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Сиенлĕ йăласенчен мĕнле пăрăнмалла? Ĕçкĕçпе кун- çула çыхăнтармалла-и? Тунсăхран мĕнле хăтăлмалла, усал шухăшсене мĕнле сирмелле?.. Çак тата ытти ыйту тавра кăсăклă калаçу йĕркелет Галина Николаевна. Тĕрĕс ĕмĕтленме те пĕлмелле иккен. Тав тăвасса, мухтасса кĕтни те кăлăхах, кăмăла пăсатăн çеç. Хăвăн вара тав тума хăнăхмаллах – пуриншĕн те. Счетпа тÿленĕ чухне те кулянса мар, тав туса уйрăлмалла укçаран: «…тав тума пĕлни — пуянлăха пысăклатакан хăват». Тепĕр чухне «çук» тесе калама та пултармалла, пĕтĕмлетÿ тума васкамалла мар. Кĕнекере хĕрсем хăйсем валли усăллă сĕнÿсем тупĕç, мĕн патне туртăнмаллине пĕлĕç. «Пикен тивĕçĕ – черченкĕ те чăн-чăн хĕрарăм пуласси. Унăн ырă кăмăллă пулмалла, тав туса шухăшламалла, кашни саманта лăпкăн йышăнмалла. Хĕрарăмăн тĕп тĕллевĕ – телейлĕ пуласси, çав телее кайран ыттисемпе пайласси», – çырать Ордем Гали. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
♦ ♦ ♦
«Пурăнма тапаçлан, хăв чĕрĕ юлнăшăн Турра тав ту»
Çапла каланă тухтăр аварире йывăр суранланнă Валерий Никитина
«Çын пурнăçĕнчи чылай çула инвалид кÿми çинче ларса ирттересси пирки нихăçан та шутламасть. Анчах кун-çул тĕрлĕрен килсе тухать. Кашниех йывăрлăхсене хăйне май чăтса ирттерет. Пĕрисем пуç усаççĕ, теприсем йăлтах парăнтарса пурнăçăн кашни саманчĕпе киленеççĕ. Эпĕ иккĕмĕш ушкăна кĕретĕп пуль тесе шутлатăп», — терĕ Канаш хулинче пурăнакан Валерий Никитин.
Уяр кун аçа çапнă евĕр
Утса-чупса çÿрекен Валерий 2013 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çул çинче хăрушă аварие лекнĕ. Йывăр суранланнăскере малтан — Канашри, унтан Шупашкарти больницăна илсе çитернĕ. Çавăн чухне пуçланнă та Валерий Никитинăн йывăр та асаплă кунĕсем. Çак тарана çитсе миçе операци тунине астумасть те вăл. Эпĕ унпа калаçнă вăхăтра та больницăраччĕ, операци хыççăнччĕ. Валерий Патăрьел районĕнчи Йăлăм ялĕнче Евлампипе Алексей Никитинсен çемйинче 1963 çулта çуралнă. Çемьере тăватă хĕр те икĕ ывăл çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ пулсан та ачисене пурне те аслă пĕлÿ пама тăрăшнă. Никитинсен ывăлĕ-хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Ял Пăла юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнăран Валерин ачалăхри чи асра юлнă саманчĕ те унпа çыхăннă: «Эпĕ час ишме вĕренеймерĕм. Пĕррехинче кÿршĕ ачи мана шыв варрине йăтса кĕчĕ те çавăнтах хăварчĕ. Хăранипе чăмпăлтата-чăмпăлтата çыран хĕррине ишсе тухрăм. Çапла вĕрентĕм. 1980 çулта Патăрьелти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухрăм. Шăпах вăл çулхине Мускавра Олимп вăййисем иртрĕç. Хамăн пулас мăшăрпа /ун чухне эпир хĕрпе каччă пек çÿренĕ/ Шупашкара аслă шкула вĕренме çул тытрăмăр: эпĕ — ял хуçалăх институтне, вăл — педагогика институтне. Эпĕ экзаменсене хатĕрленес вырăнне ялан Олимп вăййисене пăхаттăм. Çапла вĕренме кĕреймерĕм, савни кĕчĕ. Куншăн эпĕ ун чухне питех кулянман пуль. Агрегат заводне ĕçе вырнаçрăм. Ĕçĕ килĕшетчĕ, укçи те аванахчĕ. Унтанах салтак тивĕçне пурнăçлама кайрăм. Свердловск хулинче çарта пулнă хыççăн каллех заводра ĕçлеме тытăнтăм. Çемье çавăртăмăр, ун чухне мăшăр вĕренсе пĕтерменччĕха. Аслă ывăл Шупашкарта çуралчĕ. Мăшăр вĕренÿрен ан юлтăр, ачана пăхма пулăшас тесе иккĕмĕш сменăра ĕçлеттĕм. Диплом илнĕ хыççăн мăшăра Канаша ĕçлеме ячĕç. Çавăнтанпа эпир кунта пурăнатпăр. Малтан «Техоснастка» заводра ĕçлерĕм, кайран, 15 çул, Канашри вакунсем юсакан заводра вăй хутăм. Çав вăхăтрах куçăн мар майпа чукун çул техникумне пĕтертĕм. Пурнăç лайăхчĕ. Ĕç пур. Çемье лайăх. Икĕ ывăл ÿстертĕмĕр. Иккĕшĕ те аслă шкул пĕтерчĕç. Анчах пурнăç яланах эпир шутланă пек килсе тухмасть çав. Аварие лексен пурнăç йăлт тепĕр майлă çаврăнчĕ. Кĕлеткен сылтăм енĕ вăйлă суранланнăччĕ. Куçа кăна виçĕ хутчен операци турĕç, кантăк ванчăкĕсене кăларчĕç. «Сывалăн-ха, çÿрекен пулăн», — тетчĕç тухтăрсем. Тетепе йăмăксем те хавхалантаратчĕç. Тавах вĕсене, мана черетпе пăхрĕç. <...?
Валентина ЯКОВЛЕВА
♦ ♦ ♦
«Мускавра эпĕ Чăваш Ене вăйлă юратнине туйрăм»
Паян Мускаври чăвашсем мĕнле пурăнаççĕ? Çакна пĕлес тĕллевпех хамăрăн тĕпеле Мускаври чăвашсен культура обществин ертÿçине Лира СМИРНОВĂНА чĕнтĕмĕр. Вăл ăна 20 çул ытла ертсе пырать.
Чăвашсем пĕр чăмăрти пек
— Лира Петровна, эсир пурнăçăн пысăк пайне Мускавра ирттеретĕр. Культура обществине хăйне евĕр пĕчĕк чăваш çĕрĕ теме пулать, вăл Мускав чăвашĕсене пĕр тĕвве çыхать, пĕрле пухăнса уявсем ирттерме, тăван чĕлхепе калаçма май туса парать.
— Мускав чăвашĕсем 1950 çулсенчех туслă пурăннă. Мускаври чăвашсен культура обществине 1989 çулта йĕркеленĕ. Хыçра — 34 çул. Унăн пĕрремĕш хисеплĕ председателĕ — космонавтăмăр Андриян Николаев. Пĕрремĕш председателĕ — Виссарион Прянников. Алексей Александров, Петр Мульдияров, Гурий Крылов — маттур йĕркелÿçĕсем, малтанхи çăмăлах мар утăмсене тăвакансем. Вăл çулсенче чăвашлăх енĕпе ĕçлекен культура обществи пĕртен-пĕрре пулнă. Эпир, çамрăксемпе вăтам çултисем, унăн пулăшăвне туйсах тăраттăмăр. «Атăл» хор çав вăхăтра çуралчĕ. Мускав чăвашĕсен ачисен ташă ушкăнне те йĕркелерĕç. Литература уявĕсем ирттереттĕмĕр. Эпир ытти халăх культура обществисемпе туслăччĕ. 1998 çулта регионти чăваш культура обществине йĕркеленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех «Ниме» общество та регистрациленнĕ. Камсем вĕсем — чăвашсем? Мĕнпе палăрса тăраççĕ? Çак ыйтусем хумхантарнă ун чухнехи хастарсене. 2000 çулта лару-тăру самаях улшăнчĕ. Çĕнĕ организацие, регион шайĕнчине, Мускаври чăвашсен наципе культура автономине Владимир Бурмистровпа Анатолий Иванов ертсе пыма пуçларĕç. Вĕсем тăрăшса ĕçленĕ вăхăтра Мускав чăвашĕсен культура обществин функцийĕ сахалланчĕ. 20 çултан тĕрлĕ сăлтава пула наципе культура автономийĕ хупăнчĕ.
— Культура обществин ертÿçин тилхепине сире хăçан шанса пачĕç?
— 2002 çулта. Манăн виçĕ пулăшуçă, 13 правлени членĕ. Пĕлтĕр унта ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Кай-кай, эсир каламан тăк кун çинчен аса та илместĕм пуль. Кур-ха, вăхăт сисĕнмесĕр иртет.
— 20 çулта темĕн те тума пулать…
Мускавра эсир пĕлмен чăваш та юлмарĕ пуль? — Миçе мероприяти ирттернине шутламан. Мускав Правительствинче мана ятран пĕлекен пулса çитрĕç. Ытти халăхăн культура обществисен ертÿçисемпе те туслашрăм. Удмуртсемпе, тутарсемпе, таджиксемпе, азербайджансемпе, эрменсемпе, якутсемпе, бурятсемпе, марисемпе, пăлхарсемпе çывăх ĕçлетпĕр. Культура обществи çумĕнче 4 пултарулăх ушкăнĕ пур. «Атăл» хор /ертÿçи Галина Никитина/, «Тăвансемĕр» /ертÿçи Лидия Петрова/, «Ентеш» /ертÿçи Алевтина Тельцова/, «Шевле» /ертÿçи Валентина Попова/. Ушкăнсем йĕркеленнĕ чухне вĕсен ертÿçисене май пур таран пулăшрăм. Вĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, уявсенче чăваш культурипе паллаштараççĕ. «Навруз», «Сабантуй», «Ысыах», «Абрикос» уявсене пирĕн обществăна яланах йыхравлаççĕ. Чăвашсене пĕлеççĕ. Ку — пысăк хисеп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă
♦ ♦ ♦
«Ĕç графикĕ те меллĕ, тупăшĕ те сахал мар»
Виçĕ професси
«Эпĕ ачаранах врач пулас ĕмĕтпе пурăннă. Шкулта лайăх вĕрентĕм. Унти кашни мероприятие хутшăнма тăрăшаттăм. Анчах ачалăх темшĕн ытларах йывăрлăхпа асра юлчĕ. Шăпах эпир ÿснĕ вăхăтра аттепе анне тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрчĕç. Паллах, укçа-тенкĕ чылай кирлĕ пулнă. Çавăнпа севок нумай лартатчĕç, выльăх чылай усратчĕç. Эпир те вĕсемпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхнă, çĕр çинче ĕçленĕ. Çапах мĕн ачаран ĕçлесе ÿснĕшĕн ÿкĕнместĕп. Ку мана халĕ пулăшса пырать», — калаçăва пуçларĕ Елена Плешкова /хĕр чухнехи хушамачĕ Воробьева/ косметолог врач тата эстетист. Кашни çыннăн ачалăх мĕнле те пулин самантсемпе асра юлать. Елена 1993 çулта Патăрьел тăрăхĕнче çуралнă. Кĕсье телефонĕ тухсанах вăл ăна тытса курнă. «Аттен Мускавра пурăнакан тетĕшĕ Гена тата куккасем мĕн çĕнни тухать — çавăнпа пире тивĕçтерме тăрăшатчĕç. Вунă çул тултарсан атте мана машинăпа çÿреме вĕрентрĕ. Шкул пĕтернĕ тĕле ялта машинăпа хам тĕллĕнех çÿреттĕм. Ку мана водитель правине те çăмăллăнах илме пулăшрĕ. Тухтăр пулас ĕмĕт вара кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне тĕвĕленчĕ. Юлташ хĕрачисемпе Пăла шывĕ хĕррине анаттăмăр та шапасене укол тăваттăмăр. Чăн-чăн медсестрасем пек хăтланаттăмăр тата. Пирĕн килте сыснасене çăвăрлаттаратчĕç. Пĕррехинче сысна çăвăрланă та чылай çурине кăшланă. Аннепе иксĕмĕр вĕсен суранĕсене йĕппе çиппе çĕлесе хутăмăр. Пурте сывалчĕç, çĕвĕ йĕррисем çеç юлчĕç. Мĕнле савăннă куншăн эпĕ!» — ачалăхне аса илчĕ Елена. Тури Туçари вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Елена И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Унта ăс пухнă вăхăта ырăпа аса илет вăл: «Вĕренме кĕрсенех хам тĕрĕс çул суйланине ăнлантăм. Эпир хамăр класран тăваттăн тухтăр пулас ĕмĕтпе пурăнаттăмăр. Пурте вĕренме кĕтĕмĕр. Университетра нумай çĕнĕ юлташ тупăнчĕ. Студентсем валли ирттерекен пур мероприятие те хутшăнма тăрăшаттăм. Мана ытларах «Студентсен çуркунни» фестиваль килĕшетчĕ. Унта юлашки курсченех хутшăнтăм. Спорта юрататтăм. Халĕ те кашни эрнерех спортзала çÿретĕп. Университетра факультетшăн минифутболла виçĕ çул вылярăм. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА
♦ ♦ ♦
Авланичченех çĕр туянса çурт лартнă
Анатолий те, Лариса та Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕр-пĕрне курнă-ха вĕсем, палланă та. Анчах ун чухне шăпа икĕ чĕрене пĕр çул патне илсе пырасси пирки шутлама та пултарайман. Анчах кирек мĕнле пулсан та пурнăç хăйĕн еккипех чупать, темĕнле тăрăшсан та этем ăна хăйне кирлĕ пек пăраймасть. Ларисăпа Анатолий çемье çавăрнăранпа 20 çул çитнĕ. Герасимовсем тăван тăрăхĕнчех, Асанкассинче, тĕпленнĕ.
Пĕлсех качча тухнă Ларисăпа Анатолий хĕрпе каччăлла пĕр çул кăна çÿренĕ. Тепĕр тесен, туйăмĕсене нумай вăхăт тĕрĕслеме кирлĕ те пулман. Ара, иккĕшĕ те пĕр ялтах пурăннă, мĕнле çемьере ÿснине курсах тăнă. Çемье çавăрнă чухне Лариса — 20 çулта, Анатолий 26-ра пулнă. Лариса шкулта аттестат илсен Çĕнĕ Шупашкарти биотехнологи колледжне вĕренме кайнă, сĕт юр-вар продукцийĕсен технологĕн специальноçне алла илнĕ. Ку профессипе ялта ĕç вырăнĕ тупма йывăртарах. Апла пулин те Лариса диплом илсен хулара тытăнса тăман, яла таврăнма шутланă. Çак утăма тума унăн пысăк сăлтав пулнă. «Колледжран вĕренсе тухнă çул çурла уйăхĕнче качча кайрăм. Анатолий — ял çынни, вăл хулара пурăнасси пирки нихăçан та шутламан. Вăл мĕн çуралнăранпах — ялта. Кун пирки эпĕ хĕрпе каччăлла çÿренĕ чухнех пĕлнĕ. Çакна пĕлсе тăрсах качча тухрăм», — çемье çавăрнă вăхăта аса илчĕ Лариса Герасимова. Туйне вĕсем ялта чăвашсен йăли-йĕркине пăхăнса тунă. Иккĕмĕш кунхине каччăн килĕнче çăнăхта ирттернĕ, виççĕмĕш кунхине — хĕр патĕнче. Çавăн пек çав вăл — чăн-чăн юрату. Пĕр-пĕрне чунран савсан ăçта пурăнни пĕлтерĕшлĕ мар. Герасимовсемшĕн ялти пурнăç нимĕнле каторга та мар. Пачах тепĕр май, вĕсем яла питĕ юратаççĕ, вĕсемшĕн унран ырăрах вырăн çук. Анатолий çут çанталăка питĕ юратать, çавăнпах вăл шкултан вĕренсе тухсан лесникре ĕçлеме пуçланă. Вăл авланичченех ялта тĕпленме палăртнă. Йышлă çемьере ÿснĕскер тĕп килтен уйрăлса тухас тесе хăйсен касĕнчех çĕр туянса çурт лартма тытăннă. Ларисăна качча иличчен Анатолий ăна туса пĕтернĕпе пĕрех, шалти ĕçсем кăна юлнă. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр ĕçсене пĕрле вĕçленĕ те çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас