Чăваш хĕрарăмĕ 44 (1323) № 09.11.2023

9 Чÿк, 2023

Пурнăç урокĕсем

Тавах учителĕм, тавах

Чуна парса, вăйна хурса В

ĕрентрĕн эс сăпай пулма,

Ăс панăшăн, çын тунăшăн

Тавах, учителĕм, тавах, — янăраççĕ юрă сăмахĕсем. Пиртен кашниех шкула пĕрремĕш утăм туса кĕнĕ, малтанхи учителе куç илми сăнаса вулама-çырма вĕреннĕ. Пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекенсем нихăçан та асран тухас çук. Манăн сăмахăм Тăрăнти тулли мар вăтам шкулта пире вырăс чĕлхипе литературине, юрă тата ÿкерÿ урокĕсене вĕрентнĕ Валерий Алексеев çинчен. Пурăннă пулсан вĕрентекенĕмĕр кăçал тăхăр вунă çулхи юбилейне паллă тунă пулĕччĕ, анчах йывăр чир ăна пурнăçран вăхăтсăр уйăрса кайрĕ. Эпир пиллĕкмĕшĕнче вĕренеттĕмĕр ун чухне. Вырăс чĕлхипе çыру ĕçĕн урокĕ пуçланмалла. Класа хуп-хура костюм, шап-шурă кĕпе тăхăннă, галстук çыхнă вĕрентекен кĕчĕ, пире сывлăх сунчĕ те хыçалти парта хушшине вырнаçрĕ. Урок вĕçленсен пирĕн ĕçсене тытса пăхрĕ, вуласа тухрĕ. Класс çине ăшшăн пăхса илчĕ те: «Маттур эсир, диктант аван çырнă, йăнăшсем çукпа пĕрех», — терĕ. Вăл ассистент пулса урок итлеме пынă иккен. Унăн сăмахĕсем пире хăпартлантарчĕç, тата лайăхрах вĕренме çунатлантарчĕç. Каярахпа, аслă классенче пире те ун патĕнче вĕренме тÿр килчĕ. Унăн урокĕсене эпир уява кайнă пек çÿреттĕмĕр. Вырăс чĕлхипе литератури патне пирĕн вăхăтра тăван ялтан ниçтах та тухса курман ачасен туртăм питĕ вăйлăччĕ. Пĕрле вĕреннĕ тантăшăмсем суйма парас çук, уроксем хыççăн тĕрлĕ ял ачи пĕрле пуçтарăнса çыру ĕçĕсем иртереттĕмĕр. Хамăр хушăрах пĕри «вĕрентекенччĕ». Кайран çавсемех теплере пĕрре класра уроксем те параттăмăр. Валерий Алексеевич пулăшнипе паллах. Мĕн чухлĕ кĕнеке вулаттаратчĕ! Пĕрле сÿтсе яваттăмăр. Ăслă шухăшсене, ваттисен сăмахĕсене çырса илеттĕмĕр. Паянхи кун та упранаççĕ вĕсем, пурнăç çине тата тарăнрах пăхма хистеççĕ. Тантăшсен хушшинче учитель ĕçне суйлакан та йышлă пулчĕ. Эпĕ те вырăс чĕлхине вĕрентме аслă шкулта диплом илтĕм. <...>

Антонина ЕФИМОВА

♦   ♦   


«Сире хисеплеççĕ…»

Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, Шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшакансен кунне паллă тăватпăр. Уяв ячĕ юлашки çулсенче темиçе хутчен улшăнчĕ пулин те йĕрке хуралçисен пĕлтерĕшĕ çавăн пекех сыхланса юлчĕ — обществăри тăнăçлăха сыхласси, саккуна пăсакансене тытса чарасси. Уяв умĕн «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне полици майорне Олеся Викторовăна тата юстици подполковникне Елена Васильевăна чĕнтĕмĕр.

Тĕп вырăнта — çынлăх

Шалти ĕçсен тытăмĕнче нумай çул тăрăшаканскерсене пĕр тĕвве çыхакан сăлтав нумай. Чи малтанах, вĕсем — пĕртăвансем. Унсăр пуçне иккĕшĕн те мăшăрĕсем çав тытăмрах вăй хураççĕ. Çавăнпа та ĕçре талăкĕпе тенĕ пек «çухалнишĕн», отпускра та килте тытăнса тăрайманнишĕн, кунне виçĕ хут вĕри апат пĕçерсе мăшăр кăмăлне юрайманнишĕн ÿпкелешекен çук. Ара, арçынсем хăйсем те киле çывăрма тенĕ пек кăна таврăнаççĕ вĕт. Телее, аслашшĕкукашшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ мăнукĕсене чунтан юратаççĕ, çавăнпа та пĕчĕкскерсем ÿснĕ чух çапах та тĕрев курăмлă пулнă. Олеся Олеговнăпа Елена Олеговнăна питĕ çирĕп çыхăнтарса тăракан тепĕр пулăм пур — иккĕшĕ те, хулара ÿснĕ пулин те, яла çÿреме, пахчара чакаланма юратаççĕ. Халĕ те, шкулта вĕренекенсен кĕркуннехи каникулĕ вăхăтĕнче, Элĕк округĕнчи Мăн Вылă салине, ашшĕн, Олег Ивановичăн, çуралнă ялне васканă. Олеся Викторовăна ачасене юратни малтан филолог профессине алла илме хистенĕ. Анчах шăпа çулĕ шкула мар, шалти ĕçсен пайне илсе çитернĕ – вăл 18 çул Шупашкарти 5-мĕш полици уйрăмĕнче çул çитмен çамрăксемпе ĕçлет. Паллах, пĕрремĕш ыйту та ĕçпех çыхăнчĕ — йĕрке хуралĕнче вăй хума çăмăл мар, хĕрарăма — пушшех те. Дежурствăсем, нормăламан ĕç кунĕ, кану çукпа пĕрех… Унтан та ытла, хĕрарăм чунне питех те ыраттараканни — тăлăхсен е ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшипе юратăвне туймасăр ÿсекен ачасем. Юратăва туйма-и?! Кун пек çемьесенче çитĕнекен шăпăрлансен пурнăçĕ те — хăрушлăхра. Хăрушлăхне вара шăпах чи çывăх çыннисем кăларса тăратаççĕ… — Чăнах та, ачасене юратнипех çитрĕм çакăн патне. Паллах, ытти ĕçе те куçма пулатчĕ… Анчах ман чун çакăнтах туртать. Ачасене юратмасăр ку инспекцире ĕçлеме май çук. Шкулсене, профилактика учетĕнче тăракан çемьесене тăтăш çÿретпĕр, куçран вĕçертместпĕр. Çын тени тĕрлĕрен пулать. Кашни пулăшу ыйтма килекенпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Вĕсемшĕн такам та пулмалла: амăшĕ те, психолог та, педагог та, наставник та тата, паллах, полицейски те. Анчах пирĕн ĕçре ÇЫНЛĂХ çапах та тĕп вырăн йышăнать. Çапла, йĕркене пăснă вăл, анчах епле пулсан та маншăн вăл чи малтан — ача. Ун хыçĕнче — шăпа, — палăртрĕ полици майорĕ. <...>

Рита АРТИ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.